Нарспиçĕм, Нарспи


Урамра шăнкăртатса шыв юхать, хĕвел тăрăшса юлнă юра ирĕлтерет. Анюк савăнсах чӳрече витĕр çуркуннехи çанталăка сăнать. Паян ăна больницăран кăлараççĕ. «Николаева, сана пата килнĕ унта», — илтĕнчĕ медсестра сасси уçă алăкран. «Анне çитрĕ пуль-ха», — шутларĕ хĕр палатăран васкаса тухнă май. Анчах урама тухакан алăк патĕнче яштака та çӳллĕ каччăна курчĕ те çĕтсе кайрĕ, тăп! чарăнчĕ. «Эсĕ-и-ха вăл Аня, — сăмах хушрĕ йĕкĕт именнĕ пикене. — Аннӳ сана çула май яла лартса пыма ыйтрĕ». Эрне каялла çеç салтакран килнĕ кӳршĕ ял каччине, Аркадие, аран палласа илчĕ хĕр. Иккĕшĕн те амăшĕсем пĕр ача садĕнчех ĕçлеççĕ.

«Ну, Нарспи, упра сывлăхна, урăх ан чирле», — терĕ ăшшăн кулса çӳçĕсем шуралнă хĕрарăм врач, вĕсем патне пырса. Ун сăмахĕсенчен Аня пушшех именсе, хĕрелсе кайрĕ. «Чăнах та, Нарспи пекех хитре», — шухăшларĕ каччă хĕре сăнаса. Хура куçĕсене пăхса ытарма çук, хура вăрăм çӳçĕсенче темле асамлă хăват пурри сисĕнет Вĕсем Константин Ивановăн геройĕ пек сарă пулмасан та, хăйсенчен темччен уйрăлма памаççĕ. Именчĕк кулли нумайччен ăшран каймасть.

«Аня, эпĕ сана урамра кĕтетĕп», — терĕ Аркадий, куçне аран хĕр çинчен илсе, иккĕш çеç юлсан. Тухтăр сĕнӳсем панă хыççăн хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Часах икĕ çамрăк машинăна ларса Çирĕклĕх ялне çул тытрĕç. Каччă Аня еннелле пăха-пăха калаçтарма тăрăшрĕ. Хĕр кăçал вунпĕрмĕш класс пĕтерет иккен. Больницăна ӳксе урине амантнă хыççăн лекнĕ. Вăл кăçал çыхăну техникумне вĕренме кĕресшĕн.

Сисĕнмесĕрех çамрăксем Çирĕклĕхе çитрĕç. «Аня, эпĕ паян сан пата килетĕп каçпа. Урама тух, юрать-и?» — терĕ Аркадий уйрăлас умĕн. «Ан çиллен те, ман каччă пур. Эпир çулталăк ĕнтĕ пĕрле çӳретпĕр», — хуравларĕ хĕр именчĕклĕн. Салхулланнă йĕкĕт: «Сывă пул эппин, Аня», — терĕ те машинăна тапратса хуллен малалла кайрĕ. Питĕ килĕшнĕччĕ пике ăна. «Кун пек хĕре часах манаймастăн», — тесе шухăшларĕ каччă. Çуркуннехи хавас çанталăк та ĕнтĕ ун кăмăлне çĕклеймерĕ.

Унтанпа пилĕк çул та иртрĕ. Аркадий ку вăхăтра институтран вĕренсе тухса хăйĕн специальноçĕпе хулара ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕр канмалли кун яла килсен юлташĕсемпе Çирĕклĕх ял клубне кайма шутларĕ вăл. Кĕркуннехи каç питĕ тĕттĕм, çулсем пылчăклă пулсан та культура çуртĕнче çынсем туп-туллиех иккен. Паян кунта ялти артистсем спектакль кăтартаççĕ. Каччă юлташĕсемпе калаçса тăнă чухне клуб алăкĕ уçăлчĕ те темле хурлăхлă питлĕ, çынсем çине хăравлăн пăхакан хĕр шала кĕрсе виççĕмĕш ретри пукан çине ларчĕ. «Кам ку, такама аса илтерет вăл мана», — терĕ Аркадий юлташне, кăрт! тĕксе. «Эсĕ Аня çинчен калатăн ĕнтĕ, — ответлерĕ лешĕ. — Ăнǎçсǎр качча кайрĕ вǎл. Упǎшки эрех ĕçме тытǎнчĕ, ĕçĕнчен тухса ӳкрĕ, арǎмĕ çине час-часах алǎ çĕклерĕ. Икĕ çул пĕрле пурǎннǎ хыççǎн уйрǎлчĕç вĕсем. Анчах питĕ улшăнчĕ Аня: типсе-хǎрсах ларчĕ, çамрǎклǎхĕ те таçта çĕтрĕ». «Эх, çавăн пек илеме пĕтернĕшĕн упăшкине хăйне тавăрмалла», — сăмах хушрĕ вĕсен калаçăвне илтсе тăнă пĕр ар çын.

Аркадий чунĕ пăлханса кайрĕ, шухăшĕсем çине-çинех Аньăпа пĕрремĕш хут тĕл пулнă самантсене таврăнчĕç. Вăл спектакль мĕнле пĕтнине те, киле епле çитнине те туймарĕ. Канăçне çухатрĕ каччă. Чăтаймарĕ, тепĕр шăмат кунах Çирĕклĕхе машинипе вĕçтерчĕ. Аран чĕнсе кăларчĕ вăл салхуллă хĕре каçхи урама. «Аня, айта кăштах калаçса ларар, сана тахçантанпах курман», — чĕнчĕ вăл ăна хурăн çумĕнчи сак патне. Темчченех шăкăлтатрĕç икĕ çамрăк, хуллен-майĕпен куçрĕ сăмах çăмхи. Пĕртте уйрăлас килмерĕ яшăн çумри тантăшĕнчен. Вĕсем вырсарникун хулана пĕрле кайма калаçса татăлчĕç. Час çывăраймарĕ Аркадий килне çитсен, чунĕ ниепле те лăпланаймарĕ каçхи тĕл пулу хыççăн.

Тепĕр кунне йĕкĕт кăнтăрла иртсен Аньăсен тĕлне машинăпа çитрĕ. Акă кĕтнĕ çын тухрĕ те. «Ну, кайрăмăр, çулĕ ăнăçлă пултăр», — терĕ те яш сăмахла-сăмахла çул тăрăх машинине чуптарчĕ. Калаçать Аркади хĕрпе, хăй вара унăн çӳçĕсенчен куçне илеймест. Хуп-хура, хулăн та вăрăмччĕ вĕсем, халь вара кĕске, тĕссĕр, пĕр-икĕ çĕрте шур пĕрчĕсем те курăнкалаççĕ. «Эх, Нарспи, мĕн туса хунă-ха эс хăвăнпа», — шухăшларĕ каччă Аня çине пăха-пăха.

Хулара ĕç хыççăн кашни кунах тĕл пулма тытăнчĕç çамрǎксем. Пурнăç çине кăштах хаваслăрах та пǎхма пуçларĕ Аня. Аркадий пулăшнипе банкри пысǎк парăма та тӳлесе татрĕ вǎл. Хăй те илемленчĕ: вǎрǎм ӳснĕ çӳçĕсем малтанхиллех асамлǎ вǎй илчĕç, хитре сăнĕ çинче час-часах вǎтанчăк кулǎ вылярĕ. Йăрăс пӳлĕллĕ хĕр иртсе кайнă чухне каччăсем чарăнса тǎрсах паллашма хǎтланчĕç, анчах Аньăна никам та кирлĕ мар халь. Ун çумĕнче шанăçлǎ, килĕшекен çын — Акади, пур.

…Çулла вĕсен туй пулчĕ, икĕ юратакан чун пĕрлешрĕ пĕр çемьене. «Нарспиçĕм эсĕ ман, Нарспи», — тет вара ытараймасăр Аркадий арǎмне, унăн хура çӳçĕсене якатнă май. Телейлĕ икĕ çамрăк, çак пурнăçра ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне юратса пурăнасса пĕлеççĕ вĕсем.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Васса (2012-02-29 18:25:30):

Вуларăмăр,кӳрентерес килмест те ĕнтĕ,çӳçĕсенче- нумайлă хисепре калама хушмаççĕ чĕлхеçĕсем,каччăна мар -качча,хĕвел тăрăшса юлнă юра ирĕлтерет предложение хĕвел юлнă ара тăрăшса ирĕлтерет тесен тĕрĕсрех пек.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: