Таркăн :: Каçхи сăмах
— Хăюллă çын эс, Янтул пичче. Вăю та сан упанни пек...
— Хупах хуçи ав манран та вăйлăрах.
— Ну, вăл урăх статья-ха. Шута кĕмест кунта. Сăмах халь сан пирки пырать... Вăйлă эс. Сăну та хитре. Нихăш енчен те катăк мар эс çынсенчен. Хăш-пĕр тĕлĕшпе ирттеретĕн те вĕсенчен, мĕншĕн тесен вулама-çырма пĕлетĕн Çав вăхăтрах... катăк эс çынсенчен.
— Ăнлантăм. Никамран та катăк мар эп. Çав хушăрах пуринчен те катăк. Тавтапуç.
— Эс çилленмесен тӳррипех каласа хурăттăм та вĕт сана кӳрентересрен хăратăп.
— Атя, кас тӳррипех, нимĕн те ан хăра, эс ху килĕнте.
— Чунупа мĕскĕн эс, Янтул пичче. Тепри сан вырăнта çынсен пуçĕ тăрринчен анмĕччĕ, эсĕ çĕрте нăйкăшса ларатăн.
— Ытла эс... Хăçан нăйкăшрăм?
— Ӳпкелешни мĕн? Кам куççуль тăкса ӳпкелешсе ларать? Хевтесĕрри. Мĕншĕн ӳпкелешет вăл? Хăйне вырăна картманшăн. Вăйли мĕн кирлине туртса илет. Хăюллă вăл. Малалла шанса пăхать. Ыран тул çутăласса пĕлнĕ пекех, пурнăçра ырри çĕнтерессе ĕненет. Çавăнпа хăрамасть нимрен те.
— Ку сăмахсене эс ăçтан вуласа илтĕн, йĕкĕт?
— Мĕн, тĕрĕс мар каларăм-и?
— Тĕрĕсси-мĕнĕ, пĕлмелле мар-ха эс халех ун пек сăмахсене. Ӳсмелле-ха сан валтан.
— Каçар, Янтул пичче. Шеллесе çеç эп.
— Шеллеме те эп ача мар, хамшăн хам тăма пултаратăп.
— Çилленмесп терĕн те ара...
— Çилленсе-им эп? Ман чĕлхи çавнашкал... тӳрккес. Çывăр атя.
Кун пек вĕçлесшĕн марччĕ Михайлов калаçăва. Ыйхи те çук ун. Янтул та çывăрмасть, сывланинченех паллă. Тен, чăркăшнăшăн вăл хăй ӳкĕнсе выртать? Пăртакран Янтул чăн та сас пачĕ.
— Вырăсла час вĕрентĕн-и эс?
Михайлов савăнса кулнă пекки турĕ те вырăне çинче хускалса илчĕ.
— Вĕренкеленĕ ĕнтĕ... Пирĕн чĕлхе ытла çепĕç-çке. Чăвашла ачапа та туспа, юратнă хĕрпе те атте-аннепе çеç калаçмалла. Хăлхана çуракан пĕр çивĕч саспалли çук пирĕн. Çавăнпа «живу» тес вырăнне «шиву» тухатчĕ. «Дрова», «бревно», «грязь» — «трова», «превно», «крясь» пулатчĕç. Акă сана пĕр мыскара. Пасара çĕр выртмалла килнĕ пĕр чăваш хулара майра патне хваттере кĕнĕ тет.
Лешĕ ăна çывăрма урайне сарса панă. Чăваша пăрçасем тапăнчĕç тет те çунтараççĕ кăна тет. Пирĕн пĕлĕш ниçта кайса кĕреймест тет.
— Што, дяденька, не спишь? — терĕ тет майра.
Пăрçа мĕнлеччĕ-ха вырăсла тесе шухăшласа выртать тет чăваш. Вара аса илех кайрĕ тет...
— У вас корох мнокă, польнă кусат, — терĕ тет вăл.
— Какой горох, блохи, чай, кусают, — тет майра.
— Каккуй плохо, как слетовăт кусат, — тесе хучĕ тет чăваш.
Майран вара кулмалли çех юлчĕ тет.
Те çывăрса кайрĕ Янтул — шарламарĕ.
Ирхине Янтул кунтă пек пуçпа çĕкленчĕ. Ăшĕ çунман пулсан татах йăваланса выртатчĕ-ха вăл. Сивĕ шыв тата пушшех ăш-чикне пăтратса ячĕ. Чĕри те вырăнта мар ун. Тен, ăншăрт лекнĕ ăна? Иртнĕ каç мĕнле пăхса тăчĕ те ав хупах хуçи. Ватăлнăçем çыннăн мухмăрĕ те усаллансах пырать пуль çав. Ĕнерхисем çинчен ун шухăшласси те килмерĕ. Никам çине пăхмасăр çăвăнчĕ Янтул, йĕкĕт калаçнине илти-илтми чей ĕçрĕ. Тулта çаплах тăман çавăрттарать-мĕн-ха. Михайлов тупса панă кивĕ çĕлĕке тăхăнчĕ те вăл урамалла ярса пусрĕ. Кун пек чухне часрах пĕччен юлма тăрăшмалла....
Çил варкăшĕ ун аллинчи алăка карт! туртса илчĕ те Янтула аяккалла чикелентерсе ячĕ. Ура çине тăма хăтланнă этем нимрен тытса ĕлкĕреймерĕ — таçта хăямата анса кайрĕ. Темĕн ăна пуçĕнчен хаплаттарса çапрĕ, ӳпне-питне çавăркаларĕ, хутлатрĕ, унарĕ, чышрĕ те, пĕт çакăнта тенĕ пек, çĕр çумне персе лапчăтса хучĕ. Нăч! ту-тарчĕ.
Мĕн пулса иртнине Янтул кайран тин ăнланчĕ. Вăл сăрт çинчен персе аннă-мĕн,
Тăна кĕрсен чи малтан, хăй ăçтине аса иличчен, Янтул çапла шухăшларĕ: ку мана ĕнерхи айăпсемшĕн терĕ. Вара тин питне-куçне тытса пăхрĕ. Аллине йĕпе лекрĕ. Пичĕ çатăртатса ыратнăран юн пуль терĕ. Пӳрнисем те пĕр-пĕрин çумне çыпăçаççĕ. Тăма хăтланчĕ те вăл куçĕ хуралса килнипе юр çине тăрăнчĕ... Тем йывăрăш япала пек ӳкрĕ.
Кăнтăрла умĕн. Анатри урамри пĕр карта çумĕнче Янтул сĕнксе тăрать. Ниçта кайма аптранă вăл. Хупаха кĕрĕччĕ — укçи çук. Килне хăпарма та васкамасть вăл. Каллех ятлаçу-харкашу тапранса каять ĕнтĕ. Вăрçнă чух вĕсем, карчăкĕпе иккĕшĕ, пĕрне-пĕри чи хаяр сăмахсемпе татма тарăшаççĕ. Тем те пĕрсемпе иле-иле переççĕ. Янтул килтен тухса каять те пĕр кун-ик кун хупахсем-трахтирсем тăрăх çапкаланса çӳренĕ хыççăн каяллах килне пырса кĕрет. Унта пымасан ăçта кайăн? Вăл мĕнле начар, тискер пулсан та урăх кĕтес çук Янтулăн.
Ăшĕнче хăйне ятла-ятлах, ӳкĕне-ӳкĕнех, тăвалла ланкăштатать вăл. Пĕтĕм шăм-шакĕ сурать ун, ăш-чикки тапраннă пулмалла. Ку ăна киле таврăнмалли тата тепĕр сăлтав пек туйăнать. Пӳрчĕ курăннăччĕ кăна вĕсен — арăмне асăрхарĕ вăл. Пăшал тытнă евĕр, турчăкине çĕкленĕ те Янтула хирĕç хапхаран тухать. Упăшкине курнă-курман ун патне ыткăнчĕ вăл, турчăкипе хăлаçланса элес-мелес çухăрса ячĕ:
— Акă вăл, çын вĕлерен! Тытăр ăна часрах!
«Мĕн сӳпĕлтетет ку шалатка çăвар?» — шухăшларĕ Янтул.
Кĕçĕн алăкран кĕме тăнăскере, ăна ик енчен икĕ çын пăркăчласа тытрĕ. Пăхрĕ те Янтул — хулари полици надзирателĕсене икĕ ханттара палласа илчĕ.
Тӳре-шара таврашĕнчен ĕмĕрех сехĕрленсе пурăннă чăвашăн чĕри лаштăр татăлса анчĕ.
«Çаклантăм, — терĕ вăл хăй мĕншĕн çакланнине пĕлмесĕрех. Пĕр çын çитмен иккен ăна тытса кайма. Эппин, пысăк айăпах тупасшăн вĕсем».
— Мĕн пирки кирлĕ пултăм-ши эп пуçлăхсене?
— Çитсен пĕлетĕн, — терĕç маттурсем. — Утар.
— Пӳртре ман илмелли япаласем пурччĕ.
— Илсе пырĕç лере...
— Çын пĕлес çук çав ăна. Юрать пулсан ман хамăнах кĕрсе илесчĕ.
— Илсе тухтăр ара, — терĕ пĕр тăсланки.
— Часрах тух эппин.
— Ан кĕртĕр — тарать! — çухăрса ячĕ хĕрарăм.
— Пӳртрен ăçта тартăр? — терĕ ханттарсенчен пĕри. Хăй сых ятне хапхан шал енне кĕрсе тăчĕ. Пӳртне картишĕнчен кĕмелле. Тепри Янтул хыççăн йăнкăлтатса утрĕ.
Хăрах куçлă хĕрарăм вĕсенчен иртсе пӳрте чупса кĕчĕ те шалти пӳрт алăкне çурăмĕпе хупса тĕрелерĕ.
— Нимĕн те памастăп сана, кунта нимĕн те çук сан.
— Çырмалли хатĕрсене çеç эп...
— Ăна та памастăп. Нимĕн те памастăп!
Янтулпа полицейски картишне тухсан хĕрарăм та вĕсенчен юлмарĕ, Янтул çулне пӳлсе ун умне саркаланса тачĕ.
— Э, лекрĕн-и, чăваш тухатмăшĕ, шуйттан çăпати, тĕкĕ пăкки, ултавçă! — Çынсене вăл Янтул хăй чăвашне пытарса киле пырса кĕнĕ пек ĕнентерме тăрăшать. — Эп çĕнтереймерем сана, ирсĕре, кĕлмĕçе, ан тив, касаматра авса хутлатчăр сана. Кунне виçшер хут кĕççе питӳнтен пыра-пыра лачлаттарса сурмасан çут тĕнчере те пурăнам мар. Тьфу, тьфу, тьфу сана! Тĕрме, тĕпĕнчех çĕр эс, пĕт, пăчлан!
Кулса тăракан полицейскисем Янтула çурăмĕнчен тĕкрĕç.
— Ку кĕлле татах итлесе тарас килет-и сан? Тен, утар?
Янтул уксахласа урамалла утрĕ.
Тепĕр çур сехетрен ăна полицин тĕттĕм пӳлĕмне хупса питĕрсе илчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...