Ехрем хуçа


Мухтав сана, чăвашăн паттăрĕ —

Хресчен ачи, Шупашкарти купса.

Ĕçӳ-хĕлӳ хастарлăх патăр-и

Паян пире манăçуран тухса?!

 

Хисеплĕ ватăсен йышне тăма

Чăнах та эсĕ тивеçлĕ иккен.

Юратнă асатте пекех, ума

Тухатăн халь кун-çул сĕмлĕхĕнчен.

 

Сана епле-ха паттăр теес мар?

Пире ыр кăмăлпа кĕтсе илен:

Сан тăпруна упрать шур Шупашкар

Сан ятупа кăна ун мавзолей.

 

Хуллен çĕрсе пырсассăн та шăмму

Вирьял тăрăхĕнче яту çĕрмен.

Санран ăс илнĕ йышлă тăхăму

Кунта хăварнă темиçе кермен.

 

Хитрелĕх тĕслĕхĕ пекех вĕсем,

Илем кӳреççĕ тĕп хуламăра.

Маттур ачусемпе мăнукусем

Сан ятупах çӳреççĕ халăхра.

 

Пĕр çыннăн паттăрла сăнарĕпе

Эсир паян пурнатăр пирĕнте.

Ыр ят туянтăр тӳрĕ ĕçĕрпе.

Вăл çăмăллăн пулман-тăр сирĕн те.

 

Управпала тирпей кӳреç телей, —

Тесе пилленĕччĕ пире Митта.

«Чăнах çапла — майне кăна пĕлей, —

Тесе тен калăттăрччĕ хăвăр-та.

 

Питех пуяймăн тупнă тупрапа,

Часах ыр ят илтеймĕн халăхра.

Ялан тăварласа ĕçри тарпа

Эпир пĕçернĕ хамăр çăкăра.

 

Эй-хей чăваш тăванăмсем, сире

Чи малтанах çапла сĕнес килет:

Ан ӳркенсемĕр пиçĕхме ĕçре,

Килте ларнипелех тулмасть кĕлет».

 

Чăнах та çавăн чухлĕ ĕç тума

Пайтах тăкмашкăн тивнĕ ĕнтĕ тар.

Тăвар та тырă сут, е çур хăма

Май пур таран ĕçе-пуçа ăнтар...

 

Мĕн чул арман тытса, чăпта пухса

Тăрмашнă пуль Вирьял тăрăхĕнче!

Мĕн чул ĕшеннĕ аякка тухса

Е шартлама, е шăрăх кунсенче!

 

Хусанпала Мускав таранчченех

Çӳренĕ ыр усламçă ячĕпе.

Вăрман касса Ветлуга енченех

Юхтарнă йывăç Атăл шывĕпе.

 

Кĕрсессĕн те эсир пуян йышне

Писмен тăван хура халăхăртан.

Вăй хутăр уеспа хула ĕçне

Çитсе патшалăхăн думи таран.

 

Эрнесерен тăван кил хушшинче

Уксах-чăлахшăн лартнă кĕреке.

Çынпа танах çӳренĕ çын çинче,

Тĕп ăнтăлу — ĕçченлĕх те йĕрке.

 

Тавралăхри хунавлă ял-хула

Çире ал май таваршăн тав тăвать,

Аш пиллĕ сăмахне кала-кала

Халап ярать, çĕн юрă та хывать.

 

Сиртен такамăн хĕрĕн туйĕнче

Хăйхи пике çапла хӳхленĕ тет:

Тухьям пытанĕ тислĕк айĕнче —

Майра тутрипеле пуç витĕнет...

 

Тен, вăл та пулнă сирĕн пурнăçра,

Ехрем мучи, çапах çакна пĕлей:

Шупашкарти хай пĕчĕкçĕ сăртра

Тухья пекех çуталĕ мавзолей.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: