Çавраҫил :: Иккӗмӗш сыпӑк
— Лашуна сутатăнах пулсан, юрĕ эппин, каçарăп. Хуçи тупăнать, — кăмăлĕ çаврăнчĕ Энтрейĕн.
«Сутса ямалла та» тенине илтсен, ушкăнра тăракан Панчук çавăнтах вĕткеленсе ӳкрĕ, Энтрей патне хыпаланса пычĕ те:
— Хамах каçса илем-ха эпĕ ăна, Энтрей. Сутатех пулсан, шăпах халь алă çеммиччĕ...
— Тăнла апла пулсан. Хамăр кас çынни пек калатăп сана, Панчук. Май килтерме тăрăш, ан вĕçерт. Сахар лашине пĕлетĕп эпĕ. Пĕлтĕр вăл ăна ăйăр туяннăран кăна сутса ячĕ. Хӳхĕм лаша, — ăс пачĕ Энтрей.
— Ăна хам та пĕлетĕп-ха.
— Апла пулсан, вĕçтер.
Панчук кĕçех тутара Палас ку енне илсе каçрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсем Сахар патне кайса лашана йĕвен тăхăнтартрĕç, урама çавăтса тухрĕç.
Панчукăн кĕсри уйăх каялла хăм пăрахнă чух вилсе кайрĕ. Халĕ кĕç-вĕç çуракине тухмалла пулать, мĕнле йӳнеçтермелле-ши лашасăр тесе, час-час хаш! хуйхăркаласа илетчĕ вăл. Çавăнпа та хакĕ пирки ытлашшиех туртăнса тăмарĕ. Часах килĕшрĕç. Мăкăрич пирки те калаçса татăлчĕç. Энтрей вĕсен аллисене çапса уйăрчĕ. Çавăн чухнех вара Панчук лаша мăйне хăйĕн пиçиххийĕпе çавăрса çыхрĕ, йĕвенне тутара каялла пачĕ. Ара, йăли çавнашкал-çке-ха. Тевлеш, мăкăрича тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене чĕнме тесе, каялла каçрĕ. Ĕçкине çакăнтах, Сахар йăмри айĕнче, туса ирттерме пулчĕç.
Тепĕр çур сехете яхăн вăхăт иртсен, Панчук аслă ывăлне Çтаппана, икĕ пуçанăшне тата ывăлĕн юлташĕсене, Йăкăнатпа Хивархие, илсе пычĕ. Пурте кĕрнеклĕ те тăн-тăн çынсем.
Тевлеш енчен те ултă çын пулчĕ.
Лайăххăн типме те, курăк шăтма та ĕлкĕреймен йăмра айне палас сарчĕç, çыртмаллисене майлаштарса хучĕç, варрине четвĕрт эрех лартрĕç. Чăвашсем хăшĕ мĕнле пĕлнĕ çапла, тутарсем пурте урасене хуçса ларчĕç. Малтан виçĕ стакана тултарчĕç. Иккĕшне лаша сутаканнипе туянаканни çĕклерĕç, виççĕмĕшне, алă уйăраканĕ тесе, Энтрее чĕнсе илсе тыттарчĕç.
— Лашана начаршăн мар, тарса хуплантарнăшăн сутатăп, Панчук, ырлăха пултăр вăл сана, нумай мул туса патăр.
— Çапла пултăрччĕ, Тевлеш, хăвăн та пурнăç этем ретлĕ майлашса пытăр, — тавăрчĕ Панчук.
Ĕçрĕç. Энтрей нумаях тăмарĕ, пĕр стаканне тĕплесенех:
— Ну, калаçкалăрах эппин. Эпĕ юлташсем патне кайса тĕккеленем-ха, — тесе, каçма хывакансем патне уттарчĕ.
Ĕçкĕ пуçланчĕ. Тутарсем чăвашсене, чăвашсем тутарсене мухтаççĕ. Пуçа кайсан, пĕр çамрăк тутарĕ, Сабир ятли, сиксе тăчĕ те:
— Ну, хăшĕ халь манпа кĕрешме тухать. Тавай тытăçса пăхар, — терĕ.
Чăвашсем шарламарĕç, шăпăртах ларчĕç. Ку Сабире пушшех паттăрлатса ячĕ пулас, хăраççĕ тесе шухăшларĕ. Вăл çĕленĕнни пек пиçĕ кĕлеткине вылянтарса Хивархи умне пырса тăчĕ.
— Тавай, Хивархи, иксĕмĕр тытăçса пăхар, санпа кĕрешменни ай-вой нумай пулать, — кулкаласа илчĕ вăл.
Хивархи Йăкăнат çине пăхрĕ. Лешĕ пуçне сĕлтрĕ. Ку ĕнтĕ: ан хăра, кĕреш, сана çĕнсен, хам тухатăп тени пулчĕ. Хивархи тăчĕ. Вăл пĕвĕ-сийĕпе Сабир пекех тĕреклĕ. Иккĕшĕ те çӳллĕ те яштака кĕлеткеллĕ.
Кĕрешме пуçларĕç. Тĕрмешсен-тĕрмешсен, Хивархи çапах та тутар каччине çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Тутарсене ку йĕкĕлтенĕ майлăрах çеç пулчĕ, аяла пулнă Сабир вырăнне иккĕн сиксе тухрĕç.
— Халĕ иксĕмĕр кĕрешер, — терĕ пĕри Хивархи умне пырса.
Хивархин тек кĕрешесси килмерĕ, «паянлăха çитет» тесе, аллине сулчĕ. Тутарĕ лăпланмарĕ.
— Çук, çук, апла юрамасть, — тесе, каялла чакакан Хивархи çулне пӳлчĕ.
Йăкăнат пуçне сĕлтсе кăтартнине курсан, Хивархи урăх турткаланса тăмарĕ. Çĕнĕрен кĕрешме пуçларĕç. Чылайччен пĕр-пĕрне çĕнтереймерĕç вĕсем. Нӳрлĕ çĕр çинче çăмха пек йăваланчĕç, сиксе тăчĕç, каллех йăваланчĕç, юлашкинчен каллех Хивархи çиеле тухрĕ. Ăна, паттăра юлнă тесе, хистесех эрех ĕçтерчĕç. Тутарсем хальхинче пурте пĕр çын пек сиксе тăчĕç. Кашниех ăна: «Манпа кĕреш! Манпа кĕреш!»— теме пуçларĕ.
— Мĕншĕн пĕрмай Хивархипе? Манпа кĕрешсе пăхăр эппин! — сиксе тăчĕ тăлпан хул-çурăмлă Йăкăнат.
— Санпа кайра-ан. Халĕ паттăрпа кĕрешетпĕр, — терĕç тутарсем. Куçĕсем пурин те хăйсен вут пек йăлкăшаççĕ.
Яланах паттăра юлакан Сабир хальхинче Хивархи айне пулнăшăн çав тери кӳренчĕ ахăр. Вăл никамран ыйтмасăрах пĕр стакан эрех ярса çавăрса хучĕ те, крыльца картлашки тăрăх чупса хăпарса лавккана кĕрсе кайрĕ.
— Сахар абзы, пар халех пĕр четвĕрт! — пӳлĕнчĕклĕн хăшăлтатса кăшкăрчĕ вăл.
— Мĕн тума сана ун чухлĕ эрех? — тĕлĕнчĕ лавккаç.
— Сана мĕн ĕç?! Пар тенĕ!
— Тавара иличчен малтан укçине тӳлекенччĕ.
— Ак сана укçа! — терĕ те Сабир, çаннине туртса хăпартрĕ, Сахара тĕреклĕ чышкипе юнаса, тӳрех шала иртрĕ, аллине икĕ четвĕрт эрех ярса тытрĕ. — Шавлас-тăвас пулсан, асту, çурту çине хĕрлĕ автан яратăп. Халĕ Совет влаçĕ. Ăнлантăн-и?! — тесе хăратса хăварчĕç те четвĕртсене йăмра айне пырса лартрĕ.
Каллех ĕçрĕç. Кĕрешес кăмăл пушшех хĕрсе кайрĕ. Çтаппан Йăкăнат çумне пырса тăчĕ. Вĕсем Хивархие хĕссе пыракан тутарсен çулне пӳлчĕç.
— Апла юрамасть, черетпе кĕрешес пулать, —терĕ Çтаппан.
Сабир çавăнтах ун умне вăркăнса пычĕ.
— Юрамасть тетĕн эппин. Апла пулсан — ак сана! — тесе, Çтаппана çавăнтах янахĕнчен янклаттарса ячĕ.
Йĕкĕт кăштах сулăнса кайрĕ, çапах та ури çинче тытăнса тăчĕ. Çав хушăра юлташне ним мар çĕртен кӳрентернĕшĕн тарăхса кайнă Йăкăнат Сабире пĕрре çапсах çĕре начлаттарса ӳкерчĕ.
Мăкăрич çинчен манчĕç. Чăн-чăн вăрçă пуçланчĕ.
Эрехне каялла илсе кĕрес тесе Сахар крыльца çине тухнăччĕ, анчах тутарсемпе чăвашсем хушшинче пулса иртекен асар-писере курсанах йăпăрт кăна каялла çаврăнчĕ те, лавккине хупса, шалтан кĕле ярсах питĕрсе илчĕ.
Çапăçса кайнисем вара хăшĕсем çаннисене тавăрса ярханахĕсене ячĕç, теприсем кĕписене хывса печĕç. Пуçланса кайрĕ вара! Пĕр-пĕрин çине сике-сике лараççĕ, хăлха чиккисенчен янклаттара-янклаттара яраççĕ, пĕр-пĕрне кăкăртан, айăкран, хырăмран чыша-чыша илеççĕ, пылчăк çине тăсса пăрахнă çын çине улăхса сикеççĕ. Пĕри те пĕр-пĕрне пăхăнасшăн мар.
Тутарсемпе чăвашсем çапла çапăçса кайнă хушăра Паласкас урамĕпе икĕ çын васкаса анчĕ. Пĕри типшĕм çӳллĕ кĕлеткеллĕ пулсан та, тăрăн-тăрăн тĕреклĕ. Унăн кăйкăрăнни пек вичкĕн куçĕсене курсан, вăл никама пăхăнми çирĕп те хаяр кăмăллă çын пек туйăнса каять.
Пуçне çар карттусĕ, çине китель, галифе шăлавар, урисене çап-çутă йăлтăртатакан атă тăхăннă. Тепри вăтам пӳллĕ, çине кивелме пуçланă хура костюм, уринче —пылчăкпа вараланнă кивĕ сăран атă, пуçне кăшăллă хура карттус тăхăннă. Вăл иртнĕ пухура суйланă ял Совет председателĕ Матвей Александрович Казаков пулчĕ.
Вĕсем никамран ним ыйтмасăрах çапăçакан çынсем хушшине кĕрсе кайрĕç.
— Мĕн пулса иртет кунта?! Мĕншĕн çапăçатăр?! Ну-кă чарăнăр халех! —çирĕп те хистевлĕ сасăпа кăшкăрчĕ çар тумĕ тăхăнни.
Самантрах пурте шăпланчĕç. Вараланса-хуралса, юнланса пĕтнĕ çынсем ерипен тăрса хăйсене йĕркене кĕртме пикенчĕç. Пĕри те сăмах чĕнмерĕ.
— Мĕн çитмен? Мĕн уйăратăр эсир? — лăпкăрах сасăпа ыйтрĕ Казаков.
— Лаша туянтăм та ĕлĕкренхи йăлапа мăкăрич лартрăм. Вăйăран вăкăр тенĕ пек пулса тухрĕ. Малтан чиперех кĕрешрĕç-ха, унтан акă çапăçса кайрĕç, — ăнлантарса калаçрĕ Панчук. — Чим-ха, каçар та, ара, Михаля пулмарăн-и çак эсĕ? — хăюсăррăн ыйтрĕ вăл çар тумĕ тăхăннă çын çине пăхса.
— Çавă-ха, Панчук тете. Мĕнле, аванах пурăнкалатăр-и? — алă тытрĕ ăна Михаля, унтан çамрăксем еннелле:—Аван-и, хамăръялсем? Е паллаймарăр-и мана? Йăкăнат, Хивархи, Çтаппан та кунта иккен. Эпĕ пĕрне те сире манман, — тесе, çар çынни пурне те алă парса тухрĕ. Унтан тутарсем патне пычĕ. — Мĕнле пурăнаççĕ кӳршĕсем? Сывлăхсем чиперех-и? — тесе, вĕсене те черечĕпе алă пачĕ.
— Çтаппан абзы ывăлĕ Михаля пултăн пулать-и? Ой-йой-йой! Мĕнле пысăкланса кайнă. Çтаппан аслă ывăлĕ Хĕрлĕ Çар комиссарĕ тенине илтнĕччĕ-ха çав, — хĕпĕртенĕ пек пулчĕ Тевлеш. — Ара-çке, ачасем выляма пуçларĕç те ав кунта, нимпе те чарма çук.
— Куртăм-ха мĕнле вылянине. Тепĕртак çапла вылянă пулсан, хăшĕ-пĕри куçсăр-пуçсăр та юлма пултаратчĕ. Мĕншĕн çапăçмалла пулчĕ? Мĕн уйăраймарăр? — пурин çине те тинкерсе ыйтрĕ Михаля.
— Ĕмĕртен килнĕ йăла çапла, Михаля.
— Ĕлĕк тесен — юрĕ темелле. Ун чух самани урăх пулнă. Юри пĕр халăха теприн çине вĕскĕртнĕ. Халĕ çав йĕрке патшапа пĕрлех пĕтнĕ. Халĕ çĕнĕ власть, çĕнĕ самана.
«Хĕрлĕ Çар», «комиссар», «çĕнĕ власть», «çĕнĕ самана» сăмахсене илтсе, çамрăксем хăлхисене чанках тăратрĕç.
Матвей Александрович çав самантпа усă курма шутларĕ.
— Тĕрĕс калать Михал Çтепанчă. Çĕнĕ власть сирĕнешкел çамрăксене çапăçма мар, алла кĕнеке тытса вĕренме, çĕнĕ саманана тивĕçлĕ çынсем пулма чĕнет.
— Вĕренмелле те, вулама пĕлместпĕр-çке-ха, — сăмах хушрĕ тахăшĕ.
— Пĕлменнине вĕренмех тивет, — Казаков пуçĕпе сулса çынсене Степанов çинелле кăтартрĕ. — Малашне, акă, Михаил Çтепанчă хамăр ялта учительте ĕçлеме пуçлать. Сиртен нумай аслă мар пулсан та, учителе вĕренсе тухнă, Хĕрлĕ Çарта комиссара çитнĕ. Вăл вĕрентĕ сире.
Чылайччен сăмахларĕç вĕсем. Юлашкинчен Паласкас йĕкĕчĕсемпе хĕрĕсене ыран каç ял Советне пуçтарăнма чĕнсе хăварчĕç. Вĕсем кайнă хыççăн, хальхинче ĕнтĕ мирлĕнех, чăвашсемпе тутарсем юлнă эрехе тĕплерĕç те кашни пĕри килĕсене саланчĕç.
Энтрей мыскарисем
Васкаса, хыпаланса ĕçлеççĕ Паласкас урлă икĕ яла пĕрлештерекен каçма хывакансем. Каçчен, тĕттĕмленсе кайиччен, вĕсен ĕçе пĕтермелле те Сахарăн ăшă мунчинче эрех ĕçмелле. Сахар пӳлмисене вара çав каçма урлă тырă, кĕсйине укçа юхса тăма пуçламалла.
Сахар ĕçе йышăнма анчĕ. Вăл çынсемпе калаçса тăнă хушăра, сисмен çĕртенех, Хветут пахчи хыçĕнчен çăра сĕлкĕш капланса тухрĕ. Вăл васкасах кунталла шăвăнать. Хушшинче пăр татăкĕсем те пур. Энтрей, пакур илсе, каçма çине кĕрсе кайрĕ, шăп варринче чарăнса тăчĕ. «Аçтан муртан килсе тухрĕç пулать-ха кусем?»— мăкăртатса илчĕ вăл хăй тĕллĕн.
Сĕлкĕшпе пăр катăкĕсем, каçма айĕн йăтăнса тухса, малалла çул тытаççĕ. Сулмаклăрах пăр килсе çапăнсан, сăвай юписем те чĕтренсе илеççĕ, анчах аптăрамаççĕ-ха: вĕсене тĕреклĕ çапса лартнă. Кун пек чухне çынсем Сахар çине «кур, эпир начар ĕçлемен» тенĕ пек кăмăллăн пăхса илеççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...