Тĕпсĕр çырмари чун
— Кайрăмăр клуба, — хулĕнчен çавăтрĕ Светăна Юля. — Канмалли кунсенче мĕне пĕлсе килте пăчăхса лармалла. Кайран поздно пулĕ, халĕ, çамрăк чух, савăнса юлар. Унта упăшка та ниçта та кăлармĕ. Паян Кольăн çуралнă кунĕ, унта çитсе килер. Вăл сана тахçанах килĕштерет, Сережа çук чухне унпа пĕрре-иккĕ ыталашса илнипе ничего не будет.
Света хирĕçлемерĕ. Унăн часрах йывăр шухăшсенчен хăпас килчĕ.
Хĕрсем çитнĕ çĕре уяв хĕрсе çеç пыратчĕ. Çапах та çамрăксем самаях эрех-сăра сыпни курăнать: пĕри хĕрпе пăру çуллашнă пек чуп туса ларать, тепри хĕр пуçĕпех стакана эрех ярса ĕçет, виççĕмĕш чиперкки вара лăпкă кĕвĕ çеммипе пӳлĕм варринчех çĕлен пек явкаланса кĕпине хывать.
— Сире штрафной, — черккепе эрех кĕленчи йăтнă Коля хĕрсем хушшине кĕрсе тăчĕ. — Пирĕн уяв хĕрсе çитнĕ, хĕрсем вара кая юлаççĕ. Кун пек юрамасть… — тăка-тăка эрехне черккене тултарма тăрăшрĕ Кукшапуç Хветĕр ывăлĕ.
— Ĕçсем пурччĕ-ха, вĕсене тумасăр килеймерĕмĕр, — Коля çумне çыпçăнарах калаçрĕ Юля. — Мана уншăн каçарма та юрать. Уншăн сана валли, пăх-ха, пирĕшти евĕр хĕр илсе килтĕм, — Светăна Коля çумнерех чышрĕ тантăшĕ.
Коля çав самантран пурин çинчен те манса кайрĕ тейĕн. Вăл хĕре сĕтел хушшине çавăтса кĕртсе лартрĕ, чи тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕ: иçĕм çырлине те, канфетне те, кăвар çинче пĕçернĕ сурăх какайне те сĕнчĕ. Эрехĕ пирки те манмарĕ, меллĕ самант тупăнсанах хĕре черкке тыттарчĕ. Света ĕçрĕ: пĕрремĕш черккине ĕçнĕ хыççăн хăйне çăмăл пулса кайнине туйса илчĕ, иккĕмĕшне те çавăншăнах аллине тытрĕ.
Вăхăт хăй еккипе шунăçемĕн Коля Светăна пӳртре пăчă тесе урама уçăлма чĕнчĕ. Каччă хĕре пирус сĕнсе пăхрĕ, лешĕ вара пуçĕ çаврăннине туйрĕ те кирлĕ мар тесе пуçĕпе сĕлтрĕ.
— Эсĕ тутанса çеç пăх, хăвна çăмăл пулĕ. Эпĕ сĕнетĕп çеç, килĕшмесен ӳлĕмрен текех сĕнмĕп. Акă, тыт, кайран хăвах тав тăвăн-ха та, — юмахларĕ Коля.
Света ĕненчĕ. Чĕтрекен аллипе çăварне пирус хыпрĕ, куççуль тухичченех чыхăна-чыхăна кайса тĕтĕм мăкăрлантарчĕ. Эрехпе пирус хăй ĕçнех турĕç: хĕрĕн пуçĕ шавларĕ, куç умĕнчи япаласем çаврăна-çаврăна ташла пуçларĕç. «Эх!.. Лайăх та!..» — хăй ăшĕнче шухăшларĕ Света, ӳт-пӳне темле çăмăллăх кĕнине туйса илчĕ, ним пулмасăрах йăл çиçрĕ. Кольăна çакă çеç кирлĕ пулчĕ тейĕн. Выç кашкăр кĕтӳрен çĕтсе юлнă сурăх çине сиксе ларнă пек вăл туххăмрах хĕре аллисемпе çатăрласа тытрĕ, Света хăйне айккинелле тĕртнине пăхмасăрах ăна вăйпах чуп турĕ, аллипе кĕлеткине хыпашларĕ. Каччă хĕре улмуççисем хушшинелле, сад пахчине илсе кĕчĕ. Малтан чиперкке хирĕçлерĕ, вăйсăр аллисемпе Кольăна чарма хăтланчĕ, анчах хăйне çунат хушнă кайăк евĕр туйса çан-çурăмне лаштăрах ячĕ, турткаланма пăрахрĕ те пĕр сассăр каччă ытамне путрĕ. Лешне çакă çеç кирлĕ пулнă, ахăр: хĕре вăл тата та хĕрӳллĕрех хăй çумне пăчăртаса çупăрларĕ, кăнттаммăн ачашларĕ…
* * *
«Çуллахи çанталăкпа киленсе утать хĕрарăм, кăкăр туллин сăмсапа туртать уçă та пылпа чечек шăрши кĕрекен сывлăша. Хĕвел вара унпа киленет тейĕн: ачашшăн хĕртет, кун каç енне сулăннăран хĕрӳлĕхне те чакарнă кăнтăр хунарĕ. Хĕрарăм ярăнса утать, шыв çинчи акăш тейĕн. Килленсе пынă май хирĕç хĕрĕ килнине асăрхарĕ Марье аппа. Амăшне курса йăл çиçрĕ çамрăкскер, анчах тем пулчĕ ăна, тăп чарăнчĕ, пичĕ те тĕксĕмленчĕ. Хĕрĕ патне туртăнчĕ хĕрарăм. Çитрĕ те лешĕ хăрах урипе лачакаланса тăракан вырăна кĕрсе кайнине асăрхарĕ…»
Марье аппа тем хăрушă тĕлĕксемпе аташса выртса хăранăран-ши тăруках вăранса кайрĕ. «Эй, çак тĕлĕкĕсене!.. Ĕç хыççăн ретлĕ канма та памаççĕ. Пĕрмаях тата виле çине курнаççĕ. Светăпа çеç тем амакĕ сиксе ан тухтăр ентĕ. Эй, тавах Турра, иккĕшĕмпех кĕрейменччĕ,» — тутăрне майласа çыхрĕ те выльăхсем патне тухма хатĕрленчĕ. Тула тухиччен хĕрĕ патне пырса пăхрĕ. «Çывăртăрах ĕнтĕ, вăратас мар. Амăш килĕнче те çывăрмасан тата хăçан çывăрĕç-ши?» — çакăн пек шухăшсемпе тĕпелелле иртрĕ хĕрарăм.
Кунĕпех кăштăртатса çӳресе хĕвел анма пуçланине те сисмен кил хуçи хĕрарăмĕ. Тем хăйне кичеммĕн туйса илчĕ вăл. Хĕрĕ те канмалли кунсенче куç умĕнчех çӳрекенскер паян пачах курăнмарĕ. Тантăшĕсем патне те чуптармарĕ, амăшне те тĕрлĕ кирлĕ-кирле мар ыйтусем парса ăнран ямарĕ. Хĕрĕ аппатланнине те пĕлмерĕ вăл. Каç енне çеç пӳрте кĕнĕскер кăмака умĕнчи тĕкĕнмен апата курсан пĕрре тĕлĕнчĕ, тепре пăшăрханчĕ. «Тем пулман-ши кăна,» — тесе хĕрĕн пӳлĕм алăкне уçрĕ.
— Анне, ман калаçас килмест. Вăхăт та çук, питĕ васкатăп-ха, — тĕкĕр умĕнче тутине писевпе хĕретнĕ май пат татса хучĕ Света.
Амăшĕ сăмах чĕниччен хĕрĕ пӳлемрен тухса кайма та ĕлкĕрчĕ.
— Паян эпĕ Юля патĕнче çĕр каçатăп, ан кĕт, — алăк хупăннă май илтĕнсе юлчĕç Светăн сăмахĕсем.
Каç пулттипе тĕл пулчĕç икĕ хĕр тантăш. Юля сыпма ĕлкĕрнине те асăрхарĕ Света, хаваслă тытать лешĕ хăйне.
— Светочка, санăн малтан ăшна ярас пулать, ан ыраттартăр тесе, — ăнлантарчĕ вăл тантăшне. — унсăрăн никак, хăвах ăнланатăн. Васкар, кӳршĕ яла çитмелĕх пур-ха, — лавкка еннелле сĕтĕрчĕ хайхискер юлташне.
Лавккаран тухсан кирлĕ çĕре уттарнă май Света хăй ăçтине те, ăçталла кайнине те чухлаймарĕ, пуçран çапса минретнĕ çын пек Юля хыççăн тĕнкĕлтетрĕ, утнă май енчен енне сулланса пычĕ. Нимĕн те пĕлмерĕ те, туймарĕ те вăл: темле карчăк патне çитнине те, хăйне йӳçĕ те шăршлă шĕвек ĕçтернине те, урайне сарса панă хура тӳшек çине вырттарнине те, урисене сарма хушнине те, хăйне чăтма çук ыраттарнине те, кайран вăйпах килне кăларса янине те. Хăй урамра иккенне ăнланса пуçне енчен енне пăркаларĕ, анчах Юльăна курмарĕ. Пĕчченех уттарчĕ вара мĕскĕн чун хăй ăçталла каймаллине пĕлмесĕрех. Ялтан тухсан çулпа нумаях та каяймарĕ хăй умĕнче тин çеç утма вĕреннĕ ачана асăрхарĕ. Тĕттĕм каçра шап-шурă тăхăннăскер асамçă пекех туйăнчĕ Светăна.
— Аннеçĕм, кил ман пата, малалла пĕрле кайăпăр, — аллисене хĕр еннелле тăсрĕ вăл.
Света пĕр-ик утăм турĕ те пĕчĕкскере тытас тесе аллисене тăсрĕ çеç лешĕ тата темиçе утăма куçса тăма та ĕлкĕрнĕ.
— Пыратăп, ачам, пыратăп. Тăхтасам ĕнтĕ.
— Çит, анне, çит. Эпĕ кĕтетĕп. Пĕрле кайăпăр, пĕрлех чечексем пухса пуç кăшăлĕсем тăвăпăр. Манăн санпа пулас килет, — тилмĕрчĕ хайхискер.
Света такăна-такăна утрĕ, чупнă çĕрте чупрĕ, хăй пĕр чарăнми пăшăлтатрĕ:
— Кĕт, тĕпренчĕкĕм, кĕт. Пĕрлех кайăпăр. Паянтан эпир яланах пĕрле пулăпăр, пĕрле…
Çул çинчи ача пĕр вĕçĕмсĕр малалла шурĕ, кайран темшĕн сасартăк чарăнчĕ те Светăна хирĕç пычĕ…
Пĕрле утаççĕ амăшĕпе ачи. Света пĕр вĕçĕмсĕр тем калаçать: пĕрре пăшăлтатать, тепре кулать. Пĕлмерĕ, мĕскĕн, çулран пăрăнса аякран аякка кайса пынине те, ял çутисем пачах курăнми пулнине те.
— Анне, васкар. Пире кĕтеççĕ, санпа иксĕмĕре. Халĕ эпир пĕрле ĕнтĕ, тинех пире никам та уйăраяс çук.
Утрĕ те утрĕ Света. Ĕненчĕ, шанчĕ çумĕнче пыракан ачана, чĕререн. Телейлĕ çамрăк хĕр: вăл ачипе пĕрле, вĕсем халь ялан пĕрле пулĕç…
…Хĕре икĕ талăк хушши шырарĕç Марье аппапа тăванĕсем. Ял тавра миçе çаврăнмарĕç-ши — улăм купи çине ӳкнĕ йĕп майлах çухалчĕ хĕр. Иккĕмĕш каç тĕлне çеç тĕпсĕр те тарăн Шуйттан çырмине пырса тухрĕç шыракансем. Мĕнле çитсе ӳкнĕ кунта çити çамрăк хĕр, кам илсе килнĕ, мĕне пула — никам та хурав параймарĕ. Света вара тем тытнă пек, хăй çумне пĕртен-пĕр хаклă та черчен япалана чăмăртанă евĕр выртать. Хăй çĕр çине пĕрремĕш хут ӳкекен шап-шурă юр пек пурçăн кĕпепе…
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...