Вăхăтсăр уçăлнă мухмăр
Ирхине, хĕвел йăл кулса тухнă-тухман, пуç ыратнипе вăранса кайрăм та тӳрех асаилтĕм: ара, паян шăматкун-çке, карчăк-карчамас каллех ĕçлеттерсе чуна илет ĕнтĕ... Çавăнтах такам пӳрт алăкне уçса ман паталла харсăррăн таплаттарса килнине илтрĕм. Ыйхă туртакан çын пек курăнам-ха тесе тӳрех куçа мăч! хупрăм.
«Эсĕ халиччен мĕн туса выртатăн?! — хăлхана çурасла хыттăн калаçма тытăнчĕ Униççе. — Атя тăр! Тăр тенĕ! Каллех тĕлĕренçи туса улталасшăн-им, кахал! Тьху!»
«Ман питçине ма суран?!» — терĕм юри тарăхнăн.
«И... эсĕ çывăрмастăн-иç... — савăнсах кайрĕ хайхи. — Атя тăр, питна-куçна çу та тӳрех ĕçе тытăн...»
«Эсĕ мана, карчăк, малтан сăра е эрех ярса пар, кайран тутлă чăх яшки çитер, вара ыталаса чуп ту... — терĕм майĕпен тăрса ларса, — ун хыççăн кăшт чĕрĕлетĕп те...»
«Мунчари каткана шыв тултар та вутă илсе кĕрсе хутса яр, ан йӳтесе лар», — хушрĕ тарăхма пуçланă сивĕ чĕреллĕ карчамас.
Эпĕ те парăнас мар тесе сиксе тăтăм та çине тăрса тавлашма пикентĕм: «Манăн шыв йăтма юраманнине хăвах пĕлетĕн — пилĕк сурать, вутă çĕклес — алă ыратать. Мухмăр чĕртме ярса памасан вырăнтан та хускалмастăп!»
«И... эсĕ апла-и-ха...» — путсĕр карчăк хăлхаран тытрĕ те пӳртрен тапа-тапах кăларчĕ те ячĕ. Алăка çăрапа питĕрчё те сура-сура мунча еннелле лăкăштатрĕ. Эпĕ илтем пекки туса тăтăм ĕнтĕ, тепре хăлха чикки парасран... Паян тулта сивĕрех. Юрать-ха ĕнер ӳсĕр пуçпа хывăнмасăрах выртнă тата карчăкăн çемçе тапăчкине те тăхăнса ĕлкĕртĕм. Атту пулсан... Çак самантра ăнсăртран юр çусан та шăнмастăп тесе урам урлă каçса кумма патне вăшт! кĕтĕм, унăн мухмăр чĕртмелли яланах пулаканччĕ-ха... Ах, анчах... Кĕçĕн хĕрĕ тăра парать картишĕнче. «Анне килте çук! Ыран та, тепĕр кун та пулмасть!...» — тесе самаях хурлантарчĕ. Мĕнех вара, çук пулсан — çук. Мана тата лайăх. Хăраххăн пурăнакан Раис патне савăнсах çул тытрăм. Вăл мана хăй вăхăтĕнче куç хĕсе-хĕсе нумай астарнă. Çутти те çăл куçĕ пек юхса тăраканччĕ-ха унăн... Мухмăр-сухмăра ним мар чĕртет...
Карчăк ан асăрхатăр-ха тесе пахча хыçĕпе тăват уран упаленетĕп. Карта урлă каçас терĕм çеç — мана ураран мĕнле ярса тытрĕ сăнчăрланă пакăç йытти, юлашки йĕме çавăнтах çурса антарчĕ. Аq тур-тур! Сехре хăпнипе вĕлтрен ăшне чăма патăм. Раис чупса пырса карта хушăкĕнчен пăхрĕ те: «Ай, маттур, Шарик! Малашне те çапла лайăх сыхла, пирĕн сад пахчине никама та ан кĕрт. Пăх-халĕ вĕсене! Ват супнăсем! Хăйсем кахаллипе нимĕн те лартса ӳстермеççĕ, ямăттине татса çиесшĕн! Тьху!» — тесе уттара пачĕ килĕ еннелле, хыççăн путсĕр йытти те...
Ку вĕлтрене Раис юри çулмасть ĕнтĕ... Ман пеккисем валли... Алă-ура, пит-куç чăтма çук çунса тăнипе çав тери тарăхрăм, тӳпенелле нумайччен пăхса куççуль юхтарса выртрăм. Аран-аран айлатса-майлатса, упаленсе тухкаларăм. Вăт ухмах, карчăка итлес мар тесе ирĕксĕр капкăна лекме тиврĕ вĕт... Тунката çине ларса хыпашкаланă вăхăтра шухăша кайрăм: карчăк çак çурăк йĕмпе курсан пĕтерет ĕнтĕ, киле те кĕртес çук. Мĕн каласа суям-ши? Çапла шутла-шутла мухмăр та вĕçсе çухалчĕ. Пăхатăп та, ман телее, Райккан юмахри пек тĕлĕнмелле хитре роза чечекĕ карта хушăкĕнчен ку енне тухса çеçке кăларнă. Татса илтĕм те тӳрех киле тапса сикрĕм. Карчăк мунча урайне çуса тухнă вăхăтра умне чупса пырса чечеке ун еннелле тăсса чĕркуçлентĕм. Мана курсан Униççе малтан хăраса кайрĕ, хĕп-хĕрлĕ розăна асăрхасан йăл кулчĕ:
«Эпĕ шăпах паян çуралнине эсĕ, старикĕм, манман-çке...» — терĕ.
Тăрук çапла меллĕ пулса тухнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Тавах Турра... «Эсĕ, мĕн, каçар, савнă карчăкăм, ирех сана тарăхтарнăшăн. Сан валли кĕтмен парне хатĕрлем тесе Раис пахчинчен пĕр роза чечекне татма тăтăм та... унăн хăй пекех асар-писер йытти мана çыртса-туласа пĕтерче. Хăш-пĕр çĕртине чутах татса илмерĕ, аран тарса хăтăлтăм...» Ăçтан кăна шутласа тупрăм мĕн каламаллине? «Ан кулян, старикĕм, — йăл кулчĕ савнă мăшăрăм эпĕ парнеленĕ чечеке шăршла-шăршла, — халех лавккана çитсе сана вĕр çĕнĕ йĕм илсе паратăп, тата хам çуралнă кун ячĕпе çуттине те туянма манмăп, эсĕ хальлĕхе мунча кĕрсе тух», — тесе çавăнтах ыталаса чуп турĕ те чупа пачĕ лавккана.
Кун пек латсăр япала сиксе тухман пулсан савнă карчăк хăçан çуралнине эпĕ ĕмĕрне те асаилес çукчĕ-ха... Çав икĕ питлĕ Раис патне кайса шар курни те усса пычĕ иккен...
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...