Гориллăсене хăваласа ятăмăр
Пĕррехинче эпир тантăшсемпе выляса çӳреттĕмĕр. Выляса ывăнсан киле кайма пуçтарăнтăм. Сасартăк эпĕ хам хыçра темĕн шăнкăртатнă сасă илтрĕм. Каялла çаврăнса пăхатăп, нимĕн те курăнмасть. Тепре шăнкăртатса илчĕ. Татах çаврăнса пăхрăм, каллех нимĕн те çук. Киле кĕрсен аннене хама такам хăратни çинчен каласан вăл мана ĕненмерĕ: «Шутласа кăларма маçтăр эсĕ», — терĕ.
Тепĕр каçхине каллех такам манпа вылярĕ. Ку хутĕнче эпĕ хăрамарăм-ха. Виççĕмĕш каçхине çеç хăратмăшсене курма май килчĕ. Пире гориллăсем тапăннă пулнă.
Гориллăсем тăватă ураллă çăмламас чĕр чунсем. Халĕ вĕсем пĕтĕм Çĕр çинче сарăлса кайнă. Ăçтала пăх, пĕтĕмпех вĕсем хуçаланаççĕ. Ниçта ура чикме те вырăн çук. Эпир ракетăпа урăх планета çине вĕçсе кайрăмăр. Ют планета çыннисенчен пулăшу ыйтма. Малтанах вĕсен калаçăвне ăнланаймарăмăр-ха, кăштахран ăнланма пуçларăмăр. Вĕсем чĕлхепе калаçмаççĕ çав, алă-урапа тĕрлĕ хусканусем туса пĕр-пĕрне ăнлантараççĕ. Сăнран илес пулсан вĕсем питĕ интереслĕ. Мĕншĕн тесен хăлхисем çӳлелле тăратса тăраççĕ, пирĕн пек икĕ ураллă мар, тăватă ураллă. Вĕсем кулянсассăн симĕсленсе каяççĕ, калаçайми пулаççĕ.
Алăпа хăлаçланса вĕсене пирĕн çине гориллăсем тапăнни çинчен ăнлантарма пултартăмăр.
— Мĕнпе пулăшма пултаратпăр эпир.
Эпир каларăмăр: «Пĕр кĕнеке çинче эпир ют планета çыннисем гориллăсене çĕнтерни çинчен вуласа пĕлтĕмĕр, çавăнпа эсир пулăшасса шанатпăр», — терĕмĕр.
Вĕсем пире пулăшма шантарчĕç. Çĕр çине аниччен пире кашнинех теттесем парнелерĕç. Эпир питĕ савăнтăмăр.
Çĕр çине ансан вĕсем пĕр кун хушши гориллăсен хăтланăвсене, вĕсем мĕн тунине, ытларах ăçта кайнине, мĕн çиме юратнине сăнарĕç. Тепĕр кунне вара пурте пĕрле гориллăсене хирĕç вăрçма тухрăмăр. Кашни алла пĕрер пысăк пушă тытрĕ. Пушăсене курсан гориллăсем тарма пуçларĕç. Хытă чупаççĕ, хăваласа çитеймерĕмĕр. Тав сăмахĕ вырăнне эпир вĕсене хамăр шкул ачисем хайланă юмахсен пуххине парнелерĕмĕр. Вĕсем питĕ савăнчĕç.
Вĕсем вĕçсе кайни нумаях та пулмарĕ аттепе-анне киле таврăнчĕç. Çак хушăра хамăрпа мĕн пулса иртнине аттепе-аннене пĕтĕпех каласа кăтартрăм. Вĕсем мана ĕненмерĕç. Туссен парнине курсан ĕненмех тиврĕ.
Эпĕ пирĕн çине урăх никам та, нихăçан та тапăнма хăймĕ тесе шутлатăп. Çĕр çинче халăх яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнтăр! Тăшмансем пирĕн çине тапăнма ан хăйччĕр!!! Яланах хĕвел ялкăштăр, атте-анне сывă пултăр, яланах пултăр мир!
Vyacheslavna (2008-11-27 08:03:21):
Пĕрремĕш утăм япăх мар.Мана калав вĕçĕ килĕшрĕ.Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр!
Admin (2008-11-27 08:51:04):
Вĕçĕ япăх пулнă. Вăрçа хирĕç çырнă сăмахсене кĕртсе лартнипех калав илемленмест çав. Кĕртсе лартма та пĕлмелле.
Ку пĕрремĕш утăм пулсан иккĕмĕш утăм тăвасса кĕтер пулĕ :)
анюточка (2008-11-27 14:11:40):
Питĕ интереслĕ калав))))))))))))))))Ирина пултарулла хĕр ача!!!!!!!!
Наташа Чумурлаева (2008-11-27 20:21:25):
Питĕ лайăх, интереслĕ калав!!!!!!
Ирина пултарулла хĕр ача !!!
Катя Яковлева (2009-11-16 17:19:54):
Мана ку калав питĕ хытă килĕшрĕ! Ирина маттур хĕр ача!)))))