Тутимĕр :: ÐиççÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Галахов вайпут-воевода çурчĕ. Сцена çинче пăлан мăйракисем. Урайĕнче упапа тилĕ тирĕсем. Кăнтăрла. Галахов арăмĕ Полина ураллă сăпка сиктерсе ларать.
Полина
Ачамçăм, çывăр, паппа ту!
Куçна хупсам. Мамма Тутимĕр
Килмест кунта. Вăранăн та
Кашта таран пы-ысăк пулăн.
Илес-милес тискер Тутимĕр
Шикленĕ, тивмĕ аннӳне.
(Сăпка сиктерсе юрлать.)
Кăнтăрла шавланă çил те
Вĕрене çулçи çине
Çӳремест, лăпланнă ĕнтĕ.
Çывăрать пĕтĕм тĕнче.
Çывăрма хушса хăварчĕç
Сар хĕвел те, кун та çил.
Уйăх тутлă ыйхă пачĕ, —
Ил ăна, ачамçăм, ил.
Эс итле пурне те лайăх:
Хĕвеле, çиле, куна!
Çывăрсассăн, ăмăрткайăк
Силлентерĕ сăпкуна.
Тĕлĕкре сана вăл лартĕ
Хăй çуначĕсем çине,
Пĕлĕтсем çинчен кăтартĕ
Юмахри тĕнчесене.
Çăлтăрсем татса тыттарĕ
Выляма ун чух сана,
Хум çине лартса шутарĕ
Сан ахахлă сăпкуна.
(Силлеме чарăнать.)
Тин ман тĕпренчĕк çывăрчĕ.
Хамах куллен сăпка сиктер.
Мăнтарăн эпĕ, хăрхăм чун.
Вунулттăра кăна пулсан та,
Эсрел пек ватă упăшка.
Тăр-кăнтăрла пăхатăп та,
Çап-çутă вĕрене çулçи пек
Кукши çинче хĕвел вылять,
Çĕрле тӳшек çине выртсан,
Хыткан шăмшаклă хулĕсем
Касса чĕреççĕ ӳтĕме,
Кăвар пăр мар та — сивĕ хăй.
Атте-аннеçĕм, ик ухмах,
Мулпа укçашăн хапсăнса
Качча паман пулсассăн, эпĕ
Хăяхлă кӳлĕ хĕрринче
Паян та ирĕк çӳрĕттĕм.
(Анаслать.)
Пур шăпчăк та юрланă чух
Ман ыйхăм тутлă пулĕччĕ.
Галахов кĕрет.
Галахов
Хăвах сăпка сиктернипе
Сăвап илесшĕн-и, чечекĕм?
Ача пăхаканни ăçта?
Полина
Мана та, кил-çуртна та эсĕ
Манса, çапкаланса çӳретĕн,
Ху утмăлла пырса çитсен те
Пĕрмай шыратăн çамрăка.
Манпа чухне ӳтӳ те сивĕ,
Чуну та сан калта пекех
Сип-сивĕ.
Галахов
Манăн чунăм çамрăк,
Чĕре те кеçенсе тăрать
Тиха пек.
Полина
Эппин, кĕçен,
Тӳшек çинчен тушек çине
Куçа-куçа алхасиччен
Килте гарем уçасчĕ сан.
Пуçтар чăваш хĕрĕсене.
Галахов
Ниçта та эпĕ çӳремен.
Полина
Сехре хăпса ача вăранĕ.
Ан çухăр!
Галахов
Сунарта эпир
Яра кунах танккарăмăр.
Полина
Ăс ларнă çын сунарçă пулмĕ,
Вăрман ем-ешĕл тумлансан.
Галахов
Ахрат варне кĕме хăрушă,
Çапах та антăмăр эпир,
Упан тăватă урине
Лектертĕмăр.
(Çухăрса ярса)
Яка хăлхаллă,
Кĕске хӳреллĕ, çăмламас!
Ача макăрма пуçлать.
Полина
Ачамçăм, çывăр, паппа ту.
(Ача чарăнать.)
Галахов
Ача пăхаканни ăçта?
Полина
Шăпрах калаç.
Галахов
Ăçта, эппин?
Полина
Ху эсĕ пилĕк- ултă талăк
Тиха пек кĕçенсе пачах
Çӳретĕн те, тарçу-тĕрçӳ
Мана пĕрре те итлемест.
(Макăрать.)
Галахов
Чечекĕм, чунăм... Кам? Ăçта?
Кушак чĕрниллĕ хăрчăкпа
Çанçурăмне тăрмалăп эпĕ.
Лăпкан, чечекĕм, ан эрлен.
(Çамкинчен чуптăвать.)
Ача пăхаканни ăçта?
Полина
Ача кипки пĕрре йĕпеччĕ.
Киревсĕр нянăна кăштах
Вĕтесшĕнччĕ, анчах ман алă
Тытма пĕлет-и саламат?
Галахов
Хушас пулатчĕ пĕр тарçа.
Полина
Тарçисене пĕрре çеç мар,
Нумай хутчен чĕнтертĕм эпĕ,
Каларăм хытă тилмĕрсе.
Мана итлеççĕ- и вĕсем:
— Мадам — майра, — тесе анчах
Кулаççĕ лăхăл-лахăл çеç.
Ман çитрĕ чунăм тăвăлса,
Шăмартăм та усал йытта
Вĕçертрĕм сăнчăртан.
Галахов
Вара?
Полина
Пĕрре анчах: Вĕсси! — çеç терĕм.
Мана итлерĕ ăслă йытă,
Пăрре ялт сикрĕ те кап çыртрĕ,
Персе ӳкерчĕ те утланчĕ,
Шĕвек юнпа какай анчах
Хăварче кутăн няньăран.
Галахов
Чĕрӳ çемçеччĕ-çке, Полина?
Йăви çинчен сап-сарă сăмсаллă
Çерçи чĕппи персе ӳксен те,
Йĕреттĕн эсĕ, чунăмçăм.
Черченкĕ те ачаш мадонна
Хаяр та харсăр пуласса
Шанманччĕ эпĕ. Ха-ха-ха!
Полина
Ан ахăр. Çывăртăр ачамăр.
Галахов
Хăй амăш пек хастарлă пултăр:
Çерçи чĕппишĕн макăратăр,
Çынна курсан — йытта вĕслеттер!
Ха-ха! Хе-хе!
Каçса кайса кулать. Хашкаса Курак кĕрет.
Курак
Вайпут хăта!
Полина
Ку пĕрене кукамайне
Кам кĕртнĕ-ши?
Галахов
Чим, ан аптраш!
Ку карчăк кайнă чух, унпа
Хитре паллашĕ пирен йытă,
Пĕрре анчах вăл хăррăм-хам
Çыртса турткалĕ. Ха-ха-ха!
Курак
Пирте инкек.
Галахов
Мĕскер?
Курак
Тутимĕр...
Полина
Ах,турă...
(Чĕркуçленсе ларать, кĕлтăвать.)
Галахов
Тепĕр хут пăлхав-и?
Чемей сехмечĕ-и?
Курак
Чемей
Чĕнмест, чĕлхесĕр чĕмере.
Çураçнă хамăн хĕрĕме
Вăрларĕ йăпăлти Тутимĕр.
Галахов
Чапланнă эс, чăваш кăркки,
Пĕсехӳне вĕрсе хăпартнă.
Пулатăн-и Тутимĕрĕн
Хунямăш?
Курак
Çук, вайпут хăта.
Пуçа каска çине хурсан та,
Куçа чавса ӳпне хуплу
Лартсан та, килĕшместĕп эпĕ.
Хальччен нихçан та хамăр ял
Илтмен-курман ку намăса
Тӳсме вай çук.
(Куççульне шăлать.)
Вайпут хăта,
Тутимĕртен хам хĕрĕме
Туртса илтер, саккун кăлар,
Пичет те пус.
Хĕре çураçнă.
Укçа та илнĕ туллиех.
Эрпикене чăнах Тутимĕр
Илес пулсан, çилленĕ пӳлĕх,
Вăл манăн мĕскĕн чунăма
Шăши туса, ăна пĕçерĕ
Вĕри хуранлă тамăкра.
Чăн турă пул, вайпут хăта!
Галахов
Тем тĕрлĕ пăсăк ăрăм та,
Пуç çавăрма пĕлекенсем —
Хăватлă юмăçпа вĕрӳçĕ —
Нумай-çке сирĕн ялăрта.
Вĕсем сана чее ăс парĕç,
Лач-лач сурса, ӳ-ӳ вĕрсе
Сан хĕрӳнтен йăлт сивĕтĕç
Тутимĕре.
Курак
Тутимĕре-и?
Галахов
Çавна анчах.
Курак
Ятне илтсен те,
Тăр-тăр чĕтрет ялти вĕрӳçĕ,
Сехри хăпать, яка чĕлхи те
Сырлан пырши пек тăлланать.
Вĕрме-и? Хăй те сывлаймасть.
Иййе çури пекек Тутимĕр
Пĕрре куçа шăтарнă пек
Пăхса илет те, вăл çынна
Хăй майăн çавăрса хурать.
Ăна нимле вĕрӳçĕ те,
Шуйттан та, çук, пăсаймĕ.
Галахов
Чуну ытла çунать пулсан...
Курак
Кăмакари пек шĕл-кăваррăн
Çунать те тĕтĕм çеç тухмасть.
Галахов
Кăвар пекех çунать пулсан...
Курак
Кăвар çунать самантлăх çеç,
Кайран сӳнет вăл, кĕлленет.
Чĕрем ман хĕртнĕ тимĕр пек
Ĕнтет ман ӳтĕм-тирĕме,
Ман ватă кăкăр шăммине
Кассах кĕрет, вайпут хăта.
Галахов
Сан кăкăрна касать пулсан,
Сана хĕрхенĕп эпĕ.
Курак
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...