В.В. Савельев-Саруя
Ватăлнаçемĕн ватăлсах пыратпăр,
Чупать-васкать кунçулăн урапи.
Çапах чунра ĕмĕтленсе упратпăр,
Чакмасть пĕрре те чун-чĕре таппи.
Яш чухнехи пекех халь те саватпăр
Каçхи çут çăлтăрсем куç хĕснине,
Çӳл тупери хĕвелшĕн савăнатпăр,
Инçет илет пире хăй ытамне.
Хĕл кунĕнче çăвать сив юр шап-шурă,
Ăна паян куратпăр асам пек
Çуркуннене кĕтсе, юрлатпăр юрă,
Савнисене саватпăр çамрăк пек.
Кайăкхурсем кикаклатса вĕçеççĕ,
Симфони пек çак сасă таврара,
Хăйсемпеле пире таçта чĕнеççĕ,
Çĕн ĕмĕт çуратса кашни çынра.
Çĕн ĕмĕт пур-тăк ватăлмастпăр эпĕр,
Пуласлăх парнелет пире кунçул.
Ĕçлемелли тем чул, ĕçрен писместпĕр,
Эппин, тăванăм, ĕмĕр çамрăк пул.
11.09.2007.