Чăтаймарĕ, тӳсеймерĕ…
Телей тени хăш чухне сисмесĕрех сиксе тухать.
Алексей Петрович Кодексов, халăх сучĕн исполнителĕ, гостиницăна вырнаçсанах укçине шутласа пăхрĕ. Уйăх çурă пурăнсан та пĕтес çук!..
Хăйне вăл виçĕ кун ĕнтĕ юпах тиха пекех туять. Хăвăрах шухăшлăр-ха: çичĕ сул хушши ниçта тухмасăр пурăннă вăл район центрĕнче, çичĕ çул! Акă сана сасартăк судья чĕнет те калать: «Яра пар, Алексей Петрович, çирĕм кунлăх семинара». Хули тата еплерехскер: Хусан. Кунта Ленин вĕреннĕ, кунта Толстой, Горький пурăннă. Пĕр сăмахпа, Хусан пике пекех хитре хула. Виçĕ кун ăна пĕр шухăш канăç памасть-ха. Виçĕ кун çеç мар ĕнтĕ, виçĕ çул та пулĕ, анчах халь ăна пурнăçлама май пур. Командировка укçине илсен тата…
Васкамасăр йĕркипех каяр пуль. Арçын телейĕ арăмĕнчен нумай килет, теççĕ. Федора Аристарховнăна илсен вара… Хĕрарăм хĕрарăмах çав. Хĕр чухне пилĕкĕ те пулнă унăн, халь самăрăлса кайнипе çухалнă ĕнтĕ. Хĕр чухне ĕçленĕ, халь кил хуçи шутланать. Хуçаланма юратакан хĕрарăм вăл ахаль те. Унăн сăмахĕнчен Алексей Петрович пĕрре те иртсе курман. Вăл мĕнле калать, çапла ту, унсăрăн виçĕ кун киле пырса ан кĕр. Ĕç укçи илмессерен Алексей Петрович йăлтах ăна пырса парать. Пĕр пус юлмичченех. Вара кашни пуснех каялла йăлăнса ыйтмалла. Хăйне килĕшекен япала илес тесе сăмах пуçар çеç, Федора Аристарховна хăр-хар çеç кăшкăрса тăкать.
Япали ĕнтĕ вăл — фотоаппарат. Пĕрре мар сăмах пуçарнă ун пирки Алексей Петрович. Анчах арăмĕ килĕшмест. Сăмах пуçарсанах вăл:
— Эс мана платйĕсĕр хăварасшăн, эс мана выçă усрасшăн. Эс мана çынсем патне кивçене ярасшăн. Фотоаппарат çынна йăкăл-йăкăл çаратмалли, çынна чухăна хăвармалли япала çеç вăл! — тесе янрашма тытăнать.
Суран яланах каснă çĕртен ыратать. Тăтăшах çавнашкал палкани ĕмĕте татах та вăйлатать. Фотоаппарат çакнă пĕр-пĕр çынна курсассăнах Алексей Петровичăн сĕлеки выçă çын апат шăршине сиснĕн юхса анать. Хаçатсенче е журналсенче пичетленекен ӳкерчĕксене курсан вара…
— Мур ĕçĕ, — мăкăртатать суд исполнителĕ яланах, грипп ернипе питĕрĕнсе ларнă пуклак сăмсине нăшлаттарса. — Çынсем, ав, пурнăçра çĕннине, хитрине кăтартаççĕ, лайăх ĕçсенче ĕçлеççĕ, сан пур, яланах тĕрлĕ сволочь хыççăн утмалла. Е алимент тӳлемест пĕри, е растрата тунă тепри… Хутла ялтан яла… Путлĕ çынсемпе калаçмалли те çук.
Уйрăмах вăл корреспондент ĕçне ăмсанать. Пырать те çавскер, исполнитель пек çуран та мар, çăмăл автомашинăпа пырать, вара чак! çеç ӳкерсе каять. Тепĕр икĕ кунтан хаçат çине малта пыракан дояркăн чӳрече пысăкăш ӳкерчĕкĕ çапăнса тухать. Аялта — автор ячĕ.
Аппарат пулсан, вăл та ӳкерсе ямалла та çав… Аялта вара пысăк саспаллисемпе «А. Кодексов фотоӳкерчĕкĕ» тесе çырнă пулĕччĕ. Анчах ĕнентер-ха эс Федора Аристарховнăна. Шуйттан тирне хĕрĕхĕн сĕвейменнине, арăмĕнне çитмĕлĕн те сĕвес çук. Курорта та, кану çуртне те ямасть вĕт. Эс унта ют хĕрарăмсемпе аташма пуçлатăн тесе хăрать. Халь акă Алексей Петрович çирĕм кун ирĕкре пулать! Çирĕм кун вăл сахал та, нумай та мар.
Кашни преступленин сăлтав пур, теççĕ, юристсем. Фотоаппарат илме укçа кирлĕ. Ăна ăçтан тупан? Хăшĕ-пĕрисем хаçата çырма сĕнчĕç. Унта гонорар тӳлеççĕ имĕш. Шухăшланă — тунă. Анчах редакци тăтăшах протокол чĕлхипе çыратăн, цифрăсем айĕнче чĕрĕ çынсем курăнмаççĕ, тесе хуравлать. Кӳрентерсех те каймаççĕ хăйсем, кашни çырурах: татах çырăр, эсир çырма пултарассăн туйăнать, теççĕ. Унашкал ответсене пĕлет вăл. Çăмарта çинче шыв тăмасть, юхса анатех. Вĕсем те кӳрентересшĕн мар çынна тӳрĕ каласа. Тăхтăр ак… Аппарат пулсанах чĕрĕ çынна шăналăк пысăкăш, ӳкерсе кăтартăп-ха. Ун чух еплерех хуравлăр ак.
Преступлени, чăнах та, сăлтавсăр пулмасть çав.
Иртнĕ çулта ĕç укçи хăпартса пачĕç. Алексей Петрович арăмне кун пирки шăпах çулталăк пĕлтермесĕр пурăнчĕ. Укçа пухрĕ. Халь ак…
Алексей Петрович сăмсине темиçе хут туртса илчĕ, шлепкине тăхăнса лартрĕ. Унăн симĕс куçĕсенче темĕнле пысăк паттăрлăх тума çуралнă хĕлхемсем ялкăшрĕç… Тепĕр сехетрен вăл «Зорький-3» текен фотоаппарат йăтса та килчĕ, инструкцине каçса кайсах вуларĕ. Унтан пленкине пальто çанни ăшне чиксе авăрларĕ те каллех хулана тухса кайрĕ. Пĕр сăмахпа виçĕ кун вăл вутри кушак пек çӳрерĕ: занятинчен тухать те — хулана. Ӳкерет. Куç умне мĕн тĕл пулать, пурне те çатлаттарса илет.
Тăваттăмĕш кунне вăл сасартăк пуçне ярса тытрĕ: ара, арăмĕ çитсенех çыру çырма хушнăччĕ-çке! Халь пĕтерет ĕнтĕ. Вăл вара васкасах çыру çырма ларчĕ:
— Хаклă, Федора Аристарховна! — пуçларĕ вăл. Ан-ах пуçа пĕр путлĕ шухăш та килмерĕ. — Чунăм! — хушса хучĕ малалла. Ку сăмах та пулăшмарĕ. Вара çамкине картлантарсах шухăша путрĕ. Чылайччен ларчĕ вăл çапла.
— Эй, тепĕр тесен, — терĕ вара вăл татăклăн. — Паян фотоаппарат туянтăм. Паллах, командировка укçипе ĕнтĕ… Хулана кайса пĕр катушка пленка ӳкерсе пĕтертĕм — çырса хучĕ вăл.
Малалла çыру йĕркеллех шурĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...