Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
— Чиркĕве сăпайрах каймалла, Туррăн çĕр çинчи çурчĕ театр мар вĕт вăл. Çӳлти Аттемĕр суялăха чăтма пултараймасть, Вăл сăпайлăха юратать. Çинук сăрланмасăрах илемлĕ. Пĕчĕк чухне вăл Барби пуканене тиркерĕ, халĕ эсир ăна хăйне çав пуканене çавăратăр. Эпĕ халиччен пурăнса та тутана, сăна писевлетмен, путĕрпе сăрман, çавах Элексей мăшăрăм халичченех юратнине чунпа туйса тăрап. Манăн, ватта сулăннă хĕрарăма, юрату пирки сăмах уçма та вăтанмалла пек. Çук иккен, ватăлсан та юрату кăвайчĕ чĕрере сӳнмест. Мăшăрлă пурнăçра темле сикчевлĕх те сиксе тухать, ваттисем калашле, чашкă-тиркĕ шăкăлтатса илет вĕт. Элекçей сӳрĕкрех сăмах каласан кунĕпех тутана усса мăртăхса çӳретĕп. «Шарттă-марттă ку ватă пуçĕпе ют хĕрарăм, çийĕнчен хăйĕнчен самай кĕçĕннине куç хывнă пулас», — кĕрет ăса кӳлешӳ шухăшĕ çĕлен пек шуса. Çапларах карахтерлăрах,эпир, хĕрарăмсем. Турă кĕнекисенче Аслă Аттемĕр чи малтан арçынна пурнăç панă, ăна кичем ан пултăр тесе çав арçын аяк пĕрчи шăмминчен йăваласа хĕрарăма пурнăç кĕртнĕ пирки çырнă-тăк, йĕкĕтпе пике хушшинче юрату çуралать, пĕр-пĕрин кăмăлне пĕлсе çитсен мăшăрлану. Çакна Турă арçынпа хĕрарăма пурнăç панă чухнех шутласа палăртнă, эпир çавăнпах арçын хӳтлĕхĕнче киленсе пурăнма хамăр пек кăмăллине шыратпăр. Веçех Турă çырнă пек пулса пырать. Çакна ан ман, Çинук хĕрĕм, — васкаса чусти патне таврăнчĕ Кĕтерне.
Амăш каланине ăса илчĕç Анукпа Ирина инкĕш, Арсен Ваганович арăмĕ çеç нимĕн те ăнланмарĕ. Кĕтерне сăмахĕсене куçарса парсан вăл та ун сăмахĕсемпе килĕшрĕ. Çинук писевлетнĕ сăнне çуса тасатрĕ, футболкă, трико тăхăнса пурне те амăш патне ертсе кайрĕ.
— Пирĕн мĕн тумалла, анне?
— Антонинăпа эсир килтех юлăр, Анукпа Ирина кин пускиле каçчĕр. Верук унта пĕччен ăшталанать пуль. Ăна пулăшчĕр — эпир кунта. Манăн тата аăватă хуплу тăвасси çеç юлчĕ. Антонинăпа хуппипе пĕçернĕ çĕр улмине шуратăр, винигретсем, салатсем тума вăл чилай кирлĕ, çавăнпах пысăк кастрюльпех пĕçертĕм. ĕçсем нумай-ха, çапах та туй пуçланиччен пурне те туса ĕлкĕретпĕр. Халь мĕн чухлĕ вăхăт.
— Çиччĕ иртнĕ кăна-ха, тавăрать Çинук. — Саккăрта Кирюк, каччă çуммисем мана «сутăн» илме килеççĕ. Пĕр пĕчĕк витрипех тимĕр укçа пухса хунă ашшĕпе амăшĕ.
— Ваççа пиччӳпе Верук аппуна венчетрен килсенех атте, анне теме хăнăх. Çав тери ырă кăмăллăскерсене хисепле. Туйра пехил панă чух та калăп-ха кирлĕ сăмахсене, халех каласа хуни те вырăнлă.
— Çак мешехе мана пĕртте килĕшмест. Хăçан пулнă вăл йĕкĕт хĕре «сутăн» илме çӳрени? — тутине усарах мăкăртатать кукамăшĕ. — ĕлĕк евчĕсем калаçтарнă ашшĕ-амăшне, илес текен хĕрне. Кайран çеç ашшĕпе амăшĕ ывăлне хăйсемпе илсе хĕр çураçма кайнă. Калаçăвĕ те мĕнлерех пынă вĕт, тӳррĕн кастарман сăмаха. Сирĕн ӳссе çитĕннĕ илемлĕ тына пур, пирĕн çамрăк вăкăр. Ăна юлташа сирĕн тынăра эпир хамăрăн тăвасшăн. Кил хуçисем тӳрех ăнланса илеççĕ вĕт мĕнле йӳтĕмпе çак çынсем килнине.
— 500 тенкĕ те чертвĕрт эрех сĕтел çине, хĕр — сирĕн!
— Ну авса та хтăн эсĕ хака, хăта. Чертвĕрчĕпе килĕшетпĕр, — тухса ларать пăккинченех тултарнă мăн кĕленче савăт сĕтел çине. — Сирĕн хĕрĕр 500 тенкех тăрат-ши вара? Кăтартăр-ха ăна пире. Ашшĕ ытла та пысăк укçа ыйтнăшăн вĕчĕрхенсе тăракан хĕр шăналăк хыçĕнчен сăпайлăн тухса тăрать, пăлханнипе вăл писевленсех кайнă.
— Матур та хӳхĕм хĕр, — мухтаççĕ çураçакансем. — Пирĕн те йĕкĕчĕ маххă памасть. Акă эрех çумне 100 тенкĕ, çакăнпа килĕшетпĕр пуль хăта?
Турткалашам пек пулать-ха хĕр ашшĕ, ури çине сиксе тăрать те:
— Килĕшетпĕр! — вĕçлет пĕр сăмахпа çĕнĕ хăта. Икĕ арçын аллисене шаплаттарсх вĕсене вирлĕн чăмăртаççĕ. Хĕр йăлтăр çиçсе шăналăк хыçне пытанать, каччи те ун патне кĕрет. Çав чертвĕрт эрехе туй ĕçкисем иртиччен тĕкĕнмеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ кайран мĕнпур тăванĕсене пухса хĕр эреххи ĕçтереççĕ. Вăт мĕнлерех илемлĕ пулнă туй мешехи.
— Халь ĕлĕкхи мар анне, модăра мар халь çав мешехесем.
— Çав модăрсене пулах чăвашсен мĕн авалтан пыракан йăли-йĕркисем пирĕн пурнăçран çĕтсе пыраççĕ.
…Сакăр сехет тĕлне тăрнапуçсем утăçи вăхăтне пăхмасăр Хĕлип Элекçейĕсен çурчĕ патне пухăннă. Халь вĕт чи кăсăкки — Кирюкпа ун çуммисем Çинука «сутăн» илме кӳршине каçаççĕ. Ялти чи ăста купăсçăсем вĕсенчен кăшт маларах савăнăçлă кĕвĕ шăрантарса пыраççĕ. Кавĕрле юлташĕпе юнашарах мăнаçлăн, улăп евĕр утать, тепĕр енче — вăтанчăктарах Çеруш. Вăл пĕрремĕш хут туйра пулма тӳр килнипе именерех пырать, утăмĕсем те унăн Кавĕрленни пек çирĕпех мар.
— Пăхăр-ха, хĕрсем, Кĕтнепуç йĕкĕчĕн пуçĕ çĕреллех усăннă, калăн çын пытарма каять, — шăл йĕреççĕ пухăннă хĕрсем, — эсĕ йĕкĕт пул, савăнăçа ан тĕксĕмлет.
Яштах çĕклет пуçне Çеруш, мăнаçлăн утма тытăнать кăна «купцасем» хапха умне çитсе те тăраççĕ.
Тинех хальхи вăхăтри туй мешехи пуçланать. Хапха леш енче Элексейпе Кĕтерне тăраççĕ, ун патĕнчен крыльца алăкĕ таранах ик айккипе патвар йĕкĕтсем, хĕрупраçсем тăрса тухнă. Чи çӳлти картлашки çинче Мĕтрипе Микĕхвĕр, Антонинăпа Арсен Ваганович. Вĕсем укçа тӳлемесĕр Кирюкпа ун çуммисене Çинук патне кĕртес çук. Йĕкĕтсемпе хĕрупраçсен стройĕ витĕр тухма та пысăк хастарлăх кирлĕ тата вĕсене те укçа тӳлемелле. Çухалса кайнă Кирюка Элекçей сасси ĕнтрĕкрен вăратать.
— Мĕн çăмăлпа килтĕр пирĕн пата, маттур йĕкĕтсем? Ырăпа е усалпа.
— Ырăпа çитрĕмĕр хуçасем, çак çуртра илемлĕ пике пурăнать. Эпĕ ăна венчете илсе каясшăн, — тӳрĕрен çаптарать Кирюк
— Мĕнех, пур пирĕн ытарма çук пике, анчах алăсене ылтăнламасăр уçмастпăр хапхана, — Кирюк пăлханнине туйса кĕскетет мешехене Элексей.
Кирюк кĕсйинчен пилĕк пинлĕххисене кăларса пĕрне Элексее, теприне Кĕтернене тыттарать.
— Халь халăха хисеп туса сумла, — тет Элексей.
Кирюкпа ун çуммисем халăх енне çаврăнса пилĕкĕсене авсах пуç таяççĕ, каччă витринчен тимĕр укçасене ывăçласа виçĕ хутчен тӳпенелле вăркăтать. Çумăр çунă пек халăх çине укçа тăкăнать. Тинех вара хапха уçăлать. Çав самантрах пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсем халăхран уйрăлса Кирюкпа ун çуммисене пулăшма васкаççĕ. Пуçланать вара тĕрткелешӳ, хайăру та шăйăру. Ытла çирĕп тăракансене Кирюк укçа парать. Çапла çитсе тăраççĕ чăрмавсене сирсе крыльца патне. Чи çӳлти картлашкарисене тĕксе хайăрма алă çĕкленмест, вĕсем ытла та сумлă çынсем. Кирюк вĕсене кашнинех пинлĕх укçа тыттарать те çул — уçă. Пӳрте кĕрсен Кирюк Çинука курсан ун пĕвĕ тăрăх ачашлăх хумĕ чупса иртрĕ.
— Юмахри пек хӳхĕм хĕр манăн пурнăç çулташĕ иккенне ĕненес килмест. Епле килĕшӳллĕ сан çинчи кĕпе, вăл сана хушма илем кӳрет. Эсĕ мана пурăнма хавхалантаракан хăват пулăн. Çав хăвата ялан туйса тăма эпĕ темле чăрмав урлă та каçма хатĕр.
— Эсĕ — ман чуна хăват кĕртекенни, — йăл кулать Çинук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...