Хĕвеллĕ çумăр


— Тавтапуç, Лида! — хурамкка хĕр аллине питĕ хытă тытса пăчăртарĕ Микулай. — Ырă хыпаршăн... ăшă саламшăн... Лайăх каччă тĕлне пулах, йăмăкăм!..

Лида вăтанса пуçне пĕкрĕ. Унăн савăк хыпарĕ хыççăн ĕнтĕ çак хăтлăхсăр пӳлĕмре те питĕ ырă пек туйăнчĕ. Таçтан çумăр витĕрех хĕвел çути ӳкрĕ тейĕн.

— Ну, йăмăкăм, — икĕ хулĕнчен пăчăртаса тытрĕ хĕре Микулай. — Пухăва кайма вăхăт... Комсомол пухăвне...

Хура хĕрпе хура каччă, чăнах та, йăмăкĕпе пиччĕшĕ терĕш, урамалла тухрĕç.

 

28

Пухури ĕç-пуçа тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартас тесен çак повеçре халиччен мĕн пулса иртнине тепĕр хут çырса тухмалла пулĕччĕ. Пуху таврашĕ ахаль те кичем япала, ăна калав-романра ӳкерсе кăтартма хăтланни татах та кичемрех.

Сăмах май автор акă мĕн пирки асăрхаттарасшăн: повесть çырма лариччен малтан эпĕ геройсен пурнăçĕпе паллашнă хушăрах комсомол пухăвĕн протоколне те тимлĕн вуласа тухрăм. Вăл пĕр-пĕр кăсăк сюжетлă драма пекех вуланать. Апла пулин те, ăна повеçе кĕртме май килмерĕ. Вырăн çитмерĕ ум валли.

Тахçантан килекен йăла тăрăх, пухура, паллах, президиум суйларĕç. Чăннипе, пĕтĕм пухăва малтан пуçласа вĕçне çитиччен Петр Иванович Уруков хăй ертсе пычĕ. Вăл комсомол комитечĕн ĕçне питĕ тĕплĕн тĕрĕслени, пухăва пур енчен те лайăх хатĕрленни унăн кашни сăмахĕнчех курăнать.

Малтанах Кариньков кĕске отчет пекки туса пачĕ. Унтан ăна ыйтусемпе тăкăлтарма тытăнчĕç. Пирĕн комитет секретарĕ нумай комсомолеца сăнран та паллаймасть, теççĕ, — тĕрĕс-и çавă? Мĕншĕн комитет ларусемпе: ытлашши иртĕхет? Мĕншĕн клубра каç-кăç ташă-вăйă-еăр пуçне нимĕн те çук?.. Мĕншĕн?.. Мĕншĕн?..

Ыйтусем çивĕчленнĕçем çивĕчленчĕç. Кариньков вĕриленме пуçларĕ. Вăхăт-вăхăт сассине те хăпарткалăрĕ.

Сăмах тухса калакансем нумай пулчĕç. Вĕсем комитет членĕсенчен Каринькова уйрăмах хытă «вĕтелерĕç». Ял çамрăкĕсен йышĕнчен татăлса бюрократланса кайнăшăн, колхоз пурнăçĕнчен аякра тăнăшăн, хăйне çынсемпе мăнаç та тӳрккес тытнăшăн тата ытти нумай-нумай кăлтăк-сăлтăкшăн питлемеллипех питлерĕç.

— Çĕнĕ клубра Кариньков юлташăн чаплă кабинет пур, — терĕ колхоз механикĕ Иван Ермолаев. — Питĕ лайăх йăва. Хĕлле вăл кунта сивĕрен пытанать, çулла — вĕрирен. Кабинета пула Кариньков юлташ хир çулне те, ферма çулне те йăлтах манчĕ... Пĕррехинче вăл çапла ĕне фермине кайма тухнă та колхоз утарне пырса лекнĕ. Кунта кăрчама ĕçсе тултарнипе урисем утайми пулнă... вăл вара çавăнтах çĕр каçнă.

Пухура комсомол райкомĕн хĕр пек вăтанчăк инструкторĕ те пулчĕ. Пĕр-пĕр комсомолец Каринькова çĕнĕ факт пирки асăрхаттарсан, инструктор кашнинчех палан пек хĕреле-хĕреле каять.

Çавăнпа вăл хăйĕн сăмахĕнче «Маяк» колхозри комсомол организацийĕн çитменлĕхĕсемпе йăнăшĕсене йăлтах райкомол çине йышăнчĕ.

— Чи малтан эпир айăплă, эпир! — терĕ инструктор, сылтăм ал тупанĕпе кăкăрне лап та лап çапса. — Пирĕн тимсĕрлĕхе пула сирĕн организаци çакăнта çитсе тăчĕ те ĕнтĕ.

Пухури сăмах-юмах «Нина Ювашева ĕçне» пырса тĕкĕнмесĕр иртмерĕ. Тĕрĕссипе, юлашки вăхăтра пĕтĕм пăтăрмах çавăнтан пуçланчĕ-çке-ха. Нина хăй пухура çукчĕ. Вăл халлĕхе «комсомолка мар-ха». «Кивĕ комитет» унăн ĕçне тепĕр хут пăхса тухайман..ю Çĕнни?.. Çĕннине паянхи пухура суйламалла...

Николай Шангин пухури çамрăксем хушшинче хăй сисмесĕрех куçĕпе тепĕр çынна шырарĕ. Кариньковăн çывăх тусĕ — Георгий Хадаров килнĕ-ши, çук-ши?.. Ха, килнĕ иккен!..Епле ан килтĕр Хадаров, вăл Нина пек мар — комсомо-о-олец! Çапах та хăй чăн хыçалти тĕттĕм кĕтессе пытаннă, шăпăрт та шарламасть — намăсĕ таçта чĕри тĕпĕнче пĕрер тĕпренчĕк упранса юлнах пулас... Ним çук чухне вăл та паха!..

Кариньков вара хăйне урăхла кăтартрĕ, вĕçне çитичченех парăнасшăн пулмарĕ. Кĕç вăл вырăнтан сиксе тăратъ те каллĕ-маллĕ чупкалама тытăнать, милкемес çӳçне-пуçне икĕ аллипех тăрмалать.

— Эпĕ тĕрĕслĕхшĕн, комсомол речĕсен тасалăхĕшĕн кĕрешнĕ! — тăвăннă у сасăпа кăшкăрать Кариньков. — Тĕрĕслĕх пурпĕрех çĕнтерет! Эсир тĕрлĕ демагогсене, йăла тĕлĕшĕнчен пăсăлнă çынсене хӳтĕлетĕр!..

Унччен шăп ларнă Шангин хальхинче сăмах ыйтрĕ. Яла килнĕренпе хăй мĕн курни-илтнине, мĕн тӳссе ирттернине, мĕн пĕлни-шухăшланине йалтах каласа кăтартрĕ. Юлашкинчен сывлăш çавăрса илчĕ те:

— Акă кунта Кариньков юлташ тĕрĕслĕхшĕн, тасалăхшăн кĕрешнипе каппаять, — терĕ вăл. — Анчах Кариньков хăй питĕ таса çын-ши? Кам пĕлмест-ха вĕсем, Хадаровпа иккĕшĕ, мĕн хăтланнине?

Кунта Николай Шангин хайхи Кариньковăн клубри сĕтелĕ çинчи кĕленчепе стакан йĕрĕсене те аса илчĕ — леш «нӳрĕ çаврашкасене»…

Чăн юлашкинчен Шангин çапла хушса хучĕ:

— Кариньков хăйне хăй пĕр пĕчĕк культ туса лартнă, — терĕ вăл. — Вырăсла каласан, культик! Культяпка!.. Хатар таврашĕ те çавнашкалрах культ. Хатарсем пĕтĕм яла хăйсен аллине çавăрса илме, хăйсене пăхăнтарма хатĕр. Пирĕн Кариньков вара çав киревсĕр ĕçре хатарсене пулăшса пырать. Çук, юлташсем, пирĕн «хадаровщинăна» сарăлма памалла мар, çав усал чирпе пирĕн çанна тавăрсах кĕрешмелле!

— Элек! Суя! — клуб кантăкĕсене чĕтретсех кăшкăрчĕ Кариньков. — Не позволю!..

Кăшкăрни нихăçан та вăй пуррине пĕлтермен. Комсомолецсем «кивĕ комитета» салатса ячĕç, Каринькова секретарьтен кăларса çапрĕç.

Çĕнĕ комитета пачах çĕнĕ çынсене суйларĕç. Вĕсен шутне Иван Ермолаев, Николай Шангин, Арманов шофер тата ытти комсомолецсем — колхозра чăн-чăн пикенсе ĕçлекен çамрăксем кĕчĕç.

Çĕнĕрен суйланă комитета «Нина Ювашева ĕçне» çывăх кунсенчех тепĕр хут пăхса тухма хушса хăварчĕç. Айăплисене ун чухне, тен, çирĕпрех «пăркăчламалла» пуласси пирки асăрхаттарчĕç.

Пуху хупăнсан, çавăнтах çĕнĕ комитет ларăвĕ пулчĕ.

Петр Иванович Уруков хăй енчен комитет секретарьне Иван Ермолаева суйлама сĕнчĕ. Анчах Ермолаев хăй ку сĕнĕве хирĕçлеме пăхрĕ.

— Эпĕ калаçма пĕлместĕп — терĕ вăл. — Докладсем тума... лекцисем... Чĕлхем çинче пурĕ те икĕ сăмах кăна: яснă-ясмăк!..

Комитет членĕсем кулса ячĕç.

— Пире калаçма пĕлни мар, ĕçлеме пĕлни кирлĕ, — терĕ Уруков. — Ермолаев ĕçе пултарать. Маттур йекĕт! Çĕр çинче çирĕп тăрать.

Хăшĕсем тата Шангин хушаматне сĕнчĕç.

— Вĕреннĕ çын... Агроном...

— Иртерех-ха, — терĕç теприсем. — Ĕçлесе кăтарттăр!..

Вара комитет секретарьне пурте пĕр кăмăллăн Иван Ермолаева суйларĕç, Николай Шангин унăн заместителĕ пулчĕ.

Ĕнтĕ урамри çумăр та паçăрах чарăннă, хĕвел аннă, ял çине каç сĕмлĕхĕ ӳкнĕ. Клуб сцени çинче, хĕрлĕ хăмачпа витнĕ вăрăм сĕтел хушшинче, çаплах виççĕн лараççĕ: Уруков, Ермолаев, Шангин. Вĕсем малашнехи ĕмĕт-шухăш пирки канаш тăваççĕ, вĕри ĕççи çывхарса килнĕ май, кашни комсомолеца мĕнле вырăна çирĕплетмеллине палăртаççĕ. Сăмах-юмах хĕрнĕçем пĕри е тепри сĕтел хушшинчен тухать те сцена тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет.

— Куратăр, акă, — хавассăн хушса хучĕ Уруков, — çамрăксем мĕнпур ĕçе чун кĕртĕç. Вĕри чун, хастар чун!.. Тытăнар-ха, тусăмсем, тытăнар!..

— Тытăнмалла! — кĕскен пат татса каларĕ Ермолалаев. — Яснă-ясмăк!.. Харкашса çитет!..

Вĕсем клубран тухрĕç те пĕр хушă Аслă урам тăваткăлĕнче чарăнса тăчĕç. Виççĕшĕ виçĕ урамра пурăнаççĕ вĕсем, халь акă, виççĕшин виçĕ çĕрелле саланмалла.

— Ырă каç пултăр, — алă тытсах сывпуллашрĕ Уруков хăйĕн çамрăк тусĕсемпе.

— Ырă тĕлĕк курмалла пултăр, — терĕç çамрăк туссем.

Микулай Çавал хĕррипе çӳреме юратать. Паянхи пек пысăк пухура нумайччен тĕркĕшсе ларнă хыççăн улах сукмакпа утма татах та рехетлĕрех. Кунĕпе çунă тӳлек çумăр сывлăша лайăх уçăлтарнă. Çĕрлехи тĕксĕм сенкер тӳпе тин çеç тăрă çăл шывĕпе чӳхенĕ пек таса. Тӳпери çăлтăрсем шултăран çуталаççĕ, — вĕсене те кĕçĕр темĕнле чипер пике алли çĕнĕрен çуса-тирпейлесе çакнă тейĕн. Таçта тӳпе хĕррисенче кăна тачка пĕлĕт капанĕсем купаланса тăраççĕ. Вăхăт-вăхăт çав пĕлĕт куписем хушшинче, питĕ инçетре, çиçĕм йăлтлатса илет.

Ытла та кĕске çуллахи каç. Хĕвел анса ĕлкĕреймест, тухăçран шурăмпуç çуталма та тытăнать. Алтăр çăлтăр, Çавал шывне ăсса илме пуçтарăннăн, Камай вăрманĕ урлă чылаях аялалла тайăлнă. Таврара кайăк сасси шăранать. Пахчасенчи шăпчăксем вăрман шапчăкĕсемпе ăмăртмалла юрлаççĕ.

Микулайăн та кĕçĕр шăпчăксемпе пĕрлех юрлас килет. Кĕçĕрхи пуху тăвăл вырăннех пулчĕ. Аслатиллĕ çумăр кĕрлесе иртсен, сывлăш тасалать, пĕтĕм таврана çăра кислород — озон сарăлать. Çăмрăк агроном хăйне халь, аслатиллĕ çумăр хыççăнхи пекех туять. Кăмăлĕ хавас унăн, кăкăрĕнче уçă. Чĕри çăмăллăн тапать. Шухăшĕ çунатланнăçем çунатланать.

«Ырантан — çĕнĕ вăйпа! — хăйне хăй тата хытăрах хавхалантарать вăл. — Малашнехи ĕçре йывăрлăхĕ те, чăрмавĕ те пулĕ. Такăнтарас текенсем каллех те тупăнĕç, анчах унăн халĕ ĕнтĕ юлташсем пур. Шанчăклă туссем!»

— «Ырантан — çĕнĕ вăйпа...» Çавăнтах Микулай хăйĕнчен тăрăхласа та илет: шухăшна хаçатри сăмахсемпе тĕвĕлетĕн, агроном юлташ! — тет вăл. — Чăн-чăн чăваш çынни. «Ырана хăварсан ыртарать, варана хăварсан вараланать, тытăнас пулсан — паянах тытăн — тенĕ пулĕччĕ. Тĕрĕс çав, каçалăк умне тăрсан, çурла йывăр тесе ӳпкелешме хушман.

Колхоз ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçса пырасси правленипе парторганизацирен кăна мар, комсомол организацийĕнчен кăна та мар, уйрăммăн илсен, Николай Шангинран та нумай килет. Унăн хулпуççийĕ çине тиенекен ĕç çĕклемĕ паянтан тата ытларах сулăмланчĕ. Вăл — агроном, вăлах — çамрăксен хастар йышне ертсе пыракансенчен пĕри.

Çĕнĕ комитета «Нина Ювашева ĕçне хăвăртрах пăхса тухма хушса хăварчĕç. Шангин кунта хăйне кăшт аванах та мар туять. Вăл — комсомол комитечĕн членĕ, секретарь заместителĕ. Усал чĕлхесем каллех сӳсленме тытăнĕç: «Чун савнишĕн тăрăшать, варлине хӳтĕлет», — тейĕç.

Çук, кунта принципа çирĕп тытмалла! Çынлăх принципне!.. Шангин комсомолец чăн малтанхи утăмранах «чун савнине» мар, инкеке лекнĕ çыннăн чунне хӳтĕлеме тытăннă-çке-ха! Нина вырăнĕнче урăххи пулнă пулсан та, Шангин хăй çулĕнчен пăрăнмĕччĕ, çынна пĕр пекех пулăшĕччĕ. Чĕри ĕнтĕ çав йышши унăн — çыншăн çунакан чĕре. «Нина Ювашева ĕçне» текех вăраха тăсас марччĕ кăна!

Нумай тĕрлĕ шухăшпа çунатланса утнăçем Микулай çул кĕскелнине те сисмерĕ, таçта ӳсĕр çын сасси пĕр çаврăм юрă ĕнĕрлесе илнине те илтмерĕ. Тепĕр тесен, кама кирлĕ ӳсĕр çын юрри?!.

Утать те утать çамрăк агроном Çавал хĕррипе, хăйĕн ырă ĕмĕтне малалла ĕмĕтленет. Хайхи унччен те пулмарĕ, çырманалла тайăлнă ватă йăмра хыçĕнчен Микулай умне икĕ çын тухайса тăчĕ.

Çĕр тĕттĕм те мар, çутă та мар. Анчах Микулай çак икĕ çынна тӳрех палларĕ: Кариньковпа Георгий Хадаров... Ахăртнех, вĕсем ăнсăртран сиксе тухман, Шангин каç-каç çыран хĕррипе çӳренине пĕлсе, юри кунта йăмра хыçне килсе пытаннă.

Микулай шикленме те, аяккалла пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр утăм малалла ярса пуссан, вăл леш икĕ туспа куçа-куçăнах тĕл пулчĕ. Унăн питне сăмакун шăрши пырса çапăнчĕ. «Пухуран тухнă-тухман кӳпсе лартнă!» — хаяр шухăш капланса хăпарчĕ Микулай пуçĕнче.

— Пĕр çынна иккĕн сыхласа тăратăр?! — терĕ вăл, çиллине аран-аран пусарса. — Мĕскĕнсем!.. Ну, мĕн кирлĕ сире?

— Акă мĕн кирлĕ! — Георгий Хадаров чышкине пĕтĕм вăйран сулса ячĕ, анчах Шанган пĕшкĕнсе ĕлкĕрчĕ, лешĕ хайхи хăйĕн мăнттай кӳлепипе çĕре лаплатса ӳкрĕ.

— Эсир апла иккĕн! — сасартăк чарсăрланса-хастарланса кайрĕ Шангин. — Пухура çĕнтереймерĕр те халь чышкăпа çĕнтересшĕн. Çук, ĕç тухаймĕ!

Куç хупса илмелĕх самантра мĕн пулса иртнине виççĕшĕнчен пĕри те лайăххăн тавçăрса илеймерĕç

Студент чухне дружинниксен отрядĕнче «самбо» меслечĕсене вĕренни Шангинăн харама кайман-мĕн. Тĕттĕм кĕтесре пĕр-пĕр йĕксĕк тапăнас пулсал, мĕн тумаллине Микулай лайăх пĕлет. «Предел необходимой обороны» тенĕ кун пирки уголовнăй кодекс кĕнекинче. Кĕçĕр те акă, вăл «кирлĕ таран хӳтĕленмелли виçене» çав икĕ услапа питĕ маттур кăтартса пачĕ.

Георгий Хадаров çĕре лаплатса ӳксен, Кариньков Микулайăн аллисене хыçалтан пăркăчласа илме тăнăччĕ. Микулай вăрт-варт çаврăнчĕ те лешне чышкăпа янах айĕнчен хаплаттарчĕ.

— Тупăннă паттăрсем! — йĕрĕнсе сурчĕ вăл. — Паттăрсем мар эсир, хăравçă хулигансем! Ме сана, ме!

Çĕрлехи тытăçу пуçланнă вырăнта Çавал çыранĕ самаях чăнкă. Шывĕ тарăн авăрта çаврăнса-пăтранса тăрать.

Анчах Микулайăн ăна-кăна шутласа тăма вăхăт çук, пĕччен икĕ тăмсая тăн кĕртмелле. Акă çĕре лаплатнă Хадаров каллех ураланчĕ. Янахран малтанхи «кучченеç» туяннă Кариньков та, милкемес пуçне пĕшкĕртсе, вăкăр пек талпăнса пырать. Микулайăн ирĕксĕрех «икĕ фронтра» çапăçма лекет. Тем вăхăтра унăн хăрах куçĕнчен вут тухса сирпĕнчĕ. Микулай тата хытăрах хаярланчĕ.

— Ме, тутанса пăх! — тăсланкă Каринькова тĕпĕр хут янахран янклаттарчĕ вăл. — Ан ман, хамăра тапăнакансене эпир яланах хирĕç пама хатĕр!

Лешĕ мĕнле сулăнса кайрĕ, çаплипех Çавала вăркăнчĕ. Чăнкă çырантан — пуçхĕрлĕ.

Ĕнтĕ Хадаров пĕччен юлчĕ. Вăл парăнасшăн мар-ха. Ĕнтĕ ун пуçĕнчи сăмакун сĕрĕмĕ те сӳрĕлчĕ пулас. Вăрăм аллисемпе хăй çил арманĕ пек хăлаçланать. Çапăçма сĕкĕнет.

— Сана!.. Сана-и? Кăтартăп эп сана! — усал сăмахсемпе хутăш кăшкăрашать Хадаров. — Çын арăмне хапсăнатăн!.. Чикан урапи çинчен ӳксе юлнăскер!.. Тĕнчере хĕр тупаймастăн!..

— Тупатпăр! — Микулай çак мăнттая та хăй тусĕ хыççăнах чăнкă çырантан Çавала ăсатрĕ. — Шыва кĕрсен урăлăн-ха!.. Гут бай! — лешĕн юратнă сăмахĕпе тавăрчĕ вăл. — Тепре куриччен!..

 

29

Çавал хĕрринчи çĕрлехи тытăçу хыççăн ял çине нимĕнле сас-хура та тухмарĕ.

Микулай хăй пирки çĕнĕрен шăв-шав пуçланасран шикленнĕччĕ. «Йытăпа тытăçни çитмен, халĕ Кариньковпа Хадарова тытса хĕненĕ» имĕш. Анчах лешсем, Кариньковпа Хадаров, çăварĕсене чăнласах шыв сыпнă тейĕн — шăпăрт та шарламарĕç. Паллă ĕнтĕ, тарăн авăра чăмнă чухне çăвара шыв кĕмесĕр пулмасть...

Кĕçех Георгий Хадаров ялтан шăппăн çеç тухса шăвăнчĕ. Ахăртнех, «заочниксен черетлĕ сессие» кайрĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, вăл хăйĕн çĕрлехи «паттăр ĕçенчен» хăех шикленсе ӳкнĕ — агронома иккĕн хĕнеме тапăннăшăн суд умне тăратма пултараççĕ-çке-ха. Кариньковăн шăпи вара чылай йывăртарах. Унăн аллинче — клуб уççи, клуб хуçалăхĕпе пурлăхĕ, библиотекăпа унти мĕнпур кĕнеке. Хӳре вăрăм. Ăна йăпăр-япăрах çавăрса тĕвĕлеймĕн. Çавăнпа вăл пĕр чĕнмесĕр, шăпăрт пурăнать. Яланхи пекех, куллен ĕçе çӳрет, библиотекăна кĕнеке улăштарма пыракансене кĕтсе илет, юрă праçникне хатĕрленнĕ май, хорпа пĕр тăтăш репетицисем ирттерет. Тупата, вăл хальчченхинчен чылай тăрăшарах ĕçе пикенчĕ темелле. Унăн пуçа каçăртас мăнаçлăхĕ те таçта кайса çухалчĕ. Çынсемпе вашават сăмахлать, унчченхи пек хăр-хар харкашмасть, кăшкăрашмасть. Чип-чипер çын Кариньков, ялти «кăтартуллă культработник»!

Хадаровпа Кариньков шăпланнине кура, Николай Шангин та шăв-шав хускатма шутламарĕ. Вĕсен хушшинче парăм таврашĕ çук. Мĕн татмаллине Çавал хĕрринчех татнă. Çитменнине, кирлĕ пулсан — тепĕр чух çитерĕпĕр; ытлашшине, ун пекки пулнă пулсан — каçарччăр!

Тепĕр кунне Уруков умĕнче кăна Микулая питĕ аван мар пулчĕ.

— Сан мĕн, ара, куç айĕнче? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Микулайран парторганизаци секретарĕ. — Каллех такампа тытăçман пуль те?

Шангин хĕрелсе кайрĕ, хăй вара чĕлхи çине мĕн килчĕ, çавна персе ячĕ.

— Çу-ук, — терĕ вăл, ирĕксĕррĕн кулкаласа. — Клубран таврăннă чухне тĕттĕмре йăмра туратти çине пырса тăрăнтăм.

■ Страницăсем: 1... 29 30 31 32 33 34 35 36 37 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: