Пурăнан пурнăçра...


Нумай çӳретĕн — нумай куратăн, çул çинче тĕрлĕ çынна тĕл пулатăн, тепĕр чух инкеке те пырса лекетĕн.

Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче эпĕ «Канаш» хаçат валли «Вĕсем çĕрле çӳреççĕ» ятлă кĕске çеç калав çырнăччĕ. Шухăшласа кăларнă япала мар, йăлтах пурнăçран илнĕ сюжет.

...Çамрăк хĕр Анна жнейкăпа колхоз тыррине вырать. Ирхи сулхăнра çăмăллăн юрласа пыракан машина сасартăк темĕнле юпа çине пырса тăрăнать те чарăнса ларать. «Мĕн амакĕ, — тĕлĕнет Анна. — Ку пусăра ним шалçи те пулмалла мар-çке!..» Çамрăк хĕр, ларкăч çинчен вăр-вар сиксе анса, юпа патне чупса пырать. Юпана çĕрле çапса хăварнă иккен. Чулпа е пуртăпа хытă çапнăран юпа чĕрпĕнсе кайнă. Чĕрпĕк хушшинче Анна темĕнле хут татăкĕ пуррине асăрхать. Çыру?! Кăранташпа кукăрткаласа çырнă саспаллисем тăрăх акă мĕн вуласа тухать Анна:

«Эпир кайрăмăр... Пирĕн пурнăç — каçа хирĕç, пирĕн çул — хĕвеланăçнелле... Эсир, юлакансем, çак юпаран та пулин такăнăр... Анчах кĕтсех тăрăр, эпир таврăнатпăр...»

Сӳ! тăвать çамрăк хĕр чĕри. Çыру айне никам та алă пусман. Анчах Анна сисет: хир варринчи çав тĕлсĕр юпана пĕр-пĕр тăшман çапса хăварнă. Çиллине чараймасăр, шăртне пусараймасăр.

— Эсир — тет Анна, пĕчĕкçĕ çирĕп чышкипе çывăхри вăрман еннелле юнаса. — Эсир кăнтăрла çӳреме хĕвел çутинчен вăтанатăр. Хир-хир тăрăх, кашкăрсем пек, çĕрле сулланатăр!..

...Кулак тенине хальхи çамрăксем кĕнекесенчен е ваттисем каласа панинчен кăна пĕлеççĕ. Астăватăп: малтанхи вăхăтра çав харам пырсене плакатсенче пысăк хырăмлă, çĕрулми сăмсаллă та кĕреçе сухаллă ӳкеретчĕç. Кулак çийĕнче — пăчăр-пăчăр тĕрĕллĕ кĕпе, хура пусмаран çĕлетнĕ жилетка, уринче — хуткупăс йĕрмечи пек картланса тăракан çутă сăран атă. Çук, чăн-чăн кулак апла марччĕ. Сăнĕ-сăпачĕпе те, тумĕпе те вăл ытти çынсем пекех курăнатчĕ. Теприсем тата юри епле те пулин сăпайлăрах тумланса çӳретчĕç — çынсен куçне ытлашши тăрăнас мар имĕш. Çавна кура ялти хăшпĕр «ĕçлĕ çынсем» пирĕн тăрăхра кулак таврашĕ çук теме те хăтланатчĕç. Анчах пурччĕ вăл, пурччĕ кулак! Вăл вăрттăн ĕçлетчĕ! Тĕттĕм каçсенче коммунистсене обрезпа пере-пере ӳкеретчĕ, колхоз кĕлечĕсемпе витисене çунтара-çунтара яратчĕ, эртел выльăх-чĕрлĕхне наркăмăш сапса вĕлеретчĕ. Çавнашкал киревсĕр ĕçсене чылай чухне вăл хăй аллипе те мар тăватчĕ. Унăн хӳрешкисем пурччĕ. Вĕсене ялта подкулачниксем тетчĕç.

«Вĕсем çĕрле çӳреççĕ» калавра эпĕ кулаксем тăвакан сăтăрла ĕçсен пĕр пĕчĕк тĕслĕхне çеç илсеттĕм. Аншăртне ниçта шăнăçтарайман тăшман ыраш пусси варрине юпа çапса хăварать: «çак юпаран та пулин такăнăр»...! Калавра эпĕ колхозри çамрăк хĕрĕн ятне çеç кăтартнă — Анна. Çапла пулнă унăн пӳрнăçри чăн-чăн ячĕ. Хушаматне асăнман. Ку маншăн кирлĕ те пулман. Çĕрлехи вăрттăн сукмакпа çӳрекен тăшманăн ятне вара эпĕ калавра пачах кăтартман. Мĕншĕн тесен çав «çĕрлехи çӳревçĕ» тĕрĕссипе кам иккенне эпĕ ун чухне пĕлмен. Манăн геройăм Анна хăй те лайăххăн пĕлмен ăна, чĕрипе кăна сиснĕ.

Сăмах май кунта манăн «Вĕсем çĕрле çӳреççĕ» калавăн сюжечĕ ăçтан килсе тухнине те ăнлантарса пама лекет. Хаçат ĕçĕпе пĕррехинче республикăн кăнтăр енчи районне командировкăна кайсаттăм. Яла тухсан, тĕрлĕ хыпар-хăнар илтетĕн, тĕрлĕ çынсемпе паллашатăн. Анна ятлă çамрăк хĕре те эпĕ шăпах çавăн чухне тĕл пулсаттăм... Вăл мана хăй пурнăçĕнче пулса иртнĕ мыскара пирки каласа кăтартрĕ те, эпĕ тӳсеймерĕм — калав çыртăм. Кайрантарах манăн куншăн ӳкĕнмелле те пулчĕ.

Акă мĕн пирки: леш «çĕрлехи çӳревçĕ» ман калавăмра (ятне кăтартман пулин те) хăйĕн сăн-сăпатне палласа илнĕ иккен. Каллех хаяр çиллине шăтараймасăр, вăл тавăрма шут тытнă: пĕр тĕттĕм çĕрле Аннасен кил-çуртне вут тĕртсе çунтарса янă...

Ку çеç те мар-ха. Инкеклĕ калавăм çапăнса тухнă хыççăн тепĕр икĕ çултан мана кăнтăрти районсем еннелле тепĕр хут çитсе курма тӳр килчĕ.

Эппин, йĕркипе каласа кăтартам. Ун чухне Патăръелпе Шăмăршă хушшинче шоссе çулĕ тăватчĕç. Чи йывăр вырăн Шăмăршă енчи хырлăх витĕр хывакан трасса шутланатчĕ. Мана çакăнта редакцирен тепĕр юлташпа пĕрле куçса çӳрекен «Канаш» хаçата кăларма ячĕç. (Вырăсла ăна «выездная редакция» тетпĕр-ха.) Чăвашла эпир «Канаш» хаçат Патăръел — Шăмăршă çулĕ çинче тесе çыраттăмăр. Пичетленессе вăл Патăръелĕнчи райхаçат типографийĕнче пичетленетчĕ.

Эпĕ литсотрудник вырăнĕнче шутланаттăм, манăн юлташăм — редакторччĕ. Кунĕ-кунĕпе çӳреттĕм эпĕ çул çинче ĕçлекенсем хушшинче — материал пухаттăм, каçхине е илĕм-тилĕмпе ирех Патăръелне («тĕп базăна») васкаттăм. Ĕçлеме хаваслăччĕ, халăхра хавхалану вăйлăччĕ, çул-йĕр тăвас тĕлĕшпе тăван республика пĕтĕм çĕршыв умĕнче чапа тухнăччĕ. Кун пирки ытлашши сăмах ваклама та кирлĕ мар, ăна пурте пĕлеççĕ.

Ĕçре тĕрлĕ мыскарасем те пулатчĕç. Пĕррехинче çапла Шăмăршă хырлăхĕнчи трасса çинчен Патăръелне телефонпа материал паратăп. Тӳпере пĕлĕт татки те çук пекчĕ. Таçтан амакран аслати кĕмсĕртетме тытăнчĕ. Эпĕ çаплах телефонпа калаçатăп-ха. Унччен те пулмарĕ, телефон трубкинчен çулăм ялтлатса тухрĕ те трубка ман алран таçта çитиех вăркăнчĕ.

Тепрехинче, çул çинче ĕçлекенсемпе пĕрле палаткăра çĕр каçнă хыççăн, кăвак çутăллах Патăръелне кайма тухрăм. Çĕнĕ материала редакцие вăхăтра çитермелле. Çӳреме пирĕн нимĕнле транспорт та çук — топ-топ икĕ ура кăна. Ун чухне хальхи мар, машинăсем те питĕ сахал. Кăвак çутăлла тата пĕр пушă лав та тĕл пулаймăн.

Таплаттаратăп çапла çуран. Хырлăхран тухрăм та Карапай-Шăмăршă еннелле утатăп. Сасартăк асăрхатăп: çул хĕрринчех темĕнле мишавай юпи пек япала ларать. Юпи юпа-ха, анчах ку икĕ хăлхине чăнках ратнă. Пуçăмра çиçĕм çиçсе илет: кашкăр! Асатте калани аса килет: кашкăртан каялла чакма юрамасть. Иçмасса, кĕсъере шăрпăк пулинччĕ. Ун чух табак туртман та шăрпăк таврашĕ чиксе çӳремен çав. Çумăмра корреспондент блокночĕпе кăранташсăр пуçне нимĕн те çук. Пурпĕр хам малаллах утатăп. Хайхи тукмак хӳре те, вырăнтан хускалса, çирĕм-вăтăр утăм маларах кайса ларать, анчах çул хĕрринчен инçетех каймасть.

Эпĕ парăнмастăп, утатăп та утатăп. Тукмак хӳре те парăнмасть. Тепĕр çирĕм-вăтăр утăм каять те каллех ларать.

Юлашкинчен тӳсеймерĕм. Пĕтĕм вăйран: — Кампур, Парпус, вĕси-вĕси! — тесе çухăрса ятăм. Хальхинче тукмак хӳре «ӳкĕтлĕрех» пулчĕ — тăчĕ те çул хĕрринчен хирелле юлхавлăн сулланчĕ. Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхмарăм. Чылай кайсан тин хам лачкам тара ӳкнине туйса илтĕм. Тĕлсĕр тĕлпулу... Çук, тĕрĕссипе сире эпĕ кун пирки мар каласа кăтартасшăн-ха. Нумай вăхăт та иртмерĕ, мана урăхларах кашкăра тĕл пулма тӳрĕ килчĕ. Икĕ ураллине... Каç-каç хырлăхри хӳшĕре выртса тăма ытла ансатах та марччĕ. Пытармасăр каласан, асаплăччĕ — çывăрма выртнă-выртманах вăрăмтуна хура пĕлĕт пек сырса илетчĕ. Çавна пула эпĕ Шăмăршăра пĕр карчăкпа старик патĕнче хваттер йышăнтăм. Вĕсем мана «ывлăм» темеллех хăнăхса çитрĕç.

Çавăн пек ĕнтĕ корреспондент ĕçĕ: таçта çитсен те тăван тупатăн. Трасса çинче манăн час-часах çĕрлене юлмалла пулатчĕ. Кăнтăрла, çынсем хĕрсе ĕçленĕ чух, вĕсене чăрмантарас килмест. Пĕр-пĕр çынпа калаçас тесен те вара ĕç хыççăн чарса калаçатăн. Çынни кăмăллă пулсан, сăмах-юмах вăраха каять. Пĕррехинче шăпах çавнашкал килсе тухрĕ. Юмахла-юмахла тĕттĕм пулнине те сисеймен иккен эпĕ. Апла пулин те, манăн, хырлăхри хӳшĕре юлса, вăрăмтуна кулли пулас килмерĕ. Тата ирех тăмалла та Шăмăршăран Патăръелне телефонпа материал памалла. Леш «тип аçа» хыççăн трасса çинчи телефон линине çаплах тӳрлетейменччĕ-ха.

Çуллахи каç тĕттĕмех мар. Çапах та чăтлăх вăрманта тĕксĕмрех те кичемрех. Утатăп хайхи Шăмăршă еннелле, хам тин сăмахлани кăмăллă çын пурнăçĕ çинчен хаçат валли сăнарлăрах материал çырса парасси çинчен шухăшлатăп. Сасартăк ман ума темĕнле этем мĕлки тухса тăчĕ.

— Тăхта, — терĕ мĕлке хăйăлтирех сасăпа. — Ан васка... Эсир, хаçатри чакаксем, яланах сăрпаланатăр, яланах таçта васкатăр.

— Кам эсĕ? Мĕн кирлĕ сана? — хамăн сассăм çӳçенсе чĕтренине хамах илтрĕм.

— Нимĕн те кирлĕ мар, — шăл витĕр сăрхăнтарса каларĕ мĕлке. — Ытах эпĕ камне пĕлес тесен, калам, эпир — çĕрле çӳрекенсем... Ман пурнăçа Анна ашшĕ пĕтерчĕ... Ком-м-мбед!.. Ком-м-мунист!.. Юрать-ха эсĕ, чернил шăни, хăвăн пакăç калавунта ман ята кăтартман... Аттуш! — мĕлке аллинче темĕнле çутă япала вылянса илчĕ.

Эпĕ чухларăм: çĕçĕ!.. Анчах хам шикленнине те, хастарланнине те пĕлмерĕм. Ытла та çамрăкчĕ çав ун чухне. Çамрăк çын вилĕм çинчен сахал шухăшлать. Тепĕр тесен, манăн ăна-кăна шухăшлама та вăхăт юлмарĕ. Чăн та, пĕркун эпĕ, çул çинче кашкăра тĕл пулсан, хытах сехĕрленнĕччĕ. Хальхинче вара мана пурпĕрех пек туйăнчĕ... Тĕлсĕр тĕлпулу...

— Асту, — терĕ мĕлке, çăмламас пичĕпе ман питĕм патнелле çывхарса, — вăрманта пурăнатăп пулин те, эп сана куçран вĕçертместĕп... Кашни утăмна сăнаса тăратăп, ытлашши чăрсăрланатăн!.. Ман ята ăçта та пулин асăнсан... сыхлан вара!..

— Сан ятна пĕлменччĕ... Аннасен кил-çуртне вут тĕртсен — пĕлтĕм вара, анчах ун çинчен çырайман-ха, — таçтан хăюлăх тупăнчĕ манăн çак сăмахсене персе яма. — Малашне мĕн пулĕ...

— Ы-ы-ых, эсрел йăхĕ! — «çĕрлехи çӳревçĕ» шултра шăлĕсене хаяррлă шатăртаттарса илчĕ. — Кăтартăттăм та эп сана малашне мĕн пулассине... Шăв-шав тăвас килмест... Ыран шырама тытăнĕç — Шăмăршă вăрманĕнче ялкора вĕлернĕ!.. Кулаксен ĕçĕ!.. Манăн урăхларах шухăш пур-ха... Пысăкраххи... Эс мĕн? Вăрăмтуна! Нăйлататăн, çыртатăн, сăхатăн... Пĕр вăрăмтунана çапса лапчăтнипех нимĕн те тума çук-ха... Çӳлерех кармашмалла... Эх, вăйăм çитсен!.. Пурнăç — пуртă аври... Манăн çемье пурччĕ — арăм, ача-пăча. Ăçта вĕсем, э?

— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ, çак ăншăрт çилĕллĕ этеме хирĕç ним калама аптраса.

— Пĕлместĕн пулсан, атя, уттар хăвăн çулупа! — çĕрлехи мĕлке кĕтмен çĕртен çапнипе эпĕ сулăнса кайрăм, анчах ӳкмерĕм. Ӳкнĕ пулсан, кам пĕлет, темĕнле шăпа кĕтетчĕ мана...

Унтанпа нумай çул иртрĕ. Вăрçă хыççăн эпĕ каллех редакцире ĕçлеттĕм. Пĕррехинче ман пата çар тумĕ тăхăннă çын пырса кĕчĕ. Çуллаччĕ те, çар çынни çарамасахчĕ. Унăн кăкăрĕ çинче орденсемпе медальсем çуталса тăратчĕç.

— Паллашар, — терĕ çар çынни, ман еннелле тĕреклĕ аллине тăсса. Унтан вăл хушамачĕпе ятне каларĕ. Эпĕ малтанлăха нимĕн те тĕлĕнмерĕм-ха. Сахал-и тĕнчере пĕр пек хушаматлă çынсем?!

— Тахçан эсир ман атте çинчен калав çырнă, — ăнлантарма тытăнчĕ çак салтак. — Пĕчĕклех вуланă эп ăна...

— Пурнăçра такам çинчен те çырма тивет, — терĕм эпĕ, хама аванах мар туйса.

— Çук, сире ӳпкелесе каламастăп, — именнĕн кулса илчĕ салтак. — Эсир тĕрĕсех çырнă. Питĕ тĕрĕс. Эпĕ ун чух вуниккĕри ача пулнă-ха. Айван ача. Ăна-кăна ăнланман… Эпир тăван ялтан инçетре ӳснĕ... Атте... Атте таçта таркăнра çӳренĕ... Унăн шăпи мĕнле пĕтнине эпĕ паян кун та пĕлместĕп.. Ырăпах мар-тăр. Хам вара, вăрçă тухсан, фронта лекрĕм... Малтанах шанмастчĕç, куçранах кулак ывăлĕ тетчĕç. Пĕлетĕп, нимĕç полицайĕсем хушшинче ĕлĕкхи кулак ывăлĕсем сахал мар пулнă... Анчах манăн аттен усал ятне хамăн çамрăк юнăмпа çуса тасатас килетчĕ... Ыттисем пекех, манăн та чăн-чăн ырă этем ятне илтес килетчĕ... Нумай тăрăшрăм... вут-çулăм витĕр тухрăм, — ман умра ларакан салтакăн сасси сасартăк чĕтренчĕ, вăл пуçне пĕкрĕ...

Хальхинче маншăн çак тĕлпулу, темле кĕтмен çĕртен килсе тухрĕ пулсан та, тĕлсĕр пулмарĕ. Улми улмуççинчен аякка ӳкмест текен сăмах пирки те эпĕ нумайччен шухăшларăм. Пур чухне те мар вырăнлă-мĕн çав сăмах. Вăйлă çил-тăвăл вăхăтĕнче улма хăй йывăççинчен чылай аякка кайса ӳкме пултарать иккен...

Салтакăн ячĕпе хушамачĕ мĕнле тетĕр-и? Салтак хăй мана кун çинчен çырма хушмарĕ. Кам пĕлет, те сăпайлăхне кура, те урăх сăлтава пула?! Пурăнасса вара çав салтак паян кун та хăйсен тăван ялĕнче пурăнать. Колхозра чип-чипер ĕçлет. Паллă ĕнтĕ, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухни уншăн харама кайман.

Акă еплерех тĕлпулусем килсе тухаççĕ пурăнан пурнăçра...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: