Пĕр такăнсан


Ирхине такăнсан кунĕпех тенĕ ваттисем. Аньăн çавăн пекех пулса тухрĕ. Ирхине ĕçе кайиччен парикмахерскине кĕрсе çӳçне илем кĕртесшĕнччĕ. Хĕрарăмăн ĕç кунĕ тăхăр сехетре çеç пуçланать. Парикмахерскисем сакăр сехетрех уçăлаççĕ. Вăт пăтăрмах. Çывăрса юлнă. Çиччĕ çурăра çеç куçне уçрĕ. Тепри пулсан тухса чупнă пулĕччĕ те, анчах Аня нихçан та душ айĕнче çăвăнмасăр, лайăх кăна сăрланмасăр, тутлă çимесĕр килтен тухса каймасть. Кая юлни те темех мар уншăн. Чĕлхи-çăварĕ шăмăсăр. Такама та чике тăршшĕ лартĕ. Кулли ачаш. Кирек камăн чĕрине те ирĕлтерĕ. Вăрăм куç хупанкине сиктерсе пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарать, шăнкăрав пек сассипе янраттарса кулса ярать те, пай пуçлăхĕ, Мартын Ильич, аванмарланса шĕвĕр пӳрнипе куçлăхне сĕртĕнсе илет, илемлĕ мăйăхне пĕтĕркелесе хăй пӳлĕмне кĕрсе каять.

Çу-у-ук. Вăрçма мар, асăрхаттарса та пĕр сăмах калаймасть вăл Аньăна. Пĕрле ĕçлекенсем-и? Вĕсем мĕн шухăшлани хĕрарăма чĕрне хури чухлĕ те кăсăклантармасть, кĕвĕçчĕрех. Кĕвĕçекене кĕве çинĕ тет. Тĕрĕс, пĕр аван енĕ пур Аньăн. Вăл çынна ырă тума тăрăшатъ. Акă паян та ултă хутлă çурт умĕнче икĕ чăваш хĕрарăмĕ калаçса тăнине илтрĕ. Сĕтел-пукан сутакан лавкка кирлĕ иккен вĕсене. Çав суту-илӳ çурчĕ ăçта пулма пултарнине сӳтсе яваççĕ.

— Кунтан инçех мар вăл. Кĕтесрен пăрăнатăр та çав лавккана пырса тăрăнатăр, — илемлĕ куллипе йĕлпĕрсе сăмах хушрĕ Аня.

— Ут хăвăн çулупа. Санран кам ыйтнă, мелке пуç, — патлаттарса хучĕ икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă хĕрарăм. — Хă, пырса тăрăнтарасшăн пире. Хăвăн тăрăнмалла пултăр.

— Вăт упăте, — парăмра юлмарĕ Аня. — Пулăшасшăнччĕ эп сире.

— Пулăшасшăнччĕ, — мăкăртатрĕ чăваш хĕрарăмĕ. — Сансăрах тупатпăр çулне.

— Марье, йĕркеллĕрех пул-ха, — чарма пăхрĕ тепĕр хĕрарăмĕ.

— Эс те пулин лăпăртатса ан тăр кунта. Манпа çӳреме намăслансан пĕччен ут, — пăрăнса таплаттарчĕ вăрăм чĕлхелли.

«Иккĕмĕш хут такăнтăм паян», — кулянса шухăшларĕ Аня.

Ĕç вĕçленсен хайхи ултă хутлă çуртра вырнаçнă лавккана çитсе килме шутларĕ вăл. Çав çуртран инçех мар пĕчĕк пасар пур. Çула май кĕрсе тухма юрать.

— Тархасшăн, пăхăр-ха, çак юбка ман çинче мĕнлерех? — йăлăнса пăхрĕ Аня çине пĕр çамрăк хĕрарăм. Кĕлетки йăрăс хăйĕн, анчах та юбки шалпартарах пулнипе илемлĕхне çухатать. Сутуçă вара сурчăкне сирпĕтсех таварне мухтать.

— Сире шалпартарах ку. Эпĕ сĕнмен пулăттăм, — ăшшăн кулчĕ Аня.

— Сире кам хушнă кунта сĕкĕнсе çӳреме?! Пăрăнăр хыçăртан тапиччен! — хăмсарчĕ сутуçă.

— Анкă-минкĕ. Çынна улталани пурпĕрех усса пырас çук, — пăрăнса утрĕ Аня. — Каллех такăнтăм. Эп хам анкă-минкĕ. Тĕрĕс те, кам хушнă мана хутшăнма. Çӳреччĕр катемписем пек, — сасăпах ятлаçрĕ вăл.

«Кун пек пулакан марччĕ-çке. Паян манăн такăнмалла кун пулчĕ пулас», — пăшăрханса шухăшларĕ хĕрарăм. Шухăшларĕ çех — темрен такăнса чикеленсе кайрĕ.

«Уйи айне пăхмалла», — аса килчĕç кӳршĕре пурăнакан пĕчĕк Оля сăмахĕсем. «Çын çине пăхиччен ура айне пăхмалла çав», — кулса ячĕ Аня.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: