Çăткăн
Ку çул хĕл çапла ларчĕ.
Пĕр ирхине çурçĕр енчен питĕ сивĕ çил вĕрчĕ. Тӳпене хура пĕлĕтсем хупласа илчĕç. Кĕтмен çĕртен юр çума пуçларĕ. Кĕрхи калча шăтнă сип-симĕс уйсем тем хушăрах шап-шурă çи виттипе витĕнчĕç.
Тĕпĕр сехет иртрĕ-и, çук-и, вăрмантан яла чакаксем вĕçсе те килчĕç. Пĕри унта кăшкăрать, тепри кунта… Чакаксене курсан ман атте:
— Хĕл хăнисем килсе çитрĕç, ыран така пусас, — терĕ.
— Пусас, юрĕ ирĕлсен те, курăк тути юлмасть, — килĕшрĕ анне те.
Пусрăмăр. Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр, пирĕн кил картине тем хушăра пĕр кĕтӳ чакак пухăнчĕ. Пуçларĕç çаксем чакаклатма! Вĕсене кура ула кураксем те вăшлатса çитрĕç. Пĕри те тепри пирĕн пата — така пуснă çĕре — майĕпен çывхарнăçем çывхарса пыраççĕ. Ула куракĕсем питĕ кулăшла: çапсан та пуçран ан лектерччĕр тенĕ пек, айккăн-майккăн сиксе çӳреççĕ. Кăштах тутантарса пăхтарас терĕм эпĕ вĕсене, хамăра çиме юрăхсăр аш татăкĕсене пĕрне те тепĕрне пăрахса патăм. Эх, тытăнчĕç çаксем пушшех кăшкăрашма! Пĕр чакакĕ пуринчен ытла кăшкăрать. Вăрçаканскер пулмалла хăй, ыттисене çывăха та ярасшăн мар, пыра-пыра сăхать, аш татăкне лешсенчен пĕррех хыпса туртса илет. Тахăшĕ хăйне те лектернĕ курăнать, хӳринчи пер тĕкне хуçсах пăрахнă. Ку чакакне хăваласах ярас шут пурччĕ те, тивмерĕм, хăйсенне хăйсем пĕлеççĕ пуль терĕм.
Пуснă такана тирпейлесе пĕтерсен, пӳрте кĕтĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, тулта хав! хав! тени илтĕнсе кайрĕ, унтан тахăш чакакĕ хăйне пуснă пек çухăрашса кăшкăрса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ кусене? — чупса тухрăм эпĕ пӳртрен.
Эх, инкек! Кӳршĕ йытти Çăмламас пынă та шăпах çав харсăр чакака урипе пуснă, пуçĕнчен кĕç-вĕç хыпса çыртас пек хăрлатса тăрать.
— Çăмламас?!. Мĕн тăватăн эсĕ? Ан тив! — кăшкăрса чупрăм йытăпа чакак патне.
Çăмламас чакака пăрахса тарчĕ, анчах чакакĕ… çук, вĕçеймест, йытă ăна çыртса амантнă.
Чакака тытрăм та пӳрте илсе кĕтĕм. Ун валли ман хатĕр читлĕх çукчĕ, килти çынсенчен ан хăратăр тесе, эп ăна кăмака çине лартрăм. Кушак çук пирĕн, кушак таврашне атте юратмасть. «Нимĕн усси те çук вăл кушакран, харам пыр çеç», — тет. Шăшисене эпир капкăнпах тытса пĕтеретпĕр.
Пĕр кун ларчĕ çак чакак кăмака çинче, икĕ кун… Малтанхи кунсем темĕнле тутлă апат парсан та çимерĕ. Çăмламас ăна вĕçейми пуличченех амантнă, чирлет тата хăрать. Çапах та виççĕмĕш кунне кăштах хăнăхма пуçларĕ. Чăмăрла пĕçернĕ çăмарта пурччĕ. Тĕпретсе патăм та, пĕр катăкне хыпрĕ, тепĕрне…
— Çиет! Çиет!.. — тем пекех савăнса кайрăм эпĕ.
Пĕр эрне иртеспе хăнăхса çитрĕ те пуçларĕ çак чакак алхасма! Халь апат парасса кĕтсе лармасть, кăмака çинчен хăех сиксе анать те ăçта мĕн курать, çавна пырса хыпать. Анне аш апачĕ пĕçернине курсан, пуçланать вара камит! Анне аллинченех туртса илсе каять аш татăкне. Анне хăй те кулăшла хăтланать: вăрçма вăрçать чакакне, ашне хăй парать. Пĕр татăк ывăтса парать, тепĕр татăк. Ун пек чух: «Тăранма пĕлетĕн-и эс, хăçан та пулин тăранатăн-и?» — тет. Тăранма пĕлессине чакакран ан кĕт. Мĕн чул панине йăлтах илсе каять; кайран çиме пытарса хурать. Апат çеç мар, мĕн курать, çавна çĕклесе каять. Пуринчен ытла çутă япаласене юратать. Шăрçă тĕлне пулсан, шерепипех çĕклеймесен, туртса каять. Укçа вăрлама та вĕренчĕ. Пĕррехинче атте сĕтел çине хурса хăварнă кĕмĕл укçасене вăрланă та кăмака çине, алса ăшне пытарса хунă. Атте, вăл укçасене эпĕ пытарса хунă тесе, ну çунтарчĕ мана! Кун хыççăн эпĕ çак чакака тарăхрăм та кăларса яма шут тытрăм. Халь кăштах вĕçме те пултарать, мĕнле тăранса пурăнас тет, çапла пурăнтăр, терĕм. Хăй айăплă. Çав укçана вăрламан пулсан, çуркуннечченех пӳртре усрас шут пурччĕ.
Çапла, çак чакака кăларса ярас кун шкултан таврăнтăм та, ак тата тепĕр инкек! Ман чакак сĕтел айĕнче выртать. Çăварне карса пăрахнă, аран-аран сывлать.
— Мĕн пулчĕ ăна? Кам, мĕншĕн хĕнерĕ? — ыйтрăм аннерен.
— Никам та пырса тĕртĕнмен, хăех темскер сасартăк чирлесе ӳкрĕ, — терĕ. анне.
— Чирлесе ӳкрĕ? — тӳрех пырса тытрăм чакака. — Чирĕ мĕнле чир-ши?..
Чакака, халь ман алăрискерне, темскер питĕ вĕрилентерсе пăрахнă пек туйăнчĕ. «Градусник лартса пăхас!» — шухăш пырса кĕчĕ мана.
Вăр-вар градусник илсе çунатти хушшине тытрăм. Пĕтрĕ пуç! 41 градус ытла!
— Мĕн тăвас?..
— Выльăх тухтăрне кăтарт. Вăл кайăксен чир-чĕрне те пĕлет ĕнтĕ, — ăс пачĕ анне.
— Пĕлет, паллах, пĕлет! — çав самантрах чакака илсе выльăх тухтăрĕ патне Элĕке чупрăм.
— Пулăшăр-ха, — терĕм тухтăра, ывăнса, шăлтах пăшăхса çитнĕскер, хам та аран сывлăш çавăрса, — çак чакака тем пулчĕ. Чĕри питĕ хăвăрт тапать, вĕрилентерсе пăрахрĕ.
— Вĕрилентерсе пăрахрĕ тетĕн? Халех виçсе пăхăпăр, — васкамасăр ĕçлеме тытăнчĕ тухтăр. Чи малтан вăл та градусникпе чакакăн температури мĕнлине пĕлчĕ.
— Хĕрĕх икĕ градус. Нормальнă, — терĕ.
— Хĕрĕх икĕ градус?!. — пушшех хăраса ӳкрĕм эпе. — Эсир ăна «нормальнă» тетĕр-и?
— Нормальнă, — çав-çавах ним пулман пек каларĕ тухтăр. — Кайăксен яланхи температури 42 градус. Эс ăна пĕлмен пуль-ха? — ыйтрĕ манран.
— Çук, пĕлменччĕ, — хама аван мар пулчĕ пулин те, тӳррипех каларăм эпĕ.
Тухтăр чакакăн çăварне уçса пăхрĕ.
— Ну, çăткăн çак кайăк. Ну, çăткăн, — терĕ кăмăллăн витлесе.
— Мĕн çинĕ? — пĕлес килчĕ манăн.
— Акă, — терĕ тухтăр, чакак пырĕнчен пĕчĕк хыпкăчпа хĕстерсе, кантăк ванчăкĕ туртса кăларса. — Йăлтăркка япала курсан ытараймасть, тӳрех хыпса çăтать.
Чакак çăварне тинех хупрĕ.
Ун пырĕнчен тухтăр мĕн туртса кăларни çинчен киле пырсан пурне те каласа тĕлĕнтертĕм.
— Ах, мур кайăкĕ? Паçăр кантăк лартнă чух ванчăкĕ чӳрече çине ӳксеччĕ. Хăш вăхăтра пырса хыпнă ара! Ну, çăткăн та-çке çак кайăк. Ну, çăткăн! — терĕ атте те выльăх тухтăрĕ каланă пекех.
Кун хыççăн ун пек çутă япалана çак чакак урăх ăмсанмарĕ пулмалла, халь авă чиперех пурăнать. Анчах пӳртре мар, ирĕкре. Сывалса çитсе вĕçекен пулсан, эпĕ ăна кăларса ятăм: пӳртре вăл ытлашши чарусăрланма тытăнчĕ. Çулла вăрманта пурăнчĕ, хĕл лараспа каллех пирĕн пата вĕçсе килчĕ. Пĕччен мар, мăшăр тупнă, халь иккĕшĕ ялан пĕрле çӳреççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...