Çыру
Шупашкарти хĕл каçĕ янкăр çутă,
Мерчен пек юр хуллен çеç вĕçкелет.
Савниçĕм, сан çинчен пĕлес килет,
Анчах эс çыраймарăн-çке çыру та...
Тăван яла пĕрремĕш юр витсессĕн,
Сана эп чĕннĕччĕ хире тухма.
«Санпа пĕр тан пыраймăп, —
терĕн эсĕ, —
Пĕлместĕп, — терĕн, —
йĕлтĕрпе шума».
Куçа йăмăхтарсах хĕвел пăхатчĕ,
йĕлтĕр айне пулса юрлатчĕ юр.
Савниçĕм, санпала ман тĕл пуласчĕ, —
Ман чĕрере илемлĕ ĕмĕт пур...
Кăштах вăтаннипе-ши, сиверен-ши, —
Тутăрпала хуплаттăнччĕ сăнна.
Мана куçран пăхмастăн эсĕ темшĕн,
Анчах та эп сăнаттăмччĕ сана.
Хуллен шăватчĕç пирĕн йĕлтĕрсем,
Пирĕн хыçа пĕр мăшăр йĕр юлатчĕ.
Савниçĕм, ман пата килмерĕç çырусем,
Тен, вĕсене илет пуль тепĕр каччă?..
Шăвать çав йĕлтĕр... Шуса ӳкрĕн эсĕ...
Вара каларăн: «Пулăшсам хĕре...
Санпа чухне ман ыратать чĕре,
Тен, иксĕмĕр чухне эпир телейсĕр?..»
Сана ал патăм. Эсĕ хăвăрт тăтăн.
Пĕрремĕш хут тинкертĕн ман куçран.
Е манпала телейсĕр пуласран хăратăн,
Е ытлашши телейлĕ пуласран?
Тен, çавăнпа çырмастăн пуль çыру та,
Анчах сана манмастăп пурпĕрех.
Шупашкарти хĕл каçĕсем çап-çутă»
Çапах та, тусăм, ыратать чĕре...
Пĕччен чухне телейсĕр юрăту та.
Мĕн-ма çырмастăн-ши эс пĕр çыру та?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...