Çичĕ çăлтăр


Халь ăшшăн чӳхенет тĕнче,

Хĕвелĕ шăранать тӳпере.

Хаяррăн çунмасть инçет,

Ыйтмастпăр, «Мĕнле-ши... лере?»

Халь çулăммăн ăш-чикĕм çунать,

Хаваслăх хĕмĕпе хĕмленет.

Кашнин халь çитĕнет çунат,

Кашнинех — пархатар чĕрере.

Инçехчи-ха хăрушă кунсем?

Астăватпăр — Арктик çыннисем

Сив чалкăр пăр тинĕс варринче

Ларатчĕç... вилĕм тăвĕ çинче.

Çыранĕ катарахчĕ, таçтах...

Тавра — кăнтăрла та, каç та —

Чап-чалкăр пăр çеçчĕ куçра,

Çавах та ĕмĕт пурччĕ пуçра...

...Челюскинăн йышĕ çеçчĕ асра.

Миме тинкĕретчĕ куллен,

Çитейĕç-ши, çитĕç-ши часрах?

А вăхăчĕ — шăватчĕ хуллен.

Хăçан-ха, хăçан-ха, хăçан

Çитейĕç-ши савăк кунсем.

Хăçан-ха сĕмленнĕ каçа

Çурайĕç радиохыпарсем.

Сехет. Пĕр талăк. Лăп ик уйăх.

Çĕршывăмçăм хусканчăкра.

Ватти-çамрăккипех — пĕр хуйăх,

Пĕр туртăм — сив Артикра.

Халь ăшшăн чӳхенет тĕнче,

Çанталăк хĕвел ытамĕнче.

Пĕр хĕрлĕ ялав çеç пăр çинче,

Çӳрет пуль океан варринче.

Çăлайрăмăр патварлă йыша!

Çăлайрăмăр эпĕр... пурте...

Çĕнтертĕмĕр тинĕсе, сывлăша,

Çĕнтертĕмĕр хаяр Арктике.

Юрлар мĕн пур саслăн, юрăçсем!

Хисеплер сăвăпа, сăвăçсем!

Союзăн хастар вĕçевçисем,

Сире — пур чунтан пур хисеп!

Сире — çут хĕвел йăлтăрки!

Сире — çут çанталăк хĕвви!

Сире — чечексенĕн тĕрки!

Сире — пур тĕнченĕн кĕвви!

Çичĕ çăлтăр кашни каçхине

Çунаççĕ кăвак тĕксĕм тӳпере.

Çичĕ çăлтăр пăхаççĕ çĕр çине,

Туйăмлаççĕ Мускава, Çĕпĕре.

Çичĕ çăлтăр çумне çичĕ çын,

Çичĕ паттăр çĕкленчĕç çӳле.

Халь пĕлетпĕр эпĕр, тĕнче çи

Вĕсемпе ялкăшать вут-хĕмле.

Ляпидевский, Доронин, Слепнев...

Водопьянов, Молоков, Каманин...

Леваневский... Сӳнми çичĕ ят,

Çак çичĕ çăлтăра кам манĕ?

Кăвак пĕлĕтĕн çăлтăрсем сахал мар,

Алтăр çăлтăр çеç мар тӳпере,

Тăван çĕрĕн паттăрсем сахал мар,

Сахал мар вĕсене ӳстерет...

 

11/VI—34 ç., Шупашкар

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: