Ватă йăмра айĕнче
Нумай планетăсене хыçа хăварса, инçетри тĕнче уçлăхĕпе вирхĕнсе пыракан пĕчĕк те çутă космос карапĕ çĕр атмосферине кĕрсен чи малтанах пысăкланчĕ, кайран вара, çĕр атмосферин пусăмне пула, тата пĕчĕкленсе куçран çухалчĕ. Космос карапĕ, ахаль куçпа курăнман калăпăшлă пулса, çырмари çӳллĕ валак пуçĕнче ӳсекен ват йăмра айне анса ларчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, йăмра айĕнче ним çукран çын евĕрлĕ мĕлке пулса тăчĕ. Ват йăмра, кун пеккине курманскер, ют кĕлеткене çил çинче вылякан тураттисемпе, хăйĕн тăванне тĕл пулнă пек, ăшшăн ачашларĕ. Çу уйăхĕн ăшă каçĕсем. Шăп. Çырмари валакра юхакан çăлкуç кăна, хăйĕн хăйне евĕр кĕввипе илем кӳрсе çак шăплăха татать. Ют кĕлетке те каç шăплăхне, шăнкăртатса юхакан шыв сассине тăнларĕ, енчен енне пăхкаларĕ, пурте йĕркеллĕ, юнашар никам та çуккине пула хăйĕн ĕçне пикенчĕ.
Ют кĕлетке çĕр çынни çӳллĕшех, анчах ăна чи çӳлте ӳсекен йăмра çулçи кирлĕ пулнăран, вăл çав çулçă патне хăйĕн кĕлеткин тăршшĕне вăрăмлатса çитме пултарчĕ. Çулçăна татса илсе ятарлă шăнтакан капсула ăшне хучĕ, вара каллех каялла çĕр çынни çӳллĕш пулса тăчĕ. Кăшт тăхтасан ют кĕлеткен пуç пӳрни вĕçĕнче вăрăм йĕп курăнса кайрĕ. Çав йĕпе йăмран вуллине чикрĕ, йывăçăн сĕткенне çăтса илсе каялла туртса кăларчĕ. Тепĕр шăнтакан капсула кăларса пӳрне вĕçĕнчи йĕпрен йăмра сĕткенне çавăнта юхтарчĕ. Ку ĕçе вĕçлесен, ют кĕлетке хăйĕн тавралла пăра пек çаврăнса çĕр ăшнелле пĕр аршăн пек кĕрсе кайрĕ. Кайран вара, çавăн пекех каялла çаврăнса тухрĕ. Пăра пек урисем йĕркеленчĕç, пăрăнса тухнă ура вĕçĕнчи йăмра тымарĕсене виççĕмĕш шăнтакан капсула ăшне хучĕ. Çавăн пекех шăнтакан капсулăсем ăшне йăмра хуппи, чечекĕ лекрĕç. Ют кĕлетке йăмрана икĕ аллипе ытамлама пăхрĕ, анчах ытамĕ çитменрен унăн аллисем резина пекех малалла тăсăлчĕç, йывăçа хăйсен ытамне илсе унăн диаметрне виçрĕç. Кайран вара, урисем пекех, аллисем те каялла йĕркеленчĕç. Пулчĕ-и тенĕн ют кĕлетке тем кĕтсе кăштах тăхтарĕ, унталла-кунталла пăхрĕ, тепĕр самантран вара хăйĕн кĕлеткин хура тĕсне çут тимĕр тĕсĕпе ылмаштарчĕ. Ват йăмра, ним пулман пек, хăйĕн тураттисемпе каçхи ăшă çил çинче вылятса мĕн пулса иртнине шăппăн сăнарĕ.
Кăшт вăхăт иртсен ют кĕлетке хăйсеннисемпе космос çыхăнăвне тухрĕ. Çĕрпе ют кĕлетке планетин хушшинче ахаль виçепе темиçе миллион çул çухрăм пулсан, çĕр çинчи хыпар вара унта темиçе çеккунтрах çитрĕ. «Квэркус, Квэркус, ку Саликс! Эпĕ Çĕр çинче! Ку планета пирĕннипе танлаштарсан пин хут тасарах. Кунта сывлăш уçă та таса, сывлама та çăмăл. Хитре те кăмăллă тавралăх, пуян та интереслĕ çут çанталăк. Пирĕн патра пачах расна, эпĕ кун пеккине урăх нихăш планета çинче те курман. Ăçта тата хăш вăхăта лекрĕм-ши эпĕ? Кунта лекме май килнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Мана кунта питĕ килĕшет, анчах таврăнмалла. Квэркус, эсир хушнине пурнăçларăм. Эпир клонлама хатерленĕ саликс йывăçăн пайĕсене веçех илтĕм. Вĕсен шучĕнче: чи çӳлте ӳсекен çулçă, йывăçăн сĕткенĕ, тымарĕ, хуппи, чечекĕ. Йывăçăн диаметрне, тăршшĕне виçнĕ, ку йывăçăн чăн йывăрăшне те калама пултаратăп. Тата мĕн тумалла? Тен, эпĕ темскер манса хăвартăм?» Çакнашкал хыпар вĕçрĕ инçетри ют планетăна. Тепĕр самантранах унтан хыпар каялла таврăнчĕ те. «Саликс! Саликс! Квэркус хыпарлать! Сана питĕ лайăх куратăп, питĕ лайăх илтетĕп. Эсĕ Çĕр çинче. Вăхăт талккăшне илес пулсан эсĕ 17 ĕмĕре лекнĕ, санăн ялтан инçе мар ӳсекен ват йывăç айне анса ларма май килнĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир юриех çав вăхăт талккăшне палăртрăмăр. Мĕншĕн тесен, вăл вăхăтра Çĕр çинче пурнăç, цивилизаци ытлах аталанман, çавăнпа вăл вăхăтри çут çанталăк ырă та таса. Ялне илес пулсан та çӳп-çаппа, производство каяшĕпе вараланма ĕлкĕреймен. Пăх-ха, ав, мĕнлерех çăлкуç тапса тăрать, анчах яланах кун пек пулмасть. Темиçе пин çултан çав çăлкуç та типсе ларать. Эсĕ, Саликс, çăлкуç шывне те илме ан ман. Тата çавăн пекех, эпир клонламалли йывăçăн пайĕсене илме çав йывăç патне юриех сана ятарласа ятăмăр. Клонламалли йывăç ячĕпе сан яту пĕр пек — Саликс. Саликс — вăл латин ячĕ, Çĕр çинче вара ăна Йăмра теççĕ. Ман ята илес пулсан та вăл Çĕр çинчи Юман ятлă йывăçпа пĕр килет. Латин ячĕ вара Квэркус. Мĕн тăван-ха ĕнтĕ, енчен те пире калăпланă чух йывăçсен ячĕпе иденфикациленĕ пулсан. Юмана клонлама пирĕн лабораторире унăн пур пайĕ те пур, йăмран вара çук. Йăмра — вăл питĕ хăйне евĕрлĕ йывăç, ун çинчен тĕплĕнрех пĕлме унăн пайĕсене илме шăпах сана, Саликс, янă та. Саликс, эсĕ Çĕр çинче нумай ан тытăнса тăр. Кĕçех тепĕр çăлтăрсен вăрçи пуçланмалла, санăн унччен çитмелле. Санăн….» — хыпара итлесе пĕтермесĕрех çыхăну татăлчĕ. Тĕрĕссипе каласан, кăна Саликсăн хăйĕн ирĕксĕрех тума тиврĕ. Тулли уйăх çутинче Саликс кĕлетки тĕкĕр пекех çутатаканскер, пĕр самантрах каллех хура тĕслĕ пулса тăчĕ. Саликс такам е тем çывхарассине, темле хăрушлăх пуррине темиçе çухрăмранах туять, çавăнпа та кĕлетке тĕсне ылмаштарма тиврĕ те унăн. Тепĕр самантран Саликс ват йăмра патне çын çывхарнине ăнланчĕ. Çын çитсе тăриччен Саликс йăмра çумне çыпçăнчĕ те хăйĕн кĕлеткинчен йывăç туратти пулса тăчĕ. Йăмра çулçисем пек чăн мар çулçăсем кăларса аялалла усăнчĕ. Çапла вара çын çывхарнă çемĕн чăн мар çулçăсемпе чăн йăмра çулçисем çил ачисемпе вăй вылярĕç.
Çырмана пĕр çамрăк хĕр шыв ăсма анать. Кĕвенте çинче ик йывăç витре сассăр ярăнса пырать. Хĕр утнă çемĕн темле хăйне евĕрлĕ сас илтĕнет. Çук, ку çăлкуç шăнкăртатса юхнă çемĕ мар, пачах урăхла сас, анчах мĕнле сас пулнине Саликс ăнланаймарĕ-ха. Хĕр утмасть, çĕр çийĕн шуса пырать тейĕн. Çутатакан тулли уйăх çинчен аннă-ши?! Чăннипех те, тулли уйăх çине тинкерсе пăхсан унта кĕвенте çине çакса янă витресемпе хĕр мĕлки тăрать. Акă хĕр тата çывхарчĕ. Хĕр хăва хулли пек яштака пӳ-силлĕ, вăрăм хура çивĕтлĕ. Çивĕт кăтрисем утнă çемĕн выляна-выляна пыраççĕ. Пуçĕнче çут кĕмĕл тухья, умĕнче шӳлкеме, теветне урлăлла янă. Утса пынă чух çут тенкисем шăнкăртатса хăйне евĕр сасă кăлараççĕ. Çак сасă шăнкăр-шăнкăр шыв сассипе тĕлĕнмелле илемлĕ пĕр кĕвве пĕрлешеççĕ. Саликс, кун пеккине курманскер, çамрăк хĕре тĕлĕнсе сăнарĕ. Çавăн чухлĕ йăлтăртатакан кĕмĕл çутатнине курсан вăл чи малтанах ку хĕр «хăйсеннисенчен пĕри» пуль терĕ. Ытти планетăрисем мĕнле шутпа пурăннине пĕлсе пĕтер-ха?! Хĕр валак пуçне çитсе тăчĕ, кĕвентине айăккинелле, çерем çине хучĕ, пуш йывăç витрисене пĕрерĕн шыв тултарма тытăнчĕ. Ĕçленĕ май хуллен темĕнле юрă ĕнĕрлерĕ: сассине пусарах юрларĕ пулин те, юрă кĕвви тунсăхлă пулни палăрчĕ. Хĕр илемлĕ сăн-питлĕ, шап-шурă кĕпе тăхăннă, уйăх çутинче вăл Пирĕшти пек курăнать. Анчах темшĕн-çке çак хĕр питĕ салхуллă, шывланнă куçĕсем уйăх çутинче çутатаççĕ, тем çинчен шухăша кайса тăрать. Акă куçĕсенчен çут тумламсем пĕрин хыççăн тепри юхса анчĕç. Чи малтан хĕр сассăр йĕчĕ, юлашкинчен хĕр чăтаймарĕ, ват йăмрана ыталаса илчĕ те ĕсĕклесе макăрма тытăнчĕ. Вĕри куççуль шапăртатса Саликс йăмра пулса тăнă чăн мар йывăç тăрăх юхрĕ. Вĕри куççуль Саликса хĕртнĕ тимĕрпе пĕçертнĕн туйăнчĕ. Хĕр нумайччен йĕчĕ, çак самантра ăна шывпа тулса тăкăнакан витрисем те, чăлт шур кĕпи куççульпе йĕпенни те — ним те кирлĕ пулмарĕ. Тахçанах тулса çитнĕ çамрăк чунне каниччен макăрса лăплантарчĕ. Акĕ таçта аякра автан сасси илтĕнчĕ. Çакăн хыççăн тăрук хĕр шăпланчĕ. Куççульпе тăварланнă питне валакри шывпа çуса тасатрĕ, кĕпе аркипе шăлса типĕтрĕ. Тулли витрисене кĕвенте çине çакрĕ те утса кайма тăчĕ, анчах темшĕн тăп чарăнчĕ. Йăмран чăн мар тураттине тытрĕ те хăйĕн вĕри тутисемпе сĕртĕнсе салхуллăн: «Сывă пул, йăмраçăм, йăмра..!» — тесе пăшăлтатрĕ. Çапла сыв пуллашса хăйĕн килнĕ çулĕпе кайса куçран çухалчĕ. Саликс çывăхра хăрушлăх çуккине ăнланса каллех хăйĕн кĕлетке тĕсне хура тĕспе ылмаштарчĕ. Хăйĕн çине тайăнса йĕнĕ хĕрĕн куççулĕ Саликсăн ятарлă капсулăна пуçтарăннă. Квэркус каланине ас туса çăлкуç шывне те тепĕр капсулăна ячĕ. Кайма пуçтарăннă вăхăтра Саликс çине çӳлтен тем тумларĕ. Ак тамаша! Ват йăмра та паçăрхи хӳхлесе йĕрекен хĕр пекех макăрать мĕн! Тураттисем çинче сурчăк пек тем шывĕ пуçтарăнса тăрать, тем вăхăтран вара çав сурчăк çĕр çине ӳкет. Тахăш вăхăтра йывăç айĕнче йĕп-йĕпе пулнă. Кун пирки Квэркус нимĕн те каламанчĕ. Мĕн-ши вара ку? Шыв — вăл питĕ хăйне евĕрлĕ молекулăсен çыхăнăвĕ, шывра питĕ нумай информаци пĕлме пулать. Тĕпчев веçех палăртĕ. Йывăç çинчи сурчăка та Саликс капсулăна вырнаçтарчĕ. Акă автан сасси тепре илтĕнчĕ. Тул çутăлса пырать. Саликс ахаль те кирлинчен кăшт ытларах тытăнса тăма тивнĕрен пăшарханса самантрах кĕлетке тĕсне çут тĕспе ылмаштарчĕ, куçа курăнми калăпăшлă пулса Çĕр çинчен яланлăхах çухалчĕ.
Ват йăмра айĕнче курни-илтни çинчен Саликс манса та кайнăччĕ, анчах пĕррехинче ăна, черетлĕ çăлтăр вăрçинчен таврăнаканскере, Квэркус тытса чарчĕ. «Ну, Саликс, эс мĕнле? Мĕнле тĕрĕс-тĕкел юлма пултартăн? Сана темле асамлă вăй сыхланă пуль? Ку çăлтăрсен вăрçинче питĕ хаяр çапăçу пулнă, пирĕннисен питĕ нумай аркатупа çухату курма тивнĕ теççĕ», — тĕпчерĕ Квэркус Саликсран. «Чăнах та. Эпĕ хам та çакна сисрĕм. Манпа юнашар пыраканнине мĕнте пулин пулатех, эпĕ вара— чĕрĕ, сывă. Çакă Çĕр çине кайса килнипе çыхăнман-ши тесе шутлатăп. Унтан илсе килнĕ тĕпчев материалĕсем мĕн палăртрĕç?» — ыйтуллăн пăхрĕ Саликс Квэркус çине. «Эсĕ Çĕр çинчен илсе килнĕ материалсемпе йăмра текен йывăçа клонларăмăр ĕнтĕ. Вăл пирĕн çут çанталăк лабораторинче ешерет, кайса курма пуларатăн. Юлашки капсулăри кăпăклă шыв вăл — гутта, латинла «тумлам» тенине пĕлтерет. Тымарсем çăтса илнĕ ытлашши шыв çулçăсенчен тымарсен пусăмĕпе тухать. Гуттаци ытларах çĕрле е ир-ирех пулса иртет. Ку пулăм ытларах курăксемшĕн характерлă. Анчах каларăм ĕнтĕ, йăмра питĕ хăйне еверлĕ йывăç, çавăнпа йăмра та ытлашши шыва кăпаклантарса кăларать те çĕр çине тумлатать. Ахаль çынсем çак пулăма «йăмра макăрать» теççĕ. Çавăн пекех çак пулăмпа тĕрлĕ мифологи çыхăннă. Йăмрана усал вăйсенчен сыхлакан чи ăрăмлă хатĕр тесе шутлаççĕ. Кил-çурта тата ачасене яланах сыхламаллишĕн, хăйне никам та упраманнишĕн йăмра йĕрет теççĕ. Сана йăмран асамлă вăйĕ сыхлать те ĕнтĕ. Тата эсĕ таса çăлкуç шывĕпе вăй илнĕскер, сана халĕ нимĕн те илмест, никам та çĕнтереймест!» — вĕçлерĕ сăмахне Квэркус. «Питĕ интереслĕ. Хĕр ман çине тумлатнă тумлам пирки мĕн калама пултаратăн? Вăл тата мĕн япали?» — пĕлес килчĕ Саликсăн. «Тĕрĕссипе каласан, тумлам — вăл кирлĕмарлăх, тунсăх символĕ. Çавăн пекех пĕр тумламра тĕнче тытăнса тăрать, нумай инфрмаци пухăнса тăрать. Вăл гуттăна илес пулсан — ахаль çын куççулĕ, хӳхлев куççулĕ. Хӳхлев куççулĕ асамлă пĕлтерĕшлĕ, тен çакă та сана упраса пырать. Пирĕн планетăра пурăнакан çурма çын çурма машина мутантсен куççуль тухмасть. Куççуль — ырату символĕ. Мутантсен вара ырату туйăмĕ çук, çавăнпа вĕсен çурма çын пайĕ куççуль кăлараймасть. Сан çинче хĕрĕн пӳрне, ал йĕрĕсем юлнă. Пирĕн пӳрне йĕрĕсен базинче ун çинчен пĕр информаци те çук. Çапах та пирĕн хиромантсем тĕпчев туса ирттернĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ. Хитре, ырă кăмăллă, уçă саслă, ĕçчен, пуян (ахальтен мар ĕнтĕ ун çинче нумай çут тенкĕ пулнă, чухăн çемье хĕрĕ ун чухлĕ тенкĕ çакайман), анчах телейсĕр хĕр. Сарăмсăр, пӳкле вилĕмпе вилет, тĕрĕсрех каласан вилнĕ. Анчах та унăн ячĕ темле паттăрсен ячĕ пек вилĕмсĕр. Унăн ятне ватти-вĕттисем темиçе ĕмĕр иртсен те ас тăваççĕ, пĕлеççĕ, асра тытаççĕ. Çав хĕрте усалли те, ырри те, асамли те пур. Мĕншĕн çапла — кăна хиромантсем те ăнлантарса параймарĕç. Асамлă Çĕр тĕнчи — веçех ăнланма май çук тĕнче», — ăнлантарчĕ Квэркус хулпуççийĕсене сиктеркелесе. Квэркус хăйĕн сăмахĕсене вĕçлерĕ те хăйĕн ĕçĕсемпе малалла васкарĕ. Саликс нумай хыпар пĕлнĕрен чылайччен шухăша кайса тăчĕ — çакăн чухлĕ хыпара тӳрех пуçа хывма çăмăлах мар. Кăштахран вара хуллен малалла утрĕ. «Асамлă Çĕр тĕнчи…Телейсĕр…Вилнĕ…» — çак сăмахсем çине-çине янрарĕç хăлхара. Тутисем те çав сăмахсене пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕç. Çапла Саликс çут çанталăк лаборатори умне мĕнле пырса тăнине хăй те сисмен. Квэркус мĕн каланине аса илсе клонланă йывăçа кĕрсе пăхма шутларĕ. Акă вăл, саликс е, çынсем калашле, йăмра йывăççи. Клонланă йывăç Çĕр çинче курнă йăмраран çамрăкрах, пĕчĕкрех. Вăл чăн-чăн йăмра пекех, хăйĕн çамрăк та илемлĕ тураттисене асамлă хĕрĕн çивĕчĕ евĕр аялалла уснă. Йывăçран чăн— чăн йăмра шăрши кĕрет. Саликс йăмра патне пырса тăчĕ. Тĕлĕнмелле, çак йывăç ячĕпе унăн ячĕ пĕр пек килет. Ят — вăл шăпа çыраканĕ, пурнăç управçи. Çак йывăçпа вĕсен иккĕшĕн пĕр ят, пĕр шăпа, пĕр пурнăç. Саликс аллине çӳлелле çĕклерĕ кăна йăмра туратти ун çумне магнит евĕр туртăнчĕ. Йăмра тураттине аллипе тытрĕ те антăхса кайса шăршларĕ. Çĕр çинче асамлă хĕр йăмра тураттине тутипе сĕртĕнсе сыв пуллашни куç умне тухса тăчĕ. Унăн çав саманта тепĕр хут каялла тавăрас килчĕ, анчах май çуккине ăнланса йăмра патĕнче чылайччен аса илӳсемпе аташса тăчĕ. Тутисем вара пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕç: «Эх, йăмраçăм, йăмра...»
людмила алексеева (2013-12-08 18:49:45):
Пурне те пысăк тав! Çитменнине çитерĕр, ытлашшине каçарăр.Тен, çав тери чаплă пулаймарĕ, анчах шухăшсен капланăвĕпе чун-чĕре туйăмсен пĕрлĕхне вулакан патне илсе çитерме тăрăшрăм.Фантастика чылай чухне йывăртарах вуланать, тен, çавăнпа та вăл пурне те килĕшсех каймасть.
Вера Ванеева (2013-12-09 15:42:01):
Чаплă статья, автор пите хитре чунри шухăшсене фантастикăпа çыхăнтарса вулавçă патне илсе çитерет.
никита алексеев (2013-12-09 21:31:40):
Мана аннен калавĕ питĕ килĕшет.Эпĕ унăн калавĕ тăрăх ӳкерчĕк те ӳкернĕ.
Надежда (2013-12-10 15:31:29):
Умница, так держать! Успехов тебе в твоем труде!
Раиса (2013-12-10 15:44:12):
Маттур! Ăнăçу сире пултарулăх лаççинче!
Наташа Галкина (2013-12-10 22:11:02):
Мана калав питĕ килĕшрĕ. Интереслĕ те хăйне евĕрлĕ хайлав. Ăнăçу сире,Людмила Александровна!
Аноним (2013-12-13 11:20:00):
Молодец!Классный рассказ!Ждем новых рассказов!
aaron adam hamilton (2013-12-13 11:22:08):
Мне очень понравилось!хочу увидеть следующие ваши работы!
билл гейтс (2013-12-13 11:24:06):
Я в восторге!вы мой кумир!чувашия форевер!
dram and beaber (2013-12-13 11:27:16):
Мне очень понравился рассказ, жду следующих.
димка не серьезно димка (2013-12-13 11:32:06):
Очень классно я бы еще почитал класс мне нравится
Влад (2013-12-13 11:37:20):
Мне очень понравилось ! Я восторге . Людмила молодец!