Ача чухнехи :: Экзамен
Çуркунне пулсан, эпир выляма яланах шкул айккине çерем çине пухăнаттăмăр. Тĕрле вăйă выляса вăхăт иртетчĕ. Кунта шкул ачисем кăна мар, вĕренмен вĕтĕр-шакăрсем те пуçтарăнатчĕç. Юрлани, çуйăхни вăйă саланичченех илтĕнетчĕ.
Акă каç пулчĕ. Кĕтӳ яла кĕрлесе кĕчĕ. Анса ларакан хĕвел йывăçсем, пӳртсем çине йăмăх хĕрлĕ çутине ӳкерет, кантăксене вут хыпнă пек йăлтăртаттарать.
Эпĕ хама хушнă ĕçсене васкаса тăватăп. Сурăхпа путеке урамран хăваласа кĕртрĕм, вĕсене шăвартăм, картана хупрăм.
Икĕ витре шыв кӳтĕм. Манăн ĕç пĕтрĕ те. Аппа кукамайсем патĕнчен килсе вăййа тухма тумланиччен эпĕ Катя патне çитме те ĕлкĕрнĕ. Ян, ян! илтĕнет ача-пăча сасси шкул айккинчи çеремре. Акă эпир те Катьăпа çитрĕмĕр. Ачасем курăк çине ларса тухнă, çĕрĕ пытармалла выляççĕ. Пĕр хĕрача пытарать, тепри шырать, лараканнисем юрлаççĕ. Эпир те вăййа хутшăнтăмăр.
Вăйăра Митя та пур. Вăл виççĕмĕш кун шкула çӳремест. Акă эпир, алăран алă тытса, карта турăмăр. Митя хăвăрт карта ăшне кĕрсе тăчĕ. Вăл вăйăра ялан пуç пулма юратать. Эпир юрлатпăр:
Чи-чи-и чикĕлтем.
Чикĕлтерĕм, пĕр терĕм,
Чикĕлтерĕм, пĕр терĕм,
Янтăх, янтăх ямари.
Эс чипер-и, эп чипер,
Санран чипер тата пур,
Чи чиперри кунта-мĕн,
— Сик-тух!
Юрă пĕтсен, Митя ман пата утса пычĕ.
— Вăйăран тухса, шкул картлашки патне пыр, — пăшăлтатрĕ Митя.
— Мĕншĕн?
— Сăмах пур… Экзамен пирки.
Митя картаран тухса тăчĕ. Эпĕ карта варрине кĕтĕм.
Ачасем тепĕр юрă пуçларĕç.
Ким чечек, ким чечек,
Килме кура пĕр кура,
Шăтрĕ, ӳсрĕ сар чечек,
Пире пăхса савăнса
Юрлама.
Ким чечек, ким чечек,
Вĕçсе пырать шур акăш,
Хĕвел çинче çуталса.
Эс те яш, эп те яш,
Кил иксĕмĕр пĕр пулар
— Выляма.
Юрă чарăнсан, эпĕ пĕр хĕрачана суйларăм та, картаран тухса, шкул картлашки патне пытăм. Унта Митя пуçне аллипе тытса ларать.
— Ыран экзамен пулать, — терĕ хуллен Митя, — сире каланă-и?
— Анастасия Александровна пире шăматкунах каланă.
— Экзамен тума Сĕнтĕрвăрринчи благочиннăй пачăшки килет.
— Ăна та пĕлеççĕ.
— Благочиннăй пирĕн аттен лайăх пĕлĕшĕ. Тен, вăл пирĕн пата хăнана та кĕрĕ-ха…
— Сирĕн тăван-и вăл?
Митя ассăн сывласа илчĕ те, пăшăлтатса:
— Çук, Мархва, мана экзаменра задача шутлама, изложени çырма тархасшăн пулăш. Уншăн сана атте шаль тутри илсе парĕ, — терĕ. — Хăй çапла каларĕ, туршăн та, илсе парать. Эпĕ кунта юри, сана курас тесе чупса килтĕм.
Эпĕ нимĕн чĕнмесĕр тăратăп.
— Закон божипе экзаменра мĕн ыйтассине пĕлетĕп: хреснатте хăй кĕнеке çине паллă туса пачĕ.
— Ай! — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Изложенипе задача çинчен те атте учительницăран ыйтнă, анчах леш каламан. Кураймасть мана учительница. Хреснатте çине тăнипе çеç тăваттамĕш класа çитрĕм.
Манăн Митьăна урăх итлес килмерĕ. Эпĕ кайма тăтăм.
— Чим-ха, — пӳлчĕ мана Митя, — задачине те, изложенине те хут татăкĕ çине çырса мана вăрттăн тыттарсан, саншăн халĕ те, ӳлĕмрен те нимĕн те хĕрхенмĕп…
Эпĕ, ăна тĕртсе ярса, килелле чупрăм. Хамăр хапха тĕлне çитсен тин сывлăш çавăртăм. Ача-пăча вăйăран саланман-ха, юрлани халĕ те илтĕнет…
Тепĕр кун ирхине, вăрансанах, паян экзамен пулассине аса илтĕм. Хăвăрт тăрса, таса çинçе пир кĕпи тăхăнтăм. Çĕнĕ çăпата, шурă тăла сыртăм. Аппа мана паянлăха хăйĕн кăвак тутрине пачĕ. Эпĕ пăртак çырткаларăм та шкула тухса вĕçтертĕм.
Ачасем пурте пухăннă, шкул айккинчи çерем çинче лараççĕ. Катя, чечеклĕ шурă кĕпе тăхăннăскер, мана курсанах хирĕç чупса пычĕ. Арçын ачасем паян таса тăхăннă, пурте шурă кĕпепе, урисене пир тăлапа çĕнĕ çăпата сырнă. Митя, карта çине тайăнса, салхуллăн пăхкаласа тăрать. Ун çийĕнче хĕрлĕ пурçăн кĕпе, уринче йăлтăртатса тăракан атă.
Акă шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Кăшт тăрсан, пирĕн урамра пар лаша кӳлнĕ лав курăнчĕ. Кăвак сăхман тăхăннă лавăç, тилхепене вĕçкĕннĕн карăнтарса, лашисене пуп хапхи патне çавăрса тăратрĕ. Тăрантас çинчен вăрăм хура тумтир, улăм шлепке тăхăннă пуп анчĕ. Вăл, лутра та сарлака пӳллĕскер, хулпуççи çине кăтраланса анакан хура çӳçне вĕлкĕштерсе, хапхаран кĕрсе кайрĕ.
— Çакă пуль ĕнтĕ экзамен тăваканни, — терĕ Коля.
Питĕрнĕ алăка шалтан такам уçрĕ. Эпир класа кĕрсе лартăмăр. Кăшт тăрсан, Анастасия Александровна кĕчĕ. Унăн шура çухаллă кăвак кĕпине курсан, Катя мана чĕпĕтсе илмесĕр тӳсеймерĕ. Чăнах та, пит килĕшӳллĕ тумланнă-çке паян пирĕн юратнă учительница.
Учительница, шкапа уçса, чăпар питлĕ журнал, хут, ручкăсем кăларчĕ, вĕсене йĕркеллĕн сĕтел çине вырнаçтарса хучĕ, вара ларса çырма тытăнчĕ. Ирхи хĕвел сĕтел çине ӳкет, чернил кĕленчи кĕтесĕ çинче йăлтăртатать.
Эпир шăп ларатпăр. Уçă кантăкран кăшт çеç çил вĕрчĕ те — çĕмĕрт çеçки шăрши килсе кайрĕ. Кӳршĕри йывăç пахчинче мăйпăран сасси илтĕнет. Пыл хурчĕ нăрлатрĕ, кантăк патĕнчен сĕтел çинелле вĕçрĕ, вара, çӳлелле явăнса, уçă алăкран тухса кайрĕ.
Алкумĕнче ура сасси, çынсем калаçни илтĕнчĕ те, класа хамăр пуппа халь килни кĕчĕç. Иккĕшĕн те кăкăрĕ çинче — çутă сăнчăрлĕ пысăк хĕрес. Эпир пĕр харăс ура çине тăтăмăр.
— Здравствуйте! — çирĕп сассипе каларĕ ютран килнĕ пуп, хура чăмăр куçĕпе пирĕн çине пăхса илсе.
Вăл, вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, сĕтел патĕнче тăракан Анастасия Александровна патне пычĕ, ăна алă парса:
— Благочинный Веденский, — терĕ.
Пуп пире кĕлле тăма каларĕ. Эпир юрласа ятăмăр. Митя уйрăмах пĕр чарăнмасăр сăхсăхать.
Кĕлĕ пĕтсен, Веденский сĕтел хушшине ларчĕ, учительницăпа пуп унăн икĕ айккине вырнаçрĕç. Веденский журнал уçса пăхрĕ те пупа пăшăлтатса темĕн каларĕ. Пуп сĕтел патне Кольăна чĕнчĕ, ыйтма пуçларĕ. Экзамен закон божипе пуçланчĕ.
— Пилĕк çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарни çинчен каласа пар, — терĕ пуп.
Коля, кăшт ӳсĕрсе илсе, уçă сассипе калама тытăнчĕ. Пĕр чарăнмасăр йĕркипе калать. Унăн пичĕ хĕрелсе кайрĕ. Илемлĕ хура куçĕ йăлтăртатать. Пуп Кольăна тата пилĕк статья содержанине, икĕ кĕлĕ калаттарчĕ. Коля сасси шыв пек юхса тăрать.
Веденский пуп ача лайăх каланине, пуçне калт чалăштарса, ырлавлăн итлесе ларать.
— Довольно, очень хорошо! — терĕ вăл, журнал çине хĕрлĕ кăранташпа «5» лартса.
Пирĕн пуп, хăй хытă кăмăлсăрланнине палăртас мар тесе пулĕ, кантăк патне пырса тăчĕ, тарăн шухăша кайнă пек, чылайччен урамалла тинкерсе пăхрĕ, вара, уксах урине сĕтĕрсе, хăй вырăнне калла пырса ларчĕ.
— Ларионов Митя, отвечай, — терĕ пуп.
Митя, аттине чăнкăртаттарса, сĕтел умне тухса тăчĕ.
— Царю небесный, — терĕ пуп.
Митя каласа пачĕ.
— «Достойно» спой.
Митя çинçе сассипе юрласа илчĕ.
— Хождение Христа по воде.
Митя пĕр такăнмасăр, пăхмасăр сăвă каланă пек, шатăртаттарса тухрĕ.
— Молодец, — терĕ пуп.
Митя, кулкаласа, хăй вырăнне кайса ларчĕ. Кун хыççăн Катьăна, мана, ытти ачасене те черет çитрĕ. Закон божипе экзамен часах пĕтрĕ.
Учительница пире çуршар листа хут, ручкăсем парса тухрĕ. «Изложени çыратпăр», — терĕ. Унтан, васкамасăр, класс хăми çине «Волк и журавль» тесе çырчĕ те юптарăва кĕнеке тăрăх вулама тытăнчĕ. Икĕ хут вуласан, пире мĕн ăнланса юлнине çырма хушрĕ. Чи малтан Коля çырса пĕтерчĕ. Анастасия Александровна унăн ĕçне ăшра вуласа тухрĕ те кăмăллă пит-куçпа сĕтел çине пырса хучĕ. Акă Веденскипе хамăр пуп пирĕн ĕçсене те тĕрĕслеме пуçларĕç. Эпĕ, чĕвен тăрса, сĕтел çинелле пăхатăп. Веденский учительницăпа пăшăлтатса илчĕ те Коля ĕçĕ çине «5» лартрĕ, Катьăпа иксĕмĕрĕнне — «5». Эпĕ, калама çук хĕпĕртесе, Катьăна пилĕк пӳрне тармакласа кăтартрăм. Катьăн сенкер куçĕ кăмăллăн йăлтăртатса илчĕ.
Пурте çырса пĕтерчĕç, пĕр Митя çеç, пуçне аллипе тытнă та, çырнă-çырман ларать.
Пуп ун патне пычĕ.
— Ну, Митенька, çырса пĕтер, — терĕ вăл çинçе сассипе, хреснай ывалĕн ĕçне пăхса.
Митя, сăмсине туртса, ассăн сывласа илчĕ. Пуп, ун çумĕнче пĕтĕм пĕвĕпе пĕкĕ пек авăнса ӳксе, йăнăш тĕлсене пӳрнипе тĕрте-тĕрте кăтартать.
Анастасия Александровна пăрăнчĕ, благочиннăй, пуп хăтланкаларăшне курманçи пулса, журнала уçа-уçа пăхса ларчĕ. Митя хăйĕн ĕçне, тепĕр хут çырса илсе, сĕтел çине пырса хучĕ.
Анастасия Александровна класс хăмине çавăрчĕ. Унта задача çырнă. Эпĕ ăна хăвăрт вуласа тухрăм: «Один помещик имел 3000 десятин земли. Половину он продал. Остальную землю разделили между двумя сыновьями. Старший получил 4 части оставшейся земли, а младший — 1 часть. Сколько десятин земли получил каждый сын?»
Задача пирĕншĕн йывăр пулмарĕ. Эпир ăна часах шутларăмăр. Митя çеç аптраса ларчĕ, çырма та пуçăнмарĕ. Учительница унăн умĕнчи таса хута сĕтел çине илсе хучĕ.
Митя лĕрр! йĕрсе ячĕ, питне аллипе хупласа, парта çине ӳпĕнчĕ. Пуп учительница çине хăяккăн пăхса илчĕ, тем каласшăн пулчĕ, анчах Веденский çав самантра вырăс чĕлхипе экзамен пуçламалли çинчен пĕлтерчĕ.
Учительница Баранов çырнă кĕнекене, шкапран илсе, сĕтел çине хучĕ.
— Спросите Митю, а то он наплачется, — терĕ пуп.
Анастасия Александровна Митьăна сĕтел патне тухма каларĕ. Ача, куçне аллипе сăтăркаласа, малалла тухрĕ.
— Прочитай наизусть стихотворение «Осень».
— «Уш непо озенью тышало… тышало… тышало»…
Ача такăнчĕ. Тутисене сиктеркелесе, пуçне усса тăрать…
— Начни снова, — сĕнчĕ пуп.
— «Уш непо озенью… плистало… Уш реше солнышко… тышало… С печальньш шумом… лю-шился… туман…
— Плохо знаешь стихотворение. А ну-ка, прочитай и расскажи содержание статьи «Кит», — терĕ Веденский. Вăл Митьăна уçнă кĕнеке тыттарчĕ, пӳрнипе пусса, ăçта вуламаллине кăтартрĕ.
Такăна-такăна, темĕн чухлĕ йăнăш туса, Митя аран-аран вулакаласа тухрĕ.
— Расскажи содержание, — терĕ Веденский.
Митя чĕнмест, тутине чĕлхипе çуллакаласа тăрать. Учительница ыйтусем пама тытăнчĕ:
— Где живет кит?
— Поле, — терĕ Митя.
— Чем он питается?
Митя тăчĕ-тăчĕ те: «Хлеп», — тесе персе ячĕ.
— Пусть сядет, — аллине сулчĕ Веденский.
Митя пуçне пĕксе, хăй вырăнне кайса ларчĕ.
Пуп ун патне пычĕ, çамкине тытса пăхрĕ: «Не болен ты?» — тесе ыйтрĕ. Митя йĕрсе ячĕ.
Акă ытти ачасене кăларма пуçларĕç. Эпĕ виççĕмĕш тухрăм. Мана «Крещение Руси» вулаттарчĕç. Содержанине каласа патăм. Унтан учительница «Волк на псарне» текен юптарăва пăхмасăр калаттарчĕ. Унтан класс хăми çине çак сăмахсене çыртарчĕ: столб, огород, лошадь, книжка. Мĕншĕн çак сăмахсенче янăравсăр илтĕнекен хупă сасăсен вырăнне янăравлисене çыраççĕ, терĕ. Эпĕ ыйтнă правилăна каласа патăм.
— Довольно, — терĕ Веденский.
Коля вуланă чух та, каласа панă чух та Веденский, кăмăллăн пăхкаласа: «Та-ак, та-ак», — тесе ларчĕ, ачана грамматикăпа чылай ыйтусем пачĕ. Коля пĕр тытăнса тăмасăр ответлесе пычĕ.
— Молодец, Михайлов, — мухтарĕ юлашкинчен Веденский.
Экзамен вĕçленчĕ. Веденский пуп патне кайрĕ, Анастасия Александровна хăй пӳлĕмне кĕчĕ. Эпир картлашка çине хĕвел ăшшине тухса лартăмăр. Пире саланма хушман: паянах экзамен результатне пĕлтереççĕ.
Акă Шĕшлĕ Якурĕ, Митя ашшĕ, пуп патне кĕрсе кайрĕ.
Чылай вăхăт иртрĕ. Анастасия Александровна, пупсене кĕтсе пулас, алкумне туха-туха пăхать.
Пăртак тăрарахпа Шĕшлĕ Якурĕ пупсем патĕнчен тухса утрĕ. Кăшт тăрсан, пуп хапхи каллех яр уçăлчĕ. Хайхискерсем тухрĕç. Благочиннăй аванах тайкаланать. Хамăр пуп, уксахскер, аран уткалать. Вĕсем пирĕн патăртан иртнĕ чух, эрех шăрши кӳ-ӳ! персе юлчĕ.
Такам алăка питĕрчĕ. Кантăка та хупрĕç. Малтан Анастасия Александровна сасси илтĕнчĕ. Вăл чылай каланă хыççăн пул кăшкăрашма тытăнчĕ. Юлашкинчен Веденский мăн сассипе калаçма пикенчĕ. Шăпланчĕç. Эпĕ, чул çине тăрса, кантăкран пăхрăм. Учительница çырать. Веденский пирус мăкăрлантарать. Пуп сĕтел çине чикĕннĕ.
Анастасия Александровна çырса пĕтерчĕ, хутне Веденский умне хучĕ. Лешĕ, хĕрлĕ кăранташпа чăр-чар тутарса, алă пусрĕ. Ун хыççăн пуп ручка тытрĕ, чернил пусма хăтланса, кĕленчине йăвантарса ячĕ. Чернил, сĕтел хĕрнелле хура çĕлен пек авкаланса çитсе, урайне пăтăртатса юхма пуçларĕ.
Анастасия Александровна класран тухрĕ. Эпĕ хамăн «сăнав вырăнĕнчен» хăвăрт пăрăнтăм. Çав самантрах шкул алăкĕ уçăлчĕ.
— Кĕрĕр, — терĕ учительница. Пурте кĕрсе лартăмăр.
Анастасия Александровна, питĕ хумханнипе пулмалла, хĕрелсе кайнă, куçĕ йăлтăртатать. Вăл чĕтрекен сассипе протокол вулама тытăнчĕ. Эпир иккен вунсăмăр та экзамен тытнă, свидетельство илме тивĕçлĕ пулнă.
— Теперь объявите, кто получил похвальный лист, — терĕ Веденский.
— «Экзаменационная комиссия похвальным листом награждает Смоленкову Екатерину, Дмитриеву Марфу и… Ларионпва Дмитрия, — вуларĕ учительница.
Ачасем хушшинче тахăшĕ ах! тесе илчĕ. Коля хыçалти партăра ним пулман пек пăхкаласа ларать. Акă мĕнле иккен вăл пупсен тĕрĕслĕхĕ. Тивĕçлĕ маррине — пур, тивĕçлине çук.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...