Вилтăпри умĕнче тăнă чух
Вилтăпри умĕнче тăнă чух
Çут тĕнче урăхла курăнать:
Пур те пур сан, сан нимĕн те çук.
Пур пекки те — самантлăх кăна.
Пĕр самантлăх эс килнĕ кунта.
Анчах, шел, ăнланмапстăн çакна.
Эс шутлатăн: «Йăлтах ман — малта!
Пурăнма эп пуçланă кăна!..»
Йăпататпăр ялан хамăра.
Улталатпăр ялан хамăра.
Кун пек чух пурăнма çăмăлрах.
Кун пек чух кăткăсси — ансатрах.
Сивлеместĕп эп ку ултава.
Вăл пире вăй парать пурăнма...
Пурпĕрех сана, Пурнăç, тавах!
Тата кăшт пурăнасчĕ-ха ман!..
Вилтăпри умĕнче тăнă чух
Урăхла курăнать çут тĕнче:
Пурте пур сан, сан нимĕн те çук.
Пур пекки те — самантлăх кăна.
29.05.2020
20 сехет те 33 минут.
Улатимĕр Гордеев (2020-06-20 12:00:49):
Пĕлетĕн, пĕлетĕн эс, аякри тăванăм, хурине, те шуррине те...
Çак сăвву та сан, кĕлĕ пекех, чун варне пырса тĕкĕнсе тухса каять.
Темĕн те тата та калас тенĕн туйăнать, калани те çителĕклĕ пек. Михаил Игнатьев умĕнче те вуласамччĕ, хастарлăхна пытармасăр...