Тутимĕр :: ТÄваÑÑÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Кĕтерин патша
Хам аттене вĕлернĕшĕн
Мана чĕнтерчĕ хăй патне,
Митал хăй аллипе тыттарчĕ.
Пĕри
Хитре-и?
Иван
Нимĕç майрашки,
Сысна пек самăр. Куçĕсем...
Пĕри
Мĕнле ун куçĕсем?
Иван
Кăвак.
Пăхса тăраççĕ кушакла.
Пĕри
Мĕнле кушак пек?
Иван
Аçине
Кĕтен ами пекех ясаррăн.
Патша майрашкине пĕрре,
Э-эх, хĕçпе суласчĕ те
Касса çурасчĕ çурмаран!
Тепри
Чăвашсене касас килмест-и?
Иван
Аюк.
Пĕри
Кам касĕ?
Иван
Тупăнĕ.
Тепри
Хĕрхенмĕпĕр. Майра патшамăр
Приказ парас пулсан, хĕç хатĕр.
Иван
Чăвашăн ырă чунĕ çук-и?
Вăл шăширен çуралнă-и,
Кăшланă-и сан çăкăрна?
Чăваш та пирĕн пек этем,
Тӳсет вăл ман атте пекек
Хĕн-хур та, выçлăх та асап,
Патша асапĕ, пусмăрĕ.
Тепри
Хĕçне ахаль тетте пекех
Çакса çӳретĕн-и?
Иван
Вăл кирлĕ
Улпут пуçне те каснă чух.
Тепри
Хăвна та йывăç тăррине
Хăпартĕç чăвашпа пĕрле.
Иван
Чăваш та ман пекек хресчен.
Пĕрле çаксан — хиесеплĕ вилĕм.
Хресчен ачи, хура салтак,
Графпа е баронпа пĕрле
Чи чаплă масарта выртсан,
Ку — чыссăр вилĕм, мăшкăлтăк
Пĕри
Чĕрес пушанчĕ.
Тепри
Лакăма
Уçар, атьсемĕр.
Иккĕш уçаççĕ.
Иван
Лĕрккĕрех!
Ĕçме ман кăмăлăм туртмасть.
Пăлхавăр вучĕ сикессе
Кĕтме тухатăп урама.
Эхер чарамсăр пырăра
Касса татмашкăн çивчĕ пуртă, Чикмешкĕн виçĕ юплĕ сенĕк
Çĕкленнĕ чух сире тухма
Пĕлтерĕпех.
(Тухса каять.)
Пĕри
Чаваш чее.
Çĕпреллĕ-и? Чăн-чăн сăра.
Çăра та йӳçĕ.
Тепри
Ерехмет
Хаяр сăра тума ăста
Хĕрарăма!
Пĕри
Яшт-яшт чиксе
Анса каять. Ырра-ши ку?
Ай-ай... Çĕр çăттăр чăваша!
Чаваш мĕн турĕ? Наркăмăш!
Тепри
Сĕтел те, пӳрт те çаврăнать.
Вилетĕп-и?
(Пукан çинчен тĕшĕрĕлсе анать, ӳкет.)
Пĕри
Куç алчăрать.
Хам виличен пĕрне пулин те
Хĕçпе касам-ха... Çук...
(Хĕç туртса кăларать, алăк патнелле чикеленсе ӳкет.)
Ы-ых!
Чылай тăрсан Курак кĕрет, чăхсем йăтнă.
Курак
Нумай та ĕçеймен иккен.
(Питĕ савăнса.)
Вуникĕ пăт туртан миххе
Йăтма пултаракан çьнсем —
Майра патша салтакĕсем
Пĕр шакăр ӳкнĕ ӳсĕрпе.
Хăйсен ыйхи тăраннă хыççăн
Уçтарĕç йывăр мухмăра,
Вара вĕсем мана сăрашăн
Пуç тайĕç виçĕш ыррăн.
Эччĕ,
Мана вĕсем тав тумалла.
Курак çав эпĕ. Ман сăра
Шерпетлĕ те ытла хăватлă.
Пуçран çапать те, урайне
Тĕреклĕ çын та йăкăлт çеç.
Вĕсемшĕн намăса та мантăм,
Хам кӳршĕн виçĕ чăххине
Чее вăрларăм, çылăх тупрăм.
Карта хыçне пытантăм та,
Туратлă вăрăм туяпа
Пĕрерĕн чăхсене шаккарăм,
Мăйĕсене пăра-пăра,
Вĕлертĕм. Халь те алă юнлă.
Пĕлес пулсан, мана ялта
Вĕлерĕç хытă хĕнесе.
Çапаççĕ ыйăха. Пĕрин те
Сăмси те шăхăрмасть. Вилмен-и?
(Пĕрне тытса пăхать.)
Сип-сивĕ, пăр пекек. Ах, турă!
Вайпут шуйттанĕ наркăмăш
Тыттарнă ухмаха, мана.
Воевода тумтирĕпе Асамат кĕрет.
Ах, пĕтрĕмĕр! Мĕн пулчĕ-ха?
(Тĕлĕнсе те, хăраса та)
Сасартăк сăмах çине
Ху килтĕн эс, вайпут хуçа.
Сана вĕлернĕ, — тетчĕ ял,
Çапла усал хыпар çӳретчĕ.
Асамат
Мана вĕлерчĕç. Чунăм юлчĕ.
Ман ӳтĕм силенсе тăрать
Килти хапха юпи çинче.
Хитре кил-çуртăм, ман керменĕм,
Çунса кĕлленессе кĕтмерĕм,
Уттартăм эп леш тĕнчене.
Анчах унта ман чунăма
Тĕнче сĕм-тĕттĕм, шарт-шарт сивĕ,
Эрех памаççĕ ăшăнма.
Курак
Туятăп çав, сассу та урăх,
Мăк пек çăралнă сухалу та,
Хĕвеллĕ çутă тĕнчере
Ем-ешĕл çĕр çинче каллех
Çӳрес килет-и, тепĕр хут
Леш тĕнчене каймастăн-и?
Асамат
Çĕр айĕнче выртма кичем.
Ая сарма çемçе тӳшек,
Пуçелĕкре минтер те çук.
Курак
Вара сана, вайпут хуçа,
Кĕртесшĕн мар-и тамăка?
Асамат
Малтан райра çӳреттем эпĕ,
Пĕрремĕш Петĕр патшапа
Юшшарах. Анчах унта та
Пуçланчĕ акăш-макăш бунта,
Пăлханнă халăх ĕнсерен
Мана çаклатрĕ те тӳрех
Хуптарчĕ сивĕ тамăка.
Унта тӳсетни?
Курак
Эччĕ, йывăр,
Асамат
Шуйттансене тыттартăм ылтăн,
Эрех те патăм, хăвăртрах
Сурса хăвартăм тамăка,
Хăпартăм ешĕл çĕр çине,
Кунта усаллăн çӳрĕп эпĕ,
Инкек-синкек, кĕсен-çăпан
Тата ытти чирсем те сарăп,
Сире, путиш чăвашсене,
Пурне те вĕлерсе пĕтерĕп.
Курак
Пире ан тив.
Асамат
Сан утăшку
Пăлхавçă мар-и?
Курак
Ухмаха
Тытса чарма саккун çырман
Патша та, турă та, эсрел те.
Асамат
Чараксăр патăрмак вăрра
Хыптарăп эпĕ вутлă кĕл.
Майра патша хăй панăччĕ
Мана хысна тумтирĕ.
Курак
Эччĕ,
Ĕлккенччĕ санăн тумтирӳ.
Асамат
Ăна та илчĕ упăшку,
Юлашкинчен мана çаксах
Вĕлĕрчĕ халăх умĕнче.
Курак
Чăнах та, манăн упăшка
Киревсĕр, алама этем.
Ăна ман ылханас пулсан,
Чĕре те лачăрт пĕрĕнĕ,
Сăмах та çитмĕ чĕлхере.
Шап-шур пĕркенчĕк пăрахсан,
Туй иртнĕ хыççăнах мана
Илес-милес хĕнерĕ вăл.
Паян та тивкелет патакĕ,
Шăмма суйлать.
Асамат
Ăçтан çапать вăл?
Курак
Хăйне вăй халăх умĕнче
Йăваш пек кăтартма тăрать,
Вĕтет этем курман тĕлтен,
Вĕче панчен.
Асамат
Купарчуран-и?
(Чĕпĕтсе)
Ху ватă ваттине, çапах
Кунти чăп-чăмăр вырăнсем
Пасар кулачĕсем пекех
Тăраççĕ хăпарса.
Курак
Сурам-и?
Çырла пакех майру пур чух
Пĕл намăса!
Асамат
Эс çамрăк чух
Леш уйăх çийĕнчи хĕр пек
Шеп пулнă-тăр?
Курак
Анне хитреччĕ.
Ăна туртса çуралнă эпĕ,
Анчах чечче чирпе чирленĕ.
Вара ман питĕм тăрса юлнă
Вĕт-вĕт шатраллă, алама.
Асамат
Шап-шур катанпиртен çĕленĕ
Кĕпеллĕ чух, Курак тăванăм,
Пĕвӳ сан çамрăк хурăн пек
Тăратчĕ пулĕ, пур качча
Ăмсантарса.
Курак
Ман пĕвĕм-сийĕм
Тирек пеках тӳп-тӳрĕччĕ.
Асамат
Ун чух хура куç харшисем
Тăратчĕç пулĕ, чунăмçăм,
Пăсар пĕкки авăнса.
Курак
Хĕне-хĕне чиперлĕхе
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...