Таната :: Яка Илле мунча кĕрет


Яка Илле каç пулттипе Шупашкартан таврăннă та халĕ çунакан кăмака умĕнче хĕртĕнсе тăрать.

«Пулма-ас! — тет вăл хăй ăшĕнче хăрах куçлă Шахруна ятласа. — Услап! Парăп эп сана... укçасем. Тепĕр куçна чиксе шăтарсан... Ха! Пăх-ха эс ăна — тупнă вăл кирлине. Сысна пуçĕ чиксе хуман вĕт ман кĕсьене тĕллесе пăхма. Эп сана...»

Яка Илле вăрăлла пăхкаласа çарамасах кăмака хыçне кĕрсе каять те пĕрене çурăкĕнчен укçа енчĕкĕ туртса кăларать. Пĕр-ик эрне хушшинче пуçтарнă çĕтĕк-çурăк, хăмла, пыл, çăмарта, тир-тĕр хулана кайса йăванса чип-чиперех пĕр енчĕк таса укçа пулса тăнă. Кĕçех ак яла кантуртисем килсе çитеççĕ. Вара Яка Илле йӳнĕ хакпа тырă илме тытăнать.

«Ничава! — текелесе вăл укçине каллех хăй вырăнне пуçтарса хурать. — Ничава-а. Пурăнкалăпăр-ха хуллен».

Кăмака умĕнче ларакан катка хĕрри таранах пӳртре тĕтĕм шăналăкĕ авсăнать. Кăмака çăварĕнчен палкакан тĕтĕмпе пĕрле урайне кăвар пĕрчисем сирпĕне-сирпĕне тухаççĕ. (Хаяр хăна килет!) Картишĕнче пуртăпа вут çурни илтĕнет.

«Пăшатан куç! — аса илет каллех Яка Илле Шахруна — Пампур. Ĕмĕтсĕр карланкă! Эп пăхса тăмăп шăнчăклă тарçă тесе. Харамсасем ялта урăх та нумай. Пĕр çилленсен эпĕ... тапнă та кăларнă. Пурăнан тăк — чипер пурăн. Пăх-ха ăна, э... Пĕлессӳ килет пулсан, — ăслă çынсем укçана нихçан та кĕсьере усрамаççĕ, укçан унăн хăйĕн вырăнĕ пур. Хушнă сана тухса вут татма — тат», — текелесе Яка Илле хуйăр хуппи пек хыткан аллипе çăмламас кă-кăрне кăтăртаттарать.

Кăкăрне хыçнипе Иллен ĕнси те, çурăмĕ те, аякĕсем те, хул айĕсем те кĕçĕтнĕ пек туйăнаççĕ. Пĕр вăхăта вăл ятлаçма чарăнсах «купăс калать», куçĕсене тутлăн хупса çурăмне кăмака çумне сăтăрать. Анчах тĕлкĕшсе тăракан çан-çурăм канмасть. Яка Илле вара çӳлĕк çинчен хырчăк кармашса илет те хĕрӳ кăмака умĕнче асамăçла çаврăнкаласа, пăр вырăнта тапăртатса хăйне хырчăклама тытăнать. Çурма тĕттĕм пӳртре тулли кăмăлпа ыррăн ĕхлетни, хырчăк сасси, вут çатăртатса çунни илтĕнет. Ниçта кайса кĕме çук пулса çитсен çеç Яка Илле хырчăкне ывăтса ярать те аллисемпе ĕселенме пуçлать.

«Ай-яй-яй-яй-яй! Ĕх-ĕх-ĕх-ĕх! Ай-яй-яй-яй»! — илтĕнет пĕр вĕçĕмсĕр каçăхса кайнă çын сасси. Вăл вĕри кăмака умĕнче пĕрре хутланса ларать, тепре сиксе тăрса çурăмне, хырăмне, аяккисене ăшалать, унтан урайне персе анать те, пĕр самант хушши вилнĕ çын пек хускалмасăр выртать. Чунĕ тăвăнса çитсен тин Яка Илле, хĕртнĕ тимĕре шыва пенĕ пек, вĕри шыв тултарнă каткана сикет.

Халь ĕнтĕ пӳртре шăп. Вут касакансем лаççа кĕрсе выртнă пулас, картишĕнче те сас-чĕв илтĕнмест. Тулта пăч-тĕттĕмех пулса çитнĕ. Кăмакара кăвар майĕпен шăранса сӳнсе пырать. Яка Илле, шыв вăкри пек, пуçне катка хĕррине кăларса хунă та, те çывăрса кайнă, те юри çывăрнă пек пулса выртать — йăшăлт та тумасть.

Çенĕкре ура сассисем илтĕнеççĕ. Ивук. Вăл хуллен утса кĕрсе çăкăр касса илет, кăмака умне пырса хăйă чĕлет те, çутса, ăна ашшĕ сăмси патне илсе пырать. Яка Илле чĕнмест. Шыв айĕнче аллине хускатнипе кăна катка çине хăмпăсем пăкăртатса тухаççĕ.

Ашшĕпе ывăлĕ пĕр-ик эрне хушши курнăçман.

«Чиперех кайса килтĕн пулĕ, атте?»

Яка Илле хăрах куçне уçса Ивук çине пăхать те питне пĕркелентерсе катка тĕпнелле тата аяларах шуса анать. Урайне шыв шăпăртаса тăкăнать.

«Леререх чак-ха. Сăмсана тикĕт шăрши çурать. Пыр вăн, тĕнĕ шăтăкне кайса тай...»

«Ырансенче сан патна Каççан пичче килсе ларасшăнччĕ, атте».

«Мĕскер тума?»

«Калаçмаллисем пур тет».

«Çаплах çав Савтепипе айланатăн иккен-ха. Юрать, килтĕр. Пар укçуна».

Ивук чăнкă тăрăллă карттусне чалăштарса пуçне кăтăртаттарса хыçать.

«Мĕн чухлĕ кирлĕ?»

«Пар ытларах. Каççанпа пĕрле эпĕ хам та ĕçетеп вĕт».

«Унта ĕрескел нумай укçа пĕтермесен те юрать пулĕ, — текелесе Ивук аллине кĕсйине чикет. — Ятне кăна тумалла вĕт. Манăн мĕн пур укçи те çĕр хĕрĕх пус çеç».

Яка Илле сиксе тăрса ывăлне кăшкăрса пăрахасшăн, анчах ĕшеннĕ кĕлетке хускаласшăн мар. Вăл пуçне пăрса Ивук ури патнелле лач сурса пăрахать те каллех тӳрленсе ларать.

«Ну çемье те... — илтĕнет кăшт тăрсан тĕттĕм пӳртре Яка Иллен çурма çилĕллĕ сасси. (Ивук хăййи паçăрах çунса пĕтнĕ.) — Пĕри куçкĕретех кĕсьерен укçа çаратасшăн, тепри пур — йĕпе кутсемшĕн укçа салатать. Сирĕнпе... Уйăрса кăларап Шахрунпа Паçине. Хăйсем пĕлнĕ пек пурăнччăр. Атту леш хăрах куçĕ çĕрле пусса пăрахма та пултарать. Шан-ха сире... Кăчухнехи ача-пăча...»

Ивук кăмака умнелле утса пырасшăн.

«Кай, кай, ан çывхар! — тесе Илле аллине шывран кăларса сĕлтет.— Виç çухрăмран аттунтан тикет шăрши çапать. Мĕнле кăна тӳсеççĕ-тĕр вăл шăрша кантуртисем. Хам пулсан эпĕ сана... Сĕр пĕр-пĕр урăх тĕрлĕ çу...»

Ивук укçине сĕтел çине хурса хăварса тухса кайсан та чылайччен мăкăртатса ларать Яка Илле.

«Хĕрĕх икĕ пусран кая хăвартăн пулсан мана пĕр пусĕ те кирлĕ мар, Каççану-качку... Кашни хĕршĕн вăтăр пилĕкшер пус... мар-ха... хĕрĕх икшер пус пĕтерсен... Тьфу! Чăнах. Тупнă лĕпĕртетсе çӳремелли. Укçа пĕтерме мар, пушăпа ĕнтес пулать сире... Каççанĕ те... çветтуй пек...»

Яка Илле мăкăртатăвĕ хулленленнĕçемĕн хулленленсе пырать. Юлашкинчен вăл пуçне катка хĕррине лăнк! ярать те харлаттарсах çывăрма тытăнать. Анчах пĕр самант та иртмест, каткаран сиксе тухса сĕтел патне чупса пырать вăл.

«Аçа çапасшĕ! — янраса каять сасартăк тĕттĕм пӳртре тарăхнă Илле сасси. — Хыт кукар! Кăнтăш! Халех ашшĕне улталама пăхать, эсремет ачи. Тиек темерĕн, явăл. Вăтăр сакăр пус çеç хăварнă, кантур чĕппи... Чорт!.. Сӳккеней! Илтĕркка! Калăттăм та эп сана...»

«Малти пӳрт-и ку, кайри-и, хуçи пур-и, майри-и?» — илтĕнсе каятъ çав самантра çенĕкре савăнăçлă сасă.

Яка Илле, шапа пек, каткана сикет.

«Кампа кам çапăçать? Кама шыва тытса печĕç? Эй, хуçисем! Пур-и кам та пулин пӳртре?»

Палламан çын сассинче хăюлăх, чăрсăрлăх, савăнăç илтĕнет. Тĕлĕннĕ Яка Илле палламан çын иккĕмĕш хут чĕнсен тин сăмах хĕссе кăларчĕ.

«К... кам эсĕ? Мĕн кирлĕ сана?»

«Мана-и? Мана нимĕн те кирлĕ мар. Эрех пулсан — эрех пар, ăна тиркеместĕп вара — тӳрех тӳнтеретĕп çăвара».

«Ăна сансăр та ĕçме пĕлекенсем пур-ха. Ĕнсерен парсан мĕнле?»

«Ĕнсерен парсан хам та ĕнсерен паратăп. Эпĕ парăма кĕме юратмастăп, вăртаххăм».

«Вăртаххăм тетĕн?.. — тесе Илле çурри тарап каткаран тухрĕ. —Тăхта-ха, кил-ха кунтарах, курам эп сана».

Палламан çын çывăхарах утса пычĕ.

«Мĕнле, куртăн-и мĕн те пулин?»

«Çук, нимскер те курмастăп. Ил-ха çав вут пуленккине, ав кăмака умĕнче выртать, ак кунта кусар. Вăл мар, вăл мар, унталла ан кай-ха эсе, ав лешĕ... Чĕл ĕнтĕ».

Палламан çын хăйă чĕлсе çутса ячĕ. Пăхрĕ те Яка Илле хăй умĕнче тăракан хаяр куçлă лутра старик çине каçса кайса кулса катка тĕпнелле шуса анчĕ.

«Ку... ку-шил — терĕ вăл чыхăнса. — Ку-шил... Сехре хăпартмĕш... Эп сана мĕн тесе... пĕр-пĕр чипер çын тесе. Эсĕ пур... йӳтенĕ старик çеç иккен. Тьфу! Кушил, — пĕр сăмахпа каласан».

«Мĕнле кушил? — тесе çын ăнланмасăр йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Унтан аса илсе çурăмĕ хыçĕнчи кушилне вĕçертсе кутник çине хучĕ те хăй те кулса ячĕ.

«Пĕлтĕн, вăртаххăм. Шăп ман ятах пĕлтĕн».

«Чăнах-и? Нивушлĕ яту та Кушил?»

«Шăп кăна çапла. Тĕп ятăм Улентей пулнă тет те ачасем пурăнмантан аттепе анне мана Кушил тесе чĕне пуçланă. Эпĕ, вăртаххăм, пĕртен-пĕр ывăл ӳссе çитĕннĕ, шутсăр ачаш пулнă. Анчах, çынсем пек, вăрра вĕренеймен».

«Сăмаххусем сан ытла та йĕплĕ, Кушил мучи. Эсĕ куркипе паратăн та аврипе тĕкетĕн. Кама пĕлтерет вăл «çынсем пек» тени?»

«Кам алли кукăр — çавна. Эспе эпĕ вăрă мар пулсан сăмаххисем те пире тивмеççĕ. Манăн мĕн пур пурлăхăм та çак кушил тĕпĕнчи çĕнĕ ура тăли кăна. Уншăн та пулин Аçтăрхан купци патĕнче виçĕ уйăх пулă тытрăм».

«Аçтăрханта та пулса курнă-и эсĕ?»,

«Эпĕ таçта та пулса курнă, вăртаххăм. Пулă та тытнă, хĕвел çинче те хытнă. Кирлĕ мар-и сана ĕçлекен, тарçă-тĕрçĕ таврашĕ?»

«Кирли кирлĕ-ха та ĕçлекенни, анчах эсĕ ытла та шикленмелле йăрă çын. Хăрамалла санран... Мĕн пирки апла çӳретĕн вара эсĕ ват пуçупа?»

«Тата мĕн тума хушасшăн эсĕ ман ват пуçа? Кĕл çинче пăрçа суйлаттарасшăн-и? Манăн, ват урçан, арăм çук — парăм та çук. Ăçта каяс тенĕ — çавăнта каятăп, мĕн ĕçлес килет, çавна ĕçлетĕп».

Яка Илле старик çине чăр-р! пăхса илчĕ те кармашса кăмака умĕнчи çунăк вĕçлĕ юман патакне тытрĕ.

«Вĕренеймерĕн апла вăрра? — аса илчĕ вăл старикĕн паçăрхи сăмахне. — Ха эсĕ... Куçусем хăвăн хурахăнни пек йăлкăшаççĕ. Сиксе ӳкрĕн тĕк пĕрре...»

«Иртнĕ ĕнтĕ манăн сиксе ӳкессисем», — тесе старик шлепкине хывса хучĕ, куç айĕпе Яка Иллене сăнаса пăхрĕ.

«Шан-ха сире, сетĕрĕнчĕксене. Паян эсир кунта, ыран — Хусанта. Капла, вăл-ку пулсан, хаплаттарап та пĕрре çамку урлă — ĕçĕ те пĕтрĕ. Кăларнă та пенĕ çырманалла... йыт-качкасем валли».

«Çын анчак çури мар-çке... — текелесе старик хăййине хăйчикки çине тăрăнтарса хучĕ. — Вăл-ку тăвас текен ăна ак çапла...» — тесе вăл тĕпел шăтăкнелле чалт сиксе ӳкрĕ те Илле хускалма ĕлкĕриччен ăна катки-мĕнĕпех сывлăша çĕклесе илчĕ.

...Çур сехетрен старик Яриле мучи утарĕнчи лупаса пырса кĕчĕ. Ухтиван çатан кутник çинче ларатъ. Урай варрине пĕчĕк кăвайт хунă, анчах вăл сӳннĕпе пĕрех. Пĕр хĕрринче кăна çĕрĕк вут пуççисем хушшинче хутран-ситрен кăвак çутă йăлкăшкаласа илет.

Старик кармашса лупас тăрринчен пĕр ывăç улăм çăлса илчĕ те урайĕнчи вĕлле çĕмрĕкне ватса иккĕшне те вут çине пăрахрĕ, кушилне вĕçертсе апат-çимĕçсем кăларчĕ. Кĕçех лупас стенисем çинче икĕ çын мĕлки сиккелеме тытăнчĕ, сывлăша ăшалăнă шăрттан шăрши çапрĕ...

Сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлесе хурсан тин старик Ухтиван çумне пырса ларчĕ.

«Ан хуйхăр, ачам. Çирĕпрех пул. Хăрăк тимĕре тутăх та часах çисе ярать. Хуйхă вăл, тутăх пекех, чĕрене пĕтерет, вăя хавшатать».

«Эпĕ хуйхăрмастăп, мучи».

«Куратăп, ачам... Тăшманусем сана макăртас тесен эсĕ ирĕксĕр те пулин кулма тăрăш. Нихçан та никама та ан парăн, Ухтиван!»

«Вĕсем пит нумаййăн-çке...»

«Кам, Яка Иллесем-и?... Вĕсем ялта пиллекĕн-улттăн, пит нумай пулсан — вуннăн. А эпĕ, эсĕ, ял халăхĕ — çĕр çын, икçĕр çын. Хăшĕ вăйлăрах вĕсенчен!»

«Кантур та вĕсем майлă...»

«Ара, пулин... Пĕлетĕн-и эсĕ, мĕншĕн кураймаççĕ сана Яка Иллесем?»

«Вăл мана тарçа илесшĕнччĕ..»

«Мĕншĕн тесен вăйлă эсĕ вĕсенчен. Вĕсем сана хăвна мар, санăн чунна тара тытасшăн пулнă. Апла илме пултарайман, парăнтарайман та — курайми пулса кайнă, пĕтерме шухăш тытнă. А эсĕ ан пĕт, ан парăн! Çирĕп тăр ура çинче. Сана икĕ çын кураймасть пулсан, эсĕ вăл икĕ çынтан вăйлă, вунă çын кураймасть пулсан — вуннăшĕнчен те вăйлăрах, мĕншĕн тесен саншăн пĕтĕм халăх тăрать. Акă мĕнле шутлатăп эпĕ. Айван та хевтесĕр çынна мĕншен кураймасăр çӳремелле? Кураймасăр çӳреме мар, эп ăна асăрхамастăп та. Вăл пуррипе çукки мана ниме те пĕлтермест. Çавăнпа калатăп сана — çирĕпрех, тĕреклĕрех пул, ачам. Хуйха-суйха та, тăшмансене те ан парăн».

«Эпĕ сан ятна ыйтма манса кайнă, мучи... Григорьев ыйтсан...»

«Тимĕрçĕ каларĕ те. Пĕлет вăл».

Старик хăйĕн ятне каласшăн мар пулнине кура Ухтиван сăмаха урăх еннелле пăрма хăтланчĕ, анчах кунта та пăтăрмах сиксе тухрĕ.

«Пултăн-и, мучи, Яка Илле патĕнче? Ĕçе илес пирки мĕн калаçать?» — тенине хирĕç старик нимĕн те чĕнмерĕ. Ухтиван тухса кайма хатĕрленсен çеç вăл ăна пĕр пысăк татăк çăкăр та шăрттан касса пачĕ.

«Григорьевпа Палатая курмасăр ан кил эсĕ. Кала, тимĕрçĕ Шуркассинче ĕçлет те. Каясса Упа кати урлă кай, унта çӳлĕ якарах. Тата... çитсен хăвах куратăн — Старик Ухтивана тата тепĕр татăк шăрттан илсе пачĕ. — Ил, ил, ан хăра. Çул çинче апат анать вăл. Яка Илле вĕлернĕччĕ-и-ха сан аçуна? Кăнтас терĕм те хăйне те, алла варалас килмерĕ усалпа».