Портсигар
Çичĕ хут виç те пĕрре кас.
Ваттисен сăмахĕнчен.
Григорий Тормозов шофер Мускава пĕр эрне кайса пурăнса килсессĕнех палламалла мар улшăнса кайрĕ. Ял çыннишĕн çĕршыв чĕринче пулни çеç мар, Шупашкара çитсе килни те савăнăç. Мускав Мускавах. Кунта метро та, вăтăр икĕ хутлă çуртсем те, театрсем те, выставкăсем те. Ăçта чуну туртать — унта кай, мĕн курас килет — ăна кур. Çитменнине Гришăн куккăшĕ профессор. Паллă чăваш ученăйĕ. Унпа курса калаçасси мĕнĕ тăрать!
Çунатланмалла пек çыннăн… Чăн та, яла вăл савăнăçлăн таврăннине нумайăшĕсем курнă. Мĕнле савăнмăн паллă çын патĕнче хăнара пулнă хыççăн?
Анчах тепĕр куннех унăн яланхи шӳтлĕхĕ сӳнни палăрчĕ, чарусăр кăвак куçĕсем тĕксĕмленчĕç, хаярланчĕç.
— Григорий Петрович, каласа пар-ха Мускав çинчен?
— Университет çӳллĕшĕ, чăнах та, ик çĕр утмăл метр-и? — сырса илчĕç ăна авăн çапма пынă çамрăксем.
Çук, йĕркеллĕ калаçма та манса кайрĕ Гриша. Çын ыйтать пулсан, кирек кам та çапла та капла темелле, вăл пур, пăшаллă çынна курнă упа пек куç шуррисене çеç çавăрса кăтартать. Ытти чух машина çине тулли михĕсем тиеме те пулăшаканччĕ, халь, ав, кабинăран та тухмасть.
— Мускава кайсан укçа çухатнă, тет.
— Çук, вăрланă, теççĕ.
— Ара, хула шăпанисем пан улми вăрлама кĕрекенсем мар çав, кĕпе-йĕмсĕрех хăварĕç.
— Ан палка пустуй, Мускавра вăрăсем пур-и? Вăрласан икĕ чăматан япала мĕнле илсе килĕн? — калаçкаларĕç авăн çапакан хĕрарăмсем.
Çăвар тавра карта тытман. Хĕрарăмăн куçĕ курсан чĕлхи кĕçтет, теççĕ.
Хăш чух тĕрĕслĕхĕ те пулкалать вĕсенче. Ара, ухмах курăкĕ çинĕ пекех улшăнса кайрĕ этем: куçĕсем те шаларах путса кĕчĕç, пичĕ пушшех тăрхаланса шурса кайрĕ, тăсланкă кĕлетки курпунланчĕ.
Гриша, ытти чухне çерçи евĕр чĕвĕлтетекен ачасен ушкăнĕ тĕлне çитсен, машинине чарсах лартса каяканччĕ, халь хăть хурах кăшкăрса хăвала — тăратмасть. Пĕррехинче тата, вырăнтан тапраннă чух, малалла каяс вырăнне машинине каялла чакарма тытăнчĕ. Кăшт çеç тырă аллакан хĕрарăма кĕлет çумне хĕстерсе лартмарĕ.
Виçĕ çул хушши пĕрле пурăннă Верук ятлă арăмĕ нимĕн те ăнланмарĕ, упăшки унăн ыйтăвĕсем çине виçĕ сăмахпа кăна хуравлама пуçларĕ:
— Çыпăçатăн куршанкă пек… — терĕ вăл.
Хăшĕ-пĕрисем вăл час-часах кĕсйинчен çĕлен тирĕ пек хура, сарă йăрăмлă портсигар кăларса пăхнине асăрхарĕç. Курать те ăна, кĕл пек шурса каять, тути хĕррине пăчăртаса çыртать, куçĕсем тискерленсе каяççĕ.
Пĕр каçхине çĕрĕпех чашлаттарса çумăр çурĕ. Кĕркунне те çывхарать ĕнтĕ çав. Кĕрхи тӳпен куçĕ çемçе: хĕрхенмест куççульне. Йĕпеннĕ кĕлтепе авăн çапаймăн, пылчăклă çулпа машина çӳремест. Колхоз завод мар, япăх çанталăкра хирти ĕçе тухмасть. Ун пек чухне колхозниксем мĕн иртенпех вулав çуртне пухăнаççĕ. Кунта йăлăхичченех хаçат-журнал та вулама пулать, доминопа биллиард та пур, килте вулама та пĕр-пĕр чуна килĕшекен кĕнеке тупатăнах ĕнтĕ. Халăх кунта яланах йышлă.
Ирхине каллех çумăр тапранчĕ. Ытти çынсемпе пĕрлех вулав çуртне Григорий Тормозов та çитсе кĕчĕ.
Вăл пырса кĕрсен тепрер çур сехетрен Петĕр Тарелкин е, ялти пек каласан, «Турилкке», вăтăр çула çитсе те авланманскер, пурне те илтĕнмелле çапла кăшкăрчĕ:
— Айтăр «сарайхыçтрест» тĕтĕмлеме, — терĕ.
Мĕн туртать ун çумнелле ялти çамрăксене, паллă мар, анчах никам та вăл пĕччен çӳренине курман. Яланах ун тавра ача-пăча. Çулла çăвĕпех кирпĕчрен витесем купалать. Хăй бригадине вăл коммунизмла ĕç бригади тет. Малтан ĕç тапратиччен пĕр шăчă тăрне хĕрлĕ ялав хăпартса çакать, бригадинчи çамрăксене пухса, кĕске сăмах калать:
— Эпир комсомолецсем, апла пулсан комсомолла ĕçлемелле.
Хăйне халь те комсомолец тесе шутлать вăл, член укçи те тӳлет, пухусене те çӳрет, çавăнпа-и, тен, кашни çулах ăна комитет членне суйласа хăвараççĕ.
Витине купаласа пĕтерсенех чӳречесем тăррипе сарлака та лутра саспаллисемпе: «Коммунизмла ĕç бригади тунă» тесе çырать. Вите пуçĕнче çул шучĕ: 1959 е 1960.
Петĕр лутрарах пӳллĕ, питĕ йăрă этем. Пичĕ-куçĕ пĕчĕк, сăмсипе янаххи чĕрĕпĕнни пек шĕвĕр. Шаларах кĕрсе ларнă хура куçĕсем вылянса çеç тăраççĕ. Çавăнпах-и тен, ăна сăнран пăхсан çирĕм çулта çеç темелле. Ахальтен каламан çав, пĕчĕк йытă ватăлсан та çăвăр тесе.
Туртасса яланах килте лартса тунă махорка е хăй каланă пек «сарайхыçтрест» туртать. Пирус уншăн кунĕ-мĕн, ӳсĕрттерет, тет. «Сарайхыçтрестне» тĕрлĕ тĕслĕ пусмасенчен çĕлетнĕ енчĕкпе чиксе çӳрет. Хуть кирек кам турт, уншăн чару çук. Çитменнине, унăн çĕр тĕрлĕ халап.
Ĕç тесен — вилменни çеç. Кăмака та купалать, турпас та ваклать. Çынсене те пулăшать, укçине те илесшĕн мар:
— Эй, хамăр ялсем… Хама та пулăшăн-ха тепĕр чух, — текелет.
Те ырă кăмăлне, те ĕçлĕхлĕхне кура, ăна хĕрсем те юрататчĕç. Ялта та ун ырă ят. Ку вара кĕвĕçекен арçынсене шăл çемми: час-часах арăмĕсене Петĕр çумне хушатчĕç. Ара, вăтăр çула çитсе сахал мар хĕрпе калаçнă ĕнтĕ.
Туртма ытти çынсемпе пĕрлех Григорий Тормозов та тухрĕ. Хăшĕсем Петĕр енчĕкне тапăнчĕç, теприсем хăйсен кĕсйисене хыпаларĕç.
— Акă, «Беломор» туртăр, — сĕнчĕ çав хушăра Гриша.
Пурте ун аллинчи сарă йăрăмлă, хуп-хура сăрлă портсигара курчĕç.
— Кăна Мускавра туянтăн-и? — пырса тăчĕ ун умне Петĕр.
Гришăн куçĕсем каччă çине темĕнле ыйтуллăн, сăнаса пăхрĕç:
— Çук, унта мар, тупнă эп ăна, — терĕ вăл тем терирен.
— Ăçтан тупрăн? Ман мар-и-ха вăл? — куçĕсене чеен хĕссе кăсăклананçи турĕ Петĕр.
— Ăçта çухатнăччĕ эс ăна?
— Сирĕн урамра пулĕ-и? Халь ас тумастăп, — персе ячĕ Петĕр кула-кулах.
— Аха… Апла пулсан, санпа урăх калаçу. Тух-ха кунта! — сасартăк каччăна çухаваран ярса илчĕ шофер. Вăйлă та çирĕп алăсем пĕчĕк Петĕре самантрах çенĕке сĕтĕрсе кăларчĕç. Гришăн пичĕ кăвакарса хĕремесленчĕ, куçĕсем юнпа тулса хĕрелчĕç.
— Акă сана портсигар! Акă сана ман арăм патне çӳреме вĕрентем! — силлерĕ пĕр хушă Петĕре, çапма тесе сылтăм аллине çӳлелле çĕклесе.
Ăна-кăна кĕтмен Петĕр юрать пуçне пĕшкĕртме ĕлкĕрчĕ: çур пăт таякан чышкă пуç çинчи кепкăна çеç сирпĕтсе ячĕ. Каччă çав самантрах карт! туртăнса шофер аллинчен вĕçерĕнчĕ те тӳрех крыльцаран сикрĕ.
Çенĕке кĕпĕрленсе тухнă ачасем мĕн пулса иртнине те пĕлеймерĕç. Петĕр çук. Сулахай аллине тытнă портсигара кĕсьене чиксе, Гриша никама пĕр сăмах хушмасăр килнелле ӳтрĕ.
Кĕçех клуб хыçне пытаннă Петĕр те тухрĕ. Пуçĕнче кепки çук, тăрмаланнă çӳçĕ мăрье тасатмалли мĕлке пек курăнать.
— Мĕн, лекрĕ-и? — ахăлтатрĕç çынсем, кепкине ăна тыттарса.
Нимĕн те ăнланса илеймен Петĕрĕн пичĕ халь те пура евĕрлех шурă. Тепĕр самантран çеç вăл çăвар туллин ахăлтатса кулса ячĕ:
— Ак сана портсигар! Ха-ха-ха! Пережиток капитализма. Гриша кĕвĕçет. Ыранах авланма тивет пулĕ. Ачсемĕр, туя хатĕрленĕр. Паянах сăра çакма хушатăп аннене, — терĕ те килнелле вĕтĕртетрĕ.
— Махорка енчĕкне манса хăваратăн! — кăшкăрчĕç ăна хыçалтан.
— Илĕрех, эп паянтан туртма пăрахатăп!
…Григорий киле темĕнле лăпланнă чĕрепе таврăнчĕ. Мăйран çакнă чула илсе пăрахнă пекех туйрĕ вăл хăйне.
Килте никам та çук. Вера ачи-мĕнĕпех кӳршĕсем патне каçнă пулас.
Гриша портсигарне сĕтел çине кăларса хучĕ. Ăна вăл Мускавран килсессĕнех тĕпелти чӳрече янахĕ çинче тупнăччĕ. Хуçăлнă мăка йĕп хĕсĕнсе кĕнĕ пек кĕчĕ вăл чĕрене. Кам хăварма пултарнă? Мĕнле арçын килнĕ вăл çук чухне? Вăт сана хĕрарăм. Куçупа курнине мĕн пĕлен, чуна шан. Шанма шан та сыхлама ан ман.
Упăшки портсигар çинчен арăмĕ каласа парасса кĕтрĕ. Çук, шарламасть Вера. Мĕн тумалла? Гриша кĕтме пуçларĕ. Пур пĕрех тупăнать.
— Эх, Вера, Вера! Халь ĕнтĕ паллă. Ытла чикĕсĕр шаннă эп сана, — терĕ вăл сасăпах.
Çапла, Гриша ун чухне Совет Çарĕнчен киле таврăнасси темиçе уйăх çеç юлнине паянхи пекех ас тăвать. Çулла ун патне такам ятсăр çыру ячĕ:
«Гриша!
Эс салтакра пире сыхланă чух санăн Верук кунта урăх каччă тупрĕ. Турилкке Петĕрĕпе çӳрет вăл халь. Çĕркаç та Петĕр ăна киноран ăсатрĕ. Туршăн та, хам куçпа хам куртăм!
Салампа сана ыр сунакан»
Ытла та тарăхса кайрĕ ун чухне Гриша. Вăт сана шаннă кайăк. Пĕрремĕш юрату. Илемлĕ çуллахи каçсенче, Веруксен пахчи умĕнче çума-çумăн ларнă чух, хĕр ăна салтака кайсан та кĕтме сăмах панăччĕ. Çил çеç-мĕн хĕрача сăмахĕ!
Çав кунах вăл çыру çырчĕ. Мĕн-мĕн каласа пĕтермерĕ пуль хĕре! Çырăвне «эс сутăнчăк!» тесе вĕçлерĕ.
Верук та нумай кĕттермерĕ, кĕçех салтак патне куççульпе йĕпеннĕрен чернилĕ сарăла-сарăла кайнă çыру килчĕ. Хĕр кӳренĕвĕ унта хуран кукли пекех çаврăнатчĕ вара!
«…Петĕр пирĕнпе кӳршĕллĕ пулнăран, уншăн эс вĕчĕрхĕннĕрен аттене кил-çурта урăх вырăна куçарма хушрăм. Малалла текех хĕрсемпе мар, Петĕрпе çеç çӳреме пуçлатăп. Тиркекене тирĕк тĕпĕ теççĕ. Кĕвĕçекене çурăм урлă кĕвенте кирлĕ. Хăшĕ «сутăнчăкне» пурнăç кăтартĕ.
Петĕр савнийĕ Вера».
Çартан таврăннă каçхине клубра киноччĕ. Верук та пычĕ. Кĕчĕ те клуба тӳрех Гришăна асăрхарĕ. Ырă каç теесчĕ хуть! Пысăк çав хĕр мăн кăмăллăхĕ! Куç хӳрипе пăхрĕ те салтак енне, юри йĕкĕлтеме тенĕ пекех, Петĕр çумне пырса ларчĕ. Сăмахшăн кивçене кайман Турилкке тем ахăрттарма та пуçларĕ.
Гриша вăл каçхине экран çине мар, Петĕрпе Верук çине çеç пăхса ларчĕ. Чĕрере тăвăл кĕрлерĕ.
Анчах та темшĕн хĕрачана Петĕр ăсатмарĕ. Вăл урăх хĕрсемпе кайрĕ. Гриша Верăна хапха умĕнче тытса чарчĕ. Малтанхи каç вĕсем тавлашсах ирттерчĕç, иккĕмĕшĕнче çураçрĕç, тепĕр уйăхран туй турĕç. Унтанпа уйрăлса тухма та ĕлкĕрчĕç, ача та çуралчĕ. Халь ак çемье арканать. Килте ултавçăн шăрши-марши ан пултăр! Петĕр патне кайсах яратăп. Ясарпа вăрă хăçан та пулсан çакланать тени тĕрĕс мар-и?..
Хапха алăкĕ шалтлатни Гришăна шартах сиктерчĕ.
— Вера пулас. Паянах уйăрлатпăр, — сиксе тăчĕ Гриша.
Çук-çке. Кил хушшинчи чӳрече умĕпе кӳршĕ ялта учительте ĕçлекен йăван пиччĕшĕ иртни курăнчĕ.
— О-о-о! — кăшкăрчĕ вăл алăк уçсанах. — Таврăннă ятпа, шăллăм! Салам! Понимаешь, эп сана тухса кайиччен курасшăнччĕ. Костюм илме укçа та илсе килтĕм, куккасем валли шăрттан хатĕрленĕччĕ. Понимаешь, эс пĕр сехет маларах Мускава тухса та кайнă. Кукка мĕнле? Университетрах-и? — пĕр виçе калаçрĕ учитель. — О-о-о! Манăн портсигар. Эп ăна çухалнă тесе çур уйăх шыратăп ĕнтĕ. Кунта манса хăварнă иккен!
Гриша портсигар тенине илтсенех, ăна сĕтел çинчен ярса илчĕ:
— Санăн-и? Понимаешь, — йĕкĕлтерĕ вăл пиччĕшне. — Эсĕ те çав ăçта манса хăвармаллине пĕлместĕн!..
Вăшт! çеç ывăтса ячĕ Гриша портсигара алăк патнелле.
Нимĕн те ăнланман пиччĕшĕ пĕр хушă юпа пек хытса тăчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...