Ырă сăмахсем


Ял çумĕнчи Ыртус кӳллине пурте лайăх пĕлеççĕ. Пысăках мар вăл. Хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă, тем те тӳснĕ çак кӳлĕ. Ун çинчен хывнă юмах-халапа пĕтĕм ял-йыш пĕлет. Мана та асатте каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ вара сире каласа паратăп.

Çуллахи вăхăтра виçĕ кун хушши пĕр чарăнмасăр çумăр лӳшкерĕ. Витререн тăкнă пек çунипе ял çумĕнчи кӳлĕ те тулса кайрĕ. Пĕр каçхине ял халăхĕ çывăрма выртсан кӳлĕ çывăхĕнче сасартăк кĕмсĕрт! туни илтĕнчĕ. Ытти çынсем те илтрĕç, те илтмерĕç, анчах та эпĕ (ку вăл ман асатте, вăл Хĕветĕр ятлă) кӳлĕ çывăхнерех пурăннă пирки çак сасса уççăнах илтрĕм. Тул çутăличченех мĕн пулчĕ-ши тесе шухăшласа выртрăм. Ирхине ирех тăтăм та ял йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм, анчах нимĕн те асăрхамарăм. Вара кӳлĕ патне кайса пăхма шутларăм. Хĕвел те шуса тухрĕ, кайăксем те юрлаççĕ, темиçе кун çумăр çунă хыççăн çанталăк уяртса ячĕ. Кӳлĕ çине сăнасарах пăхса илтĕм — нимĕн те улшăнман пек. Ирхи тӳлек те лăпкă çанталăкпа киленсе тăратăп… Сасартăк кӳлĕ çийĕн темле ăнланмалла мар сасă илтĕнсе кайрĕ. Сасси вăйланса та вăйланса пырать. Кăшт тăрсан кӳлĕ варринче пĕр пысăк пуç курăнса кайрĕ: ни çын пуçĕ пек мар, ни пулă пуçĕ мар — тискер те хăрушă. Хăранипе те тĕлĕннипе пĕтĕм вăйран хыттăн кăшкăрса ятăм. Ал-ура хускалми пулса ларчĕ, вырăнтан та хусканаймастăп. Çак тискер чун ним пулман пек манпа калаçма пуçларĕ.

— Мĕн кăшкăратăн? — тет хайхискер.

Манăн вара хирĕç сăмах чĕнме чĕлхе те çаврăнмасть. Аран-аран хама алла илтĕм те: «Эсĕ пирĕн кӳлле ăçтан лекнĕ? — терĕм. Вăл вара çапла каласа ăнлантарчĕ.

— Эпĕ ĕнер каçхине çумăр çунă вăхăтра çӳлтен персе антăм. Манăн атте — Шыв патши, мана сирĕн кӳлле килсе ячĕ. Мĕншĕн тесен çак кӳлĕ тавра кашни каç Усал вăйсем пуçтарăнаççĕ, кӳлĕ тĕпĕнче хăйсем валли пысăк çурт лартаççĕ, усал ĕçсем тума кавар тăваççĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăннине юратмаççĕ, çынсем савăнса-кулса пурăннине кураймаççĕ, çынсем çирĕп сывлăхлă вăй-халпа кунĕн-çĕрĕн тăрăшса ĕçленине чăтма пултараймаççĕ. Вĕсем усал вăй ярса тăнипе çынсем пĕр-пĕрне ăнланми пулаççĕ, пĕр-пĕринпе вăрçса-харкашса пурăнма пуçлаççĕ, хуйхă-суйхă айне путаççĕ, йывăр чир-чĕрпе асапланаççĕ, хытă чĕреллĕ пулса тăраççĕ. Çавăнпа мана атте çак Усал вăйсемпе кĕрешме, вĕсене пĕтерме ячĕ те ĕнтĕ сирĕн кӳлле. Анчах мана пĕччен вĕсемпе тупăшма йывăр пулать. Кăмăлу пулсан пулăш эсĕ мана. Эпĕ Ыртус ятлă. Иксĕмĕр пĕр шухăш-кăмăллă пулар.

— Эпĕ Хĕветĕр ятлă. Санăн ырă сăмахусем мана килĕшрĕç. Эпĕ сана пулăшма хаваспах килĕшетĕп. Тус-юлташлă пулар, пĕрле ырă ĕçсем тăвар, — терĕм эпĕ.

— Анчах эпĕ шывра сывлаймастăп вĕт-ха.

— Ан кулян, çак симĕс шĕвеке виçĕ сыпкăм ĕç те — ишме те пултаратăн, вăйу та çителĕклех пулĕ.

Эпĕ Ыртус панă шĕвеке ĕçрĕм те — хул пуççисем çинче пуллăнни пек çунатсем ӳссе ларчĕç. Хăранипе пĕшкĕнсех лартăм.

— Ан хăра! Вĕсем сана шывра çӳреме кăна кирлĕ, шывран тухсан — хăйсемех çухалаççĕ.

Çĕнĕ туспа иксĕмĕр шыва кĕрсе кайрăмăр. Кунта пачах та урăх тĕнче! Шыв курăкĕ, шыв чечекĕ, шыв чĕр чунĕ, шыв кайăкĕ… Пулли тата миçе тĕрлĕ-ши?

Ишсен-ишсен пĕр пысăк шăтăка кĕрсе кайрăмăр. — Кунта пире никам та тупаймасть, — терĕ Ыртус. Эпир сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр та Усал вăйсемпе еплерех кĕрешмелли çинчен канашларăмăр.

— Эсĕ халь килне кай, çур çĕр иртсен кил. Эпĕ унччен вĕсем пурăнакан вырăна вăрттăн пăхса çаврăнатăп, — терĕ Ыртус.

Киле çитрĕм те апат çинĕ хыççăн канма выртрăм. Тĕлĕкре мана темле Ырă вăй çапла калать пек: «Усал вăйсемпе сăмахпа çеç кĕрешмелле, вăйпа кĕрешсен пĕр-пĕрне çеç вĕлерсе пĕтеретĕр, усси нимĕн чухлĕ те пулмасть».

Çур çĕр иртсен тăрса тумлантăм та кӳлĕ патне кайрăм. Усал вăйсем ан сисчĕр тесе асăрханса шыва антăм, Ыртус пурăнакан шăтăка çитрĕм. Унтан иксĕмĕр Усал вăйсем пуçтарăнакан вырăна кайрăмăр. Вĕсем тем пирки кăшкăрсах калаçаççĕ. Акă мĕн илтрĕмĕр эпир.

— Çав çын питĕ лăпкă та ырă, пурне те пулăшасшăн çунать.

— Мĕн тумалла-ши унпа?

— Камччĕ-ха вăл?

— Хĕветĕр ятлă, кӳлĕ çумĕнчи ялта иккĕмĕш çуртра пурăнать.

— Атьăр ăна пĕр-пĕр пысăк инкек кăтартатпăр.

Усал вăйсен калаçăвне илтсен ман çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. Вĕсене хальтерех пĕтермесен хамăра шар кăтартаççĕ вĕт.

Мана тĕлĕкре Ырă вăй каланă сăмахсене аса илтĕм, ун çинчен Ыртуса пĕлтертĕм. Вăл ман шухăша ырларĕ. Усал вăйсемпе хирĕç еплерех кĕрешмеллине калаçса татăлтăмăр та кĕтмен-çĕртен вĕсен умне сиксе те тухрăмăр. Хайхисем, ĕç-пуç кун пек килсе тухасса сисменскерсем, тĕлĕнсех кайрĕç.

— Ха, çылăхсăрскер, хăех килчĕ пирĕн пата! Тытар та тĕп тăвар ăна! — терĕ пĕри.

— Мĕншĕн эсир çынсене кураймастăр, мĕн тунă вĕсем сире? — терĕм эпĕ çирĕппĕн.

— Нимĕн те туман! Вĕсем хитре, илемлĕ, кăмăллă, ĕçчен… Эпир вара — тискер сăн-сăпатлă, усал чунлă… Пире никам та юратмасть.

— Мĕншĕн юратмалла-ха сире? Эсир пурне те япăх çеç тăватăр, чир-чĕр, хуйхă-суйхă яратăр, хур кăтартатăр. Çавăнпа эсир хитре марланса кайнă, чунăрсем хытса çитнĕ, пит-куçăр тискерленнĕ. Нивушлĕ эсир сăнпа та, чунпа та, ĕçпе те илемлĕ пуласшăн мар? Ырă шухăшпа пурăнсан, ырă ĕçсем тусан — эсир те Ырă вăйсем пулатăр.

Хĕветĕрĕн тĕрĕс те витĕмлĕ сăмахĕсене итленĕçемĕн Усал вăйсем чунĕпе çемçелсе пычĕç, куçĕсене капланса килнĕ куççуль тумламĕсене шăла-шăла илчĕç. Вĕсене хĕрхенес килсе кайрĕ. Чун ыратăвне пусарас пек, кӳтсе çитнĕ чуна лăплантарас пек — пурте йĕрсе ятăмăр.

Эпĕ Усал вăйсене çакăн пек сĕнӳ патăм: «Малашне киревсĕр ĕçсем тума пăрахăр, çак кӳлĕре Ырăлăх тĕнчи туса хурăр, илемлĕ çуртсем çавăрăр, пуринпе те туслă пурăнăр. Пирĕн пата хăнана пырса çӳрĕр, эпир те сирĕн пата килсех çӳрĕпĕр. Çĕр çинче те, шыв çинче те пурте кĕтнĕ хăнасем пулар. Шыв патшипе унăн Ыртус ятлă ывăлне урăх ан кӳрентерĕр».

Усал вăйсем ман сăмахсене шăппăн итлесе тăчĕç, каласа пĕтерсен ман пата пырса ыталаса илчĕç. «Хĕветĕр, эсĕ чăн-чăн ырă çын, пирĕн те сан пек пулас килет», — терĕç. Пирĕн калаçу çакăн пек вĕçленнĕшĕн эпĕ питĕ савăнтăм.

Пирĕн кӳлĕри Усал вăйсене ырăлатма пулăшнăшăн Ыртусăма тав турăм та шывран тухса килелле хаваслăн та çăмăллăн утса кайрăм. Кăштах канса илес-ха тесе выртрăм та — тĕлĕрсех кайнă. Кӳлĕ тĕпĕнче ишсе пыратăп пек, хирĕç тĕл пулакансем мана пурте сывлăх сунаççĕ пек, йĕри-тавра капăр çуртсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем пек, чунра ырă-ырă пек…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2011-11-11 21:00:45):

Ырăлăх тĕнчи пурне те илĕртет тесе каласшăн автор. Ырă сăмах ырра вĕрентет. Сăмах хăвачĕ тĕнчене тытса тăрать, усала çĕнтерет. Сăмах пур пулсан - чăнлăх пур! Аван çырнă хĕр ача! Маттур тесе каласшăн эп ăна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: