Тутимĕр :: ТÄваÑÑÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Асамат пӳрчĕ. Курак пĕччен ларать. Сĕтел çинче лакăм.
Курак
Тутимĕр килчĕ те, пуçланчĕ
Хăрушă юнлă самана.
Пуçа кассан та ăнланмастăп:
Кам айăплă? Кама мĕн кирлĕ?
Асамлă пурнăç пĕттер, теççĕ.
Анне те, эпĕ те ялан
Тертленнĕ, пирĕн ĕмĕр пулнă
Хура вăрман пекех хĕн-хурлă.
Кама вăрçатăн? Турă хушнă.
Турчăкасем тата ытти тимĕр япаласем йăтса Эрпике кĕрет.
Эрпике
Сурса ылхантăн, алăк урлă
Нихçан ура пусма Хушмарăн.
Çапах та килтĕм.
Курак
Хам ачамçăм,
Хам çулçăм, хамăн хӳттĕмĕ
Килет, кӳрет мана хаваслăх.
Пĕлетĕн манăн кăмăла:
Таканари шыв пек ман çиллĕм:
Пĕрре сикет те тăкăнать.
Ку йышлă тимĕр-тăмăр камăн?
Эрпике
Хеçсем тума пухатăп эпĕ.
Курак
Çатма аври те пур. Нумай.
Пĕрне хăвар-ха, Эрпике.
Эрпике
Мĕншĕн?
Курак
Икерчĕ пĕçерме.
Эрпике
Никам та çимĕ. Вăхăт мар.
Васкатăп. Пирĕн турчăка
Паян хĕç пулмалла, анне.
(Тĕпелтен турчăка илет.)
Курак
Пĕртен-пĕр турчăка. Ăна
Илетĕн-и?
Эрпике
Хушать Тутимĕр.
Итлемесен — леш тĕнчене!
Пур тимĕр япала та хаклă, —
Пур тимĕрçĕ те вăрманта
Лачкам тарланă. Хĕç туптать.
Курак
Çатма аври те, турчăка та
Пуçтарасси хĕр ĕçĕ-и?
Эс мар, киле патша килсен те,
Турчăкана памастăп эпĕ.
(Ярса тытать.)
Эрпике
Сан турчăку хитре хĕç пулĕ,
Хастарлă паттăр аллинче
Çуталĕ ялкăшса, кустарĕ
Çăмха пекех улпут пуçне.
Ан тив, анне, ан тыт — илеймĕн!
Курак
Туту çинчен сар сĕт кайман,
Çапах та çын пуçне касма
Шутлатăн, ăçтиçук ача!
Турчăкапа пĕрре хăмсарăп,
Чĕлхесĕр пулăн.
(Турчăкине туртса илме тăрать.)
Эрпике
Туртăшма
Санран пулать-и вăл, анне.
Пĕрре çеç эх-хĕм! ӳсĕрĕп,
Хăранипе сар шăлусем
Кашта çинчи чăхсем пекех
Пĕр харăс тăкăнĕç. Ан чар!
(Турчăкине туртса илет.)
Курак
Сана çуратнă чух çанталăк
Урса тăратчĕ, йăлт-ялт çиçĕм
Пĕрмай çиçетчĕ пуç çинче,
Аçа çапатчĕ, çумăрччĕ.
Сана çапмарĕ ун чухне,
Шеллерĕ турă, Куракран
Чун мурĕ — ирсĕр хурчăка
Çураласса пĕлмерĕ пулĕ.
Пĕлес пулсан...
Эрпике
Мана çапсан,
Ху йĕрĕттĕн. Вара мĕскер?
Курак
Тивлетсĕр самана асапĕ
Килсе анмастчĕ пуç çине,
Ӳкместчĕ пĕрчĕн-пĕрчĕн çӳçĕм,
Тура та ларайман ман çивĕт
Чĕн пушă тек çинçелмĕччĕ.
Тĕп турăн аннӳне, петертĕн.
Таçтан, тăпра шăтăкĕнчен
Тутимĕр килчĕ, явăçрĕ.
Эрпике
Каçар, анне!
Курак
Эппин, каçарăп,
Кунçул кĕперĕ пулăп саншăн,
Ватсупнă хăрăк шăммăмсем —
Кĕпер юпи. Каç, хĕрĕм, каç!
Каçартăм, Эрпике, ан çун.
Эрпике
Ытла та теветкел Тутимĕр.
Çемçе чĕреллĕ те маттур.
Курак
Çемçе?.. Каларăн çуккине.
Тутимĕр хушнипе вайпут
Пĕтмерĕ-и? Ахрумкă пуп?
Эрпике
Пурне те вĕсене ан çак,
Чĕрĕ хăвар —вара вĕсем
Ял вырăнне кĕл çеç хăварĕç.
Курак
Хăна пулма Тутимĕр килтĕр.
Пулать-и, çук-и сирĕн туйăр.
Кĕтсе сăра та сӳрĕлĕ.
Кала!
Эрпике
Качча тухман-ха эпĕ.
Пăртакçă кĕт. Нӳхреп сăри
Хĕрсе пăсланмĕ пăр çинче.
Курак
Тутимĕрпе пĕрре калаçăп.
Чĕп амăш-хур пекех ларса
Ирттертĕм эпĕ ĕмĕре
Йăва пек тăвăр çак пӳртре.
Вăл урлă-пирлĕ тĕнчене
Курса çӳренисен çинчен
Пĕлтерĕ, ютшăнмĕ пиртен.
Пĕр-икĕ алтăр пыл сăра
Ĕçсен, çемçеле кăмалĕ.
Эрпике
Пĕлтерĕп. Пушансан, тен, килĕ.
Хĕçсем туптарнă вырăнта
Çуретчĕ халĕ. Тимĕрçĕсем
Суха тĕренĕсĕр пуçне
Пĕртте пĕлмеççĕ. Вĕрентет.
Курак
Пĕлекенсем кунта нумайччĕ,
Майра патша хăшне çактарнă,
Хăшне ăсатнă Çĕпĕре.
Пулать-и туйăр, Эрпике?
Эрпике
Пăлхав иртсен, телей килсен,
Урай силленĕ, кĕрлĕ туй.
Курак
Телейĕ — тилĕ хӳринче.
Пăлхавăн ырă пархатарĕ
Çитессине шанмастăп эпĕ.
Ман ĕмĕрте пĕрре кăна-и
Пăлханнă халах! Çĕнеймен.
Эрпике
Ку тапхăрта çĕнет. Тутимĕр
Ертсе пырать. Чăн-чăн патша
Кăларнă вирле мăнихвест,
Улпутсене çакма хăй хушнă.
Курак
Эсир пăлханнине илтсен,
Майра патша çăвар карать-и?
Нумай салтакĕ те пăшалĕ.
Пĕрре кăрлеттерсен, Тутимĕр
Хăй чăштăр-чăштăр çулçă пек
Вĕçсе аманĕ, ӳкĕ-ха.
Эрпике
Тутимĕр-и? Юман кĕреш пек
Кĕрвен те анлă хулпуççиллĕ.
Курак
Хăюллă, ăслă, чип-чипер...
Илемлине пăхмасть патша,
Пĕртте хĕрхенмĕ пăявне,
Çактарĕ — унăн хӳхĕм çӳçĕ
Силленĕ сивĕ çил çинче.
Эрпике
Тутимĕр паттăр та вĕри.
Курак
Ун пек вĕри кăвар чĕреллĕ
Çынсем тӳсмеççĕ çĕр çинче —
Е вилĕм, е телей шыраççĕ.
Телейĕ çук. Çеçенхирте
Курман-и эсĕ ӳпресем
Вĕçеççĕ тĕксĕм каçсенче,
Шыраççĕ çутă? Çавăнпа,
Вучах çине кĕрсе, ĕнеççĕ.
Çапла Тутимĕр.
Эрпике
Ан хăрат!
Каяс-ха турчăка пухма.
Курак
Ята ярса çӳре, эппин.
Тутимĕр тилпĕрен çитернĕ,
Анратнă ухмаха, сана.
Çавна кура сиксе çӳретĕн.
Асту, кайран пуçу ыратĕ,
Тăрантĕ турчăка вăрçи.
Юн хăсăн, Эрпике ачам.
Ялта сахал-и турчăка?
Килтен ан ил!
Эрпике
Епле вара
Ыттисенчен илейĕп эпĕ?
Курак
Тутимĕр ячĕпе хăрат,
Сехре хăпарт.
Эрпике
Хăйсем те парĕç.
(Тухса каять.)
Курак
Пĕччен чухне эмел хăвачĕ
Сĕврĕличчен вĕрсе пăхам-ха.
Тухатмăш-юмăç йăлине
Пĕлместĕп, турă пулăшсан,
Йĕркеллĕ пулĕ-ха, çырлахĕ.
Ытла юлхав аçа кушакăм
Кушаксемпе тăрмалашма
Анчах пĕлет, хăлхисене
Таттарнă çапăçса, тытмарĕ
Кăçал пĕр пĕчĕкçĕ шăши.
Анкартине хам кайса лартăм,
Яра кунах шăши сыхларăм.
Ăраскала кура сасартăк
Тĕл пулчĕ çарăк çеç çура.
Лектертĕм. Çăмĕ питĕ лайăх.
Шăши çăмне ĕнтсе ярсан,
Çын хăвăрт сивĕнет, тесе
Калатчĕ ĕлĕк асанне.
(Хăйă çутать, ĕнтет, хул айне
çатма аври тытса такмаклать.)
Çичĕ тинĕс леш енчи,
Тимĕр утрав варринчи
Тимĕр тылă çийĕнче
Тимĕр çӳçлĕ карчăк пур.
Ту-ту урлă пĕр çулпа
Шалт-шалт тимĕр тылăпа
Килме тухнă карчăка
Питĕ кĕтрĕм эп, Курак.
Карчăк вĕртĕр-суртăрах,
Татăк пăр пек сив сăмах
Каласа, маи хĕрĕме
Сивĕнтĕр Тутимĕртен!
Манăн савнă хĕрĕме
Питĕ хăвăрт сивĕнме
Тутимĕрĕн çамкине
Тухса лартăр мăйрака.
Хыçĕнче, йĕкехӳре
Пулнă пек, çара хӳре
Кукăр-макăр тăсăлса
Курăнтăр Эрпикене.
Шалт-шалт тимĕр тылă, сик,
Сивĕ шухăш пырса чик
Хĕрпе каччă хушшине,
Ыранах Эрпикене
Сивĕтех Тутимĕртен!
(Вĕрет-сурать.)
Шăши çăмĕ начар пулсан,
Хăватлă пул, вайпут эмелĕ!
(Лакăма ярать.)
Тинех ăш канчĕ, турă, пулăш,
Каçар ман çылăхлă чуна.
Салтаксем виççĕн пырса кĕреççĕ,
Иван ятли ватăрах.
Пĕри
(саламат силлесе)
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...