Сывлăшран — хаяр шĕвек
Ыйхине çухатрĕ Кулине кинемей. Пĕр эрне ĕнтĕ чăлăм куç хупаймасть. Эре, çĕрулми кăлармалла-çке, вăйлă çумăр хыççăн çĕр шанк хытса ларчĕ, кĕреçе те кĕмест.
Эппин, аншарли юхтармалла та... Карчăк-кăрчамас лаççа кĕрсе кĕçех хуран çакса та ячĕ. Валашкари шывĕ ăшăнсан ун вырăнне сиввине ярса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Чашăк-тирĕк çурĕ вăл, урай сĕрчĕ. Çур сехетсенчен лаççа тухрĕ. Вутти лайăх çунать-ха, анчах темшĕн аншарлийĕ юхмасть. Кун пеккине халиччен курманччĕ вăл.
Вутпа аппаланса кӳршĕ хĕрарăмĕ Кĕтерне лаççа кĕрсе тăнине те асăрхамарĕ Кулине.
— Пӳрт алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать те пахчана тухса пăхам-ха терĕм. Пурăнать-и-ха ку, нимĕн те пулман-ши тесе.
— Çăра çакмасан такам та кĕрсе кайĕ терĕм те... Ара иртнĕ шăматкун сĕтел çинчи хĕвел çаврăнăш çăвне шăхăртса та кайрĕç.
— Мĕн ĕçлетĕн ара?
— Ĕçлесси-мĕнни. Эрех юхмасть вĕт-ха.
— Кӳр, хам пăхам. Пăрăхĕ тулса ларман-ши? Йĕркеллех. Эсĕ чустине татах хатĕрле-ха, кунта хуран йĕри-тавра сахал сĕрнĕ пулас.
— Чусти хатĕр-ха.
— Сĕрес умĕн хуранне уçса пăхас мар-и? — сĕнчĕ Кĕтерне.
— Мĕн пăхмалли пур ара унта? Икĕ витре пăрака ярса йĕркеллех сĕрсе тухрăм. Паян кăна эрех юхтармастăп вĕт эпĕ, — терĕ Кулине кӳренерех.
— Эсĕ кирек мĕн кала та, уçсах пăхам-ха, — кӳршĕ хуран хупăлчине çĕклерĕ. — Эсĕ мĕн, сывлăшран эрех юхтармастăн пулĕ те? Тав ту кӳршӳне, хурану çурăлса каятчĕ вĕт.
— Мĕн çурăлмалли унта? — Кулине вучах умне пырса пăхрĕ: хуран пуш-пушах иккен. — Вăт мыскара! Вăрăсем пăракана хурантанах ăкăртса кайнă, — пĕççине шарт çапрĕ кӳршĕ.
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...