Халал
Анатолий Юмана
Пуянлансах пырать Чăвашкасси,
Пуянлăхĕ — ĕçчен чăваш этемĕ.
Ял шавĕнче пурах Юман сасси,
Юхать кунта вăл çырнă сăвă-çемĕ.
«Телей сăпки» паян та янăрать,
Хĕрӳллĕн калаçать-ха «Чĕмпĕр чулĕ».
«Йăмра» — çĕн юрă, уççăн янăрать,
«Тăван ялта» поэма асра юлĕ.
Туятăн: тĕрекленнĕ «Çунатсем», —
Чăваш ачи вăл — кăйкăрсен тăванĕ.
Шăтаççĕ те ӳсеççĕ çĕн ятсем,
Калатăн эсĕ вĕсене: «Аван-и!..»
Чĕнет сенкер малашлăх... «Кăвак йĕр»
Юлать хыçа — каç шуçăмĕн шерпечĕ.
Ĕçтеш! Сана сунмастăп ватлăх-кĕр,
Чунпа юл çамрăк эс, чăваш поэчĕ!
Çут çăлтăрсем çнçеççĕ тӳпере,
Кам çăлтăрĕ — куракансем пĕлеççĕ.
Çак сăлтавпах уяв кĕрекере, —
Тĕрлĕ çĕртен, ав, саламсем килеççĕ.
Пĕри çырать: «Юман пичче, салам!
Тавах Турра, сан пек çынсем пурришĕн...»
Эп, юлташу, сана мĕскер калам?
Ĕçлес те пурăнас килет ырришĕн.
Çынна хальччен усал туса курман,
Усал сунакана эс çăкăрпа перетĕн.
Çапах та тупăнать-и, тен, тăшман,
Кун пек чухне те çынна кирлĕ витĕм.
Эс утмăлта. Çапах та ватă мар,
Вăю-халу çаплах-ха санăн çирĕп.
Ятлисемпе яланлăх юнашар
Яту чăваш энциклопедине, тен, кĕрĕ.
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...