Атăл шывĕ юха тăрать :: Аксупай-карпуç


Пурнăç — пăрнăç япала,

Пачĕ пăрăç пылпала...

Шӳт.

 

Вичкĕн çил вĕрет. Çеçенхирти çӳллĕ курăксене çĕре çитиех тайăлтарать. Кăнтăрла кăна ăшă та хĕвеллĕ кунччĕ. Халĕ вара, каçпулттипе, хĕл çывхарса килет тейĕн çав, сивĕтсе пăрахрĕ, çил вĕре пуçларĕ.

Атăлăн сулахай çыранĕнче, хăвасен хушшинче, аманса пĕтнĕ çын выртать... Атăл хумĕссм ăна пыра-пыра çапаççĕ, каялла, шыв варринелле сĕтĕрсе каясшăн. Акă, пысăк хум пырса çапрĕ те аманса пĕтнĕ çынна пĕтĕмпех хупларĕ, питне те, куçне те, çӳçне те. Вăл чутах чыхăнса каймарĕ, темиçе хутчен ӳсĕрсе-ачхулатса илчĕ те тăна кĕчĕ. Вара пуçне çĕклерĕ, йĕри-тавралла пăхса илчĕ те, мĕнпур вăйне пухса, çыран хĕрринелле, çӳлелле туртăнма тытăнчĕ.

Шăп та лăп çав вăхăтра çыран хĕррипе пысăках мар утлă çар пырать.

Ку вăл Пикепин аслă патшана ăсатма кайнă текĕрчĕ. Пикепи те теккерсемпе пĕрле. Пурте калаçса пыраççĕ, пурте аслă патшана курнăшăн кăмăллă.

— Çитес çул пирĕн юрату вăййине килетех ĕнтĕ вăл, — терĕ пĕри.

— Килетех, — çирĕплетрĕ тепри. — Куçĕнченех паллă. Кăçал пулсассăн, кăçал килме те хатĕр вăл.

— Килсен вара кам чатăрне кĕрет-ши?

— Паллах, пике-патша чатăрне ĕнте!..

Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.

Пикепи те хăйне ирĕк те хаваслă туять. Вăл та ыттисемпе пĕрле кулса ячĕ.

Сасартăк Пикепи учĕ чĕвен тăрса çĕкленчĕ те вăрăммăн кĕçенсе ячĕ. Пурте тăруках чарăнчĕç.

Шыв хĕрринчен çӳллĕ çыраналла пĕр çын упаланет. Çакна, çыран хĕрринелле, çӳлелле туртăнакан аманса пĕтнĕ çынна курсассăн, тата темиçе юланутçăн учĕ чĕвен тăрса кĕçенсе ячĕç. Пĕтĕм текĕрт тăпах чарăнса тăчĕ. Темиçен учĕ çинчен сиксе анчĕç те аманнăскер патне чупса пычĕç.

— Кам эсĕ? — йăтса илчĕç вĕсем аманнăскере.

Аманнă çын хăйне йăтса илнĕ çынсем çине тинкерсе пăхрĕ, вара вĕсем пăлхарсем иккенне ăнланчĕ те хуллен хуравларĕ:

— Аксупай, карпуç...

— Ара, пирĕн тинĕс çарĕсен карпуçĕ ку!.. — палласа илчĕ ăна текĕртпуçĕ. Унтан хăвăрт кăна учĕ çинчех ларакан пике-патша енне çаврăнчĕ. — Пикепи, ку вăл пирĕн, пĕтĕм пăлхарсен карпуçĕ. Ăна эпĕ пĕлтĕр Пăлхара кайсан курнăччĕ.

Ку сăмахсене илтсен, Пикепи питĕ тĕлĕнчĕ, учĕ çинчен сиксе анчĕ те карпуçĕ патне чупса пычĕ.

— Тăхта-ха, тăхта, чăнах та Аксупай, эсĕ-çке ку! Ара, Аксупай, мĕн пулнă сана?.. Ăçта çапла аманса пĕтнĕ эсĕ?

Анчах Аксупай сасартăк йывăрланса кайрĕ, куçне хупрĕ те хуллен пăшăлтатса илчĕ:

— Хазарсем... Грексен вучĕпе... Пĕтĕмпех çунтарса ячĕç... часрах патша патне çитмелле...

Текертпуçĕ аманнă карпуç мĕн каланине пĕтĕмпех ăнланчĕ. Унтан хăйĕн çыннисене чĕнсе илчĕ.

— Аксупая типĕ тумтир пăхăнтартăр та Пăлхара вĕçтерĕр. Унăн часрах патшапа тĕл пулмалла...

Çил çаплах сиввĕн те хаяррăн вĕрет. Çыран хĕрринчи çӳллĕ курăксене çĕре çитиех тайăлтарать те тайăлтарать. Мĕне пĕлсе çапла териех сиввĕн те хаяррăн вĕрет-ши сивĕ çил?.. Усал самана пуçланасса систересшĕн мар-ши çак тавралахра пурăнакан çынсене — пăлхарсене?!

 

* * *

Туя çине таянса, йывăррăн пусса, хăй патне кĕнĕ çынна малтан палламарĕ те Алмас патша. Ара, темиçе эрне каялла кăна-ха Аксупай карпуç яштака пӳ-силлĕ, çăлтăр куçлă, вăйпитти çынччĕ. Паян вара вăл аманса-сусăрланнă çын, пичĕ-куçĕ тăртăннă, хăй самаях курпунланнă.

— Ним юлми çунтарса ячĕç, — пĕрремĕш сăмахне каларĕ карпуç патша патне кĕрсенех. — Пурте çапăçура пуç хучĕç. Шыва путса ним юлми çухалчĕç. Çӳлти турă аслă Танкăр çак хăрушă хыпара сана пĕлтермелĕх мана çеç упраса хăварчĕ... Грексен вучĕпе, грексен вучĕпе çунтарчĕç вĕсем...

Алмас хăй умĕнче аран-аран тăракан карпуçне нимĕн сăмах чĕнмесĕр итлесе ларчĕ.

— Пĕтĕмпех каларăн-и? — ыйтрĕ вăл юлашкинчен, хăйен тем тĕрлĕ аманса пĕтнĕ карпуçĕ çине сиввĕн, хаяррăн, тăвăл кăларассăн пăхса.

— Пĕтĕмпех каларăм, аслă патша, — тăвăл тухасса кĕтнĕ пек пăшăлтатса каларĕ Аксупай.

Вăл йăнăшман иккен. Чăнах та, патша чунĕ-чĕринче нимĕнле тытса чараймасла тăвăл çĕкленме тытăнчĕ.

— Эсир мĕн... эсир мĕншĕн хăвăра йĕпе чăх чĕпписем пек çунтарса вĕлерме ирĕк патăр? — хаяррăн ыйтрĕ патша. — Эсĕ мĕн, карпуç-и е ĕмĕр тăршшĕ сухапуç тытса пурăннă сухаçă-и?..

— Эпир çапăçрăмăр... Эпир питĕ хаяррăн çапăçрăмăр. Хазарсен пиншер çыннине пĕтертĕмĕр. Анчах вĕсем питĕ йышлăнччĕ. Ку çеç те мар, грексен вутне хирĕç тăма çук. Эпир ăна хирĕç тăма хатĕрленмен. Хазарсем грексен вучĕпе усă курма пĕлни пирки те чухламан та...

Алмас, ку сăмахсене илтсессĕн, пĕр тапхăр нимĕн чĕнмесĕр курăнча тăрăх унталла-кунталла уткаласа çӳрерĕ. Унтан каллех карпуç умне пырса тăчĕ.

— Вĕсем ятарласа пирĕн карапсене кĕтсе тăнă тесе шутлатăн-и? — ыйтрĕ кăштах сассине çемçетсе.

— Ятарласа кĕтсе тăнă! — çирĕплетсех каларĕ карпуç. — Питĕ лайăх хатĕрленнĕ вĕсем. Меллĕ вырăн суйласа илнĕ. Унта пысăк мар утравсем тата шыв кукăре. Вĕсен киммисем çавсен хыçĕнче пытанса тăнă. Çавăнпа вĕсем пире ним систермесĕр тапăнма пултарчĕç.

— Ăçтан пĕлнĕ вара вĕсем пирĕн карапсем пырасса? — тĕпчерĕ те тĕпчерĕ патша, карпуçĕ аран-аран ура çинче тăнине пăхмасăрах.

— Такам систернĕ вĕсене. Такам, пурне те пĕлекенни систернĕ. Хазарсен куç-хăлхисем пур кунта, пирĕн хулара, аслă патша. Ахăртнех, вĕсем патша керменне те кĕрсе çӳреççĕ пулас.

— Айтукан вара?.. Манăн шанчăклă тел, ватă тел... Ун шăпи мĕнле?

— Çапăçу пуçламăшĕнчех аманнăччĕ вăл. Эпĕ ăна аяла, хӳтлев вырăна илсе анма хушрăм, — ăнлантарса пама тытăнчĕ карпуç. — Караппа пĕрле ним юлми çунсах кайрç пуль ĕнтĕ. Танкăр пулăштăрах ăна, çӳлти тӳпере!..

— Тарпай тата?.. Вăл та вилчĕ-ши?

— Вилчĕ, — хуравларĕ карпуç. — Хам куртăм. Хазарсен çĕмренĕ ăна чĕринченех пырса çапрĕ. Вăл вара шыва ӳкрĕ...

— Ламтайсен çĕрĕнче пурăнакан пăлхарсемпе те, эппин, çыхăну тăваймарăмăр, — кулянчĕ патша.

— Сутрĕç пире, сутрĕç, аслă патша! — сассине хăпартса, тарăхса каларĕ Аксупай.

— Халь тин, эппин, кăнтăрти патшалăхсемпе никампа та Атăлпа кайса çыхăну тытма пултараймастпăр, — татах хăй шухăшне каларĕ Алмас. — Эппин, пирĕн урах çул шырамалла...

Патша шухăша кайрĕ.

— Ĕлек эпир Тăнай çинчи тăвансемпе лайăх çыхăну тытаттăмăр, — кăштахран каллех калаçма тытăнчĕ вăл. — Пирĕн элчĕсем тĕрлĕ çулпа çӳретчĕç — шывпа та, çеçенхирсем урлă та. Халĕ ĕнтĕ шывпа каясси хупланчĕ пулать-и-ха?

Эппин, çеçенхирсем урлă кайса çӳресси пирки шухăшламалла. Анчах Тăнай çинчи тăвансен те пурнăçĕ улшăнни кулянтарать-ха. Вĕсем, авă, Борис патша вăхăтĕнче пирĕн авалхи йăла-йĕркене, тĕнче хуçине аслă Танкăра пуççапассине манса, византисен тĕнне йышăннă та паянхи кун хăйсене христиансем теççĕ. Халĕ вĕсен патши — Симеон, вĕсен патшалăхĕ питĕ вăйлă. Анчах та мĕншĕн Симеон патша Кавказ таврашĕнче пурăнакан хамăр тăвансене пулăшасшăн мар-ха? Çакна эпĕ ăнланма пултараймастăп. Христос тĕнне кĕнĕ пиркиех-ши çакă?.. Эппин, ют тĕне йышăнса эпир чăн-чăн пăлхар пулма пăрахатпăр-и вара?

Çак хушăра Аксупай йывăрланнăçемĕн йывăрланса пычĕ, аран-аран ура çинче тăни сывланинченех паллă. Патша çакна асăрхарĕ:

— Атя, карпуç, сывал!.. Эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм. Эсĕ пăлхарсене кирлĕ. Каплипех парăнмастпăр эпир хазарсене!.. Хаяр вăрçă пуçлатпăр. Атя, кай, сывал...

Аксупай туйи çине таянса питĕ йывăррăн çаврăнчĕ те уксахла-уксахла патша пӳлĕмĕнчен тухса кайрĕ.

Хăй кăна юлсассăн Алмас тарăн шухăша путрĕ.

— Чăнах та, пĕр-пĕр путсĕр сутăнчăк пур-шим хулара? — кулянса шухăшларĕ вăл. — Кермене те килсе çӳрет пулать-и вара вăл?... Анчах кам?

Чылайччен шухăша кайса ларчĕ патша. Анчах темĕн тĕрлĕ шухăшласан та çав путсĕр сутăнчăк кам пулма пултарассине пĕлеймерĕ.