Малтисене çитес тесе васкатăп...


Ăш хыпнă çулçӳревçĕ эп. Васкатăп.

Ку тарана çитсе утман çула

Ыттисенчен кая юлса тухатăп,

Халь тин шыратăп хам утмаçула.

 

Пĕлмен çĕрте çул юпписем нумай та,

Кăтартмăн-ши, ыр çыннăм, çул-йĕре?

Тен, эсĕ утакан çулпах эп кайăп,

Тен, иксĕмĕр утас çулсем пĕрре?

 

Шӳт ячĕшĕн тесе тавра уттармăн —

Тӳрĕ çула та çитес çук вăй-хал.

Çĕр чăмăрĕ çавра та вăл, мăнтарăн,

Çавра-тавра утмашкăн кун сахал.

 

Ахаль те ытахаллĕн иртрĕ вăхăт,

Вăр-варрăн тухаймарăм тапранса.

Малтисене çитесчĕ манăн, тăхăм,

Малтисемпех пырасчĕ талпăнса!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Зоя (2012-08-13 18:00:41):

"Ахаль те ытахаллĕн иртрĕ вăхăт"... Ан пăшăрханăр Виталий Петрович!Эсир пурнăçланă ĕçсем ахаль иртмен. Чăвашсем Сире чун-чĕререн хисеплеççĕ,Эсир малтисенчен пĕри капла та. Малашне те "Малтисемпех пырасчĕ талпăнса!" тĕллевпе пурăнни вара пире савăнтарать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2016-09-14 19:30:39):

Зоя шухăшĕсемпе килĕшетĕп.Сирĕн сăвăсемпе тĕлĕнсе паллашрăм!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ярмат (2016-09-14 21:31:12):

Станьял сăввинче малĕмĕтлĕх, пурнас кунăн çутти палăрать!

 

В.Станьял (2016-09-15 11:29:51):

"Тĕнче тетелне" кутăн-пуçăн çавăракан мăнук çак кĕтесе уçса кĕртрĕ те савăнма хушрĕ. Савăнмасăр!

Тăван сăмахлăха сăнаса тăнăшăн - палласа илеймен Зояна, Ярмата, чутайсем Галина Зотована тав тăватăп:ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çыраткăрсем выляса тăччăр. Татах тĕл пулăпăр-ха!

 

Ярмат (2016-09-15 13:50:00):

Тавах сире чĕререн тухакан ыр сăмахсемшĕн. Малашне те çаплах тăван сăмахлăха сăнаса тăрасчĕ. Ярмат тени: «Яльчикский район Малая Таяба».

 

Галина Зотова (2016-09-15 20:02:12):

Сире валли парне хатĕрлесе хурса-ха. Аттен алçырăвĕсем тăрăх кĕнеке пичетлесе кăларма пултартăмах! "Кукшумский колос" ятлă, ытларах пайĕ вырăсла, чăвашла статьясем те пур."Интереслĕ кĕнеке" - терĕç,Эсир темле хак паратăр ĕнтĕ?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: