Тăван чĕлхе


Юрататăп тăван чĕлхене —

Ăна парнеленĕ анне.

Аякра эп пулсан та ялтан

Манас çук чĕлхене нихăçан.

 

Анчах темшĕн тăван чĕлхепе

Хăш-пĕри именет пуплеме.

Чăвашла сăмахлать вăтанса,

Вырăсла калаçать такăнса.

 

Тин çуралнă пепке те хăш чух

Сăпкаран вырăсла çеç илтет.

Шутласамччĕ, тăван, ун пек чух

Ман чĕлхем куç кĕрет-çке пĕтет.

 

Эс, чăваш, ан имен нихăçан

Чăвашла пуплеме хулара.

Эс, чĕлхем, тепĕр алă çултан

Тата хытăрах янăра!

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алин (2018-11-21 16:02:35):

Ай пит илемлĕ сăмахсемпе çырать-çке. Вулама илмемлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Влад Маскай (2018-12-01 03:01:17):

Тăван чĕлхене мухтани пур енчен те лайăх ĕнтĕ. "Эс,чĕлхем, тепĕр алă çултан тата хытăрах янăра",- тени вара килĕшсех каймарĕ мана.

"Алă çул"- аллă çӳл - темелле пулнă пулĕ. Ку пĕр енчен. Тепĕр енчен, паян кун чĕлхемĕрĕн янравĕ сахалтараххине систересшĕн калани, вырăнлă пек туйăнать, Шупашкарăмăрта çамрăксем ытларах вырăсла калаçнине шута илсен, анчах та 50 çул хушшиче мĕн курăпăр-ши текен шухăш та урăм-сурăм çаврăнать пуç тавра. Чăвашла витĕмлĕн янратса калаçас тесен ĕçе паянах кӳлĕнмелли çинчен ытларах çырни усăллăрах пулнă пулĕччĕ теес килет манăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Галина (2021-04-25 14:48:48):

Тĕрĕссине алă çул, кунта йăнăш çук

 

Галина (2021-04-25 14:49:12):

Тĕрĕссине алă çул, кунта йăнăш çук

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: