Вагонра
Пĕр пĕчĕк станцăра пирĕн вагона икĕ çын кĕчĕ: иккĕшĕ те çар çынни.
Эпĕ вĕсен питне-куçне кураймарăм. Вагонра тĕттĕмччĕ, хунар ăшне лартнă çурта такăнса ӳкесрен сыхланмалăх çеç çутă паратчĕ.
Çĕнĕ пассажирсем шавламасăр кĕчĕç, çынсене хисеп тăвас кăмăлпа кăшт çеç илтĕнмелле калаçса, ман çывăхра ирĕк вырăн тупса вырнаçрĕç. Вĕсенчен пĕри, кĕсйинчен çурта кăларса, сĕтел çине çутса лартрĕ. Çавăн чухне тин эпĕ ухсахларах утса кĕрекенни хĕрарăм иккенне асăрхарăм.
Вырнаçса ларсанах калаçма тытăнчĕç. Итлес темен çĕртенех вĕсен сăмахĕ ман хăлхана пырса кĕрет. Калаçасса вĕсем малтанах тапратнă пулас. Хĕрарăм-салтак юлташне хăй темиçе уйăх госпитальте выртни çинчен тата урасăр юласран хăрани çинчен каласа пачĕ. Калаçнинчен ку хĕрарăм-салтак халь килне таврăнма тухни çинчен те пĕлтĕм.
— Германи çĕрĕ çине пусмасăр киле таврăнас мăр тенĕччĕ, телейĕм пулмарĕ, — терĕ вăл. Кун хыççăн ассăн сывласа илчĕ. Унтан хушса хучĕ: —Тантăшсен çырăвĕсене вуланă чух кĕвĕçес те килет, хурланас та килет, анчах ним те тума çук.
Çапла каларĕ те хĕрарăм-салтак, унтан медальне хумалли хĕрлĕ коробкинчен пуç пӳрне пысăкăш тимĕр татăкĕ кăларса, ăна юлташĕ аллине тыттарчĕ.
— Акă çав ванчăк. Ман ура ăшĕнче вăл уйăх ытла выртнă.
Вагон ураписем пĕр пек кисреннĕ май эпĕ ыйăха кайнă. Темĕн чухлĕ çывăрнă вара хам, чухлаймастăп. Анчах вăраннă чухне те вĕсем мĕлтлетсе çунакан çурта суттинче çаплах калаçса ларатчĕç.
Хальхинче ĕнтĕ арçынни Курск таврашĕнче пулса иртнĕ хаяр çапăçу çинчен, ку çапăçура хăй аманни çинчен каласа парать. Вăл калани халь те асăмрах тăрать-ха, çавăнпа ăна хам илтнĕ пекех çырса парас тетĕп.
— Пĕтĕм çанçурăм чăтма çук пĕçернĕ пек пулчĕ, — тет вăл, — каярахпа тăна та çухатнă. Медсанбатра тин тăна кĕнĕ.
Пĕррехинче аяк хытă ыратнипе вăранса кайрăм. Майлăрах выртас тесе, çаврăнма хăтлантăм, вăйăм çитмест. Умра сестра тăрать. Сестраран çаврăнса выртмашкăн пулăшма ыйтрăм. Вăл пулăшмарĕ. Çавăрса вырттарас вырăнне вăл хăй аллине ман çамка çине хучĕ.
— Ванюш, çаплах вырт, сана хускалма юрамасть...
Ку сасса илтсен, шартах сикрĕм. Паллакан сасă. Кам сассине тавçăрса илеймерĕм, анчах ăна илтнĕ хыççăн çан-çурăм сахалтарах ыратнă пек туйăнчĕ. Ытла вайсăрланса юлнăран эпĕ тĕлĕрме пуçланă. Тĕлĕкре ялти çынсене куратăп. Килте, пӳрт умĕнчи çерем çинче ларатăп пек. Çанталăк шăрăх, вĕри хĕвел мана хăрах енчен пĕçертет. Çерем çинче манпа пĕрле ялти çамрăксем; хăшĕ ларать, хăшĕ выртать. Эпĕ сулхăналла куçса ларатăп, хĕвел çаплах хĕртсе пăхать. Вара эпĕ юлташсене ял варринчи кӳлĕ хĕррине шыва кĕме кайма чĕнетĕп.
— Ванюш, санăн ĕçес килет пулĕ?
Ку сăмахсене Шура калать. Вăл хамăр ял хĕрĕ кӳршĕлех пурăнатпăр. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне эпир унпа питĕ килĕштереттĕмĕр. Хĕлле пăр çине ярăнма каяттамăр, вечерсенче пĕрле ташлаттăмăр. Анчах вăл та, эпĕ те хамăр пĕр-пĕрне юратни çинчен ун чухне уççăн калама хăяйман. Манăн салтака кайма ятăм тухрĕ. Кайнă чух вăл юлташĕсемпе пĕрле мана ăсатма та пычĕ, тем каласшăн пек пулса куçран пăхрĕ, аллăма хыттăн чăмăртаса, нумайччен вĕçертмесĕр тăчĕ. Уйрăлнă чух кăмăла хуçас мар тесе, эпĕ те калама хатĕрленĕ çăмаха та калаймарăм. Служба срокĕ тухиччен вăрçă та пуçланчĕ. Çапла вара, пирĕн пĕр-пĕрне курасси те пулмарĕ. Вăл института вĕренме кĕнĕччĕ пулас...
Сасартăк вăранса каятăп та инçетри ялăм çинчен, тĕлĕкре курнă Шура çинчен шухăшлама пуçлатăп. Çав вăхăтра такамăн çĕмçе алли пит çумне сĕртĕнчĕ. Куçа уçса пăхрăм, хамăн умра медсестра тăнине куратăп, Шура сăнарлăскер. Вăл унтан пысăкрах та кĕрнеклĕрех, çӳхе тутисене тăп тытса, ман çине куç илтермесĕр пăхать. Ĕнтĕ аташма пуçларăм, ĕнтĕ тĕлĕкпе чăн пурнăç пăтрашăнса каякан пулчĕ, ăсран тухасса та çитрĕм пулас, тесе пăшăрханса, каллех куçа хупрăм. Ыратакан ӳт-пӳ тăрăх темĕнле сивĕ чĕтрев сĕрлесе кайрĕ. Астăватăп: такам мана чей кашăкепе сĕт евĕрлĕ çăра пылак шыв ĕçтерчĕ, ман тутасене тутăрпа шăлса типĕтрĕ. Те тĕлĕкре кăна, те чăн пулчĕ вăл, — калама пултараймастăп. Ытла вăйсăрччĕ эпĕ ун чухне.
Шура, вĕреннĕ чухнехи юлташ, мĕнле пурăнать-ши вăл? Институтран вĕренсе тухма та ĕлкĕрнĕ-и тен, качча та кайман-ши... Килтен çыру илменни нумай пулать. Пăшăрханса пурăнаççĕ пулĕ. Халĕ ĕнтĕ килтисене çырмасăр май килмест. Аманни çинчен çырса пĕлтерес пулать.
Куçăма уçрăм та паçăрхи хĕрарăм ман умрах тăрать. Сăн-пичĕпе вăл каснă-лартнă Шура, сасси те унăнни пекех. Çук, вăл пулма пултараймасть. Тĕнчере пĕр сăнарлă çынсем пулкалаççĕ вĕт. Çыннăн кăмăлĕ хăйĕн сăн-пичĕ çинче те палăрать, тенине илтнĕччĕ. Ку медсестра, Шура пекех, çемçе кăмăллă пулĕ. Е мана Шура çинчен шухăшланипе çеç, куçăм урмăшнипе, Шура сăнлă курăнать-ши? Ун çине тинкеререх пăхатăп.
— Халĕ ĕнтĕ хăрушлăх иртсе кайрĕ. Эсĕ тăна кĕрессине талăк ытла кĕтрĕмĕр, — кăмăллăн сăмах хушрĕ вăл мана.
Хăй темшĕн, каялла çаврăнса куçне шăла-шăла илет. Вăл мана татах та темскер каларĕ. Эпĕ те сăмах хушрăм.
Ун çине пăхса выртнă чухне те манăн шухăш тăван ял çинчехчĕ. Эпĕ вара хам ятăмран çыру çырма ыйтрăм.
Вăл часах чернилпа хут илсе килчĕ.
— Кам патне çырас?
— Киле. Эпĕ аманни çинчен аттепе аннене пĕлтерĕр. Çăмăл аманнă, тесе çырăр, — терĕм эпĕ. Сестра çырма пуçларĕ.
— Тата Шура... Шура Алюхина мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлесчĕ... Килтех-ши вăл?
Ку тĕлте сестра çырма чарăнчĕ те, ман çывăха пырса, — тĕлĕннĕ пек пулса, чылăйччен пăхса тăчĕ.
— Ванюш. Шура çинчен ан ыйт. Эсĕ аманнине те эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп... Мĕнле паллайми пулнă вара эсĕ мана?.. Е хам та çав териех улшăннă-ши?..
Калаçу малалла та тăсăлатчĕ пулĕ. Анчах поезд пĕр пысăк станцне çитсе чарăнчĕ. Кăмăллăн калаçса ларакан пассажирсем, пысăк мар кутамккисене хулпуççисем çине çакса, вагонран, кĕнĕ чухнехи пекех, шавламасăр тухса кайрĕç.
Шурапа Вашошăн малашнехи кунĕсем çинчен пĕлес килетчĕ манăн. Вĕсем ун çинчен калама ĕлкĕреймерĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...