Таркăн :: Кĕркунне
Яланхи пекех, пуп сыснисем Янтула вăрман хĕрринче кĕтсе илчĕç. Нăрх! турĕç те пуçĕсене çĕклесе, шанмасăр пăхса, шак хытса тăчĕç. Янтул шутласа тухрĕ — çирĕм пĕр пуç. Кашни хăй тĕслĕ — шурă, хура, хĕрлĕ, ула. Ули те тĕрлĕрен — шурăпа хĕрлĕ хутăш, шурăпа хура, хурапа хĕрлĕ...
Юман йĕкелĕ пулнă çул кĕркунне чăвашсем мĕн авалтанпах сыснисене вăрмана кайса яма вĕреннĕ. Тырă пулман çул кашнинчех юман йĕкелĕ ăнса пулать, ваттисем ăна тахçанах асăрханă. Мĕнтен килет вăл — пĕлмеççе ăна, анчах çапла: е тырă пулать, е йĕкел. Иккĕшĕ те пĕр çул хушшинче çитĕннине никам та курман теççĕ. Чухăнтараххисем йĕкеле пуçтарса типĕтсе хураççĕ те авăртса çăнăхпа хутăштарса çиме тытăнаççĕ. Сыснашăн тесен, унран тутлă апат та çук пуль. Çынсем хĕвелçаврăнăш çинĕ пек хуппине кăларса пăрахать вăл, йĕкелне çиет. Çӳреççĕ йĕп сăмсасем вăрман тăрăх чакаланса. Пĕрер уйăхран йăлтах кайакланса каяççĕ. Çын ури сассине илтнипех хăрт-харт тăваççĕ те вăрманалла тапса сикеççĕ — йытăпа хăваласа çитеймĕн. Кашкăр е упа пĕччен сыснана тытма пултараççĕ-ха. Унта та пулин пĕтĕм тавралăха хускатмалла кăшкăрать вăл. Ушкăн сысна пулсан вĕсем хăйсем кашкăра тапăнма хатĕр. Хĕл ларсан тин вĕсем ялалла çул хываççĕ. Тепĕр чух хăйсемпе пĕрле хир сыснине ертсе килни те пулать.
Янтул малтанах кайса лартнă кункăрана сăсăлне силлерĕ те пĕр хушă сыснисем мĕнле çинине пăхса тăчĕ. Ватă ула аçи ытти сыснисене ывăтать кăна. Тунисем вăрăм ун, шăрчĕ тем тăршшĕ. Хăй пуринчен пысăк, пуссан тăват-пилек пăт тĕш какай тухĕ.
Янтул сыснасене пĕрне хăтăрса илсе, теприне хыçса, виççĕмĕшне тутлă йĕкел пăрахса парса йĕркене кĕртекенччĕ, халĕ тивмерĕ. Хăвăр пĕлнĕ пек хăтланăр терĕ. Миххи тĕпне темиçе çупкăм паланпа пилеш татса ячĕ вăл. Пилешĕ хĕлле, сĕрĕм тивсен, аван пулаканччĕ-ха. Ача куçăхасран е пăсташран-мĕнтен миçиххи туса çакма та кирлĕ вăл. Паланĕ кукăль ăшлĕх селĕм. Хĕлле валли вĕсене пĕрре-иккĕ сивĕ тивсен татса янтăлать ял халăхĕ.
Янтул ялалла васкать. Паян çынсене кăтартмалла хуçа çĕрулмине кăлармалла та, апат чылай кирлĕ пулать. Апачĕ-мĕнĕ, пысăк хуранпа яшка пĕçерĕç ĕнтĕ. Янтулăн арăмĕпе Хветлене пулăшма çитмелле часрах. Тен, шыв кӳмелле пулĕ. Вутă йăтса хумалла. Лашисене пăтратса памалла...
Ĕç кутран юхать пуп патĕнче. Çыру ĕçне мĕнле тунсăхларĕ Янтул! Хут ĕçне. Савăнсах пĕр-пĕр кантурта çырса ларĕччĕ вăл халь. Тата кĕнеке вулĕччĕ. Хупаха эрех ĕçме кĕрсе тухĕччĕ. Ун вырăнне Янтул ухмаха персе хура-мара ĕçре вăхăтне ирттерет. Çырса памаллисем ку ялта та тупăнĕччĕç-ха, хут пĕлни çинчен çынсене систер кăна. Пурнăçĕ те лайăхланĕччĕ ун пек, вулăс кантурĕ çывăхĕнче те — хăрушă. Тарса çӳренине пĕлме пултарĕç, хупса лартĕç. Ахалех ятне улăштармарĕ вăл тепре. Енчĕпекрен вăтанчĕ.
Телейлисем нимрен те хăрамаççĕ ав. Пурнăçĕ те вĕсен аннăçем ăнса пырать. Ни хăйсене палласран шикленмелле мар вĕсен, ни тарса çӳремелле мар.
Ку тĕлте Янтул Чикмери çамрăк Михайлова кĕвĕçсе аса илет. Эп çырасса та унран хитре çырап, ăс-хакăлпа та унран ӳксех юлмастăп пуль, пурĕ пĕр эпĕ вырăнсăр, вăлах, çамрăкскер, ăшă вырăнта тет.
Тата аçа çапасшĕ Салакайăк мĕнле иртĕхсе пурăнать. Чунĕпе сысна кĕтӳçи пулмаллискер, халăх кĕтӳçинче çӳрет. Ун ăслă пиччĕшĕ, апăрша, тарçăра мăшкăл курать. Тĕрĕс япала-и çакă?
Ку çеç те сахал-ха. Çынсен чунне пусса тăрасшăн вăл кĕççе пит Салакайăк. Таçтан çăва патĕнчен чăваш хушшине килсе лекнĕ те —хуçана тухнă. Темĕн те пĕлет имĕш вăл пурне те вĕрентме пăхать, пур çĕре те пуçне чикет...
Апат пĕçернĕ çĕрте пулăшма мар, çиме çеç ĕлкĕрчĕ Янтул. Хветле пĕр хуран яшка та пĕр чӳлмек хĕрлĕ кăшман пĕçернĕ-мĕн. Енчĕпек уйран уçланă та, чăваш апатне юратсах çирĕ Янтул. Пуп майри Марфа Ефимовна тăпăлтарса кĕнĕ суханпа пĕр çăмарта валли те хырăмĕнче вырăн тупăнатчĕ пуль, çиме чарчĕç ăна. Пӳртрен Микки тухрĕ.
— Хуçасем чĕнеççĕ, Ильмук.
— Кама, мана-и? Мĕн тума?
— Апат çиме.
— Авăн çапма тесен ĕненĕттĕм. Апатне вĕсем мансăрах та лайăх çияççĕ.
— Вĕсем сана çĕрулмипе сăйласшăн.
— Çĕрулмийĕ те хам умрах.
— Элексантăр ялти ятлă çынсене пуçтарма хушнă. Ял халăхне вăл çĕрулми акма вĕрентесшĕн. Санăн çынсен умĕнче çĕрулми çисе сухална шăлкаласа лармалла çеç тет.
— Ăна шăлма пулĕ-ха. Валтан вĕсем эрехне ĕçтерччĕр.
— Курнăçса ан лар ĕнтĕ, чĕннĕ çĕре кĕр, — терĕ Енчĕпек те.
Янтул-Ильмук пӳртелле таплаттарса утрĕ.
Чăвашсене, ултă сухала, пуп кухнинчи сĕтел хушшине лартнă-мĕн. Сĕтел çинче чăмăрла пĕçернĕ вĕтĕ çĕрулми, уçланă уйран, пĕр услам çу, çăкăр, кашăк-çăпала, тăвар суланчи...
— Апат тутлă пултăр! — сĕнчĕ Янтул.
— Лар пирĕнпе апата, — вăрăм аллипе аякри пукана сĕтел пуçне шутарса лартрĕ пуп.
— Эп халь кăна сĕтел хушшинчен тухрăм, — терĕ Янтул.
— Мĕн çирĕн? — вăл мĕн калассине пĕлсе ыйтрĕ пуп.
— Çĕрулми çирĕм, — пĕлтерчĕ таркăн.
— Тутлă пулчĕ-и?
— Калама çук тутлă пулчĕ. Ытараймасăр тата пăртак çиям-ха, — тесе Янтул сĕтел пуçне ларчĕ, мăйăр пек çеç çитĕннĕ пĕр çĕрулмине илсе шуратрĕ, ун çине кăштах тăвар сапрĕ, унпа юнашар çу муклашки тытрĕ те янк çăтса ячĕ. — Тӳттӳ!
— Çупа тутлă пулмасăр, — терĕ пĕр чăваш.
— Унне хăшне çимелле, — ыйтрĕ тепри: — туни çинчи мăйăрне-и е çĕр айĕнчи çимĕçне-и?
— Сĕтел çинче мĕн пур — çавна, — пĕлтерчĕ Марфа Ефимовна.
— Кама мĕн килешет, — терĕ Янтул.
— Ăна çĕрулми мар, çĕр мăйăрĕ темелле, — сĕнчĕ виççĕмĕш сухал.
— Эпĕр ăна выльăх валли тăватпăр. Хамăра та пăсмасть.
— Ăна пĕçерсе çимелле-и е чĕрĕлле?
— Çарăка-кишĕре кам пĕçерсе çитĕр?
— Пирĕн аттесем çĕр мăйăрĕсĕрех пурăннă, тен, эпĕр те вилмĕпĕр, атьсемĕр?
Тарçăсем пахча-çимĕç пуçтарма тухнă. Янтулпа Енчĕпек, Миккипе Хветле вĕсем. Ĕçлĕ пулччăр тесе Ухтиван тусĕсене Сульхапа Миклая та чĕннĕ. Арçынсем кăлараççĕ, хĕрарăмсем, куштăркама, кишĕр-çарăка, купăстапа хĕрлĕ кăшмана çерем çине йăтаççĕ. Хĕвел сивĕне пуçланă та, ĕçлеме чух кăна. Малтан çĕрсе тислĕк пулма ӳсен-тăран çулçисене пахча леш пуçне купаласа хучĕç.
...Темĕн туртрĕ-скĕ çав самантра Янтула-Илвмука урама. Пĕр пилĕк минут-вунă минут маларах е каярах мар, шăп кăна çав самантра! Кĕреçине пăрахрĕ те вăл урамалла васкарĕ. Табакĕ хăйне çеç паянлăха ытлашшипехчĕ-ха. Янтулăн çĕрулми кăларма пынă ял çыннисене пасар табакĕпе — махоркăпа савăнтарасси килчĕ. Лавккана вирхĕнсе пырса кĕчĕ те вăл — шак хытса кайрĕ. Хуçана хирĕç вулăсри кулавапа Писриев пристав тăра параççĕ. Леш, Михайлов мухтакан çар çынни. Кавказ тăрăхĕнчен пулас вăл, хура, чĕрĕ сăнлă, вăр-вар кĕлеткеллĕ. Алăк патĕнче... Чикмере Янтула тытма пынă полицейскисенчен пĕри.
Çавăнтан сасартăк тухса ыткăнни мĕскĕне пени пулĕччĕ. Тарса хăтăласси те пулас çук кунта. Арăмне пăрахса хăварса тарма та килĕшмест Янтул...
Приставпа кулава хăй еннелле чăрр пăхнă хушăра Янтул лавкка хуçине укçа тыттарчĕ.
— Табак, — терĕ вăл кĕскен. Вара махоркине шăлавар кĕсйине чикрĕ те лавккаран чинлăн утса тухрĕ... уй хапхинелле танккарĕ. Ялăн тури пуçĕнчи лупашкана çитсен çеç каялла çаврăнса пăхрĕ. Хăйне никам та хăваламаннинчен тĕлĕнчĕ...
Пуп пахчине Янтул вăрман енчен каçса кĕчĕ. Ăна пăшăрханса кĕтсе тăнă Енчĕпек упăшкине куçĕнчен сăнаса пăхрĕ те аллинчи çĕрулмине çĕре ӳкерчĕ.
— Эс ма унтан çаврăнса килтĕн?
— Ма, юрамастчĕ-им?
Янтул кĕреçине тытрĕ. Кишĕре вăл кашни чавса илмессерен шĕл кăварлă вучаха чавса салатнă пек сапаласа пырать йăран çине, пуçтар кăна. Виçĕ арçын икшер касă пуçланă та, хыçала ултă йăрăм кишĕр выртса юлать. Тăпри кăпăшка, хĕрлĕ кăшман та, кишĕр те ăнса пулнă, ĕçленĕçем ĕçлес килет. Çĕрулми çеç пăхманнипе вĕтенсе ларнă. Ун чухне ăна пирĕн тăхăмсем ни çумлама, ни купалама пĕлмен.
Ял хушшинчи сас-чӳсене тăнлать Янтул. Хыçалти алăк чĕриклетсе уçăлнине пăхать. Екчĕпек те шиклентерет ăна. Начарланнă пек туйăнать вăл. Пичĕ мĕнле путса кĕнĕ ав. Енчĕпек çумĕнчен иртнĕ чух Янтул ăна айккинчен тĕксе хăварать.
— Ытлашши ан паттăрлан, ухмах! Пилĕкне тапратăн тата. Лар канса. — Çынсем умĕнче хĕрарăмпа ăшшăн калаçнине Янтул ырă мар тесе шутлать. Çавăнпа Енчĕпекпе кăнтăрла хăр-хар çех перкелешет. Паян пушшех те хивре вăл.
Çамрăк хĕрарăм ăнланать упăшкине.
— Ывăнмасăрах канас-и? — тесе çиçсе юлать вăл. Çăмăлланас вăхăт çывхарнăçем вăр-вартарах çӳре пуçларĕ Енчĕгаек. Йывăр йăтма та хăраса тăмасть. Хăйне амантса хăварсан мĕн курасси пур? Ялан ăçта астуса тăрăн çынна? Янтула тытса кайсан мĕнле пурăнĕ вăл? Ашшĕ килне таврăнсан çех ĕнтĕ.
Арçынсем пахча леш пуçĕнче чĕлĕм туртса тăраççĕ. Хĕрарăмсем ĕçленĕ çĕртен хуп тăрăх кишĕрпе хĕрлĕ кăшмана шăкăртаттарса кустарни илтĕнет — çĕр шăтăка хываççĕ вĕсене.
Пур енчен те сунарçăсем хупăрласа илнĕ кайăк пек туя пуçларĕ вăл хăйне. Пуп патне Писриев приетав кĕрсе тухрĕ, — каламасăрах паллă: Янтул çинчен ыйтса пĕлме пынă вăл. Вулăс тиекĕ таçтан васкаса тавранчĕ — Янтул йĕрĕ çине ӳкнĕ ĕнтĕ, апла кĕçех ăна кантура чĕнтереççĕ. Пĕр тăсланки, полици çынни, юнашар карта урлă çăварне карса пахчаналла пăхса тăрать, — путех вăл ханттара Янтула сăнама хушнă...
Хăйпе çывăх пулнăшăн пĕрле ĕçленĕ çынсен кайран ӳкĕнмелле ан пултăр тесе вĕсемпе сиввĕн калаçкаларĕ Янтул. Хăйне тытма пынисемпе хирĕçсе арăмĕ умĕнче намăс курас мар тесе Ĕнчĕпвке апат пĕçерме хăваласа ячĕ. Çапла кăнтăрла та иртрĕ, хĕвел анасси те инçе юлмарĕ, — нимле улшăну та пулмарĕ-ха.
Çынна хупса лартнинчен ытла (хупнă çĕртен тухса тарма пулать) хăрушлăха кĕтсе тăни, çав вăхăт ытла нумая тăсăлни йывăр-мĕн. Каçчен йăлт ывăнса çитрĕ Янтул. Ирĕксĕр çех апат çырткаларĕ, хăйне пусăхласа кăна шыв хĕрне анса çăвăнса хăпарчĕ. Çывăрма выртма хатĕрленсе кипке тăхăннăччĕ вăл, Хветле килсе тăчĕ.
— Сана пӳрте чĕнеççĕ, Ильмук пичче.
Янтул чĕри кăрт сикрĕ.
— Кам чĕнет?
— Кам пултăр, хуçа чĕнтерет.
Алăк патне кĕрсе тăнă Янтула Архангельский сăнаса пăхрĕ те сĕтел умне ларчĕ.
— Пирĕн пата килнĕренпе эс самаях çуталса кайрăн, Илия.
— Сывлăшра нумай çӳренипе пуль ара, — терĕ Янтул.
— Çок, сывлăшра мар ĕç, апатра. Çăккăрта.
— Хветле лайăх пĕçерет апат-çимĕç...
— Феклăра та мар сăлтавĕ, лайăх апатра. Тарçăсене эпир хамăрпа танах çитеретпĕр. Тархасшăн. Ĕçĕ çеç пултăр.
— Ĕçĕнче те тăрăшатпăр-ха.
— Тăрăшатăр пуль те, питех мар çав. Сыснасем юратмаççĕ сана. Килĕштермеççĕ.
— Сыснасем? Юратмаççĕ?!
— Ма тĕлĕнетĕн? Юратмаççĕ вĕсем сана. Утсем сан сассуна илтсенех кăмăллăн кĕçенсе яраççĕ. Сыснасем, иксĕмĕр картишĕнче чухне, сан еннелле мар, ман еннеллех туртăнаççĕ. Хăйне юратнине чĕлхесĕр янавар та сисет.
— Хуçана палламасăр тата.
— Хуçашăн мар вăл. Эс вĕсене хисеплеменнине туяççĕ сыснашкасем.
— Лашасем хăнăхрĕç ман алла...
— Лаша — ĕç выльăхĕ, сысна — пурнăç илемĕ... Кил, лар сĕтел хушшине, апат çыртăпăр.
— Тавтапуç, эпир çирĕмĕр.
— Эппин, эреке ярса парам. Ме, акă тыт.
Ытти чухне Янтул ун пек укçасăр эрехе янк çех тутараканччĕ, халĕ пручах кутăна печĕ.
— Апат хыççăн ĕçместĕп эп. Ĕçейместĕп. Анмасть ман. — Кăна Янтул хăй те сисмерĕ — пупла каласа хучĕ.
Лешĕ питне пĕркелентерчĕ. Янтул астумасăр тăрăхланипе мар, ăна сисмерĕ пуп, тарçи хирĕçленипе, эрех тытманнипе. Вара стакан тĕлне хĕрес хыврĕ те тутлăн чăпăрт тутарса эрехне тирпейлĕн ĕçсе ячĕ, апат çыртрĕ.
— Тур панă шĕвеке ăна ĕç хыççăн ĕçме тунă, ачам, турă чури Илия. Микки пек, ирхине ан ĕç эс, каçхине — тархасшăн. — Пуп эрех кĕленчипе стаканне тĕпелти сак çине кайса лартрĕ, сĕтел çинчи апатне ал шăллипе витсе хучĕ. Унтан кăшт шухашласа пăхрĕ те эрехне кăмака хушăкне кăйса пытарчĕ. Хăй пукан çине тӳнчĕ. — Ну-с, халь ĕнтĕ топерча калаçăпăр иксĕмĕр. Килсе лар ак кунта мана хирăç-напротив.
— Тавтапуç, пачăшкă, эп кунтах тăрам, хăлха çивĕч ман, итлетĕп эп.
— Ну, итле-ха, тăнла-ха. Илия, ма кутăнланатăн эс пĕрмай? Ма юратмастăн мана? — тăстарчĕ пуп.
— Юратмастăп?! — тĕлĕнчĕ Янтул. Пуп çăварĕнче ку çăмах ытла та кĕтмен çĕртен илтĕнсе карĕ.
— Юратмастăн, — терĕ пуп тепĕр хут. — Кăна эпĕ çеç мар, пĕтĕм ял пĕлет. Ытти çынсемпе эс шăкăл-шакăл та пăшăл-пăшăл. Хăшин-пĕринпе туслашсах кайнă. («Михапар пирки калать», — шухăшларĕ Янтул.) Матушкăпа та чиперех поплятăн. Мана курсан çех эсĕ сивĕ турă пак. Тӳрех шăртна тăратан.
Янтул ним калама та пĕлмерĕ-ха,
— Эп ĕçри çын... Вăхăт çук, — текелерĕ кăна.
— Ĕç... Мĕн вăл ĕç? — хĕрсе карĕ пуп.— Ĕçпе çеç юрама çук çав çынна. Ĕç пирки тесен ман чул ĕçлекенни кунта прихочĕпе те çук пуль. Чиркӳре кĕл туни, çынсене тĕне кӳртни, ача ячĕ хуни, килĕрен çӳрени, çынсене пытарма кайни... вĕçĕ те çук! Пурĕ пĕр никама та юраймастăп эп. Епархире вăрçаççĕ мана, халăх юратмасть. Çапла, çапла, паçăр эс тĕрĕсех шухăшларăн... — терĕ те Салакайăк сиксе тăрса Янтул аллинчен пырса уртăнчĕ, ăна сак çине сĕтĕрсе пырса лартрĕ. — Каçар та, çынна куçран пăхмасăр калаçма пĕлместĕп эпĕ. — Пуканне Салакайăк хăяккăн ларнă Янтул умнелле шутарчĕ, унăн куç хăрпăкĕпе витĕннĕ шалта куçĕсене шырарĕ. — Паçăр эс тĕрĕсех шухăшларăн... Сана эп «юратмастăн» тесен, эсĕ çапла шухăшларăн, ăна эп сан питĕнте куртăм. Сана эпĕ çеç мар, пĕтĕм халăх юратмасть терĕн, тĕрĕсех шухăшларăн. Çапла, ял çыннисем те юратмаççĕ мана, мĕншĕн тесен энĕ вĕсемшĕн тăрăшнине сисмеççĕ, ăнланмаççĕ. Эпĕ «сиен» тунине: киремет картисене ваттарнине, килĕрен апат-çимĕç пуçтарнине, çынсене пусахласа Христос тĕнне йышăнтарнисене çеç кураççĕ вĕсем, эпĕ çутталла туртнине ним вырăнне те хумаççĕ... Сăмахĕ ку сана тивмест-ха, Илия. — Тачка аллипе пуп Янтул чĕркуççийĕнчен кăшт сĕртĕнчĕ. — Эсĕ ăслă çын, ĕçчен. Спасибо сана уншăн, тавтапуç. Мăшăру та ялан ура çинче. Анчах та... сахал-çке унпа çеç. Сан пак пултаруллă çыншăн сахал. Теприншĕн... Миккишĕнех ак... эс туса тăракан ĕç те ытлашшипех. Ĕçер-и? Сыпар-и кăштах? —терĕ те вăл Янтул çăвар уçма ĕлкĕричченех вăл килĕшессе сиссе эрехне кăмака хушăкĕнчен кармашса илчĕ, çуршар стакан ярса лартрĕ, сĕтел çинчи шăрттан таткине сирсе хучĕ. Вĕсем ĕçрĕç, апат çыртрĕç те, хăйсен ĕмĕт-шухăшĕсене текех ним пытармасăр пĕр-пĕрин çине мĕнле пур — çапла пăхса илчĕç. Янтул пуп çине — тăрăхласа та савăнса (пуп Янтул «хӳрине» нимĕн те пĕлмест!), пупĕ Янтул çине — йăпăлтатса, тем кĕтсе.
— Анчах ĕçпе çех эсĕ те çырлахтараймастăн мана, — хăйĕн шухăшне малалла тăсрĕ Салакайăк. — Хура ĕçе ăна ухмах та пултарать тенĕ. Эс ăслă çын, санран эпĕ ытларах кĕтетĕп. Ку — пĕрре. Тепри — акă мĕн. Эпĕ ăнланмастăп сана. Мĕншĕн эсĕ Микки пек, Фекла пек, матушкă пек мар?
— Мĕншĕн тесен эпĕ урăх ятлă, çавăнпа пуль ара, — терĕ Янтул кулкаласа. Эрех ĕçнĕ хыççăн ăна ыррăн туйăнса карĕ. — Мана Ян... ман ят... Ильмук.
— Тăхта-ха, яту патне те çитĕпĕр. Халь урăх сăмах-ха. Эсĕ вуçех ыттисем пек мар, Илия. Мĕншĕн вăл?
— Ара, ыттисем ман пек мартан пуль ĕнте. Кашни çын хайне майлă.
— Çук, кашниех мар çав. Ыттисене эпĕ пĕрре-иккĕ калаçсах ăнланатăп. Сана çур çул пĕрле пурăнса та тавçăрса илеймерĕм. Çаплах ют эсĕ маншăн. Питерĕнчĕк арча. Ун уççийĕ ăçта? Тен, унта пире пусмалли çĕçĕ выртать?
— Арчинче-и? Пуш-пушах вăл.
— Çук, чĕре сисет: пушă мар. Темскер пур унта. Мĕнле пурăнмалла вăл арчапа юнашар?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...