Виртуаллă экскурси
2050 çулхи чӳк уйăхĕ. Трак ялĕнче Мускаври 1555-мĕш номерлĕ гимназин филиалне уçнă. Эпĕ çак филиалăн 7«ă» класĕнче вĕренетĕп. Филиала уçма Раççей Президенчĕ те килсе çитнĕччĕ. Вăл пире çĕнĕ вĕренӳ системи çине куçнă ятпа саламларĕ. Ăна вăл тĕнчери мĕн пур ĕç-пуç глобализациленнипе, çĕр-шывсем хушшинчи чикĕсем пăрахăçланнипе, ют çĕр-шыва кайса килме паспорт е укçа-тенкĕ пачах та кирлĕ маррипе çыхăнтарчĕ.
Çĕнĕ вĕренӳ системи «Виртуаллă пĕлӳ тĕнчи» ятлă. Унпа килĕшӳллĕн эпир кунне виçĕ академиллĕ сехет вĕренетпĕр, тăхтавсем çур сехете тăсăлаççĕ. Каникул тапхăрĕ иккĕ: пĕри — хĕлле, тепре — çулла. Вĕсем виçшер уйăх тăсăлаççĕ. Кашни эрнере икĕ сехет виртуаллă экскурсине кайса килетпĕр. Каникулта вара — ют çĕр-шывра канатпăр. Ку пĕтĕмпех вĕренӳ программине кĕрет.
Акă, иртнĕ эрнере эпир Авалхи Египет кун-çулне истори урокĕнче вĕрентĕмĕр. Çак темăна тĕплĕнрех тишкерме пирĕн шкулăн виртуаллă хатĕрсен ангарне куçма тиврĕ. Кунта пĕтĕмпех çĕнĕ технологиллĕ аппаратсемпе приборсем лартса тултарнă: тĕнче анлăшĕнче вĕçмелли виртокарап, ют çĕр-шывсене çитмелли виртосамолет, кӳршĕ республикăсене вĕçсе çитмелли виртовертолет, юнашар районсене çитмелли виртомобиль пур. Шывра ишмелли виртогидролет та пур, ун хăвăртлăхĕ те, ытти аппаратсен хăвартлăхĕ пекех, çутă хăвăртлăхĕпе танлашать. Ют галактикăсене çитмешкĕн вирторакетăсем те пур кунта. Вĕсем электронлă топливăпа ĕçлеççĕ.
— Египетри Хеопс пирамидине çитсе кĕрсе тухар-и паян? — терĕ пире истори вĕрентекен Любовь Юрьевна Илларионова. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Виртосамолет хăвăрт тапранчĕ. Карап виртотехникĕ (вăл карапа çула хатĕрленĕ ĕнтĕ) пире телейлĕ çул сунчĕ. Виртосамолет командирĕ — Любовь Юрьевна. (Карапа тытса пыма йывăр мар — ăна малтанах программăласа хураççĕ.) Маршрута электронлă планшет çине сăнланă карттăна пăхса пӳрнепе тĕллесе ертсе пымалла çеç иккен.
Пилĕк самант иртрĕ-ши — эпир Египетра, ултă миллион тонна таякан 138 метр ытла çӳллĕш Хеопс пирамиди умĕнче. Пире Хеопс тарçисем кĕтсе илчĕç. Вĕсем пире пуç тайса сума сурĕç, малалла иртме сĕнчĕç. Эпир Фараон палатине кĕтĕмĕр. Коридорпа пынă чух çан-çурăма сивĕ хум пырса çапрĕ, çӳç вирелле тăчĕ (кунта пиншер çул каялла пытарнă фараонсен чунĕсем пур-çке!), анчах Хеопс тарçисен лампа çути пурри чуна лăплантарчĕ. Сарлака пӳлĕме кĕтĕмĕр. Кунта хаклă йышши кавир сарнă чул трон çинче Хеопс хăй ларать, унпа юнашар — пирамидăн архитекторĕ, фараонăн визирĕ тата племянникĕ Хемиун. Вĕсем пире пирамидăн шалти тытăмĕпе паллаштарчĕç. Ку пирамида çут тĕнчен çичĕ тĕлĕнтермĕшĕсенчен пĕри иккен. Хеопспа Хемиун пире пĕр вăрттăнлăх та каласа пачĕç: ку пирамидăна египтянсем ют галактикăри цивилизацисемпе çыхăну тытмалли виртостанци тесе тунă иккен. Космос çыхăнăвĕн антенни, пĕр сăмахпа каласан. Чаплă ăсчахсем пире чăвашсене çакăн йышши телестанци туса пама кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Эх, епле аван пулĕччĕ! Вара пирĕн Чăваш Ене пур енчен те тĕнчен саккăрмĕш тĕлĕнтермĕшне курма виртоэкскурсантсем килĕччĕç. Пирĕн çĕр-шыв çинчен ытти çĕрте тата нумай пĕлĕччĕç, Чăваш Ен сумĕпе чапĕ тĕнчене саланĕччĕ. Ют галактикăсемпе çыхăну татмалли çулсем те уçăлĕччĕç. Çакăн пек ырă та чаплă шухăшсемпе таврăнтăмăр эпир Авалхи Египетран.
Физкультура урокĕнче (сывлăхпа хускану урокĕ ятлă вăл) эпир 2014 çулта Сочире пулнă Хĕллехи олимп вăййисене кайса курас терĕмĕр. Эпир унта нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче вĕçсе çитрĕмĕр. Унта çитме икĕ тĕрлĕ вĕçев хатĕрĕ усă курма тиврĕ: виртосамолетпа — Краснодара, виртовертолетпа Сочине вĕçрĕмĕр. (Виртовертолетне эпир виртосамолет багажникне чикнĕччĕ.) Хальхинче виртосамолетпа виртовертолет командирĕ — физкультура вĕрентекен Зинаида Львовна Васильева. Сочире пире пурне те ырă сунакан волонтерсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем чăвашла та пĕлеççĕ иккен. Вĕсенчен кашни вунă чĕлхепе калаçать. Пире уйрăмах вĕсем чăваш чĕлхине пĕлни савăнтарчĕ. Апла чăвашла калаçса кунта та чуна кантарма пулать. Çав кун олимпиадăра скелетон ăмăртăвĕсем пуçланнăччĕ. Çак вăйă-ăмăртура спортсменсен икĕ тупанлă çунашкапа ту çинчен анакан пăрлă яка çулпа хăвăрт ярăнса анмалла. Кам чи сахал вăхăт кăтартать — çав çĕнтерет. Çĕнтерӳçĕне икĕ е тăватă хут ярăнса аннипе палăртаççĕ. Пĕлме интереслĕ: пĕрремĕш скелетон çунашкине 1882 çултах тунă иккен. Пĕрремĕш тĕнче чемпионатне 1982 çулта ирттернĕ. Тата скелетон çунашки 40-рен пуçласа 130 километр таран хăвăртлăх аталантарма пултарать.
Кунта пире çĕнĕ технологипе тунă скелетон çунашкипе паллаштарчĕç. Вăл виртоскелетон ятлă. Унпа ярăнаканăн электронлă шыв ĕçмелле, вара вăл сывлăшра палăртса хунă виртуаллă çулпа вĕçет. Унăн хăвăртлăхĕ çутă хăвăртлăхĕнчен 3-5 хут вăйлăрах. Вĕçнĕ вăхăтра сывлама юрамасть, сывласан виртоскелетон çĕрелле анма пуçлать. Кам сывламасăр нумайрах чăтать, çав çĕнтерет. Тĕлĕнмелле! Сăмах май, эпир те çав электронлă шыва ĕçсе пăхрăмăр (нумай мар, кăшт кăна). Чăнах та хамăра чикĕсĕр вăй кĕрсе кайнине туйрăмăр.
— Кун пек вăйпа эпĕ класри ачасене çеç мар, шкулти пур ачана те çĕнетĕп, — тет манпа юнашар тăракан Танил (Ермаков Даниил ĕнтĕ ку).
Электронлă шыва 2054 çулта иртекен Олимп вăййисенче усă курма ирĕк параççĕ иккен. Тĕнче рекорчĕсене çĕнетмелли çĕнĕ меслет пулĕ вăл.
Сăмах май, олимпиадăра эпир 2014 çулхи Хĕллехи Олимп вăййисен талисманне — Мулкача ӳкернĕ чăваш хĕрĕпе Сильвия Петровăпа тĕл пултăмăр. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕренет иккен. Кунта Олимп вăййисене çутатма килнĕ. Чăваш наци телевиденийĕ валли видеорепортажсем хатĕрлесе ярса парать вăл.
Тулли кăмăлпа тата тарăн пĕлӳпе таврăнтăмăр эпир Сочирен.
Акă тăван ен историйĕпе культури урокĕнче эпир мăн асаттесен çĕр-шывне — Атăлçи Пăлхара çитсе курас терĕмĕр. Шупашкара виртомобильпе çитрĕмĕр (вăл сакăр урапаллă, электронлă топливăпа ĕçлекен транспорт). Пăлхара вара виртогидролетпа кайрăмăр. Карап командирĕ — тăван ен культурипе историне вĕрентекен Виталий Михайлович Михайлов. Атăлтан Пăлхар хулин пристаньне питĕ хăвăрт çитрĕмĕр. (Виртогидролет шыв çийĕн вĕçет. Пĕр чăрмав та çук.) Çитсенех пире Пăлхар хулинче пурăнакан хан çыннисем пуç тайса кĕтсе илчĕç. Вара çыран хĕрринчен Пăлхар хулине виртомобильпе кайрăмăр (вăл кунтан 7 çухрăмра вырнаçнă).
Пирĕн ума авалхи пăлхарсен, çав шутра пирĕн несĕлсен те — сăварсен, тĕп хули тухса тăчĕ. Пире икĕ енĕпе карталанса тăнă хула çыннисем ырă сунса саламларĕç. Хула варринче — икĕ капмар çурт. Пĕри — Шурă палата, тепри — Хура палата. Вĕсенчен аякрах та мар — Пысăк Минаретпа Собор мичĕтĕ. Инçех мар — Хĕрлĕ палатăпа Грек палати. Пире Шурă палатăна чĕнчĕç. Унта хулан паллă çыннисем — ăсчахсем, юрăçсемпе сăвăçсем, сутуçăсем пухăннă. Вĕсем хăйсемпе тăванлă халăх çыннисемпе курнăçма килнĕ. Ку çурт пĕлтерĕшĕ пысăк иккен. Таса та сăваплă вырăн ку. Кунта халăх мунча та кĕрет иккен. Кунта ăсчахсем тупăшаççĕ, шахматла выляса ăмăртаççĕ, сăвăçсем хăйсен хайлавĕсене халăха вуласа парса тупăшаççĕ. Çак сăваплă вырăнта Кул Гали поэт, Якуб ибн-Нугман ăсчах-историк, философ Хамид аль-Булгари философ хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Эпир те шахматла выляса тупăшрăмăр. «Кунта ислам тĕнне йышăнма килĕшмен сăварсен йăх пуçĕ Вырăх та сахал мар çӳренĕ пуль, çак чул çулсен тусанне вĕçтернĕ пуль», — терĕм эп хам ăшра.
Хан пире Хĕрлĕ палатăна мунча кĕме чĕнчĕ. Хан çемйи хаклă хăнасене кунта йышăнать иккен. Мунча шывĕ питĕ çемçе, шăм-шака кантарать. Мунчине пăспа хутаççĕ, шывĕ вара (сивви те, ăшши те) хаклă йышши чулсенчен хурса тунă пăрăхпа юхать. Çурăма ятарлă çынсем çуса яраççĕ. Кун хыççăн хамăра Пăлхар çынни пекех туйрăмăр.
Унтан эпир Грек палатинчен иртсе (кунта çичĕ тинĕс леш енчи элчĕсене йышăнаççĕ тет) Хура палатăна кĕтĕмĕр. Унта Аслă Сут канашлăвĕ пыратчĕ. Сут Пăлхар патшалăхĕн саккунне пăснă çынна айăпласа канашлатчĕ. Сутра айăплав ĕçне хулан чаплă çыннисем татса параççĕ иккен. Вĕсем сасăланă чух икĕ алăкран тухаççĕ: пĕр алăкĕнчен тухакансем çын айăплă маррине палăртаççĕ, тепĕр алăкĕнчен тухакансем çын айăплине палăртаççĕ. Хăш алăкран çын нумайрах тухать, çакă айăпланакан çын айăплине е айăпсăррине çирĕплетет. Тĕлĕнмелле!
Пысăк Минарета улăхса пăхма сĕнчĕç пире. Минаретăн кашни картлашки çыннăн ку таранччен пухăннă çылăхĕсене каçарма пулăшать иккен. Кашни картлашка çине пусмассерен куç умне хăв тунă çылăхсем тухса пыраççĕ. Минарет тăррине çитсен хăлхама авалхи стена çумне тытса пăхрăм. Авалхи мăн асаттесен сасси хăлхара янраса кайрĕ: «Хреççук, пăлхар-чăвашсен халалне асра тытăр, тăван халăх ăс-хакăл мулне упрăр, мăн асаттесен кун-çулне ан манăр. вĕсен ĕçне-хĕлне малалла тăсăр».
Пирĕн палăртнă вăхăт та иртсе пырать. Киле кайма вăхăт çитет. Пире ăсатма пĕтĕм хула халăхĕ тухрĕ. Хан тарçисем кашнине асăнмалăх пĕрер ылтăн укçа — нухрат парса тухрĕç. Юлашкинчен кашнин пушмакне пуставпа шăлса илчĕç. Эпир тĕлĕнтĕмĕр: пирĕн çул тусанĕ мĕн тума кирлĕ вĕсене? Хан пулăшуçи çапла ăнлантарчĕ: «Тăван çĕр-шывăн пылчăкĕ те пылак, тусанĕ те ылтăн». Эп ку сăмахсене илтнĕччĕ-ха. Халь вара хам хăлхапа илтрĕм. Эпир пуç тайса тав турăмăр та хамăр вертомобиль çине васкарăмăр. Тепĕр темиçе самантран Трак Ене çаврăнса çитрĕмĕр.
Çапла иртеççĕ пирĕн шкулти кунсем. Пырса курăр, ан ӳркенĕр. Кĕçех эпир Антарктидăна вĕçсе кайса килĕпĕр. Кун çинчен тепĕр чухне каласа парăп.
ÐкÑÐ°Ñ Ð§ÑнÑÑпай (2011-11-11 20:52:19):
Вăт, ку чăн-чăнах фантастика. Чăвашлăхпа çыхăннă илемлĕ хайлав. Çылăха кĕрес марччĕ пирĕн чăваш халăх умĕнче! Пур шкул ачи те çакăн пек çырма пуçласан чăвашлăх аталанма мар, пит çӳллĕ шая çĕкленĕччĕ. Çапла пултăрах! Эпир пулнă, пур, пулатпăр!