Ăш хыпнă çулçӳревçĕ эп. Васкатăп.
Ку тарана çитсе утман çула
Ыттисенчен кая юлса тухатăп,
Халь тин шыратăп хам утмаçула.
Пĕлмен çĕрте çул юпписем нумай та,
Кăтартмăн-ши, ыр çыннăм, çул-йĕре?
Тен, эсĕ утакан çулпах эп кайăп,
Тен, иксĕмĕр утас çулсем пĕрре?
Шӳт ячĕшĕн тесе тавра уттармăн —
Тӳрĕ çула та çитес çук вăй-хал.
Çĕр чăмăрĕ çавра та вăл, мăнтарăн,
Çавра-тавра утмашкăн кун сахал.
Ахаль те ытахаллĕн иртрĕ вăхăт,
Вăр-варрăн тухаймарăм тапранса.
Малтисене çитесчĕ манăн, тăхăм,
Малтисемпех пырасчĕ талпăнса!