Каçар, каçар...


Мăшăрăма, Мария Прокопьевнăна

Каçар, каçар. Çавна эп пĕлеймерĕм:

Çут çăлтăрлă, таса шур çурталла

Çĕрле кăна çутатмалла пуль терĕм —

Тăр кăнтăрла та мĕн çутатмалла.

 

Тен, тепĕр чух сăмахăма тытмарăм,

Тӳрккес те пултăм-и, тен, тепĕр чух?..

Анчах чуна сутмарăм эпĕ, арăм,

Ун пек йăла ăратнере те çук.

 

Туспа эп тус, тăван эп хам тăваншăн, —

Кашни хăйсен вырăнĕнче вĕсем.

Эс ăшă, ăшă кил хĕвелĕ маншăн,

Эс ман çырас хĕрӳллĕ сăвăсем.

 

Эс пулмасан çумра мĕне пĕлтерĕ

Чап, пурлăх, хаклă шурă кĕленче?

Эс пулмасан мана татса пĕтерĕ

Ытла хаяр, ытла хитре тĕнче.

 

Сар ылтăн сулă — çамрăклăх ытамĕ

Епле илемлетет аллусене.

Юр лекнĕ пуçăма пырса таям-и

Кĕрен чечеклĕ минтерӳ çине...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Оксана (2012-09-05 22:38:39):

Пит аван. Анчах та яланхи пекех ытла кая юлнă сăмахсем...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Лĕпĕшпи (2012-09-07 21:24:53):

Питĕ тарăн шухăшлă, чун-чĕререн тухакан сăмахсем.Юрату çинчен калама нихçан та кая мар.Вун çиччĕре те хаклă вăл сăмахсем, çулсем иртнĕ май тата та хаклăрах.Темшĕн кӳрентермелли сăмахсем пирĕн чĕлхе çинчен маларах вĕçеренеççĕ, ыррине вара калама йывăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: