«Профессор-тĕпчевçĕ»


Вырăн çинчен тинтерех çеç çĕкленнĕ Убайкина шартах сиктерсе телефон чăнкăртатрĕ. «Кам мурĕ-ши ĕнтĕ? Кама ир-ирех кирлĕ пултăм-ши?» — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ çыравçă.

— Алло! — терĕ вăл кăмăлсăррăн трубкăна çĕклесе. — Итлетеп.

— Михал-Михалч-и? — илтĕнчĕ леш енчен харсăр саса.

— Эпĕ, эпĕ. Тем, тӳрех палласа илеймерĕм-ха сире.

— Петухов ку, «Пучах» хаçатран.

— А, Макçăм! Мĕн сăлтавпа шăнкăравлатăн?

— Сăлтавĕ-качки... Калаçмалли пурччĕ, тĕрĕсрех — ыйтмалли. Куçа-куçăн сăмахлама пулать-ши?

— Ма ан пултăр. Тавай, кил. Кĕтетĕп.

Тепĕр сехетрен-мĕнрен лешĕ персе те çитрĕ. Убайкин ăна хывăнма пулăшрĕ, çемçе диван çине лартрĕ. Хăй унпа юнашар вырнаçрĕ.

— Ну, çамрăк тусăм, каласа пар: мĕнле нуша илсе çитерчĕ сана ман пата? — куçран пăхрĕ кил хуçи. — Ах, манса кайнă ыйтма! Мĕнле йышăнчĕç унта пирĕн интервьюна? Манăн тăшмансем кашни утăмрах вĕт. Юратмаççĕ мана, кураймаççĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ăмсанаççĕ, кĕвĕçеççĕ. Пичетре мĕн те пулин çапăнса тухсанах тути-çăварне эрĕм хыптарнăн йĕрĕнчĕклĕн пăркалаççĕ: «Каллех çав Убайкин! Каллех «хăйĕн» пăлхар-чăвашĕсемпе аташать!»

— Ун-кун перкелешнине илтмен, — терĕ Петухов. — Анчах та Абдурахманов — пирĕн редактор — малтан иккĕленнĕччĕ: «Тем те пĕлет сан Убайкину, чăн-чăн ученăй-историксем аякра тăччăр. Тĕпчевçĕ мар вăл, юмах-халап ăсти», — теççĕ ун пирки наука çыннисем. Вăт эсĕ М. Убайкин 200 кĕнеке авторĕ, ун япалисене тĕнчери 100 ытла чĕлхепе вулаççĕ тесе çыратăн. Кăна ăçтан пĕлетĕн эс? Кам тĕрĕсленĕ?» — «Хăй каларĕ». — «Хăй вăл тем те калĕ сана. Ĕненсе пĕтер эс ăна! Çын хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче ăçтан 200 кĕнеке çырма ĕлкĕртĕр? Кун пирки паллă-чаплă писательсем те, сăмахран, Пушкин, Достоевский, Толстой, Чехов — ĕмĕтленмен. Пирĕн вара — курăр-ха! — мĕнешкел гени, мĕнешкел улăп пур» — «Апла тăк унпа, пĕтĕм тĕнче пĕлекен писатель-тĕпчевçĕпе, чăвашсен мухтанмалла кăна», — тетĕп эпĕ. Редактор хăйĕннех перет: «Тен, ăна халех — пурăннă чухнех — хулари Республика лапамĕнче вилĕмсĕр Ленинпа юнашар бронза палăк лартмалла?» — «Палăках мар та, Нобель премине илме тивĕçлĕ вăл», — тетĕп.

— Тĕрĕс каланă эс ăна, Макçăм тусăм, — кулăм пекки турĕ Убайкин. — Нобель премине мана тахçанах панă пулĕччĕç, анчах та, паçăрах каларăм, тăшмансем çине-çинех ура хурса такăнтараççĕ: элек сараççĕ, унта та кунта çăхав çыраççĕ. Тьфу! Ăсчахсем мар вĕсем, — ӳпресем, хăнкăласем! Çавсен сăмсине шăлса ярассишĕнех виличчен тепĕр 100 кенеке çырса хăварас ĕмĕтĕм пур... Мĕн ыйтупаччĕ эс? Мĕн ĕçпеччĕ?

— Ĕçĕ-мĕнĕ... — аванмарланчĕ çамрăк журналист. — Хаман публицистика статйисемпе очерксен пуххине кăларасшан. Çавăнпа сирĕнпе калаçса пăхма шутларăм: «Михал Михалча пурте пĕлеççĕ, вăл пулăшма пултарать», — терĕм.

— Тĕрĕсех шутланă эс: çыхăнусем ман анлă, тымарсем те çирĕп. Так штă, пулăшма, чăн та, пултаратăп. Анчах та пĕр 50 пин тенкĕ кирлĕ пулать.

— Аллă пин? — тĕлĕнчĕ Петухов. — Ун чухлĕ укçана ăçтан тупмалла ман? Вăрлама вĕренмен, çаратма пĕлместĕп...

— Спонсор туп, — терĕ Убайкин. — Сан, пĕтĕм чăваш вулакан хаçат корреспонденчĕн, пĕр-пĕр пуян тус-юлташ — çĕн чăваш тейĕпĕр — пурах ĕнтĕ. Вăт тыт та сăтăр ун патне, çапла-капла те. Укçине куçарнă хыççăн тепĕр темиçе уйăхран кĕнекӳ кĕрлесете тухать. Ун хыççăн Союз членне илесси пирки те шутласа пăхăпăр.

— Юмахри пек саççим, — пуçне сулкаларĕ Петухов, — ĕненес те килмест.

— Юмах мар, чăнлăх ку. Хам арăмах илем-ха акă. Çитмĕлти карчăка, хам тăрăшнипе пĕр çӳхе кĕнеке пекки кăларнă хыççăн (тунмастăп: ăна та хамах çырса панăччĕ), писатель туса хутăм. Унтан ывăлпа хĕрĕме, кĕрĕве члена илтĕмĕр. Тен, пурăна-киле мăнукăмсем те «çыравçă» пулса тăрĕç-ха. Тур пулăштăрах!..

Çакăн хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ, Петухов каллех Убайкинпа çыхăнчĕ.

— Михал Михалч? Сире хăвăр лайăх пĕлекен Макçăм чăрмантарать, — хавассăн пĕлтерчĕ журналист. — Ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ: кафе-ресторанта унпа чылайччен ăшшăн калаçса лартăмăр. Сирĕн счет çине хăвăр каланă чухлĕ укçа куçарма пулчĕ. Илтĕр-и?

— Илессе илтĕмĕр те-ха, — хашлатрĕ Убайкин, — анчах та хаксем кăвас чĕрессинчи чуста пек хăпарса пынă вăхăтра, укçа йӳнелсех пынă тапхăрта... Вопшĕм, кĕнекӳне кăларма тепĕр 20 пин кирлĕ.

— Ах, тур-тур! Ăна ăçтан тупмалла-ши тата? — сӳрĕкленчĕ Петухов. — Хамăн çук. Лешĕнчен, пĕчĕк предприяти ертӳçинчен, тепĕр хут ыйтас — намăс. «Питне кĕççе çĕленĕ, совесть тени пĕр пĕрчĕ те çук», — тейĕ.

— Хăюллăрах пул, Макçăм! Пуçлăхсемпе ултавçăсем хуçаланакан пăтранчăк саманара хăвах пĕлме тивĕç: совесть тени ниме те тăмасть, манмалла ун çинчен. Вопшĕм, пуçна ан ус, тăванăм! Шыра, туп...

Вăхăт хăй еккипех шурĕ. Петухов вара, темле тăрăшсан-мекĕрленсен те урăх пĕр пус та тупаймарĕ.

Темлерен Макçăм хăй нуши-хуйхи çинчен çывăх юлташне каласа кăтартрĕ.

— Кампа çыхланнă эс, тăм пăшал! — терĕ лешĕ çиллессĕн. — Кама ыр туса курнă вăл, сан Убайкину, çак тарана çитсе! Арлан вăл, пĕр хăйшĕн çеç хыпса çунакан чее юс! Ытах та кĕнекӳне пичетлесе кăлармасть тăк, укçуна е каялла тавăрса патăр, е ĕнсе чикки парассипе хăрат.

— Хăратăн ăна... Тахçан икĕ хутчен те «плагиат» тесе айăплама пăхнă, анчах та нимĕн те тăвайман — тымарĕсем ун, хăй калашле, чăн та, çирĕп. Пĕлекенсем каланă тăрăх, «ман» укçапа вăл Куçма Пракухне — кумăшне — брошюра кăларса панă пулать.

— Вăт, вăт! Эсĕ пур — çав-çавах шарламастăн, çăварна шыв сыпса çӳретĕн. Сан вырăнта пулсан, тупата, тăна кĕртнĕ пулăттăм вăл йĕксĕке! Тавай, паянах прокурор ячĕпе заявлени çыр. Суда паратпăр, явап тыттаратпăр!..

Мĕнпе вĕçленнĕ-ши çак кулăшла та хурлăхлă ĕç — паллă мар. Убайкин «профессор-тĕпчевçĕ» вара паян кун та лĕх-лĕх кулса, каçăрăлса çӳрет теççĕ. Пулĕ те! Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: