Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Хавасланать — тĕрлеттерсе
Юрра яраççĕ шăпчăксем
Ем-ешĕл туратсем çинче.
Тĕттĕмленсе пырать. Тулли уйăх касăлса тухать. Вăл хĕп-хĕрлĕ. Ун çутипе вăрман та, пĕлĕтсем те, тимĕрçĕ лаççи те хĕрелнĕ. Тутимĕрпе Эрпике, Тимĕрккепе Иван килеççĕ, чулсем çине лараççĕ.
Тимĕркке
Салтак эшкерĕ хирĕлсе
Хăй чакнă хыççăн халь пире
Кăнтасшăн йӳçĕ тĕтĕмпе.
Ха — уйăх! Ватă самăр уйăх
Çӳлти тӳпе уй-хирĕнче
Аманнă вăкăр пек утать
Хĕп-хĕрлĕ.
Тутимĕр
Эсĕ пĕлĕтре
Илем те чăнлăх ан шыра.
Ыран ирех, тул çутăлсан,
Куçатпăр урăх вырăна.
Ĕçсем нумай, вĕсем пире
Кунтах, çуралнă çĕр çинче,
Кĕтсе тăраççĕ, Тимĕркке.
Аннемĕрсем санпа мана
Пĕр кун çуратнă.
Тимĕркке
Ирхине,
Автан виç тапхăр авăтсан.
Тутимĕр
Кăвапана кассан пĕр пек
Ят панă.
Тимĕркке
Тимĕр пек пулма
Пире пилленĕ ваттисем.
Тутимĕр
Эс, тусăм, çамрăк ăвăс пек,
Ансат сăмах çулçисемпе
Ан çатăлтат-ха, лар, итле!
Тимĕркке Тутимĕр çумне пырса ларать.
Майра патша салткĕсем
Килсех тăраççĕ, пăлхава
Вĕсем алхапăл путарасшăн
Юн кӳллинче. Тăшман çине
Сиксе тухса, ăна ялта та,
Çеçенхирте те хӳтерсе
Тылласчĕ вăрçă тыллипе —
Эпир сахаллăн, çавăнпа
Тăратпăр сĕм-сĕм вăрманта,
Салтаксене, хăйсем илсен,
Тĕпчетпĕр ăнсăртран пĕрерĕн.
Салтаксене хирсе тăкма
Малтан та пирĕн вăй çитмерĕ.
Эпир тухса тарсан, яла
Çунтарнă хыççăн пăлхава
Тухмарĕç таврари ялсем.
Вĕсем эпир çĕнтерессе
Кĕтсе тăраççĕ, тан вара
Тухасшăн татăклă вăрçа.
Тимĕркке
Эпир юн тăкнă уйсенче
Урпа акасшăн.
Тутимĕр
Халăха
Хăяккăн ан пăх, Тимĕркке.
Пĕрре çеç мар пăлханнă халăх,
Хĕн курнă вăл салтаксенчен,
Вăл тăрса юлнă тырăсăр,
Çурт-йĕрсĕр, выльăх-чĕрлĕхсĕр.
Çуралнă килĕнчен тарса
Çӳресшĕн мар ĕçчен сухаçă,
Анчах вăл ирĕкшĕн тăма
Паян та хатĕр.
Пĕтĕм халăх:
Чăваш та, вырăс та, тутар та,
Ирçе те, пушкăрт та пĕрле
Çĕкленччĕр, тупчăр пĕр чĕлхе.
Вара тинех пăлхав хĕвелĕ
Çĕнтерĕ тĕттĕм тĕнчене.
Çунтарĕ вăл улпутсене.
Кай, тусăм, эсĕ Пушкăрта,
Тим хĕррине, салам кала,
Пăртакçă пулăшма та ыйт.
Тимĕркке
Вĕсем мана ĕненĕç-ши?
Тутимĕр
Ĕненĕç çывăх тус пекех.
Пăлхавлă пушкăрт хирĕнче
Çакна кăтарт — сана ăнланĕç.
(Хĕçне йĕннинчен кăларать.)
— Салаватран — Тутимĕре, —
Тесе хăюллă Салават
Кунта чулпа касса хăй çырнă.
Салавата пĕлмен пĕр чун та
Тĕл пулмăн эсĕ пушкăртра.
Сана кайма лаша та хатĕр,
Апат та чикнĕ хутаçна.
Укçа та ил!
(Енчĕк тыттрать.)
Ку енчĕке
Тĕрлекенĕ — Эрпике.
(Тимĕрккен хулпуççинчен хĕç çакать, ыталаса чăмăртать.)
Тимĕркке
Ман çулăм каялла килме
Хăйма пек çуланса выртсан,
Кĕтсе тăр, тусăм, брат Иван!
Иван
(Тимĕрккене ыталать.)
Шанатăп эсĕ килессе,
Килсе çитсен, тавралăха
Пĕлтерĕп тупă сассипе.
Эрпике
Пĕр тантăш тусăм, Тимĕркке,
Çĕрле эс йăлтăр çăлтăр пек
Пĕччен тухатăн çул çине.
Ан сӳн! Васка, çап-çуттăн
Çитсе тăр хамăр çĕршыва!
(Алă парать.)
Тимĕркке
Юнланнă хир-хир урлă каçăп,
Çĕр çитмĕл çичĕ вилĕм витĕр
Эп иртĕп — килĕп-килĕпех,
Ытарайми туссем, кунта,
Ак çакă сирĕн хушшăра!
Халăх еннелле пăхса каялла чакса утать, вăрр çаврăнать те чупсах каять. Эрпике Тутимĕрпе Иван хушшинче тăрать, пуçĕ тăрринче пурçăн тутрине вĕлкĕштерет. Пур тĕрлĕ кайăк чĕвĕлтетни, тĕрĕлтетни илтĕнет.
Иккĕмĕш сыпăк
Çуннă ял. Кăмака мăрйисем каçăрăлса лараççĕ. Малта хура юпа, ун тăрри курăймасть. 0фицер килет, аллинче хĕç. Салтаксем Эрпикепе Чемее хуралласа килсе тухаççĕ, икĕшин те аллисене каялла туртса çыхнă. Эрпике тутăрсăр, кĕпе çаннисем çурăк, пит-куçне юн кĕвĕлсе хытнă. Чемей улача кĕпепе, пиçиххисĕр.
Офицер
Эпир килсе çаклантăмăр
Чăваш шуйттанĕ шăтăкне.
Ялта пĕр чун та курăнмасть.
Пурте таçта хăямата
Тарса пытаннă.
(Эрпикене)
Мĕншĕн эсĕ
Çĕрле шуйттан ами пекех
Килсе çӳретĕн ку яла?
Ăçтан? Пăлхавçă халăхран-и? Тутимĕртен-и? Вăрмантан-и?
Епле çапсан та, хĕнесен те
Калать вăл пĕр сăмах анчах:
Вĕлерĕр! Вăл тытать хăйне
Чăваш пике патша пек паттăр,
Чăваш валли тупасшăн ирĕк,
Тăвасшăн вăл чăваш валли
Пĕр улпута та пăхăнман
Чипер патшалăх. Ха-ха-ха!
Пыйтланнă халăх вăрçинче
Вăл хӳхĕм жанна д'Арк пекех
Шĕл-кăварта çунасшăн-и?
Чăвашăн Жанна д'Аркĕ пур. (Салтаксене)
Тин-типĕ вутă хурса тухăр
Юпа тавра.
Салтаксем каяççĕ. Офицер Чемей умне пырса тăрать.
Ыран-паян
Вилес пекех имшер пулсан та,
Мĕн япала шыратăн эсĕ?
Ялта, кĕл хушишнче? Укçа-и?
Ку пикене паллатăн-и?
(Чемей пуç сулать.)
Ним пĕлмĕше персе анчах
Пуçна сулсан та, ху пуçна
Сылхлаймăн, вут çинче калаçăн.
Салтаксем çĕклемпе вутă çĕклесе юпа кутне пăрахаççĕ.
Пĕр салтак
Чĕлхи ун çук.
Офицер
Апла, эппин,
Эс çамрăк чух Тутимĕр пек
Хăюллă йĕкĕт пулнă-тăр,
Чĕлхӳ хĕçе ахаль лекмен-тĕр.
(Эрпике патне пырать, янахĕнчен алăпа чышать.)
Чĕнмен чарамсăр чĕлхӳне
Касса-и е сан çулăмра
Çунас килет-и? Э?
Эрпике
Вĕлер!
Пĕр салтак
Килет пĕр хăвăрт юланут,
Тусан çеç тустарать.
Офицер
Салтак-и?
Пĕр салтак
Чăваш пек курăнать, лаши
Суворов учĕ пек вĕçет.
Нумаях вăхăт иртмест, Якунькка килсе тухать, офицер патие чупса пырать.
Якунькка
Пăлхавçăсем ярса тытатчĕç.
Аран çеç хăтăлтăм.
Офицер
Ху мар,
Сана хăтарнă инкекрен
Галахов воевода учĕ.
Тутимĕре тытса паратăп, —
Тесе каппайланаттăн эсĕ,
Хăвах мулкачă пек таратăн
Тутимĕртен.
Пĕр салтак
Чĕлхи çеç харсăр!
Нумайранпа паллатăп эпĕ
Ку вир пĕрчи пек вĕтĕ куçлă,
Кăшман пек тăрăхла çамкаллă
Сутуçă чăваша. Пĕлет вăл
Виле кушак та вилнĕ йытă
Пухма çеç халăх хушшинче.
Офицер
Кушак тирне сутаканни
Тутимĕре те сутасса
Эпир кĕтетпĕр.
Якунькка
Тытăпăр.
Чемей мучи, Тутимĕр ашшĕ,
Кунтах иккен.
(Чемей умне пырать.)
Ăçта Тутимĕр?
Чемей пуç сулать.
Ним пĕлмĕше персе тăрать
Чăваш шуйттанĕ, апăрша.
(Чемее çапса ӳкерет.)
Офицер
Ăна ан тив! Хăй ашшĕне
Илме хăçан пулин те килĕ
Тутимĕр сĕм-сĕм вăрмантан.
Хĕр кам?
Якунькка
Мана шанассăр
Килет-и сирĕн, господа?
Офицер
Малтан çитсе пĕлтертĕн эсĕ
Пăлхав çинчен. Майра патшашăн
Вилме те хатĕр чăваша
Ененĕпĕр.
Якунькка
Вăл ман юратнă хĕр-пике.
Качча илме çураçнă эпĕ,
Укçа та панă.
Офицер
Ил, эппин.
Якунькка
Тутимĕре те вăл тыттарĕ.
Офицер
Чăнах турри пулсан, санпа
Вăл шăкăл-шăкăл çеç калаçĕ.
(Салтаксене)
Ку ял, хаяр пăлхав йăви,
Галахов воеводăна,
Пупа тата салтаксене
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...