Тăван чĕлхе


Тăван чĕлхем ыран пĕтес пулсассăн,

Эп хатĕр паянах çĕре кĕме.

Р. Гамзатов

 

Вĕç-хĕррисĕр

Раççей çĕрĕнче

Миçе пин юханшыв юхать-ши?

Шăнкăр-шăнкăр шывсем хушшииче

Чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши?

Хăшĕ-ши? Кам пĕлет-ши çакна?

Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи.

Вăл илет те пĕрре тыткăна,

Çак вара — чи ырри, лайăххи.

Малтанхи «аннерен», «аттерен»

Тин çеç илтнĕ «нейтрино» таран

Пĕтĕмпех эс тирпейлĕн илен,

Хăв сăмах хутаçне пуçтаран.

Çав хутаç ылтăнран та паха,

Мухтанатпăр эпир унпалан.

Тав тăватпăр тăван халăха

Çав хутаç кăтартмалăх пуртан.

Эй, чĕлхемçĕм, сана юратса

Çак сăвва эп çыратăп чунтан

Ирхи сывлăм пек эсĕ таса,

Эс хрусталь чечек пек янăран.

...Кĕмĕл саслă çинçе хĕлĕхе

Чĕтрентерчĕ-им лĕп çил килсе?

Çук, ку çепĕççĕн пирĕн чĕлхе

Янăрать эфирта чӳхенсе.

Çиçĕм çиçрĕ йăлт-ялт, аслати

Шартлаттарчĕ таçта çывăхрах.

Чипер чух аслати пулать-и —

Шартлаттарчĕ ку пирĕн сăмах!

Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,

Янăра эсĕ çут тĕнчере.

Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем,

Эсĕ манăн — пĕрре çеç, пĕрре!

 

1969–79

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: