Чăваш ачине
Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем!
Эс пур, - çук мар.
Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
Чăвашăн капăр чĕлхине.
Çунтартăр çулăмлă, кăварлă
Чĕлхӳ çынсен чĕрисене.
Ĕмĕрлĕхе яту сан юлĕ.
Шупашкартан Кавал таран,
Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă
Юрру сассийĕ кайĕ сан.
Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
Чĕрӳ сан сисĕ чĕннине.
Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!
1920, чӳк, Шупашкар
Вол (2012-01-24 15:35:10):
Ку япалана чăваш çыруçисене халаланă. Нимĕн те хушимăн. Пулĕç ха.?.