Троллейбус майри
Маруç — троллейбус кондукторĕ. Ĕçĕ çăкăр çукран пашалу тенĕ пек кăна-ха ĕнтĕ: урăх ниçтах та йăпăр-япăр вырăн тупайман пирки çеç кӳлĕнме тиврĕ çак сумсăр ĕçе. Хырăм кулленех — кунне виçĕ хутран кая мар-ха тата! — выçса аптăратман тăк, пуçне çак «йăлмака» пырса чикес çукчĕ те вĕт. Вăхăтлăха тесе вырнаçрĕ те — виçĕ çул та иртсе кайрĕ унтанпа. Сумсăр пулмасăр, сумсăрах ĕнтĕ кондукторта çӳресси: кашни-пĕри, ӳркенменни, урлă куçпа пăхать, кирлех пулсан — хар-р кăшкăрать йытăлла, транспортра ярăннăшăн укçа тӳлеме ыйтсан мĕн кăна хăтланса кăтартмаççĕ-ши тата!.. Этемĕн шалти ăш-чиккине тавăрса пăхма çук теççĕ те — Маруçăн çакăнпа килĕшесех килмест: кондукторпа хĕремесленсех тавлашакан-ятлаçакан е ăна улталатăп тесе шутлакан пассажирăн пытарăнчăк кăмăлĕ кĕрĕк çанни евĕрлех таврăнса тухать тепрер чух.
...Ун чухне Маруç кондукторта ĕçлеме тин кăна пуçланăччĕ-ха, те çавăнпа уйрăмах асра юлнă вара, кайран та унашкал тĕркĕшӳсем теçеткипех пулса иртнĕ ĕнтĕ, анчах пирвайхи манăçмасть иккен...
Пассажирсем хушшипе пĕтĕм вăйне пухса хирĕнсе иртрĕ те Маруç анчахрах салона кĕрсе тăнă каччăпа хĕр тĕлĕнче чарăнчĕ.
— Сирĕн мĕн, çамрăксем, проездной-и? Кăтартăр... — ыйтрĕ хайхискер.
Хĕр упраçĕ сăмах вакласа тăмарĕ — уйăхлăха туяннă билетне йăпăр-япăр кăларса кăтартрĕ. Йĕкĕтĕн вара хăлхи мăкланнă тейĕн. Мăкланнă пулмасăр: темле ăпăр-тапăрпа пăкăласа хунă та хăлхине, хам патшалăхра хам хуçа тенĕн, никама-нимĕне курмасăр-илтмесĕр пуçне лăнкки-ланкки суллантарса тăрать — кĕвĕ çеммипе киленет пулать ĕнтĕ. Шутласан, Маруçăн ывăлĕнчен ку çамрăк шутсăр нумаях та аслă мар-тăр ĕнтĕ. Те çавăнпа хĕрарăм ăна-кăна ытла йӳпсĕнмесĕрех хăйĕн ывăлне тилмĕрнĕн тепĕр хут ыйтрĕ — каччăна тинех чун кĕчĕ пулĕ-и, кăвак кĕленче пек куçне кондуктор çинелле тĕллерĕ. Ай Турă, çырлах! Пĕр-пĕр хурт-кăпшанкăна асăрхарĕ тейĕн çав. Яра кун çын хушшинче хĕвĕшсе çӳресе ахаль те ывăннăччĕ Маруç, çак пăр катрамĕ евĕр сивĕ те чунсăр кăвак куçа, йĕрĕнсе пăхакан куçа курнипе пушшех хал пĕтсе килнĕ пек туйăнчĕ.
— Че-е уставилась, дура?.. Я показал уже, проездной у меня...
Пуç тӳпинчен ура тупанне çити лапăрчăк шывпа чӳшкĕнтерчĕç тейĕн Маруçа. Çамрăк-çке, ытла çамрăк хăйĕн амăшĕ çулĕнчи хĕрарăмпа çапла хăррăн перкелешме! Вара чĕлхи çине хăй тĕллĕнех килнине шарламасăр ирттереймерĕ хĕрарăм, тата парăнас килменни те вĕскĕртрĕ пулинех.
— Ай-уй, аннӳ çулĕнчи çынпа еплерех калаçатăн эсĕ, ывăлăм? — ӳпкевлĕ тухрĕç ун сăмахĕсем. — Кăтартман эсĕ мана нимĕнле проездной та, ан суеçтер...
Çакна илтсен каччă çăвăр автан майлах сиксе ӳкрĕ — ăш-чикки хайхискерĕн ним пытарăнми тавăрăнса тухрĕ, — йĕкĕтĕн хутлă-хутлă сăмахĕсене илтсен çумĕнче тăракан хĕр те пăтăр-пăтăр хĕрелсе кайрĕ. Маруç ун çине пăхса хăйĕн вун тăваттăри хĕр ачине аса илчĕ те çав таранччен шеллесе кайрĕ çакскере. Вара хăйне кӳрентернĕ çăвăр автан пирки манса кайсах хайхи йĕкĕт çинелле пуçне сĕлтрĕ те хĕр ачана çапла каларĕ:
— Вăт куртăна, хĕрĕм, мĕнлерехскер вăл? Турă сана шелленĕрен ятарласа кăтартрĕ пулĕ-ха çакна. Кунашкал услапа çывăха яма мар, çухрăмран тармалла унран. Çыннăн ăш-чикки икĕ тĕрлĕ пулмасть, пурăна-киле сана та çав сăмахсемпех хăртма пуçлать акă...
Смена вĕçленессе аран-аран кĕтсе илнĕччĕ çавăн чух Маруç — ĕçлев вăхăчĕн, мăнкун типпи пекех, пăхса вĕçĕ курăнмассăн туйăннăччĕ ăна. Çынпа харкашни ытла та вăя хавшатать-мĕн. Тата çакна та асăрхарĕ хĕрарăм — пĕрре шалти тӳлеклĕхе çухатнăскер, ытти пассажирсемпе шăртти-марттирех калаçкаларĕ, укçа шутласа билет татса панă чухне те хăйне робот евĕр тыткаланине туйрĕ. Ак епле иккен вăл, усал витĕмĕ...
Пĕр япалана ăнланмасть Маруç: мĕншĕн хăш-пĕр çынсем автобус-троллейбуса кĕрсен тӳлессине е уйăхлăх билетне кăларса кăтартассине хăйсене хытă кӳрентерни вырăннех хураççĕ? Лавккана-мĕне тавар туянма кĕрсен кам та пулин укçа тӳлеме килĕшмесĕр турткалашса тăнине нихçан та курман Маруç, транспортра та çаплах пулмалла мар-им-ха çакă? Тата кондуктор хăй валли нухрат пуçтарать-им? Ĕçри çын кăна-çке вăл, шкулти вĕрентекен пек, пульницари тухтăр пек, лавккари сутуçă пек хăйĕн ĕçне пурнăçлакан ахаль çын çеç вăл — «троллейбус майри». Пĕр карма çăварĕ çапларах çавăрттарса хунăччĕ те тахçан, анчах Маруç яланах троллейбус майри те пулман-ха...
Аслă шкул пĕтернĕччĕ Маруç. Университетра истори факультетĕнчен вĕренсе тухнăскерĕн малашлăхĕ шкулпа е пĕр-пĕр архив-музей ĕçĕпе çыхăнмаллаччĕ пулинех. Анчах пĕрре те ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмарĕ. Хуларах тĕпленме шутланăскер малтан хăйĕн профессийĕпе ĕç вырăнĕ тупаймасăр хăшкăлчĕ, унтан ĕçне те тупрĕ темелле — пурăнмалли çукки аптăратрĕ. Пĕр-пĕр кĕтес тупăнасса шанса çемьеллĕ аппăшĕн хваттерĕнче хĕсĕнкелесе пурăнатчĕ Маруç. Вара аппăшех, заводра ĕçлекенскер, уççи-хуппине мая килтерме пулăшрĕ йăмăкне. Завод общежитийĕнче комендантăн ĕç вырăнĕ пушаннă-мĕн, аслă пĕлӳллĕ Маруçа илеççех, пурăнмалли пӳлĕмĕ те янтă. Çапла дипломлă историк хăй сисмесĕрех тенĕ пек рабочисем пурăнакан общежитин коменданчĕ пулса тăчĕ те самаях пысăк пӳлĕмре пурăнма пуçларĕ.
Пачах кĕтмен-туман çул-йĕрпе чуптара пачĕ вара Маруçăн пурнăç урапийĕ. Те çавăн чух, хĕр историк пулас ĕмĕтне хăварса комендант пулма çураçнă чух, кустăрма сакăлтана лекнипе урапа чалăшса кайнă евĕр ăраскалĕ урăх йĕр çине кĕрсе кайрĕ вара унăн, анчах çирĕм çул ытла общежити тĕнчипе пурăннă Маруç хăйĕн ĕçĕпе ни ытлашши савăнма пĕлмерĕ, ни чунĕ çырлахнине туймарĕ. Тĕрĕссипе вăл çак ĕçе ăнсăртран такам вырăнне килсе лекнĕ пек те, халь-халь çав такам килсе «пушат ман вырăна» тесе калассăнах туйса пурăнчĕ. Малтанхи çулсенче хăйне хăй вăхăтлăх ĕçлетĕп тесе йăпаткалатчĕ-ха, пурăнмалли урăх кĕтеспе чуна килĕшнĕ ĕç вырăнĕ тупатăп та пăрахса каятăп текелетчĕ. Анчах çулсем иртнĕ май качча кайса ача-пăчаллă та пулчĕ, Маруç вара комендант ĕçне, пĕр хăнăхнăскерне, ни чунтан килĕштерсе килĕштереймерĕ, ни пăрахма пултараймарĕ. Юратман çынпа ăнсăртран пĕрлешнине шăла çыртса чăтнă евĕр тӳсрĕ хăй ĕçне комендант. Тен, çавăнпах та пулĕ, темиçе çул каялла общежити çурчĕ хула администрацийĕн аллине куçса хăйĕн хальхи статусне çухатать те малашне муниципаллă пурăнмалли çурт шутне кĕрет текен хыпара илтсен Маруç ытлашши кулянма та пĕлмерĕ. Сас-хурийĕ тĕрĕссиех пулчĕ. Часах общежитире вăй хуракансем пурте ĕçсĕр тăрса юлчĕç, пурăнакансене хăйсен пӳлĕмĕсенчех хăварчĕç, пӳлĕмсем харпăрлăха çаврăнса хваттер шутланма пуçларĕç. Çапла икĕ ачипе икĕ пысăк пӳлĕм йышăнакан Маруç та икĕ пӳлĕмлĕ хваттер хуçи пулса тăчĕ. Черкке хыççăн черкке пушатса тата ют майрасен кĕпи аркисене сирсе пăхса телей шыракан упăшкипе уйрăлнăччĕ ун чухне Маруç. Пуринчен ытла ăна халь ку мар, шкул çулĕнчи икĕ ачана выçă усрас мар тесен мĕнле те пулсан урăх ĕç тупасси канăçсăрлантарчĕ. Анчах ăçтах пит кĕтсе тăраççĕ пуль? Халь тин, вĕренсе тухнă хыççăн çирĕм çул ытла иртсен, хăвăн профессипе ĕç тупасса шанмалли çук-тăр. Пуйăс тахçанах туту-ут! кăшкăртнă та пăрахса кайнă ĕнтĕ.
Троллейбус кондукторĕнче вăй хума чĕнсе çырнă пĕлтерӳсене унччен те куркаланă-ха Маруç, хăй унта пуçне пырса чикессе кăна пĕрре те сĕмленмен. Чун пулсан хуп хушшинче те пурăнать çав, чĕрине хытарсах уттарчĕ шеремет хĕрарăмĕ троллейбус хуçалăхĕн кадрсен пайне. Çапла шутламан çĕртенех «троллейбус майри» пулса тăчĕ...
Кунĕпех çапла — çын кĕрет те çын тухать. Темли те пур вĕсен хушшинче. Çынсене сăнама юратакан Маруç хăйне майлă ушкăнсем çине уйăрать пассажирсене. Пĕрисем кĕнĕ-кĕмен укçа тӳлеççĕ, уйăхлăх билетне е ытти документ кăтартаççĕ, кайран тин вара тĕпелелле иртсе лараççĕ. Тепри пур, троллейбуса килне кĕнĕ евĕр саркаланса кĕрет те ытти-хытти тăм тăвайкки уншăн — ни тӳлес шухăш çук, ни документ кăтартас хуйхă аптăратмасть ăна. Ыйтсан та, тĕксен те хăнк та тумасть. Кĕлетки пур та, чунĕ çук тет хăй ăшĕнче Маруç çакăн йышшисене. Виççĕмĕш ушкăна чееленме пăхакансем кĕреççĕ — е проезднойне манса хăварнă, е суя документпа витĕнеççĕ, е татах тем те пĕр шухăшласа кăлараççĕ çакăн йышши «мулкач туссем». Виçĕ пусшăн чунне шуйттана сутма хатĕррисем тет вĕсене Маруç. Тата тепĕр тĕрлисем те пур — пулчĕ-пулмарĕ хирĕлме юратаканнисем. Шаршанти пуленкесем пек пĕр-пĕрин çумне çапса хĕстернĕн тăракан пассажирсем хушшипе хирĕнсе иртесси те пулатех çав кондукторăн. Уйрăмах «час пик» текеннинче. Тăраканни шăпах тăрать, хирĕлме, ялан «тĕрĕслĕх» шырама юратаканни вара троллейбус майринчен наччасрах халăх тăшманĕ туса хурать. Малтан Маруç хирĕç вирлĕн лаплаттармалли сăмахсене хăй те аванах хута яратчĕ. Ара, камăн сăмах айне пулас килтĕр? Анчах ĕçленĕçемĕн ăнкара пуçларĕ — чĕлхене салатса ярса пăтти-патти перкелешни хăйшĕнех япăх: «кăравул, тирре сĕвеççĕ!» тесе çуйхашакан пассажир тем самантран анса юлать, Маруçăн вара, çав харкашупа анкă-минкĕленнĕскерĕн, татах ĕçлемелле-ха. Кам патăр чĕрре кĕмессерен хăй касăкăн-касăкăн вакланса кайнăн туйăнать хĕрарăма. Пăрахрĕ вара вăл апла çĕткеленме. Çуйăхаканни çуйăхтăрах-иç, çăвар карсах пăхакансене тӳлевсĕр спектакль кăтартма кĕрĕшмен вĕт Маруç, ун ĕçлемелле, план тумалла.
Маруç хулара вăтăр çула яхăн пурăнать те, çав хушăра ай мĕн тери улшăнчĕ халăх. Куç умĕнчех, пăхса тăнă çĕртех йăшнăçем йăшса пырать вĕт этемлĕхри ырă ен. Маруç студент пулса троллейбусра ярăннă çулсенче хула транспортĕнче кондукторсем вуçех çукчĕ, вĕсен вырăнне салонра тимĕр кассăсем кăначчĕ. Кайран, çав самана иртсе кайсан та, транспортра темччен силленсе çӳрерĕç-ха вĕсем, шăнкăр-шăнкăр пăхăр укçаллă ĕмĕрĕ хăçан-тăр каялла таврăнасса ĕмĕтленсех кĕтрĕç тейĕн çав. Пассажирĕсем те ĕлĕк паянхи пек сĕмсĕр марччĕ. Паллах, «мулкачсем» те пулман мар-тăр-ха, анчах Маруç ытларах ак çакна астăвать: билет татса пама ыйтса пĕр-пĕрин урлă касса еннелле вĕçĕмсĕр вак укçа ăсататчĕç пассажирсем. Касса çумĕнче тăраканни вара вăхăтлăха кассирах çаврăнатчĕ: пĕрех май тимĕр укçа шăнкăртаттарса чăмтарать те билет татса парать. Хайхискер пĕр-пĕр чарăнура анса юлсан ун вырăнне тепри йышăнать. Çапларахчĕ çав ун чухне, халăх совеç текен шалти сасса ытларах тăнлатчĕ. Халĕ вара... Хальхаççăн укçа чăштăртатнине хăлха тăратсах тăнлакан пултăмăр пуль. Çав чунсăр хут татăкĕ ку тĕнчере пуç пулса тăнипех этеме выльăхран уйăрса çӳллĕ шая çĕклекен паллăсем те кимĕлчĕç ĕнтĕ - ăш пиллĕхпе ырлăха, юратупа туслăха, сăпайлăхпа сапăрлăха хаярлăх, сĕмсĕрлĕх, кĕвĕçӳ, курайманлăх, намăссăрлăх хĕссе кăларчĕç теме те пулать. Тĕнче кутăн çаврăнса ларнă тейĕн: вăтанаканнине мар, хăйĕн намăссăрлăхĕпе мухтанаканнине кĕр-кĕр алă çупса саламлать чылайăшĕ. Троллейбусра кунĕпе те çĕрĕпе халăх хушшинче çӳрекен Маруçăн виçĕ çул хушшинче ку тĕлĕшпе илтменни-курманни те юлмарĕ пуль, тупата. Çапла пĕр хĕллехи каç троллейбус юлашки çаврăма тухсан пушă салона чарăнура пĕр çап-çамрăк хĕрпе икĕ патвар каччă кĕчĕç. Хĕрĕ пукане пек ĕлккен пит-куçлăскер, паха тиртен çĕлетнĕ кĕске селĕм кĕрĕк тăхăннăскер, яшсенчен уйрăм çĕре кайса ларчĕ. Йĕкĕтсем транспортăн хыçалти лаптăкĕнче темскер шавлăн сӳтсе яврĕç. Маруçăн ĕçĕ çавнашкал та — пырса тăчĕ хайхискерсем патне. Лешсен аллисенче — пĕрер сăра кĕленчи. Хĕрарăм тӳрех сисчĕвленчĕ. Пĕлмест мар-ха, транспортрах сăра сăрхăнтаракан сĕмсĕр яш-кĕрĕмрен тем те кĕтме пулать. Ку хутĕнче, тĕлĕнмелле пулин те, пăтăрмах таврашĕ сиксе тухмарĕ. Пĕр йĕкĕчĕ çийĕнчех шултра хут укçа кăларчĕ те кондуктора тăсса пачĕ. Маруç икĕ билет татса ытлашши укçана тавăрса парас тенĕччĕ çеç, каччă хăйсенчен инçех мар ларакан хĕр упраç çине пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ те:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...