Хаврук инке чирленĕ


Сухалли. Пурпĕрех, ăçта ытти эрех?

Хаврук. Урăх çук ман, тупата туршăн та çук.

Сухалли. Çук тетĕн? Халех тĕрĕслĕпĕр, минăна тупнă пек. Эрехне те тупатпăр. (Кĕсйинчен пралук кăларать.)

Симун. Вăл вăрçăра сапер-минер пулнă.

Хаврук. Кам пулнă тен?

Симун. Минăсене тупаканни. Халĕ вăл эрех шăршине пĕлекен машинăпа тупатех. Вăл шуйттан шăтăкĕнчен те тупать.

Сухалли. Кунта çук-ха.

Хаврук. Ан шыраттар, ан шыраттар.

Симун. Ман мĕнле чарас милицие?

Хаврук. Урăх çĕре илсе кай, эп çех тăватăп-им?

Симун. Кам патне илсе каяс?

Хаврук. Лаппи Праски патне е Ларка Васси патне. Вăл аншарли туман кун иртмест.

Сухалли. Мĕн ятлă-ха эсĕ?

Хаврук. Ах, тур-тур, ан çыр тархасшăн, ан пĕтер, хĕрхенсем.

Симун. Вăл сан турруна ĕненсе тăмасть ĕнтĕ, ăна урăхла майлă çавăрмалла.

Хаврук (Симуна). Çавăр-ха эппин, сана уншăн ахаль тумăттăм.

Симун. Çăмарта шарикле, эрех ларт, парне хатĕрле.

Хаврук. Ăна хĕрхенместĕп-ха эпĕ.

Сухалли. Ну. яту мĕнле тетĕп?

Симун. Начальник юлташ, акти-мĕнни тармĕ-ха вăл. Хырăму та выçрĕ пулĕ санăн ĕçлесе, ăшу та хыпрĕ пулĕ. (Хаврука.) Часрах ларт мĕн пуррине. (Хаврук çăмарта пырса лартать.)

Сухалли. Взятка илместĕп!

Симун. Взятка мар ку, начальник юлташ, хисеплесе.

Хаврук. Хисеплесе, начальник, хисеплесе...

Сухалли. Сирĕншĕн тĕрмене кайса лармастăп эпĕ.

Симун. Парне ку, взятка мар. (Хаврука.) Сан пыл çук-и? Çук пулсан пĕр хурне пус, кăркка та тиркемест. Эппин çуне илсе кĕр, сар çуне. Чӳлмекĕпех, пĕчĕккĕн илмеççĕ вĕсем, нумай пулсан пуç çаврăнса каять.

Хаврук. Ара. Хур пусма кĕркунне мар вĕт.

Сухалли. Мĕн пăшăлтататăр?

Симун. Çын так ахалех пĕтет тетĕп те-ха. Хĕрхенсем ĕнтĕ тăлăх арăма. Колхозран та ĕçе тухманшăн хĕсеççĕ. Эсĕ те каçармасан ăçта кайса кĕтĕр-ши апăрши. Тăлăх арăм вĕт.

Сухалли. Эпĕ чунсăр мар, юрĕ, анчах астăвăр, тек аншарли тунă ан пултăр.

Хаврук. Типĕ аçа çапса кайсан та тумастăп. Çийĕр-ха, çийĕр.

Симун. Урăх нихçан та аншарлине тумалла мар тесе янклаттар!

Сухалли. Хĕрхенсе çеç, хозяйка аван. Ну ĕçместĕп.

Симун. Районтан килсен малашне кунта хваттере кĕр. (Çиеççĕ.)

Хаврук. Çийĕр, çийĕр. Çăмартине те, чăкăтне те, çуне те тутанса пăхăр. Эсĕ халĕ çеç килнĕ пулмалла. Сухаллă ми-лиционера курманччĕ.

Сухалли. Халь çеç çав.

Симун. Хамăр хушăра, Хаврук инке. Ун пек япаласене ан ыйт. Военная тайна. Эс ĕçтер-çитер. Ĕç, начальник! (Шаккаса ĕçеççĕ те юрлаççĕ.)

 

Аншарлийĕ юхать-и,

Четвĕрт кĕленчи тулать-и?

Четвĕрт кĕленчи тулсассăн

Ĕçсе пăхма юрать-и?

 

Эс мана, Хаврук инке, мĕн памаллине пар-ха. Çапла, начальник. (Сухаллине ыталать.) Кунта халĕ питĕ аван, эс вĕсемпе лайăх пулсан вĕсем те пыл та çу.

Сухалли. Так точен. (Сухалне шăлса илет.)

Симун. Хавроня, илтетĕн-и?

Хаврук. Паратăп-çке ĕнтĕ. Кӳпни çитмест-им сана!

Симун. Начальник. Итлемест пулсан... (Хаврук çине кăтартса.) Арестле ăна!

Хаврук. Тухса илетĕп, ара. (Симуна.) Шуйттан! (Хаврук тухса кайрĕ.)

Сухалли. Мĕн тума ку? Хăратнипе те çитет.

Симун. Лайăхрах вĕрентес пулать. Сăмакунне ытлашши хаклă ан суттăр.

Сухалли. Пăрахтарас пулать юхтарма. Эпĕ каирăм.

Симун. Тăхта. (Сухаллине сĕтел хушшине лартать, Хаврук хаçатпа чĕркесе кĕрет, Симун илет.) Хам парап, санран илмест вăл. Халĕ взяткăсене те пама пĕлес пулать.

Хаврук. Асту эс. Хăйне пар.

Симун. Взяткăна тоже пама пĕлес пулать, атту пĕлсен хăвна тĕрмене хупаççĕ.

Хаврук. Ай, тур-тур...

Симун. Çавăнпа шăп пул. Никама та ан пĕлтер. Ни, ни, ни.

Хаврук. Ни-ни-ни тăк ни-ни-ни.

Симун. Ну, каятăп. Çул курки пар та.

Хаврук. Чипер кай. (Ĕçтерет.)

Симун (ĕçет). Ташламасăр каймастăп. (Ташласа.) Йăкăш, йăкăш шуçкалама яка хăма кирлĕ. Йăкăш, йăкăш шуçкалама яка хăма кирлĕ, халь те яка, тата яка, тата яка кирлĕ. Атя-ха пĕрле ташлар.

Хаврук. Ара, йĕркеллĕ пул-ха, кăнтăрла ĕç вăхăтĕнче ташласа ларас-и?

Симун. Атя тав туса ĕçер! Манпа мар пулсан начальникпе.

Хаврук. Начальникпе тесен хăть. (Эрех тултарать.) Тав сана, начальник юлташ. (Ĕçет.) Ак çакăн пек, тĕппипе...

Симун. Во, куртăн-и, начальник юлташ, мĕнле ĕçеççĕ пирĕн ялта хальхи хĕрарăмсем!

Сухалли. Куратăп.

Симун (черккепе курка тыттарать.) Каятăп!

Хаврук. Миçе хутчен каятăн ĕнтĕ эсĕ паян?

Симун. Санпа ташламасăр каймастăп. Йăкăш, йăкăш шуçкалама яка хăма кирлĕ. Купăссăр тухмасть. Магнитофон çук сан. Акă питлĕхпе (юрласа). Атя начальник валли концерт паратпăр. Йăкăш, йăкăш шуçкалама яка хăма кирлĕ, мана юрласа ташлама хаяр эрех кирлĕ. Тата хаяр, тата хаяр, тата хаяр кирлĕ. (Хаврука тытса çавăрса ташлаттарать, Сухалли кĕленчене шаккаса ларать.)

 

Петĕр кĕрет. Ун хыссăн Медсестра.

 

Петĕр. Атьăр, аьтăр ташлăр, ташлăр!

Сестра (Хаврука). Эсĕ чирлĕ терĕç те... Вырăн çинчен те тăраймасть терĕç те хамах килес терĕм.

Хаврук. Эп, эп чĕрĕлтĕм ĕнтĕ.

Петĕр. Апла эсĕ ĕçе тухан пулĕ, Хаврук инке. Ку тата мĕнле çветкăсем?

Хаврук. Мĕнле çветкă? Ара, ку милиционера эсĕ янă пулĕ-ха.

Петĕр. Мĕнле милиционер? Палламастăп-çке. (Сухалĕнчен туртать, сухал тăпăлса тухать, вăл — Мĕтри.)

Хаврук. Ах, тăрлавсăрсем, çынран кулса çӳреме-и (Турчка тытса.) Хăвăра хуптарап тытса!

Петĕр. Çитет мыскара выляма!

Сухалли-Мĕтри. Çитет пулĕ, чăнах, халĕ ĕçлеме тухан пулĕ, Хаврук инке?

Хаврук. Эх, камитсем темерĕн! Ял кулли! Ан шавлăрах тульăк, тухатăп. (Симунран парнене илет.) Кай!

Сестра. Апла сывалтăн пулĕ?

Хаврук. Сыватрĕç.

 

Чăн-чăн милиционер кĕрет.

 

Эсĕ те мăшкăллама килнĕ-и? Акă турчка ман сан валли те пур.

Петĕр. Хаврук инке ку — чăнни. Ăна ĕçкĕпе çавăраймăн.

Хаврук. Ах!.. Тĕнче кулли, ял кулли!

 

Ч а р ш а в

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: