Митта Премине илнĕ хыççăн каланă сăмах
Ак, туссем, пĕрле ларатпăр,
Кĕр-кĕрлетпĕр пĕр йышра.
Миттапа пĕрле туятпăр
Пĕр килти пек хамăра.
Çĕнчĕ йăлт Ваçлей пиччемĕр,
Иртнĕ — манăçми хĕн-хур.
Ĕнтĕ халĕ, тăвансемĕр,
Унăн Премийĕ те пур.
Çук, чиновниксем памаççĕ
Çакăн евĕр премине,
Вăрттăн валеçсе лармаççĕ,
Вăрăсем пек, пĕр-пĕрне.
Вăл, Митта Парни, пуçланнă
Сăвăçăмăр чĕринче,
Çирĕпленнĕ те туптаннă
Унăн хĕнлĕ шăпинче.
Çав Парне, поэт Халалĕ,
Çĕкленет уйран-хиртен,
Çутатса тăрать вăл халĕ,
Чăн та, халăх чунĕнчен.
Чăн шайпа ав «преми» тетпĕр,
Çук, виçместпĕр цифрăпа, —
Ун сăваплăхне пĕлетпĕр,
Палăртатпăр — çав сумпа.
Тивĕçлĕ-ши хам теейĕп
Эп Миттамăр премине?
Мĕнлерех тивĕçтерейĕп
Юхма енĕн шанăçне?
Чăнлăх, Тӳрĕлĕх вăй патăр
Мĕн тумаллине тума!
Кашниех халь тăрăшатпăр
Пурнăçа çапла курма.
Ĕç-тертпе кăшт ырнă куçăм
Халь сăнать Митта сăнне.
Тайăл, пĕвĕм, тайăл, пуçăм,
Ун умне, тус-йыш умне!
Янăрать Митта металĕ
«Çулсерен янравлăрах.
Унăн Премийĕ, Халалĕ, —
Вăл та пултăр — халăхпах!
1987, октябрĕн 29-мĕшĕ,
Патăрьел
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...