Ача чухнехи :: Куҫ пăсăлни
Ыран пăрçа çăлас тенĕ чух манăн халиччен хĕрелсе çӳрекен куç ытла та пăсăлса кайрĕ: хĕп-хĕрлĕ, пĕçерсе тăрать, хăрах куçăм тӳсме çук ыратать. Манăн куç пӳрленсе çӳреме пуçлани чылай пулать. Плаки аппа мунча кĕртнĕренпе пĕр-икĕ эрнеренех куç ирсенче, хăйăр кĕнĕ пек, пăхма кансĕр пула пуçларĕ. Ыйхăран вăрансан куçа йăваласа хăшкăлаттăм.
Манăн та ыттисемпе пăрçа çăлма каяс килетчĕ, анне мана киле хăварчĕ. Эпĕ, куç йăмăхнине тӳсеймесĕр, кунĕпе пекех шăналăк ăшĕнче пуçа çытар çине чиксе выртаттăм. Каçхине анне пусăран килсен мана пӳрте вырттарчĕ. Аттепе анне калаçнине илтетĕп:
— Ача куçĕ ытла пăсăлса кайнă, суккăр пулса ан юлтăр, — терĕ анне.
— Укаххана кайса кала, эмеллесе пăхтăр, — терĕ атте.
Чылай выртсан, пӳрте такам кĕчĕ, кăх-хăм, кăх-хăм тесе ӳсĕрни илтĕнчĕ. Эпĕ Укахха карчăк килнине пĕлтĕм.
— Тем пулчĕ ача куçне? — илтĕнчĕ анне сасси. — Малтан пӳрленсе çӳрерĕ, каярахпа хĕреле пуçларĕ, халĕ ĕнтĕ ача куçне те уçаймасть.
Карчăк манăн куçа сивĕ пӳрнисемпе уçкаласа пăхрĕ.
— Вилĕ тытнă, юн тымарĕсем аялалла, куç хупаххи çине анаççĕ. Тĕттĕм пулсан, вилĕсене асăнса пир касса хурăпăр, — терĕ карчăк.
— Юрĕ, — килĕшрĕ анне.
Аннепе Укахха тухса кайрĕç. Пӳрт шăпланса юлчĕ. Шăна çеç мĕскĕннĕн нăйлатса кантăка çапăна-çапăна илет. Мана питĕ кичем. Манăн Анук патне тата Иван пичче патне чупса кайса килесчĕ.
Эпĕ суккăр пуласран питĕ хăратăп. Куç курмасан эпĕ атте-аннене те, пиччепе аппана та, Иван пиччене те кураймастăп-çке-ха. Атăл еннелле те пăхаймастăп. Мĕнле пулĕ-ши вара? Чечеке те кураймастăп. Хĕвел çутине, çăлтăрсене, симĕс йывăçсене курас çук. Пуринчен ытла, суккăр пулсан, вилесрен хăраттăм. Эпĕ астăвасса пирĕн кӳршĕре икĕ старик, виçĕ карчăк вилчĕç, пурте вĕсем суккăрччĕ. Эпĕ çапла ăнланнă: кашни çын виличчен суккăр пулать, суккăрланни вилессине пĕлтерет тесе шухăшланă. Суккăр пулса вилесрен хăраса эпĕ пĕччен чух питĕ хурланса йĕреттĕм.
Каçхи апат çисен, Укахха килчĕ. Манăн пуç вĕçне пырса ларса темĕн ĕçлерĕ. Хăй пĕрмай манăн ята асăнса пăшăлтатрĕ, ахлата-ахлата илчĕ. Чылай пăшăлтатса ларнă хыççăн карчăк аннене чĕнчĕ, вĕсем таçта тухса кайрĕç.
Икĕ-виçĕ кун иртрĕ. Куç çаплах сывалаймасть. Пĕр каçхине анне татах Укаххана илсе килчĕ.
— Сывалмасть вĕт ача куçĕ. Пăх-ха епле хĕрлĕ, уçса та пăхаймасть. Вилĕсене пурне те асăнтăмăр, парнине патăмăр, имлĕхĕ-сиплĕхĕ пулаймарĕ-çке, — терĕ анне, питĕ хуйхăрса.
Карчăк сасси илтĕнчĕ:
— Куç ӳкнĕ-и, тен… Куç ӳкме ачи чиперех мар… Усал, хаяр куç чипер çынна çеç ӳкет.
— Тем каламалла ĕнтĕ, тем тумалла, — тет анне.
— Акă аса илтĕм ĕнтĕ, — терĕ карчăк хаваслăн.
— Шĕшлĕ Мархвана хĕненĕ тетĕр вĕт-ха?
— Хĕненĕ, утă умĕн хĕненĕ.
— Шĕшлĕ хĕненĕ чух Мархвана ăншăрт ӳкнĕ, Шĕшлĕ ăншăрчĕ питĕ усал, — терĕ карчăк ĕнентерӳллĕн.
— Чăн та çапла пулнă-и, тен, — килĕшрĕ анне.
Кăшт тăрсан, Укахха ăншăрт ӳкнине кăларма тытăнчĕ пулас. Кăмака умĕнче темĕн çатăртатса çунни илтĕнчĕ те, сăмсана ĕнĕк шăрши пырса кĕчĕ. Каярах урăх шăршă киле пуçларĕ, кăмпа шăрши.
— Куç тухтăр, куç тухтăр. Ыр çын куçĕ-и, усал çын куçĕ-и — куç тухтăр, куç тухтăр, — тесе пакăлтатать карчăк.
Юлашкинчен вăл аранах шăпланчĕ. Пӳрте тĕтĕм-сĕрĕм тултарса тухса кайрĕ.
Темиçе кун та иртрĕ. Укахха эмеллерĕ, эмеллерĕ, куç çаплах пăсăк. Анне ĕç патĕнчен килет те манăн куçа пăхса йĕрет.
— Ах, суккăрах пулатăн пулĕ-çке, ачам! Мĕн курăн, мĕн курăн куçсăр пулсан? Эпир вилсен, кам тăрантарса усрĕ сана? Ыйткаласа çӳрĕн. Ах, пĕтрĕн-çке, пĕтрĕн! Ачи лайăхчĕ. Ĕç хушсан, ĕçе хавас тăватчĕ. Юрри-сăвви тесен — ытарма çукчĕ. Ах, мăнтарăн ачи!
Анне çапла каласа йĕни мана питĕ хурлантарчĕ.
Пĕр кунхине Укахха пирĕн пата килнĕ. Илтетĕп, аннепе калаçать:
— Праççи, тӳркĕллине чӳклесе пăхман, пĕр путекне ан хĕрхен, эрнекун чӳклĕр.
Атте пăшăрханать:
— Путек те пĕрех-çке, — тет.
Укахха калать:
— Сире мĕн пахарах? Путек-м, хĕрача-и?
— Мĕн тăвас тетĕн? Чӳклемелле пулĕ, — килĕшрĕ анне.
Тепĕр каçхине пирĕн пата чӳк пăтти çиме карчăксемпе стариксем пухăннă. Путеке хурана пĕтĕмпех ярса пĕçернĕ, терĕ аппа. Мана та анне пĕчĕк чашăкпа пăтă, аш пырса пачĕ. Эпĕ путеке аса илсе питĕ хурлантăм. Анне калатчĕ: пер апатра çисе ярайман пăттипе ашне пĕтĕмпех Укахха йăтса кайрĕ, тетчĕ.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...