Сулпикепе Валĕм хун
Пур ача ун варринче,
Ун пĕр пичĕ уйăх евĕр,
Тепĕр пичĕ — хĕвелпе пĕр,
Ылтăн çӳç те кĕмĕл шăл, ―
Акă чăн халапĕ вăл!»
Йыт çури пурне те илтрĕ,
Вăрттăн тухрĕ, тапрĕ сикрĕ
Вăрмана вăл, хăй килне,
Хыпар турĕ пикене:
Хун керменĕнче, пикеçĕм,
Ак çапла-çапла пуплеççĕ...
Пур сĕт кӳлĕ пĕр çĕрте,
Кӳлĕре ача пур, тет...
Ун пĕр пичĕ уйăх евĕр,
Тепĕр пичĕ — хĕвелпе пĕр,
Ылтăн çӳç те кĕмĕл шăл, ―
Ак епле илемлĕ вăл!
Эп çавна кайса илем-и,
Сан патна йăтса килем-и?»
«Шеремет! — тет Сулпике, ―
Манăн ывăл пулĕ-çке...»
Макăрса-йĕрсе вăл ячĕ.
«Ан кулян, ― тет ăслă анчăк, ―
Кăкăру сĕтне суса
Пар мана, юсман юрса».
Сулпике юсман пĕçерчĕ;
Йыт çури тухса вĕçтерчĕ, ―
Çитрĕ кӳлĕ хĕррине,
Сарса хучĕ юсманне;
Хай ача ишсе тухайрĕ,
Çирĕ те вăл — ыйхăларĕ.
Анчăк йăтрĕ ачана,
Илсе килчĕ вăрмана,
Сĕм вăрман çуталчĕ кайрĕ.
Сулпике ăна палларĕ:
«Ашшĕне ĕнтĕ, хуна,
Чĕнĕп, ― терĕ, ― хăнана...»
Шкутавсем каллех пыраççĕ,
Çула май кĕрсе выртаççĕ.
Йыт çури пĕрле ирех
Тухрĕ вăрăм çул-йĕре.
Хун патне пырса çакланчĕç,
Пытанмарĕ урăх анчăк,
Йыхрава вăл пынă халь.
Хунăн çав пĕр сăмахах:
«Ну, хăна-вĕрле, пĕлтерĕр:
Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр
Инçетри ют çĕрсенче?
Мĕн халпа тăрать тĕнче?
Мĕнешкел тĕнче мехелĕ?
Пур çĕрте те пĕр хĕвел-и?
Уйăх-çăлтăр та пĕрех-и?
Тĕрлине те куртăр-и?»
«Аслă хунăмăр! — пĕлтерчĕç
Шкутавсем, ― хĕвел пĕрреччĕ
Халиччен çут тĕнчере;
Уйăх-çăлтăр та пĕрех,
Çавсемех, тесе, яланлăх
Шухăшпа тăратчĕ халăх.
Халĕ — çĕнĕ уйăхпа
Çĕн хĕвел пур, çавăнпа
Аслăран ăслă çынсенĕн,
Ĕмĕрхи çăлтăрçăсенĕн
Кĕнеки те паянтан —
Йăлт пăрахăç, хун, ан шан!
Вăрман урлă, хир-хир урлă,
Шыв-шыв урлă эпир пулнă.
Сĕм вăрман варринче пур
Виç кĕтеслĕ шурă пӳрт.
Çав пӳртре пурнать иккен пĕр
Ытарма хал çук чипер хĕр;
Пур ун ăслă йыт çури,
Пур тата ула кĕсри, ―
Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,
Урлăш — утмăл çав ыр утăн,
Хăй хăмлать утмассерен.
Пур тата тĕлĕнтерен
Кăлтăрттин арманĕ хĕрĕн,
Авăртать вăл кунĕн-çĕрĕн.
Пĕр енчен шав сим юхать,
Тепринчен шав пыл тухать,
Виççĕмĕш енчен таттисĕр
Тĕрлĕрен апат астивĕр,
Çитмĕл çичĕ çимĕç, тен,
Ĕлкĕрет куç хупиччен:
Икерчи, пăтти, юр-варĕ...
Иксĕлми-мĕн пархатарĕ!
Пур тата ун чун уççи
Лапсаркка пĕр улмуççи.
Улмисем сиксе ташлаççĕ,
Çулçисем çупса лараççĕ.
Пĕр улма татса çисен —
Виç улма ӳсет иккен.
Пуринчен чапли, хуçамăр,
Пур ача — хĕр шăллĕ, ахăр:
Ун пĕр пичĕ — уйăх, пĕл,
Тепĕр пичĕ ун — хĕвел,
Çӳçĕ ылтăн, шăлĕ кĕмĕл,
Çавăнтан пит тĕлĕнтĕмĕр.
Çав пике чĕнет сана,
Аслă хун, халь хăнана,
Йыхрава вăл йытă ячĕ,
Çын ăслах вара çак анчăк...»
Хун кӳренчĕ кăшт, çапах:
«Юрĕ, пырăп, ― тет, ― анчах
Пĕр татмасăр, пĕр сыпмасăр
Кĕленче кĕпер хывтарăр
Хăвăр хапхăр патĕнчен
Ман хапха таран ирччен».
Анчăк илтрĕ, хыпаланчĕ,
Кайнă чух каларĕ анчăк:
«Вырт та çывăр, хун! Ирех
Курăн эс çав кĕпере».
Хун ирпе пуçне çĕклейрĕ, ―
Чăн та хатĕр-мĕн кĕперĕ.
«Ну, ― тет арăмĕсене, ―
Чыс тăвар çав пикене.
Кĕленче кĕпер пит капăр,
Каймаллах пулать-тĕр, ахăр...»
Кайрĕç, çитрĕç хăнана
Инçетри çав вăрмана.
Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,
Урлăш — утмăл ула утăн,
Тихисем аякранах
Янратаççĕ таврана.
Виç кĕтеслĕ пӳрчĕ умĕн —
Хун курать — чăнах та пур-мĕн,
Кăлтăрттин арман ларать,
Сим те, пыл та кăларать.
Çавăнтах — куçна илеймĕн! ―
Сарăлса ларать илемлĕн
Этемсемшĕн чун уççи
Лапсăркка пĕр улмуççи.
Çулçисем çат-çат çупаççĕ,
Улмисем сиксе ташлаççĕ.
Хун пĕрне татса пăхать —
Виç улма ӳссе ларать.
Çавăнтах пустав сăртарнă
Пусмисем çинче — мăнтарăн
Амăшпе хун ывăлĕ.
Ун пĕр пичĕ — хĕвелех,
Тепĕр пичĕ — уйăх унăн,
Шăлĕ кĕмĕл, çуçĕ ылтăн.
Хăй вăл кĕмĕл савăта
Хӳхĕм ылтăн çăмарта
Кустарса ярать хаваслăн.
Тем сарлакăш, сĕм-сĕм аслă
Вăрмана йĕри-тавра
Çутатса ялтраттарать:
Витĕрех курнать пур çулçă,
Пур чечек. Ак каç та пулчĕ.
Çав-çавах пур чăтлăхра
Кăнтăрла çути тăрать.
Хун Сулпикене палларĕ,
Пĕр сăмахсăр ыталарĕ.
Хун ачи хăй ашшĕне
Пур нуши-тамашине
тăнкки (2012-09-28 09:39:49):
мана питех те килĕшрĕ. Сире тата еплерех пек?
Лĕпĕшпи (2012-10-01 19:54:12):
Хусанкай çырни кама килĕшмĕ-ши? Чĕлхи илемлĕ те пуян, вулас та вулвс килет...
Надежда Евдокимова (2017-10-04 19:55:20):
Халиччен ку хайлава вулама тӳр килменччĕ. Вуласа тухрăм-кăмăлăм тулчĕ. Пурах вĕт чавашсен пултаруллă çыннисем.
Павлова Л. Н. (2019-02-10 08:43:26):
Очень красивая сказка. Слегка напоминает сказку ПушкинаА.С. Так что автора этого произведения можно назвать чувашским Пушкиным... Честь и хвала автору шедевра. :-)
Зотова Г.В. (2019-02-15 05:23:18):
Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун-чĕререн тав тăватăп! Пурнăçра ырри яланах çĕнтеретех!