Националист
Чип-чиперех националист ятне пачĕç мана. Çыпăçтарчĕç те хучĕç çав сăмаха ман çума. Çилĕмпе çыпăçтарнă пекех. Асăрханă-и эсир: лаша витинче кашни лаша тĕлне унăн ятне çырса хунă? Хушка унта, Çиçĕм, Асамат, Çăлтăр. Ман çине те çавăн пекех ĕмĕрлĕх ярлăк çакса ячĕç. Националист, и все. Хăть те мĕн ту. Мĕншĕн ун пек ят хутăр-ха эсир мана, тетĕп вĕсене. Вĕсем калаççĕ: эсĕ чăваша ытти халăхсенчен çӳлерех хурасшăн, теççĕ. Мĕн тумалла-ха ман, тăвансем, енчен те этемлĕхĕн пĕтĕм историйĕ чăваш çинче тытăнса тăрать пулсан? Мĕн тумалла, калăр?
Капла ахаль калани ĕнентерӳллех тухмĕ. Çавăнпа эпĕ сире çĕр пин тĕслĕхрен хăшне-пĕрне илсе кăтартам-ха. Библире, мĕнпур кĕнекесен кĕнекинче, çапла çырнă. Адампа Ева йăхĕнчи чи авалхи çыннăн, Ной ятлăскерĕн, виçĕ ывăл пулнă: Сим, Хам тата Иафет. Çапла-и? Çапла. Халь малалла итлĕр. 1925 çулта Шупашкара Николай Яковлевич Марр ятлă чаплă академик килет. Тĕнчери мĕн пур чĕлхесен тĕпчевçи. Хăй те икçĕр чĕлхе пĕлнĕ вăл. Вара çав Марр текен академик халăха пухса «Чăвашсем — Атăл çинчи иафетсем» ятлă лекци вулать, хăй шухăшне тулли тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать. Эппин, эпир — Ной йăхĕнчен тухнă халăх, тепĕр майлă каласан, чи авалхи йăх. Çакна пĕлтернĕшĕн националист темелле-и вара мана? Иафет теорийĕ халь никамшĕн та вăрттăнлăх мар. Сăмахран, чаплă сăвăç Раиса Сарпи те ман пекех шухăшлать ку тĕлĕшпе. И вопше...
Тĕнче картти умне пырса тăрап кăна эпĕ — тӳр-рех чăваш сăмахĕсен ытамне, ытамне кăна мар, тыткăнне кĕрсе ӳкетĕп. Акă Бразили çĕршывĕ. Сан Паулу текен хула пур унта. Ним иккĕленмесĕрех каламалла: унăн чи малтанхи ячĕ — Сан Павăлу. Ăна инк текен халăх никĕсленĕ. Çав инксен чĕлхи вара чăваш чĕлхине çывăх тăнă. Ав епле. Бразилирен инçех те мар — Уругвай çĕршывĕ. Тĕп хули — Монтевидео. Щухăшласа пăхар-ха, мĕн тени пулать вăл чăвашла? Монтевидео... Мăн Тĕве! Мăн Тĕве пулмасăр! Кашта пек тăсăлса, капан пек сарăлса кайнă — ĕç тĕлне пĕлмест! Тĕрĕс-и? Паллах, тĕрĕс. Юлхав ача-пăчана яланах çапла каланă чăваш. И вопше.
Африкăна çитсе курар-ха тата. Океан хĕрринчех пĕр çĕршыв. Мĕнле çĕршыв ку? Се-не-гал. Калăр-ха, мĕнле чĕлхери сăмах ку? Чăваш сăмахĕ, тăвансем, пирĕн сăмах. Çĕнĕ хал тени пулать вăл хамăрла. Тавçăрса илес тесен кăшт кăна ĕçлеттермелле пуç мимине. Çапла вара, ытарайми тăвансем, çĕнĕ халпа малалла каяр-ха Африка çĕрĕпе. Хĕвелтухăç еннелле. Судан теççĕ унти пĕр пысăк çĕршыва. Сутан — каллех чăваш сăмахĕ. Калăпăр: мĕншĕн мана сутан? Националист тесе-и? Мана айăплама çук: манăн кашни сăмахăн паспорчĕ пур. Хăвăрах куратăр... И вопше...
Майĕпен Инди еннелле куçăпăр. Каламалли нумай, анчах, вăхăчĕ шутлă пирки, пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартатăп. Кунта темиçе миллион çын пурăнакан пысăк хула пур. Хайдарабад. Мĕн çинчен те пулин калать-и пире ку ят? Калать, паллах, калать. Хатĕр апат, тет вăл. Апат хатĕр, лар та çи. Пуçна кăна ĕçлеттер кăштах та пулин. Тата чунупа туйса ил тăван сăмахсен чăн пĕлтерĕшне. Юнашарах — Непал çĕршывĕ. Сăмах май, ку çĕршыв ачисем Чăваш патшалăх университетĕнче нумайăн вĕренеççĕ. Тухтăр пулма. Непал çĕршывĕн тĕп хули, тăвансем, Катманду ятлă. Ĕнтĕ калăр-ха: хăш чĕлхе сăмахĕ вăл Катман ту? Никамăн та мар, чăваш чĕлхин сăмахĕ вăл. Пирĕн сăмах! Упи каçман çырминчен, никам катман ту çинчен тенĕ пек илтĕнет вăл чăваша. Вăт сире Катманду. Паллах, пирĕн «Хыпар» хаçат ăна уйрăм çырнă пулĕччё: Катман ту. Мĕн тăвăн, орфографи правили те таканари шыв пекех вылянса тăрать те. Темле çырсан тĕрĕс — пĕлме çук. Ахальтен мар пĕррехинче редакцири хĕрарăм-корректорсем Куçма Чулкаç писательтен, леш Лапшу Çтаппанĕ çинчен çыраканнинчен, ыйтаççĕ тет:
— Куçма Афанасьевич, эпир кунта йăлт арпашăнса пĕтрĕмĕр, калăр-ха тархасшăн: «длинный» сăмахра миçе «н» çырмалла-ши?
Чулкаç, нимĕнле лару-тăрура та çухалса кайман чаплă сунарçă, пĕр шухăшласа тăмасăр, çийĕнчех татăклăн хуравларĕ тет:
— Енчен те сăмахĕ ман япала пирки пырать пулсан — ним иккĕленмесёрех виçĕ «н» çырăр!
Хĕрарăмĕсем те маххă параканнисемех пулман иккен. Чаплă су-нарçа Тӳр-рех касаççĕ те татаççĕ:
— Куçма Афанасьевич! Эпир çырасса тăватă «н» та çырма хирĕç мар, анчах пурнăç ĕçне пикенсен сирĕн тăватă «н»лăх ĕçлеме тивет-çке? Э?
— Эй, сирĕнпе, — тесе аллине сулчĕ тет те уттара пачĕ тет пирĕн Чулкаç тепĕр еннелле. Вăт сире орфографи.
Чимĕр-ха, эпир кун йĕркинчи ыйтуран пăрăнса кайрăмăр пулас.
Адриатика тинĕсĕ хĕрринче, хисеплĕ юлташсем, Югославипе Греци хушшинче, Албани çĕршывĕ пур. Ку каллех — чăн-чăн чăваш сăмахĕ. Ал пани. Ал пани вăл ырă суннине, саламланине пĕлтерет. Ку пуриншĕн те ăнланмала ĕнтĕ, çапла-и? Кунашкал тĕслĕхсем эпĕ сире, хаклă тăвансем, çĕршер те пиншер илсе кăтартап. Сăмахран, Иран çĕршывĕ вăл, паллах, ыран тенине пĕлтерет. Паян телей çук, калăпăр, ыран пулать. Пакистан çĕршывĕн тĕп хули Карачи ятлине эпĕ каламасăрах чухлатăр ĕнтĕ эсир. Ку ят каллех чăвашпа çыхăннă. Красноармейски районĕнче, ĕлĕкхилле каласан Трак районĕ пулать-ха вăл, Карай ятлă ялсем пур. Çавсенчен пĕринче эсир питĕ хисеплекен ача, эстрада çăлтăрĕ Владимир Леонтьев çуралнă. Пĕлетĕр-и ăна? Пĕлетĕр, мухтав Турра. Çапла вара Карачи вăл, тăвансем, Карай ачи тенин кĕске форми. Карай ачи! Е тата Куславкка тăрăхĕнчи Карач ялне илер. Карач — Карачи. Тӳп-тӳрĕ çыхăну... Акă ăçта илсе тухать пире истори сукмакĕ. Тепĕр тĕслĕх. Францире, Луара шывĕ хĕрринче, Орлеан ятлă хитре хула пур. Çак хулан ячĕ, пĕлессĕр килсен, калех чăвашпа çыхăннă. Чăваш сăмахех вăл, анчах кăштах европăланнă. Арлан тени пулать вăл хамăрла. Арлан тăприллĕ çĕр çине лартнă тет çав хулана. Çавăнпа Арлан тенĕ те. Ĕлĕкхи шумер халăхĕпе Шумерля хулин çыхăнăвĕ пирки те сехечĕпех калама пулать.
Çапла вара, ырă çыннăмăрсем, Çĕр чăмăрĕн аваллăхĕ чăваш аваллăхĕпе тачă çыхăнса тăнине халĕ хăвăр та ăнланса илтĕр пулĕ ĕнтĕ. Кунта эпĕ хамран пĕр сăмах та хушмарăм, илсе кăтартнă тĕслĕхсем — пурте пурнăçри чăн пулăмсем. Апла-тăк мана националист тесе калама сăлтав пур-ши вĕсен? Çук, тăвансем, çук. Пулма та пултараймасть. Мăн Тĕви те, Арланĕ те, Катман тăвĕ те, Çĕнĕ халĕ те — пурте туллин те витĕмлĕн çирĕплетеççĕ ман концепцие. И вопше.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...