Тутимĕр :: ÐиççÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Çӳлтен мĕн чухлĕ çута çăлтăр
Умна антарнă эс, калах.
Хресчен чĕлхи каланине
Ăнлан. Ăна касаймăн эсĕ.
(Чĕлхине кăларса кăтартать.)
Тяпук
Ача-пăча пек ан витлеш,
Ăсна кăтарт-ха, Асамат.
Асамат
Леш ют патшалăх эрехне
Лĕрккенĕ хыççăн ман ăс-хакăл
Чаксак пырать.
Тяпук
Ман хамăн, та.
Кемсе пырать, анчах пуçра
Пăртакçă пур. Кивçен парам-и?
Асамат
Парсан, тем пекчĕ, кирлĕччĕ.
Тяпук
Мана сасартăк тĕлĕнтермĕш
Ăс-хакăл килчĕ: чи чее
Саккун илсе, чăваш вайпучĕ
Пулса тăр эсĕ, Асамат,
Малтан кăнă.
(Галахов еннелле пӳрнипе кăтартса)
Пĕрре хĕстер,
Каярахпа, хĕстер пире,
Чăвашсене те.
Асамат
Эпĕ хатĕр,
Патша пулма та хирĕç мар.
Тяпук
Вайпут пулма сан, Асамат,
Пĕлетни, икĕ тивĕç пур:
Пĕри — эс пуринчен те ватă;
Тепри — çăра сан сухалу.
(Виçсе пăхать.)
Иртсе каять кăвапаран-та.
Ун тăришшĕ — икĕ шит ытла.
Э...
(Пуç пӳрнине тăнлав çине тытать.)
Манăн тепĕр шухăш пур.
Асамат
Мĕнли?
Тяпук
Мереккелли.
Асамат
Кала!
Тяпук
Вайпут тумтирĕ санăн пултăр.
Асамат
Ман кивĕ саплăклă сăхманăм
Калах çине!
Тяпук
(Галахова урипе тапса)
Калах, сиксе тăр!
Галахов ура çине тăрать. Тяпук ун тумтирне Асамата, Асаматăнне Галахова тăхăнтартать.
Асамат
Мĕнле пек? Килĕшет-и?
Мана хаяр пек кăтартать-и?
Тяпук
(Асамата чыс парса)
Чăваш вайпучĕ, хăспатин,
Саккун кăлар та Калаха
Пĕре хĕстер те, тыт та лапчăт!
(Урайне чĕркуçленсе ларать.)
Пире, чăвашсене, шеле,
Куллен çитер ыраш çăмахĕ.
Асамат
Çăмах çеç мар, автан яшки те
Çитерĕп эрнере пĕрре.
(Пӳрнипе кăчăк туртса)
Ума пырса тăр!
Галахов пырать.
Эсĕ кам?
Галахов
Отставкăри майор. Галахов.
Асамат
Куян пек хăлхуна тăрат,
Пĕрех сăмах та сиктермесĕр
Итле, Калах маюр.
Галахов
Итлетĕп.
Асамат
Тӳлен-и эсĕ хырçă-марçă?
Галахов
Манран ыйтман.
Асамат
Сан аслаçу та,
Тăван аçу та, эсĕ ху та
Суха туман, пĕр пĕрчĕ тырă
Акса курман, çапах куллен
Какай чăмланă, çăкăр çинĕ,
Эрех те ĕçнĕ сирĕн пырăр.
Тӳлемелле пулать çĕр çулшăн
Аçушăн, хăвăншăн.
Тяпук
Тата
Аслаçупа кукамаюшăн.
Асамат
Мана, чавашăн вайпутне,
Пуç тайăн, пулăн малашне
Чура хресчен.
Галахов
Тарçу та пулăп.
Юласчĕ сывă мăйкăчсăр.
Тяпук
Ăна хресчен пулма вĕрент.
Асамат
Хура хресчен пулас тесен,
Ӳтне кăшлатăр шурă пыйтă,
Шăрка саралтăр çӳçӳнте.
Тяпук
Хитре майру çӳçне пăхкалĕ,
Шăркисене ик чĕрнипе.
(Кăтартать.)
Çапла хĕстерĕ те вĕлерĕ.
Урпа акма вĕрент.
Асамат
Урпа-и?
Хура пӳрт кăмаки çине
Типтерлĕ пĕрчĕн-пĕрчĕн ак,
Кĕл сап, тата ирех шăвар
Шӳрпе тăкса.
Тяпук
Эрех сапсан,
Урпа хăях пек ашкăрĕ,
Пучахĕ ун пурнас...
Тутимĕр кĕрет.
Тутимĕр
Мана шыраттăн эс, Галахов, Нумайранпа. Ăна пĕлсен те,
Ытла вăраххăн кĕттермерĕм,
Хам килтĕм эп.
Пĕр сас
Ха-ха!
Тепĕр сас
Хи-хи!
Тутимĕр
Сире мĕн пулнă?
Тяпук
Мерекке.
Тутимĕр
Эсир кушак аçи пек мăр-мăр,
Ыран шăши пулма, пултарăр,
Эрех кӳпсе тултарнă та...
Тяпук
Кушак аçи чее, таса,
Вăл пирĕн пек эрех ĕçмест.
Тутимĕр
Салтак эшкерĕ хуларан
Килме утсем утланнă чух,
Тяпук пиччеçĕм, ӳсĕр пуç,
Кулас килет-и?
Тяпук
Мерекке.
Тутимĕр
Мĕн мерекки?
Тяпук
Пĕр пĕчĕк кулă.
Пырта ларать те чӳпĕк пек, Калаттармасть.
Туйтирек
Кунта, Тутимĕр,
Туртса кăларнă кулмалли.
(Асамат çине кăтартса)
Вăл вĕçкĕн Асамат пичче
Вайпут тумтирĕ тăхăннă,
Урисене пăх, çăпаталлă,
Тутимĕр Асамат çине тинкер пăхса илет, леш каялла чакать.
Тутимĕр
(Галахов умне пырать.)
Мана паллатăн-и, Галахов?
Галахов
Чемей ачи, вилми Тутимĕр.
Тутимĕр
Атте чĕлхи ăçта? Ăна
Касман-и эс?
Галахов
Кастартăм та,
Майра патша хушсан анчах.
Тутимĕр
Ун чĕлхине вĕшле йытта
Хăв аллупа парсан та, эсĕ
Хăвна таса шутлатăн-и?
Аллу сан чĕрĕ юнсăр-и?
Алхас юха, майра патши,
Ылханлă нимĕç майрашки,
Пĕлет-и манăн аттеме?
Вăл хушрĕ-и?
Галахов
Ку- манăн айăп.
Тутимĕр
Кам пирĕн мĕскĕн ялсене
Çунтарчĕ, вут-кăвар кăларчĕ?
Хĕрарăмсем, ача-пăча,
Мăнтарăн ватă карчăк-кĕрчĕк...
Вутта вĕсем хăйсем-и сикрĕç,
Xăйсем-и çунчĕç туртăнса,
Кукарланса? Галахов, эсĕ
Вут пекех хăвăн аллупа.
Галахов
Пăлхавлă ялсене пурне те
Çĕр питĕнчен шăлса тăкман,
Кĕлленнĕ пушă çĕр çинче
Чиркӳ лартма приказ кăларчĕ
Санкт-Петербург.
Тутимĕр
Ачасене çунтарнă чух
Аллу та сан тăр-тăр
Чĕтренчĕ-и?
Галахов
Чĕтренсенех,
Ку ялсене çĕнтерĕччĕ
Хура пăлхав, Чемей сехмечĕ.
Мана законлă вырăна
Патшамăр лартнă, хытă хушнă
Тытса вĕтме те, вĕлерме те,
Касма та халăхăн пуçне.
Тутимĕр
Сире, улпутсене, çакма,
Пурин пуçне те йăлт касма
Хăй, халăх, тавăллăн килсен,
Чарма пултарăн-и, Галахов?
Галахов
Кĕтменччĕ эпĕ чăвашран
Маттур Тутимĕр тухасса,
Кĕтсе тăманччĕ ăнсăртран
Хаяр Тутимĕр аллине
Ман ватă пуçăм лекесе,
Шанманччĕ эп Чемей ачи,
Чура чăваш ачи Тутимĕр
Капла талантлă пуласса.
Тутимĕр
Мана мухтанипе анчах
Сăваплă пулăн-ши, Галахов?
Галахов
Шалча ман тулнă. Каçару
Ыйтмастăп эпĕ вăйлинчен,
Санран, вилме пĕлмен Тутимĕр.
Майра патшашăн тăрăшса
Мана вилме юрать, анчах
Чемей ачи, тискер Тутимĕр,
Хушсассăн.
Тутимĕр
Халăх хушнипе
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...