Эх, çак Укçине...


— Эх, çак Укçине ман кинĕм пулас пулсан-и? Тупата, акă хĕвел те пур, — уйăх та: эпĕ ăна шак та алăра çĕклесе çӳрĕттĕм. Чечче чашăк çинчи чечек пек кантăк умне лартса усрăттăм. Хĕр те хĕр, ăна çитесси никам та çук. Куçпа пăхма вăтанатăп-çке, ара!

Сайкассинчи Симак Улаттин амăшĕ çапла каланине кӳршĕ арăмĕсем темиçе те илтнĕ ĕнтĕ. Нар пек питлĕ Укçинене курсанах калать вăл ăна.

— Эй, тур, пулать кам, чĕлхе, — шӳтлеççĕ кӳршĕ арăмĕсем. — Пĕр йĕр çинче кăна чупакан патефон пластинки юрласа тăрать тейĕн.

— Çапла, ий-я, çапла, çăварĕнчен çав сăмах çĕç тухать темелле.

— Санăн пĕр ывăлна пăхать-ши-ха Укçине? Тен, вăл хăй урăххине куç хывнă пулсан?..

Анчах Улатти амăшĕ сăмахне ним чухламасăрах каламан-мĕн.

Укçине çирĕм иккĕри хĕр. Çирĕм иккĕре çав! Пурăнса курнă кашни çынах лайăх пĕлет ку вăхăт мĕнлерех хĕрӳллĕ иккенне. Укçинешĕн те çавах ĕнтĕ вăл. Çуркунне зоотехникумран вĕренсе тухрĕ те, хăй çуралса ӳснĕ Сайкассине таврăнса, ĕне фермин заведующинче ĕçлеме тытăнчĕ.

Маттур хĕр пулчĕ Укçине. Ялти çамрăк-кĕрĕмпе часах паллашса туслашрĕ ĕнтĕ вăл. Анчах каччăсенчен ăна никамран ытла колхозри Владимир Симаков шофер килĕшрĕ.

Пĕррехинче, Май уявĕ иртнĕ хыççăнах-ха вăл, ĕне-выльăха кĕтĕве яма пуçличчен, фермăна грузовикпа кукурузă силосĕ турттарчĕç. Машина ферма кил картишне çил пек вĕçтерсе пырса кĕчĕ, вите патнелле çаврăннă чух кĕçех пĕр пăрăва таптаса каятчĕ. Фермăра ĕçлекен хĕрсем пурте ахлатса кăшкăрса ячĕç.

Машина пăрăнсан, кабинăран Владимир Симаков кулкаласа тухрĕ. Ялти çынсем ăна ачаранах Улатти тесе чĕнеççĕ. Пите тĕлĕннĕ Укçине тӳрех ун патне утса пычĕ.

— Эсĕ, Улатти, шофер та шофер вара! Сан пек шоферсем тĕнчере миçе-ши?

— Ма? — тăп чарăнса тăчĕ лешĕ. — Начар тесе шутлатăн-и?

— Ăçта мура васкатăн-ха? Тĕнче уçлăхне хăпарса каяс терĕн-и-мĕн?

— Ма? Эпĕ Юрий Гагарин пек пер-рвăй космонавт пулатăп.

— Эсĕ-и?!

— Эпĕ çав!

— Эх, тăрли-и! Чипер çӳрекен пăрăва таптаса вĕлернĕ пулсан, пулатчĕ-ха санран космонавт. «Пер-рвăй» тет-ха тата.

— Ма? Вĕçеймест тетĕн-и?

— Кай, ан калаç луччă. Силос пушатма пулăш вăт пире. Вара сана маттур каччă тейĕп.

«...Маттур каччă... Тин куртăн-и? Эп маттурри тах-çанахчĕ», — тем мăкăртатрĕ те Улатти, каллех машина патнелле утрĕ.

Çакăн пек паллашрĕ Укçине малтан Улаттипе.

Мĕншĕн килĕшрĕ-ши вăл кайран Укçинене? Çук, Укçине ун çинчен шухăшласа пăхмарĕ. Çак хура сăнлă, хулан сасăллă тăлпан каччă пурăна-киле ытла та ун кăмăлне ларчĕ. Укçинен кирек ăçта пырсан та Улатти калаçнине, унăн янравлă хулăн сассине илтес килетчĕ. Те шӳтсем тума пултарнипе, те хăйне мăнна хуманнипе, Улатти уншăн ытти çамрăксенчен ăраснах уйрăлса тăратчĕ.

Укçинене кӳрентерес тенĕннех, Улатти çакна вăрахчен сисмесĕр пурăнчĕ. Анчах каярахпа вăйăсенче ялан иккĕшĕ пĕрле пулма тытăнчĕç.

— Эх, çак Укçине май уйăхĕнчи сирень пек чечекленчĕ, — теме тапратрĕç хĕр-тусĕсем, Укçине Улаттипе çӳреме тытăнсан. Улатти туй тăвасси çинчен пĕлтерсен вара, Укçине савăннипе нимле сăмах тупса кала пĕлмерĕ.

Акă ĕнтĕ, халĕ вĕсем çинчен ялĕпех пĕлсе çитрĕç, тусĕсем вĕсен туйне тӳсеймесĕр кĕтеççĕ.

Кĕркуннехи пĕр каçхине Укçине Улаттие клубра, спектакль курнă çĕрте шыраса тупрĕ.

— Ыран ирех фермăри пăрусем валли комбикюрм тиеме каятпăр, — кĕскен кăна пĕлтерчĕ вăл ăна.

— Ăçта?

— Чукун çул станцине.

— А... вара... туй?.. Эпир йăлтах хатĕрленсе çитнĕччĕ. Тăван-хурăнташсене пурне те пĕлтернĕ... Эсĕ тата мĕн-им, Укçине, каялла май шут тытрăн-им?..

— Туйне ыран мар, тепĕр кун каçпа тăвăпăр терĕмĕр-çке. Унччен эпир станцие çитмĕл çичĕ хут та кайса килме ĕлкĕрĕпĕр. Председатель санпа пĕрле кайма хушрĕ.

— Мĕншĕн кашни шăтăк-çурăках мана чикесшĕн-ха? Эпĕ пăкă мар пуль?

— Эсĕ ху пирĕн фермăра ĕçлеме килĕшрĕн-çке. Манса та кайрăн-и?

— Туй ĕмĕрте пĕрре çеç пулать-çке?

— Вăл та пирĕнтен тармĕ. Комбикорма кайса илесех пулать.

— Çук, эпĕ каймастăп.

— Пыратăн.

— Колхозра шофер эпĕ анчах-им?..

— Мĕн тавлашатăр-ха? — Пăрусем пăхакан Анук пырса тăчĕ. — Комбикорм ман пăрусене питĕ кирлĕ, тиеме хамах пыратăп.

— Вăт, илтрĕн-и? Эпир Анукпа иксĕмĕр пыратпăр. Ирех, тул çутăлнă-çутăлманах тухса каятпăр вара, асту! Улатти ирĕксĕрех килĕшрĕ. Тепĕр кунне вĕсем ĕç кунĕ пуçланнă вăхăта станцине çитрĕç.

Кĕр енне кайнă çанталăк самаях сивĕ. Хăпаракан хĕрлĕ хĕвел тухнă-тухман тăхлан тĕслĕ хулăн пĕлĕт хыçне кĕрсе пытанчĕ. Хĕвеланăç енчен сулхăн çил вĕрет.

Укçине кантуртан накладной çыртарса тухиччен Анук грузовик кузовĕ çинчи япаласене йăлтах пушатса хучĕ, вара Улатти машинăна склад алăкĕ çумнех илсе пырса тăратрĕ.

Çыртарса тухнă хучĕсенчен пĕрне çап-çаврака пит-куçлă весовщицăна панă хыççăн Анукпа Укçине часах тулли михĕсене складран йăтса тухса малтан тарасапа турттарма, унтан, турттарнă хыççăн, машина çине тиеме тытăнчĕç.

Улатти весовщицăпа калаçать. Вăл çул çинче чухне колхозри хоккей команди валли конькисемпе клюшкăсем илме «Динамо» магазинне каясси çинчен асăнса пычĕ. Халĕ вара, хăйпе шӳтлесе те кулкаласа кăна калаçакан çамрăк хĕре курсан ун çничен манса кайрĕ пулмалла.

Анукпа Укçине иккĕшех тар тухиччен ĕçлерĕç, анчах ывăннине каламаççĕ-ха.

— Канăр ĕнтĕ пăртак. Ăçта унта, пушар тухман вĕт, ĕлкĕрĕпĕр-ха, — терĕ вĕсене Улатти, весовщицăпа калаçса тăнă çĕртенех. Вăл çапла каласа Анукпа Укçинене юриех хăйсем çинелле пăхтарасшăн пулчĕ пулас, унăн: «Акă, курăр-ха, эпĕ çамрăк хĕрсене епле çăмăллăн çавăрма пултаратăп», — текен шухăшĕ пурри сисĕнчĕ.

— Эсĕ, Улатти, пире ан пăх. Тимĕре хĕрсе çитсен шаккаççĕ, эпир тин кăна ăшăнса çитрĕмĕр-ха, — ĕçлеме чарăнмарĕ Анук. — Тĕрĕс калатăп-и эпĕ, Укçине?

— Паллах, тĕрĕс.

— Эс унта, Анук, Укçинене хĕрхен кăштах.

— Ăна санăн хĕрхенмелле. Эсĕ вара ăна пĕрре те хĕрхенместĕн.

— Ну-ну, Анук, чипер пул! Тавлашма сĕтĕрсе килнĕ-им сана?

— Вилнĕ сурăха кăна сĕтĕреççĕ, чĕрĕ çынна мар, — çиленсех кайрĕ Анук. — Чĕлхӳпе арман авăртса тăриччен, пире пулăшасчĕ сан. Куран, çанталăк кĕç-вĕç пăсăласла тăрать. Эсĕ пур... — Анук, хулпуççийĕсене вылятса, йывăр михĕсене машина çине епле йăтса хумаллине кăтартрĕ.

— Эсĕ кам, шофер-и? Халех кунта алăсене ывăнтарсан, кайран машинăна кам тытса пырĕ. Эсĕ-и?

— Асту ĕнтĕ, вилсе ан кай.

— Кăлăхах вĕриленетĕн. Эсĕ хĕрсе çитни мана ним чухлĕ те пĕçертмест, — лăпкăн тавăрчĕ шофер, вара каллех весовщицăпа калаçа пуçларĕ.

Михĕсене машина çине тиесе пĕтернĕ çĕре çанталăк чăнах та пăсăлчĕ. Тӳпене талккишĕпех йывăр хура пĕлĕт хупăрласа илчĕ те, вĕттĕн-вĕттĕн йĕпхӳ пĕрĕхме тапратрĕ. Вĕсем киле таврăнма тухрĕç.

Çурма çула çитсен, çумăр тăкса ячĕ. Укçине, çанталăк лăпланиччен тесе, çул çинчи пĕр ялта хăй паллакан çынсем патне кĕрсе ларасшăн пулчĕ. Вĕсен машинăна лартмалли сарай та пурри çинчен каласа пачĕ.

Анчах Улатти яхăнне те ямарĕ:

— Ан хăрăр, эпĕ сире Гагарин пек вĕçтерсе каятăп, — терĕ вăл.

— Михĕсем йĕпенеççĕ пуль тетĕп-çке, — терĕ Укçине.

— Нимех те мар. Эп хамăн машинăна пĕлеп, — урăх калаçмарĕ те Улатги.

Çумăр тумламĕсем кабина кантăкне кĕрпе пек çатăртатса çапăнаççĕ. Улаттине кансĕрлес мар тесе, Укçинеле Анук пĕр-пĕринпе тачă çыпçăнса, унран тепĕр еннелле хĕсĕнсе ларнă. Кабинăра ăшă, бензинпа хĕрнĕ çу шăрши кĕрет.

Вĕтлĕх вăрманалă, сăртлă вырăн чылаях хыçала юлчĕ. Çумăр йăвашланса пычĕ те майĕпенех чарăнчĕ. Умра вĕçĕ-хĕррисĕр тӳрем колхоз хирĕ сарăлса выртать. Çак тĕлте грузовик шоссе çинчен урапа çулĕ çине пăрăнса кĕчĕ.

Сулхăн çумăр çĕре чылаях шӳтернĕ. Пылчăклă çул çинче машина хăвăртлăхĕ чакнăçемĕн чакса пычĕ. Хĕрсе çитнĕ мотор чĕререн йынăшса макăрнă евĕр мĕкĕрет.

Урапасем икĕ еннелле пылчăк сирпĕтеççĕ.

— Умра — çырма пуçĕ. Çакăнтан каçса кайсанах, малалли çул питех хăрушă мар. Улатти ăна машинăна хытă хăваланипе çĕнтерсе каçса кайма шут тытрĕ. Анчах лакăм-тĕкĕмлĕ вырăнта грузовик ураписем пĕр вырăнта çаврăнса илчĕç те, мотор сӳнсе ларчĕ. Машинă чарăнчĕ. Каллех йĕпхӳ пĕрĕхме тапратрĕ.

— Лакрăмăр пулас, — ассăн сывласа куç харшине усрĕ Улатти.

— Каларăм вĕт сана, ман сăмаха итлемеллеччĕ. Эсĕ пур, ху тӳррӳпе... — ятларĕ ăна Укçине.

— Ку çулпа шуйттана чуптарсан, вăл та ывăнать, — алă сулчĕ шофер. — Çатракасси ялĕпе çаврăнса каймаллаччĕ. Тавра çаврăнакан çу хыпнă, теççĕ.

— Халь тин ăна ан асăн. Ăслă шухăш ялан кайран кăна килсе кĕрет сана.

Укçине никама каламасăрах кабинăран тухрĕ, вĕтĕ йĕпхӳ ун питне пырса çапрĕ. Вăл кузов çине хăпарчĕ те тулли михĕсене тытса пăхрĕ. Çиелти михĕсем пурте йĕпейнĕ. «Ытлашши ислетес марччĕ, кайран пăсăлма пултарать», — шухăш пырса кĕчĕ ун пуçне. Вара машина çинчен çăмаллăн сиксе анчĕ те, фуфайкă аркине турткаланă май, йĕри-тавралла çаврăнса пăхрĕ.

Йĕри-тавра кĕрхи çĕртме сухи тунă уй. Комбайнпа вырнă хыççăн пуçтарса купаланă улăм ури вĕсенчен инçетре те мар. Укçине тӳрех унта кайса пĕр çĕклем типĕ улăм йăтса таврăнчĕ.

— Вăт, ман Укçине пултарать. Епле кăна аса илтĕн? — кулкаласа кабинăран тухрĕ Улатти те. — Хам бригадир пулсан, сана куншăн ĕç кунĕ хушса парăттăм.

— Пăрăн! — хыттăн каларĕ Укçине, вара улăма машина çине ывăтрĕ. — Мана тĕрек кирлĕ мар. Хамăн урасемех çирĕп-ха.

— Мĕн эс, пĕрмай çиленетĕн? Пурне те чĕре патне ан ил, Укçине, унта мана валли те ăшă вырăн пулмалла.

— Ман чĕре хăна çурчĕ мар, çавăнпа хваттер ыйтакансем те кирлех мар.

— Ну, ĕнтĕ... Айăплă пулам эппин. Çавах машинăна эпĕ тытса пыратăп-çке.

— Хăйĕн айăпне йышăнман çын яланах хăйне хăй улталать. Эпĕ сан пирки паянччен пачах урăхла шухăшланăччĕ.

Укçине хăвăрт пăрăнчĕ те пусă чиккипе таçта аяккалла утрĕ.

Анук та Улаттие сиввĕн пăхрĕ.

— Куртăн-и? Еплерех вăл санăн пулас арăму? — терĕ вăл. — А эсĕ?.. Май çуках, космонавт! — Вара михĕсем çине витме татах улăм йăтма кайрĕ...

Улатти тăрăшни ахалех пулчĕ. Вăл Анука сахал мар çĕр чавтарчĕ, çырмаран чул пуçтарттарчĕ. Анчах машинăн лакса ларнă кайри ураписем, пĕр вырăнта пыльчăк сирпĕтсе çаврăннă май, тарăнран-тарăн путса пычĕç. Грузовик вырăнтан тапранаймарĕ.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: