Тав сана, Вĕçекен турилкке тусăм!


Ĕлĕк-авал пĕр ялта пурăннă тет пĕр ача. Çав ачана Ваçук тесе чĕннĕ тет. Вăл улттăмĕш класа çӳренĕ тет. Анчах та вăл киле панă ĕçсене вĕренме пачах та юратман. Хăш чух вăл шкулти уроксене те кĕмен, тĕрлĕ сăлтавсем тупса туха-туха тарнă. Ашшĕ-амăшне те Ваçук пĕртте итлемен, вĕсем мĕн хушнине час-часах манса кайнă е юри туман. Çапах та вăл питĕ мухтанма юратнă. Пĕр-пĕр пĕчĕк ĕç тусан та, тĕслĕхрен, кушака сĕт ярса парсан та, Ваçук хăйне çав тери пысăк ĕç тунă пек тыткаланă. Вăл уншăн калама та çук хĕпĕртенĕ, юлташĕсем умĕнче мухтаннă, хăйĕн ĕçĕ çинчен пĕтĕм яла пĕлтернĕ. Ун хыççăн вара вăл пĕр эрне пек пĕртте ĕçлемен, диван çинче эпĕ ывăннă тесе çеç выртнă. Пĕр сăмахпа каласан, питĕ юлхав ача пулнă Ваçук.

Хăйсен ывăлĕ питĕ начар ача пулса çитĕннишĕн ашшĕпе амăшĕ çав тери пăшăрханнă. Пĕррехинче вĕсем Ваçука çапла каланă:

— Ах, ачам-ачам, капла юлхав пулсассăн сан пата пĕрре каçхине Вĕçекен турилкке килет те сана çăлтăр çине илсе хăпарса каять.

—Вĕçекен турилккесем пуррине эпĕ ĕненместĕп вара, ăна ăсран тайăлнă çынсем кăна шухăшласа кăларнă, — тӳрккессĕн хуравланă Ваçук.

Çăлтăр çинчен те Ваçук пĕрремĕш хут илтрĕ. Çапла ним пĕлмесĕр пурăннă та ĕнтĕ Ваçук. Пĕлес тесе те тăрăшман вăл.

Пĕррехинче çĕрле Ваçук шыв ĕçес килнипе вăранса кайрĕ. Шыв тăрса ĕçме ӳркенсе вăл чылай асапланса выртрĕ. Юлашкинчен шыв ĕçес килни çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Вăл вырăн çинчен аран-аран йăраланса тăчĕ те шыв савăчĕ патне сулланкаласа пырса тăчĕ. Ыйхăллă куçне пĕр вĕçĕмсĕр сăтăркала-сăтăркала шыв савăчĕн хуплашкине уçрĕ. Унччен те пулмарĕ, вăл, вĕри чул çине таптанă пек, каялла ывтăнса кайрĕ. Калани пурнăçланать тенĕ пекех, шыв савăтĕнчен пĕр куçлă, виçĕ хăлхаллă Вĕçекен турилкке сиксе те тухрĕ. Ку тĕлĕк çеç пуль тесе Ваçук куçне темиçе хут та уçа-уçа хупрĕ, анчах та вĕçекен турилкке куçран çухалмарĕ. Ача, питĕ хăраса кайнипе, тарма тытăнчĕ. Анчах ăçтан тарса хăтăлайăн-ха çак тĕлĕнтермĕш турилккерен? Вăл ăна самантрах хуса çитрĕ те ним каламасăр хăйĕн турилкки çине лартса Çăлтăр çине илсе хăпарса кайрĕ. Хăраса кайнă Ваçук ашшĕпе амăшĕнчен пулăшу ыйтса темĕн чухлĕ кăшкăрсан та вĕсем илтмерĕç, мĕншĕн тесен вĕçекен турилкке куç хупса иличчен çӳл тӳпене çĕкленчĕ те часах Çăлтăр çине анса та ларчĕ. Хăранипе чĕтреме ернĕ Ваçука çап-çутă кавир пек япала çине антарса та тăратрĕ.

— Ваçук, — тенĕ Вĕçекен турилкке, — эсĕ питĕ юлхав та мухтанчăк ача пулни çинчен калакан хыпар пирĕн пата та çитнĕ. Кун пек пулсан эсĕ пурнăçра нимле çитĕнӳ те тăваймăн. Эпĕ сана нимĕн те тумăп, эсĕ манран ан шиклен. Эпир, Çăлтăрпи тусăмпа иксĕмĕр, санран лайăх ача тăвасшăн, санпа туслашасшăн. Эсĕ килĕшетĕн-и пирĕнпе?

Сехри хăпнă Ваçук килĕшетĕп тенисĕр пуçне урăх пĕр сăмах та калаймарĕ. Хăй юлхав ача пулнишĕн, вĕренме юратманнишĕн, ашшĕпе амăшне итлеменнишĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут питĕ хытă ӳкĕнчĕ.

Тепĕр кунне Ваçук ирех вăранчĕ. Часах ун патне Вĕçекен турилкке те çитрĕ. Вăл ăна паян Çăлтăр çинчи вулавăша илсе кайма пулнăччĕ. Акă вĕсем вулавăшра. Кунта мĕн тĕрлĕ кĕнеке çук-ши! Куç-пуç алчăраса каймалла! Акă Вĕçекен турилкке кĕнеке шкафĕсем хушшине кĕрсе кайрĕ те таçта çухалчĕ. Кăшт вăхăт иртсен вĕсем Çăлтăрпипе иккĕшĕ (вăл кунти кĕнекесене тирпейлесе пăхса тăрать иккен) «Лайăх ача пулатпăр» ятлă кĕнеке илсе те тухрĕç. Кĕнеки вара питĕ хитре хуплашкаллă, унтан Ваçук çине ырă та хаваслă сăн-питлĕ ачасем пăхса тăраççĕ. Пăхрĕ те вĕсем çине Ваçук… хăйне темле асамлă туйăм çупăрласа илнине туйрĕ. Унăн хăвăртрах çак кĕнекене вуласа тухса лайăх ача пулас килсе кайрĕ. Вара вăл Вĕçекен турилккепе тата Çăлтăрпипе юнашар ларчĕç те çак кĕнекене вулама пуçларĕç. Часах вĕсем кĕнекене вуласа та пĕтерчĕç. Ваçук тин хăйĕн хырăмĕ çав тери выçса кайнине туйрĕ. Çăлтăр çинче пĕчĕк столовăй та пур иккен. Унта çав тери тарават поварсем ĕçлеççĕ иккен. Вĕсем Ваçука валли самантрах сĕтел хатĕрлесе те пачĕç. Сĕтелĕ çинче мĕн тĕрлĕ кăна çимĕç çук-ши! Кунашкал апат-çимĕçе Ваçук çĕр çинче нихăçан та курман, тĕлĕкре те тĕлленмен. Апат çисе тăрансан Вĕçекен турилкке ачана питĕ хитре чул парнелерĕ. Çак чул çине илемлĕ сас паллисемпе «Лайăх ача — Ваçук» тесе çырса хунă. Кăна курсан Ваçук питĕ савăнчĕ. Ăна вăл мăйне çакрĕ те Вĕçекен турилккене чун-чĕререн тав турĕ.

Тепĕр кунне Вĕçекен турилкке Ваçука каялла Çĕр çине илсе анчĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен юратнă ывăлĕ ырă та сывă киле таврăннишĕн кама тав тумаллине те пĕлеймерĕç. Ваçук вĕсене хăйпе мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Ваçукăн ашшĕпе амăшĕ Вĕçекен турилккене тав турĕç, асăнмалăх парне те пачĕç. Ваçукăн вара хăйне ырă сунакан тусĕнчен пĕрре те уйрăлас килмерĕ.

— Турилкке тусăм, юл пирĕн пата пурăнма, — терĕ вăл тусĕ çине ыйтуллăн пăхса.

— Ваçук, — терĕ Вĕçекен турилкке, — эпĕ Çĕр çинче пурăнаймастăп. Мана Çăлтăр çинче кĕтеççĕ. Çăлтăрпи те кĕтсе ывăнчĕ пуль мана. Эпир сана туперен сăнасах тăрăпăр, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшăпăр. Юрать-и?

— Юрĕ, — килĕшрĕ ача кăштах шухăшласа тăнă хыççăн. — Эпĕ сана яланах кĕтĕп.

Вĕçекен турилкке Ваçуксен пӳрчĕ тавра çаврăнса илсе çӳл тӳпене çĕкленчĕ. Ку хăйне май Ваçукпа сывпулашни пулчĕ ĕнтĕ. Ваçук та ăна алă сулсах ăсатрĕ.

Вĕçекен турилкке курăнми пулсан ача пӳртелле чупса кĕчĕ. Амăшĕ ун мăйĕнче çакăнса тăракан «Лайăх ача — Ваçук» тесе çырса хунă чула асăрхарĕ.

— Ачам, мĕнле чул çакăнса тăрать вара сан мăюнта? Тата ун çине «Лайăх ача — Ваçук» тесе çырса хунă, — тĕлĕнсе ыйтрĕ амăшĕ.

— Аннеçĕм, эпĕ халь питĕ лайăх ача пулса тăтăм. Мана Вĕçекен турилкке пулăшрĕ. Эпĕ малашне шкулта та лайăх вĕренĕп, сана та пулăшăп, — мăнаçлăн хуравларĕ ача. Ашшĕпе амăшĕ савăнсах кайрĕç. Мĕн чухлĕ кĕтнĕ вĕсем ывăлĕ улшăнасса!

Кун хыççăн кун иртрĕ. Çăлтăр çине кайса килнĕ хыççăн Ваçук чăнах та улшăнчĕ. Хастар та пултаруллă ача çине пурте ăмсанса пăхрĕç, унран тĕслĕх илме тăрăшрĕç. Хăйĕн хитре те илемлĕ чулне вăл яланах хăйĕнпе пĕрле илсе çӳрерĕ, унран нихăçан та уйрăлмарĕ. Çак асамлă чул ăна пурнăçра вăй панă, ырă ĕçсем тума хавхалантарса пынă. Вĕçекен турилккене те ача асран кăларман, ăна яланах ăшра тав тунă. Хушăран тӳпенелле пăхса ларнă, хăйĕн тусĕшĕн тунсăхланă…

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: