«Ватăлнаçемĕн ватăлсах пыратпăр...»


В.В. Савельев-Саруя

 

Ватăлнаçемĕн ватăлсах пыратпăр,

Чупать-васкать кунçулăн урапи.

Çапах чунра ĕмĕтленсе упратпăр,

Чакмасть пĕрре те чун-чĕре таппи.

 

Яш чухнехи пекех халь те саватпăр

Каçхи çут çăлтăрсем куç хĕснине,

Çӳл тупери хĕвелшĕн савăнатпăр,

Инçет илет пире хăй ытамне.

 

Хĕл кунĕнче çăвать сив юр шап-шурă,

Ăна паян куратпăр асам пек

Çуркуннене кĕтсе, юрлатпăр юрă,

Савнисене саватпăр çамрăк пек.

 

Кайăкхурсем кикаклатса вĕçеççĕ,

Симфони пек çак сасă таврара,

Хăйсемпеле пире таçта чĕнеççĕ,

Çĕн ĕмĕт çуратса кашни çынра.

 

Çĕн ĕмĕт пур-тăк ватăлмастпăр эпĕр,

Пуласлăх парнелет пире кунçул.

Ĕçлемелли тем чул, ĕçрен писместпĕр,

Эппин, тăванăм, ĕмĕр çамрăк пул.

 

11.09.2007.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


хапха (2012-11-11 22:45:27):

çĕн ĕмĕт - суя япала, ĕмĕт-тĕллев пĕр пулмалла, эпир ватăлса вилсен - ачасене куçмалла. Вара чăваш пурнăçĕ татăлмасть.

 

Валерий Михлеев (2012-11-14 15:43:14):

Эсĕ хисеплĕ "хапхаçăм"

Хăв ятна та каламастăн.

Вăл çапла пулсассăн та

Эпĕ сана каласа хурасшăн -

Çил-хапхине килен-каян уçасшăн

Тăрăшаççĕ ирте-каçшăн,

Çĕнĕ ĕмĕт çухалмасть-çке

Пурнăçри тĕллев пулсассăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: