Вырсарни каç


Вăл виç эрне Тамарăна курманччĕ. Кăçал вăтам шкулта юлашки çул вĕреннине пула, çирĕм çухрăмри Шур Шывран яла канмалли куна виç–тăват эрнере пĕрре кăна килет. Хĕвел анас умĕн килне çитрĕ те, тӳрех мунчана ячĕç. Мунчара нумай пулмарĕ. Таврăнчĕ те, сĕтел çинче сăмавар кашлатчĕ. Тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, васкаса чей ĕçме пуçларĕ. Çапла хыпаланнинчен амăшĕ тĕленсе кăна тăрать.

— Ăçта çак хатĕр васкатăн эс? Канма та ĕлкĕреймерĕн вĕт-ха?

Амăшĕ ăна тăраниччен çиме хушать. Ашшĕ, маларах мунча кĕрсе тухнăскер, чей ĕçсе тăраннă та ал шăллипе тарне шăлса тăрать. Шӳт тума юратаканскер, ывăлне куç хĕсрĕ: .

— Амăшĕ пирĕн, питĕ сисĕмсĕр-çке! Ну, юрĕ... Эс ас ту-ха унта каялла килнĕ чух: çĕн шкул урайне сарма пĕр трактор çуни хăма килсе тăкнăччĕ. Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр — каç пулчĕ. Пĕр кун çапла килсе тăкрĕç те, тем чул хăма «çĕр тĕпне анса кайрĕ».

Ашшĕ — шкул завхозĕ.

Йĕкĕт урама тухнă çĕре тĕттĕм пулчĕ. Çанталăк, те çур енне кайнипе, питĕ ăшă. Çил çук. Йĕкĕтĕн кĕçĕр Тамарăна курмаллах. Вăл вăрман леш енчи Çирĕклĕре пурăнать. Вăрманĕ урлă каçма çухрăмран ытла та мар пулĕ. Çула майăн клуба кĕрсе тухма шутларĕ. Вăл пырса кĕнĕ çĕре унта çамрăксем пухăннăччĕ те вальс ташлатчĕç. Пырса кĕчĕ та алăк патĕнче кулкаласа тăрать. Вальс ташлакансем ун çине çаврăнса та пăхмарĕç. Çывăх тусĕ Çемен кăна, ташлама юратманскер, пырса алă пачĕ.

— Лайăх-и?

— Лайăх.

— Пĕчченех килтĕн-и?

— Пĕчченех, — хăвăрт тавăрса каларĕ Пурис, — манпа пыратăн-и?

Çемен тӳрех хуравламарĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ, маччаналла тинкерчĕ. Сăнĕнче ун хăйĕн те питĕ кирлĕ ĕç пурри палăрать.

— Вăхăт çук-ха ман. Ан çиллен ĕнт ĕ, — терĕ вăл именчĕклăн кулса.

Пурис Çеменпе халапласа тăрса вăхăта сая ярас темерĕ, карттусне пусарах лартрĕ те: «Ну, тепреччен», — тесе тухса кайрĕ. Хăй ĕмĕрĕнче вăл çĕрле вăрман урлă чылай каçса курнă. Çавăнпа та каçхи вăрман ăна кăнтăрлахи пекех тараватлăн кĕтсе илет. Вăрмана кĕрсен, йывăçсем хушшипе çăлтăрсем мĕнле йăлтăртатнине пăхкаласа пыратчĕ, çара çуна кӳлнĕ лаша туха парать хирĕç. Пăрăнса юр ăшне кĕрсе тăчĕ: лав иртсе кайрĕ. Лавçи, мăнттайскер, ним те чĕнмерĕ.

Çирĕклĕ клубне çитсен, каччă пурне те сывлăх сунчĕ. Ушкăнра часрах Тамарăна курасшăн. Тупрĕ. Лешĕ хĕрсе кайсах хĕр-тантăшĕпе тем пирки тавлашатчĕ. Килнĕскерне асăрхарĕ те тавлашма чарăнса хĕрелсе кайрĕ, часах Пурис умне çитсе те тăчĕ. Ал парать. Ташлакансенчен пăрăна-пăрăна иккĕшĕ сак патнелле пыраççĕ. Тамара çине-çинех ыйтать:

— Иккĕсем çаклатмастăн-и? Ялтан Çирĕкле кампа килтĕн? Ывăнмарăн-и?

Пĕчченех килнине пĕлсен, вăрçма пуçларĕ. «Сана пĕрре кашкăрсем тытса çиеççĕ та-ха», — тет вăл.

Клубран тухса Тамарăсен еннелле кайнă чухне çурçĕртен сивĕ çил вĕрме пуçларĕ. Ялан чарăнакан çирĕк тĕлне çитсен, Тамара ассăн сывласа ячĕ.

— Ах... каллех эрни-эрнипе кĕтмелле ĕнтĕ. Пĕлетĕн-и, Пурис, çав тери тунсăхлатăп, çав тери курас килекен пулать сана.

— Вĕренсе пăтерсен, яланах тĕл пулăпăр, акă, — тет Пурис.

— Институт епле? Шупашкара каймастăн-и вара эсĕ?

Каччă ăна ăнлантарса парать: — Аслă шкулсене ик çултан кая мар ĕçленĕ çамрăксене ытларах илеççĕ, ĕçри опыт, практика кирлĕ, теççĕ, эпĕ вара, хăвах пĕлетĕн...

Çил вăйлăран-вăйлă вĕрет, сивĕ пула пуçларĕ. Мунча çинчен Пурис шăнать пулĕ те, палăртмасть. Тамарăна сивĕ çилтен сыхлас тесе хăй хӳттине илет. Çупăрлать. Хĕр ача куçĕсем тĕттĕмре, çăлтăрсем пек, хĕлхем кăлараççĕ. Çамки çине усăннă çӳç пайăркине çил лăскать. Тамара Пурис çумне йăпшăнать.

— Чипер кай, — тет вăл йĕкĕте уйрăлнă чух, çамкинчен хĕрӳллен чуп туса. Лешĕ савнă тусен мĕлки тĕттĕмре çухаличченех çаврăна-çаврăна пăхса утать.

Çил хытăрах та сивĕрех вĕрет. Йĕкĕт тинех хăй шăнса кайнине туйса илчĕ, пуçне пиншак çухи ăшне чиксе, хуран курăнса тăракан вăрман еннелле утрĕ.

Яла çитнĕ çĕре çутсем сӳннĕччĕ ĕнтĕ. Тăкăрлăкран пăрăнчĕ те темĕн тиенĕ лав умне пырса тухрĕ. Лав хăйпе танлашсан, унта хăма тиенине уйăрса илчĕ. Ак хайхи хăмасем... Ашшĕ сăмахĕсем асне килех кайрĕç. «Таврара пĕр вăрă пурне пур, ну ниепле те хăйне палăртмасть, чее те пултаруллă хăтланать. Йĕтем çинче тырă çухалсан та пулин тытаймарĕç, пĕлеймерĕç кам иккенне», — тенĕччĕ вăл пĕррехинче. «Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр — каç пулса кайрĕ...» — янăраса тăчĕ хăлхинче кĕçĕр ашшĕ калани.

Лавçăн мăнттай кăлеткинчен ку хайхи вăрманти лав иккене палăрчĕ. Анчах та кам-ха вăл, лавçи? Çавна пĕлес пулать. Вăхăта сая ярас мар тесе, лава хуса çитрĕ, палламан çынна лашине чарма хушрĕ.

— Тете, утна тăрат-ха, ăçта турттарса каятăн эс шкул хăмисене?

Лавçă чĕнмерĕ, лашине хытăрах хăвалама тытăнчĕ:

— Тете, тетĕп! — илтĕнет çил витĕр. Чупса пырса лаша пуçĕнчен хăш хушăра ярса тытнине, чĕлпĕртен картах туртса выльăха çул айккине пăрса кӳртнине нихăшĕ те астуса юлаймарĕ. Мăнттай çын йĕкĕт патне чупса пычĕ. Пиншак çинчен аçам тăхăннă хăй, аçамăн хутаççине пуçне тăхăнса янă.

— М-ма чаратăн, мĕн кăшкăратăн?.. — чашкăрчĕ этем, таптаса тăкас пек пырса кĕрсе. Чараканĕ Çирĕклĕ этеммине, Çтаппана, палласа илчĕ.

— Çтаппан тете, кайса тăк хăмисене! — каялла чакмасăр çирĕп тăчĕ йĕкĕт. Сасартăк Çтаппан ăна тытре те юр ăшне тăрăнтарчă, — лашине çул çине кăларма хăтланать. Лешĕн кăшкăрмаллаччĕ. Кăшкăрни арçын ачашăн намăс пек туйăннăран вăштах сиксе тăрса çиçĕмле хăвăртлăхпа Çтаппан патне çитсе тăчĕ. Хăйпе пĕр çулхи тантăшĕсем хушшинче вăл самай тĕреклă, правур шутланатчĕ. Çтаппана пилĕкенчен тытса илсе çĕклерĕ те каялла-каялла чакса çавăрса çапрĕ, пусса выртрĕ. Мĕншĕн çапла тунине ниепле те тавçăрса илеймест. Темиçе хут вăйлă Çтаппан çиеле тухасшăн тапаланать, сăмсаран, çăвартан чышма хăтланать. Тĕлех тивертрĕ: сăмсаран кĕрлесех юн юхать, çăвара кĕрет. Юнне Пурис тӳрех Çтаппан çине сурать. Вăйлăскер юлашкинчен йĕкĕте ывăтса ячĕ, сиксе тăчĕ. Хăлхана çурас пек шăхăрни янăрать. Кăна Пурис шăхăрчĕ. Шăхăру! Кăшкăру! Илтет-и, илтмест-и кам та пулин — паллă мар. Çăвна кăнă ас тăвать: Çтаппан, лашине çул çине кăларнăскер, каллех ун патне чупса пычĕ:

— Йытă çури! Çухăратăн-и?! Çакăн çинчен кама та пулин çур сăмах калас пулсан, вĕлерсе хăваратăп.

— Калатăп! — хирĕç тавăрать Пурис. — Ав, килеççĕ те ĕнтĕ!

Чăнах та, тепĕр урамра кĕсье хунарĕн вăйлă çути йăл-ял турĕ. Çтаппан, шалтăртаттарса, хамасене лав çинчен иле-иле пăрахма пуçларĕ. Пăрахса пĕтерчĕ те каллех лаша пуçĕнчен çакăннă Пурисе çухаран çавăрса илчĕ:

— Çухăратăн эппин. Ых-х...

Çавна кăна ас тăвать Пурис: куç-пуçĕнчен вут тухса сирпĕнчĕ, пĕтĕм тĕнче пуçхĕрлĕ çаврăнса кайрĕ. Ăна, чĕп-чĕр юн пулнăскерне, çул айккинче тупрĕç.

...Çтаппан — Тамара ашшĕ.

 

1957, ака уйăхĕ, Аксу

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий (2013-06-28 09:13:37):

Çавăнта пулса курнă пекех. Лайăх çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: